Распутин Григорий Ефимович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Распутин Григорий Ефимович (1906 ҫултанпа — Распутин-Новых[3]; 1869 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9 (21)-мӗшӗ[4] — 1916 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17 (30)-мӗшӗ) — Ҫӗпӗр хресченӗ, Раҫҫей императорӗн II Николайӑн ҫемйин фаворичӗ, мистик, малашлӑха куракан тата сиплевҫӗ пек те палӑрнӑ. Санкт-Петербургри Юсупов керменӗнче аслӑ аристократи представителӗсем (Британи подданнӑйӗ, разведка офицерӗ те хутшӑннӑ) вӗлернӗ.
Биографийӗ
Ачалӑхӗ тата ҫамрӑклӑхӗ
1869 ҫулхи карлачӑн 9 (21)-мӗшӗнче[4] Тобольск кӗпӗрнинчи Тӗмен уесӗнчи (халӗ Тӗмен облаҫӗ) Покровское салинче Ефим Яковлевич Распутин ямшӑк (1841—1916) тата Анна Васильевна (1839—1906; хӗр чухне Паршукова) ҫемйинче ҫуралнӑ[5][6][7].
Тобольск кӗпӗрнинчи Тӗмен округӗнчи Слобода-Пукрав Турӑ Амӑшӗн чиркӗвӗн метрика кӗнекинче Ефим Яковлевич Распутинпа унӑн арӑмӗн Анна Васильевнӑн 1869 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) ывӑл Григорий ҫурални ҫинчен ҫырни пур. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче тӗне кӗртнӗ[4][6].
Григорий ҫураличчен ҫемьере виҫӗ ача пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсем пурте пӗчӗк чухнех ҫӗре кӗнӗ. Тӑваттӑмӗш ывӑлӗ те ҫирӗп сывлӑхпа палӑрман, алхасса выляс вырӑнне пӗччен лӑпкӑ ларма кӑмӑлланӑ[6].
Тӑван ялӗнче шкул пулман, ҫавӑнпа Григорий нимӗнле пӗлӳ те илмен, аран-аран ҫырнӑ, вуланӑ. Мӗн ачаран хуҫалӑхри тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхма пулӑшнӑ, ҫӗр ӗҫӗсене хутшӑннӑ, тыр-пул пухса кӗртнӗ[5].
1892 е 1893 ҫулта сӑваплӑ вырӑнсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫланӑ. Малтан Ҫӗпӗрти мӑнастирӗсене ҫитсе килнӗ, унтан Раҫҫейӗн Европа пайне ҫитнӗ[5], каярахпа вара Грецири Афон тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра та пулса курнӑ. Ҫакна палӑртмалла: пӗтӗм ҫулҫӳреве Распутин ҫуран кайнӑ. Чиркӳ представителӗсемпе, манахсемпе, турра пуҫ ҫапма ҫӳрекенсемпе тӗл пулнӑ[7][8].
Паллӑ пулма пуҫлани
1890 ҫулта Прасковья Фёдоровна Дубровинӑна, ҫавӑн пекех паломница-хресчене, качча илнӗ. Ҫемьереа виҫӗ ача ҫуралнӑ: Матрёна, Варвара тата Димитрий[9].
1902 ҫул тӗлне Распутин пророк тата ҫветтуй ватӑ пек палӑрнӑ. Сыхланса юлнӑ свидетельствӑсем тӑрӑх, вӑл чӑнах та хӑш-пӗр чиртен хӑтӑлма пулӑшнӑ: нерв чирӗсенчен, пуҫ ыратнинчен, ыйхӑ килменнинчен, тиксенчен хӑтарнӑ, юн юхма чарнӑ. Григорин ӗнентерӳ хӑвачӗ калама ҫук пысӑк пулнине кӑтартакан свидетельствӑсем те пур[5][7].
Унӑн сиплевҫӗ вӑйӗ ҫинчен сас-хура Ҫӗпӗрте кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывра сарӑлнӑ[10].
Император ҫемйипе паллашни
1903 ҫулта Петербурга тӗн академийӗн ректорӗ Сергий (Страгородский) епископ патне килнӗ, Санкт-Петербургри тӗн академийӗн инспекторӗпе Феофан (Быстров) архимандритпа, ҫавӑн пекех Гермоген (Долганов) епископпа паллашнӑ[10]. 1905 ҫулта Распутин ҫемйине хӑварса Санкт-Петербургра тӗпленнӗ[5][7][8].
Феофан атте «ҫул ҫӳревҫӗ» пирки Черногорск кнеҫӗн (каярахпа король) Николай Негошӑн хӗрӗсене Милицӑна тата Анастасийӑна каласа панӑ. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ тӗнри ҫӗнӗ паллӑ ҫын ҫинчен императрицӑна каласа кӑтартнӑ та[7].
1905 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче (ытларикун) Распутин императорпа пӗрремӗш хут куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ. Ҫак пулӑм II Николайӑн кун кӗнекинче ҫырӑнма тивӗҫнӗ:
Оригиналлӑ текст (выр.)В 4 часа поехали на Сергиевку. Пили чай с Милицей и Станой. Познакомились с человеком Божиим — Григорием из Тобольской губ.
4 сехетре Сергиевкӑна кайрӑмӑр. Милицӑпа тата Станӑпа чей ӗҫрӗмӗр. Турӑ ҫыннипе — Тобольск кӗпӗрнинчи Григорипе — паллашрӑмӑр.II Николай кун кӗнекинчен[11].
Распутин император ҫемйине, чи малтан Александр Фёдоровнӑна хӑйӗн ывӑлне, астул еткерҫине Алексея, гемофилипе, медицина та пулӑшайман чирпе, кӗрешме пулӑшнипе витӗм кӳнӗ[12]. Гипотезӑсенчен пӗрин тӑрӑх, патша ывӑлне ыратнине ҫӑмӑллатма аспирин пама пултарнӑ, вӑл юна шӗветни тата гемофиликсен ӑна ӗҫме юраманни ӗмӗр варринче ҫеҫ паллӑ пулнӑ. Распутин вара кирек мӗнле эмеле те пӑрахӑҫлама ҫине тӑнӑ[13].
1906 ҫулхи раштавра Распутин хӑйӗн хушаматне Распутин-Новых ҫине улӑштарма ыйтса император ячӗпе прошени ҫырать, ҫакна вӑл ял ҫыннисенчен нумайӑшӗ ҫавнашкал хушаматпа ҫӳренипе, ҫавна май ӑнланманлӑхсем сиксе пулма пултарнипе ҫыхӑнтарать. Прошение тивӗҫтернӗ[14].
Хлыстовлӑх тесе айӑплани
1903 ҫулта, Распутин Петербурга кайиччен, Тобольск консисторине вырӑнти священник Петр Остроумов[15] Распутин «Перӗм кӗпӗрнинчи заводсенче хлыстовлӑх ереҫӗпе паллашнӑ» тесе евитленӗ. Э. С. Радзинский палӑртнӑ тӑрӑх, Покровска следователе ӑсатнӑ, анчах вӑл ним тиркемеллине те те тупса палӑртман, ӗҫе архива панӑ[16].
Распутин «хлыстовлӑхӗ» пирки пӗрремӗш ӗҫ (1907)
1907 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче 1903 ҫулхи донесени тӑрӑх Тобольск консисторийӗ Распутин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна хлыстовлӑх евӗр суя вӗрентӗве сарнӑшӑн тата хӑйӗн суя вӗрентӗвне пӑхӑнса пыракансен обществине йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ[17].
