Крючков Николай Афанасьевич

Никола́й Афана́сьевич Крючко́в (раштав 1910 (кăрлач, 6 1911) 24, Мускавака, 13 1994, Мускав) — театрпа кино совет актёрĕ, ССРП халăх артисчĕ (1965), пĕрремĕш степеньлĕ Сталин парни лауреачĕ (1941), Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ (1980). ССКП пайташĕ, 1953 çултанпа.

Кун-çулĕпе ĕçе-хĕлĕ

Николай 14 çул тултарсан ФЗУ-на вĕренме кĕрет, гравер-накатчик ĕçне алла илет, унтах илемлĕ пултарулăх ушкăнне хутшăнать.

Театр дебючĕ 1927 çулта «1905 çул» пьесăра çуралать. Синематографа актёр Борис Барнетăн «Окраина» фильмĕнче, Сенька атăç сăнарĕпе кĕрет. Хăйĕн пурнăçĕнче 120 ытла роле сăнарланă.

Николай Крючков тăватă хутчен авланнă пулнă. Малтанхи икĕ арăмĕ актриса пулнă. Пĕрремĕшпе, Пастухова Марипе (Пурис ывăлĕ), актёр «Трактористсем» фильма ӳкернĕ чухне, иккĕмĕшпе, Парфаньяк Аллăпа (Николай ывăлĕ) «Небесный тихоход» фильма ӳкернĕ чухне, паллашать. Иккĕшĕ те Крючковпа паллашнă самантра студент пулнă.

Крючковăн виççĕмĕш мăшăрĕ, спорт тава тивĕçлĕ ăсти Зоя Кочановская, упăшки умĕнчех сарăмсăр вилет. Ăна машина çапса хăварать. Трагеди Ленинградра пулса иртет, вара Крючков хăех ăна тупăкра самолёт çинче Мускава илсе çитерет.

Икĕ çул иртсен Крючков юлашки хут мăшăрланать. Каллех тепĕр фильма хайланă чухне пулас арăмĕпе — Лидия Николаевна Крючкова режиссёр ассистенчĕпе — паллашать. Вĕсен Эльвира хĕр çуралать.

Фильмографи

Парнесемпе чыславсем

Темӑпа ҫыхӑннисем