Нарӑс, 21
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1543 — эфиоп императорĕ Гэлаудеуос португалсем пулăшнипе адальсен Ахмед Грань имамне çĕнтерет
- 1613 — Çĕрсен соборĕнче патшана Михаил Романова (капăрл.) лартнă
- 1784 — II Кĕтернен хутайĕпе Крымри портпа кармана Севастополь ят панă
- 1848 — Карл Маркспа Фридрих Энгельс «Коммунистсен партин манифестне» пичетленĕ
- 1913 — Балкан вăрçисем вĕсленсен Греци йышне Янина кĕрет
- 1935 — Мускавра пĕрремĕш тĕнче кинофестивалĕ уçăлать
- 1995 — Стив Фоссетт историре пĕрремĕш тăр пĕччен Лăпкă океана сывлăш хăмпи çинче вĕçсе каçать.
Çуралнă
- 1919 — Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
Вилнĕ
- 1677 — Бенедикт Спиноза, XVII ĕмĕрти нидерланди философĕ.
- 1961 — Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор.
- 1984 — Шолохов Михаил Александрович, вырăс совет çыравçи.
- 2006 — Айхи Геннадий Николаевич, чăваш сăвăçи, тăлмач.