Малтанхи тӗпчеве Никодим Глуховецкий священник ирттернӗ. Пухнӑ фактсене тӗпе хурса Тобольск консисторийӗн пайташӗ Дмитрий Смирнов протоиерей сектӑсемпе ӗҫлекен специалистӑн, Тобольскри тӗн семинарийӗн инспекторӗн[17][18] Д. М. Берёзкинӑн[~ 1] пӑхса тухакан ӗҫ пирки хаклавне илсе кӑтартса Антоний епископ валли рапорт хатӗрленӗ.
Д. М. Берёзкин ӗҫе мӗнле ертсе пынине ҫапла хакланӑ: следствие «хлыстовлӑх пирки сахал пӗлекен ҫынсем» тунӑ, Распутинӑн икӗ хутлӑ пурӑнмалли ҫуртне ҫеҫ ухтарнӑ, раденисем пулса иртекен вырӑнсем «нихӑҫан та пурӑнмалли ҫуртсенче вырнаҫмаҫҫӗ, яланах картиш хыҫӗнче — мунчасенче, сарайсенче, пурӑнман аялти хутсенче … тата ҫӗр тӗпӗнче пулаҫҫӗ. Килте тупнӑ картинӑсемпе турӑшсене сӑнласа кӑтартман, вӗсенче вара ереҫ тупсӑмӗ пытанма пултарать…» Ҫакӑн хыҫҫӑн Тобольск епископӗ Антоний (Каржавин) ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев тума хушнӑ, ӑна сектӑсемпе кӗрешекен опытлӑ миссионера шанса панӑ[16], 1908 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче вӑл ӗҫе вӗҫленӗ тесе ҫирӗплетнӗ[19].
Э. Радзинский шутланӑ тӑрӑх, ӗҫе вӑрттӑн пуҫарса яраканӗ Синодра ҫыхӑну тытнӑ Милица Черногорская княгиня пулнӑ, ӑна хупма вара Распутинӑн Петербургри поклонницисенчен пӗри генеральша Ольга Лохтина пулӑшнӑ[16][20].
Распутина хирӗҫле айӑплавсем шухӑшласа кӑларнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ О. А. Платонов шухӑшланӑ тӑрӑх[21], ӗҫ «пушӑ вырӑнтан» пуҫланса кайнӑ, ӑна вара Распутинччен патша ҫемйинче ҫывӑх тус тата канашҫӑ вырӑнне йышӑннӑ аслӑ кнеҫ Николай Николаевич (Анастасия Черногорскаян упӑшки) «йӗркеленӗ». Платонов уйрӑмах кнеҫ масонлӑх шутне кӗнине палӑртнӑ[17][22].
2004 ҫулхи кӗркунне иртнӗ архиерей соборӗнче Ювеналий (Поярков) митрополит доклачӗн хушӑмӗнче «Г. Распутина хлыстовлӑхшӑн айӑплани пирки ӗҫе... тӗплӗ тишкермен» тесе палӑртнӑ, ҫав хушӑрах «Г. Распутин сектантлӑха ҫывӑх пулни пирки ыйту чылай кӑткӑсрах … ӑна ятарлӑ тата компетентлӑ тишкерӳ тумалла»[22].
Полици вӑрттӑн тӗрӗслени, Иерусалима паломничествӑпа кайни (1911)
1910 ҫулта Петербурга Распутин патне унӑн хӗрӗсем килнӗ, вӗсене вӑл гимназие вӗренме вырнаҫтарнӑ. Столыпин премьер-министр хушнипе Распутина темиҫе кун сӑнанӑ[23].
1911 ҫул пуҫламӑшӗнче Феофан епископ Сӑваплӑ Синода Распутин тыткаларӑшӗ пирки Александр Фёдоровна императрицӑна кӑмӑлсӑрлӑха официаллӑ майпа палӑртма сӗннӗ, Сӑваплӑ Синод пайташӗ Антоний митрополит (Вадковский) вара II Николая Распутин япӑх витӗм кӳни ҫинчен пӗлтернӗ[24].
1911 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Распутинпа Гермоген епископ, Илиодор иеромонах тата Распутин позицисене ҫирӗплетиччен Петербургра керменте аристократсен обществине тата император ