Пронькин Иван Тимофеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Пронькин Иван Тимофеевич
Pronikin Ivan foto.JPG
Çуралнă вăхăт 1911 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ(1911-05-05)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1992 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ(1992-06-25) (81 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ

Пронькин Иван Тимофеевич (1911 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ, Кульцав, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1], Раҫҫей Империйӗ1992 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш Республики) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозӑн бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1949)[2]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1911 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Кульцав (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан чукун ҫул разъездӗнче дежурный пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.

1934 ҫулхине Кульцавра юлташӗ тата комсомол ертӳҫи С. К. Коротков йӗркеленӗ ялхуҫалӑх эртелне кӗнӗ.

1934 ҫулта И. Т. Пронькин пӗрле ӗҫлекенӗпе Сталин ячӗллӗ колхозӑн 1000 ытла гектар ҫӗр сухаланӑ.

Вӑрҫӑ пуҫлансанах таврари ялсенчи ҫамрӑк хӗрсене тракторист ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. 1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Уринчен йывӑр аманнӑ, 1943 ҫулхи ҫулла комиссиленӗ, тӑван тӑрӑха таврӑнса ҫӗр ӗҫне кӳлӗннӗ.

1945 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 65 механизатортан тӑракан Вӑрнар МТСӗн трактор бригадине ертсе пыма пуҫланӑ, бригадирӗ пулса ӗҫленӗ. 1947 ҫулта И. Т. Пронькин бригадира Ленин орденӗпе чысланӑ[2].

Производствӑри пысӑк кӑтартусемшӗн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ӗҫри пысӑк кӑтартусемшӗн, ялхуҫалӑх культурисене — сухаласа тӑракан колхозсенче 141,5 гектар лаптӑк ҫинче кашни гектартан 27,3 центнер тулӑ — пухса илнӗшӗн Иван Тимофеевич Пронькина Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[3].

И. Т. Пронькин Вӑрнар районӗнчи тата Чӑваш АССР тракторисчӗсем хушшинче социализмла ӑмӑрту пуҫарса янӑ, ку ӑмӑрту республикӑра анлӑ сарӑлнӑ.

Мускаври ялхуҫалӑх куравӗсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ, чылай медале тивӗҫнӗ.

Кульцав ялӗнче пурӑннӑ, 1992 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вилнӗ[2].

Обществӑлла ӗҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1951 ҫулхи Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ (Вӑрнар районӗнчи 48-мӗш суйлав округӗпе) пулнӑ[4].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Ныне — Вурнарский район, Чувашия, Россия.
  2. ^ 1, 2, 3 Иван Тимофеевич Пронькин на официальном сайте «Чувашская энциклопедия». Пӑхнӑ кун: 25 Утӑ уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 30 Утӑ уйӑхӗн 2014 ҫул.
  3. ^ ГИА ЧР. Ф.Р-1041. Оп. 1. Д. 952. Л. 103. Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении И.Т. Пронькину звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии (5 Ҫу уйӑхӗн 1949).
  4. ^ Список депутатов Верховного Совета Чувашской АССР, избранных 18 февраля 1951 года. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи копийӗ gov.cap.ru
  • Иванов, Н. Знатный механизатор : [о Герое Соц. Труда И. Т. Пронькине] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 77-81 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Пронькин Иван Тимофеевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 510.
  • Пронькин Иван Тимофеевич // Энциклопедия Вурнарского района : краткая энцикл. – Чебоксары, 2005. – С. 217 : фот.