НПО Машиностроения

УАП «Вăрçă-промăçлăхĕн корпорацийĕ „Наукăпа производство машиностроени пĕрлешĕвĕ“» (ФПУП «НПО машиностроения», УКБ-52) — Раççейĕн малта пыракан ракета-космос фирмисенчен пĕри. 1944 çулта академик Челомей, Н. Н. Поликарпов ертсе пынă 51 № авиазаводăн УКБ тĕпĕпе Реутовра самолёт-снарядсем ăслайламалли конструктор бюровне йĕркеленĕ.

Халĕ корпорацийĕн тĕп пайĕ Мускав облаҫӗн Реутов хулинчех вырнаçнă.

Предприятин ĕç-хĕлĕпе патшалăх ертӳçисем: Хрущёв Никита Сергеевич, Путин Владимир Владимирович, Медведев Дмитрий Анатольевич пырса паллашнă.

1991 çулта депутата суйланас умĕн Борис Ельцин агитаци енĕпе коллективпа тĕл пуласшăн пулнă, анчах та ертӳçсем тата РФ КП вырăнти парткомĕ ăна йышăнман.

Харпăрçисемпе ертӳçĕсем

УАО «ВПК „НПО машиностроения“» 100 % акцийĕ патшалăх аллинче, ĕçсене тытса пыраканĕ — Патшалăх пурлăхĕпе хуçаланакан федерацин агентстви.

Тĕп директор — Тĕп конструктор Леонов Александр Георгиевич.

Кун-çулĕ

Корпораци ĕç-пуçĕн тĕп тĕллевĕсем

  • Çунатлă ракета вăрçă комплексĕсем
  • Стратеги ракети комплексĕсем тата турттару-ракетисем
  • Интеграциленĕ информаци-космос системисем
  • Информаци технологисем, тепĕр хут усă курмалли энергетика тата икĕ тĕрлĕ усă курмалли технологипе тунă интеграциленĕ инноваци продукчĕсем

Тăван пĕрлешĕвĕсем

Корпорацине кĕрекенсем: