Петров Антон Петрович
Петров Антон Петрович (1902 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Ачча, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1982 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Мускав, СССР) — Воронеж фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн инженер ҫарӗсен пуҫлӑхӗ, полковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.10.1943). Инженери ҫарӗсен генерал-майорӗ (13.09.1944)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1902 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ) Ачча ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Чиркӳпе прихут шкулӗн 4 класӗнче (1915) пӗлӳ илнӗ, Шӑхранти (1919) аслӑ пуҫламӑш училищӗре вӗреннӗ.
Ҫарта 1919 ҫултанпа. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. 1920 ҫулта ҫар-инженер курсӗсенче, 1926 ҫулта — Мускаври Коминтерн ячӗллӗ ҫарпа инженери шкулӗнче, 1932 ҫулта — РККА Ҫарпа техника академинче вӗренсе тухнӑ. РККА Ҫарпа техника академийӗн строительство материалӗсен лабораторийӗн аслӑ инженерӗ пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарӑн Анӑҫ Украинӑна тата Анӑҫ Белоруссине 1939 ҫулта харҫӑпа хутшӑннӑ. 1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче 1941 ҫултанпа. Воронеж фрончӗн инженер ҫарӗсен штабӗн пуҫлӑхӗ (1942), 40-мӗш ҫарӑн инженер ҫарӗсен пуҫлӑхӗ (1942—1943) пулнӑ. Воронеж фрончӗн Острогож-Россошанск тата Воронеж-Касторна тапӑну операцисене хутшӑннӑ.
Киевран кӑнтӑрарах Днепр урлӑ каҫнӑ чухне 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче — юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ. Ҫарӑн инженери ҫарӗсене пӗлсе те хӑюллӑн ертсе пынӑ, ҫакӑ юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче плацдармсене тытса илессине йӗркеленӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Петров Антон Петрович полковника Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 1845) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта хӗсмете малалла тӑснӑ. 1947—1962 ҫулсенче Ҫарпа инженери академийӗн факультет пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1962 ҫултанпа инженери ҫарӗсен генерал-майорӗ А. П. Петров отставкӑра.
Мускавра пурӑннӑ. 1982 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Мускавра Ваганьково масарӗнчи хупӑ колумбарире пытарнӑ[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (23.10.1943, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 1845);
- Ленин орденӗ (23.10.1943);
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Кутузов орденӗн 2-мӗш степенӗ (28.04.1945);
- Богдан Хмельницкий орденӗн 2-мӗш степенӗ (13.09.1944);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «Ҫарти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (6.11.1941);
- медальсем;
- Канаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2020, вилнӗ хыҫҫӑн)[3].
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Аччари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула панӑ.
- Аччари пӗр урама Паттӑр ентешӗн ятне панӑ.
- 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗн А. П. Петров бюстне лартнӑ[4].
- Ачча ялӗнче Петров Антон Петровичӑн асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ.
- Ваганьково масарӗнчи колумбарире плита вырнаҫтарнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ В. М. Михайлов. Петров Антон Петрович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Петров Антон Петрович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Петров Антон Петрович (выр.). Герои Отечества. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ В Канашском районе состоялось торжественное открытие памятника Герою Советского Союза Антону Петрову (выр.). сайт Чувашской республиканской общественной организациипограничников «Пограничное братство» (29 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Петров Антон Петрович (выр.). Общественный проект Приволжского федерального округа «Герои Отечества» (28 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.
- Вӑрҫӑ паттӑрӗ / [А. Михайлов хатӗрленӗ] // Хыпар. — 2021. — 6 ҫу/май. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Документлӑ фильм хатӗрленӗ: [Совет Союзӗн Геройне Антон Петрова халалласа хатӗрленӗ фильм ҫинчен] // Канаш ен. — 2019. — 23 кӑрлач. — С. 1.
- Пантелеймонова, Л. В. Чӑваш халӑхӗн мухтавӗ : [Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ, инженери ҫарӗсен генерал-майорӗ А. Петров ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитни ҫинчен] / Л. В. Пантелеймонова // Канаш ен. — 2012. — 18 кӑрлач (№ 5). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Прокопьев, В. Салтакран — генерала ҫити : [Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ Антон Петрович Петров ҫинчен] / В. Прокопьев // Хыпар. — 2005. — 28 авӑн. — С. 5.
- уркай, В. Вӑл — Генерал та, Паттӑр та! : [Совет Союзӗн Геройӗ Антон Петрович Петров ҫинчен] / В. Туркай // Хыпар. — 2015. — 8 ҫу. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Турхан, Е. Виҫӗ вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ : Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 30 апрель/ака (№ 17). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Михайлов, В. М. Петров Антон Петрович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 408.
- Петров Антон Петрович (17.01.1902-14.09.1986) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Петров Антон Петрович // Канашский район : энцикл. персоналий. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 417—418.
- Петров Антон Петрович // Славные имена Земли чувашской : кн.-альбом. — Чебоксары, 2022. — С. 109.
- ГАСИ ЧР. Ф.Р-2922. Оп.1. Д.266.
- ГАСИ ЧР. Ф.Р-2922. Оп.2. Д.75.