Пирĕшти

 

Пирӗшти (диалект. Пирӗште, Пирӗшчи[1]) — килтисене, тӑвансене пӑхакан, ырӑ паракан сывлӑш.

Этимологи

Пирӗшти сӑмах перс чӗлхинчен кӗнӗ: перс. فرشته[2][3], вӑл «ырӑ», «ангел» тенине пӗлтерет. Ку сӑмах ытти чӗлхесенче те тӗл пулать: уйг. периштә, туркм. перишде , казах. периште, к.-калп. периште, нух. периште, казах. бериште, узб. фаришта, пушк. фирештә, тут. фәрештә, азерб. пэри [4].

Пирӗшти ҫинчен

Пирӗшти — ҫынна тӗрлӗ инкек-синкекрен упракан ырӑ. Ача ҫуралсан унӑн чунне пирӗшти илсе килет, малашне ун пурнӑҫӗ мӗнле йӗркеленессине пӗтӗмпех ҫырса хурать тесе шутланӑ[5].

Чӑвашсем вӑл этемӗн хулпуҫҫи ҫинче ларать тесе ӗненнӗ. Ҫавна май кӗлӗсенче хӳтӗлеме ыйтнӑ, тӗрлӗ инкек-синкекрен упраса сыхлама тархасланӑ[6].

Чӑваш халаплӑхӗнче пирӗшти ҫавӑн пекех ҫын ыйтнине Кепепе Пӳлӗхҫӗ урлӑ аслӑ Турӑ патне ҫитерет, ҫавӑн пекех ҫӳл тӳпери турӑсен ырӑ хыпарӗсене этеме пӗлтерет. Пирӗштине ытларах чухне хӗрарӑм сӑнарӗпе калӑплаҫҫӗ[7].

Культурӑра

Пирӗшти тесе сӑвӑ-калавсенче идеаллӑ, таса чунсене сӑнарлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Маркиан Удаловӑн «Чечек» сӑвӑллӑ романӗнче:

«Ах, хӗрӗ, калӑн, пирӗшти, —

Калаймӗ сиввӗн кӳрӗш те, —

Пӑхсассӑн, ҫук, куҫна илеймӗн…»[8]

Ҫавӑн пекех «пирӗшти» тесе хитре те илемлӗ персонажсене, ытти япаласене палӑртаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Геннадий Максимов хӑйӗн «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» повеҫӗнче пирӗшти тесе хурӑна сӑнарлать: «Ҫак пирӗшти хурӑнӑн пурте пур: Шурӑнни пек тӗветкеллӗх те, вӑтанчӑклӑх та, сапӑрлӑх та, ӗлккенлӗх те…[9]». Ытларах чухне, ҫавах та хирте хӗрсене ҫапла сӑнарлаҫҫӗ, сӑмахран, Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» романӗнчи тӗслӗх: «…[Тимӗр] пулӑшуҫи енне пуҫне пӑрчӗ: — Кам вара ку пирӗшти пек чиперкке пике?[10]».

Ҫав шутра ҫыравҫӑсем пирӗшти сӑнарӗпе тӳрремӗн те усӑ кураҫҫӗ. Георгий Ефимов хӑйӗн «Эп каҫаратӑп…» сӑввинче ҫапла ҫырать:

Эп каҫаратӑп...

Турӑ каҫартӑр...
Хул пуҫҫийӗм ҫинче ларакан пирӗшти —
Килес кунӑн ҫути

Сӗм ҫӗрле те сыхлатӑр.[11]

Геннадий Юмартӑн «Хӗрт сурт» сӑввинче те пирӗштине асӑнни пур:

Эй, ыр хӗрт-суртӑм, ырӑ пирӗшти!..

Ҫапла чӗнем-и халӗ те пулин?
Эс пуррипе ӑнать кун-ҫул утти,

Эс пуррипе вӑл туйӑнать туллин.[12]

Пирӗшти сӑнарӗпе кӗнеке ячӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнеке пичетленсе тухнӑ, унта 11 ҫамрӑк автор хайлавӗ кӗнӗ[13].

Пирӗшти сӑнарӗпе художниксем те час-часах усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗх пек Мария Фомиряковӑн «Пирӗшти» ӗҫне илме пулать[14].

Тӗнре

Пирӗштине кӗл тӑвасси чылай йӑла-йӗркере тӗл пулать. Тӗслӗхрен, ача ҫуралас умӗн пирӗштие асӑнса ача пирки ыррӑн ҫырма кӗл тӑваҫҫӗ: «Эй, Турӑ, ӑраскал, телей пар. Ырӑ пирӗшти, ырра ҫыр, чипер пурӑнмалла ту»[15]. Тӳр киллинче каламалли кӗлӗре те асӑнаҫҫӗ: «Таса пирӗшти, эсӗ курӑнми ҫунатупа пире хӳтӗле, тӗрӗслӗхпе тархасласа кӗлтӑвакансене ҫывӑрнӑ чух, шыв урлӑ каҫнӑ чух, вӑрманта пӗлми ҫулпа ҫӳренӗ чух — мӗнпур аташнӑ ӗҫсенчен упраса сыхла»[6].

Геральдикӑра

Пирӗшти сӑнарне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ял тӑрӑхӗн гербӗнче тата ялавӗнче асӑрхама пулать[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Федотов М. Р. Этимологический словарь чувашского языка, том I, стр. 434.
  2. ^ М. Рясянен. Материалы по исторической фонетике тюркских языков, стр. 145а.
  3. ^ В. Г. Егоров. Этимологический словарь чувашского языка, стр. 161.
  4. ^ Пирӗшти (выр.). Электронные словари. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  5. ^ Ача ҫуралсан тӑвакан йӗркесемпе сунӑмсем. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Тӳр киллинче каламалли. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ Г.Б. Матвеев. Пирӗшти (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ Маркиан Удалов. Чечек. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  9. ^ Геннадий Максимов. Çĕрĕллĕ хура кушак. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  10. ^ Николай Максимов. Шурӑ акӑш ҫулӗ :: Пулат хан тӑхӑмӗ. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  11. ^ Георгий Ефимов. Эп каҫаратӑп... Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  12. ^ Геннадий Юмарт. Хӗрт сурт. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  13. ^ Пирӗшти патне янӑ çыру» (Письмо ангелу) (выр.). Чувашское книжное издательство. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  14. ^ Мария Фомирякова (выр.). Звезды искусства Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  15. ^ Ача ҫуратас умӗнхи кӗлӗ. Пилсемпе кӗлӗсем. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  16. ^ Геральдика.ру. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.

Каçăсем

  • Г.Б. Матвеев. Пирӗшти (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.