Никифоров Иван Никифорович (фотокорреспондент)

Никифоров Иван Никифорович (1920 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Çĕнĕ Акчура, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики1991 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи фотокорреспондент, СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ) Ҫӗнӗ Акчура ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Никитин Никифор Никитич, амӑшӗ — Кузьмина Пелагея Никитична, хресченсем пулнӑ.

Тӑван ялти шкулта 4 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Горький хулинчи юханшыв училищинче вӗреннӗ. Хыҫҫӑн столяр-рулевой пулса ӗҫленӗ.

1940 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, Лӑпкӑ океан флотне лекнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне 8703 АД 873 карап ҫинче аслӑ матрос пулнӑ.

1947 ҫулта демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти колхозра бригадир, икӗ ҫул колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ.

Шупашкарта фотокорреспондентсен курсӗнче вӗреннӗ, республикӑри периодика кӑларӑмӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме тытӑннӑ.

1954 ҫулта пуҫланӑ та, пурӗ 40 ҫул ытла «Молодой коммунист» хаҫатӑн фотокорреспондентӗнче ӗҫленӗ.

Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия» хаҫатсенче пичетленнӗ.

1957 тата 1985 ҫулсенче Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери Ҫамрӑксемпе студентсен VI тата XII фестивалӗсен ӗҫне ҫутатма тивӗҫ пулнӑ.

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хӗсметре пулнӑ ҫар ҫыннисен-ветерансен канашӗнче хастар тӑрӑшнӑ.

1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Карачурари 1-мӗш масарта пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Кӑсӑк самантсем

  • Сӑнӳкерчӗк тӑвакансене пӗрремӗш хут ача чухне 1929 ҫулхи ҫулла курнӑ, яла фотографсем килне пулнӑ — ҫавӑнтанпа ҫак асамлӑх ун чунне кӗрсе юлнӑ.
  • Фотокорреспондент пулма аппӑшӗн мӑшӑрӗ Анатолий Жирнов журналист сӗннӗ.
  • Пӗрремӗш фотоаппаратне — «Лейка» — хӗсметре пӗрле пулнӑ юлташӗсем парнеленӗ.

Аставӑм

Ӑнлантарусем

  1. ^ Вера Эверкки. Фотокорреспонденты ИД «Хыпар» отдали дань памяти бывшим коллегам (выр.). Издательский дом «Хыпар» (12 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Валерий Железняков. Музей фотокорреспондентов в Чебоксарах (выр.). Газета «АртФОТОграфия 21» (2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 221—232, 261. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.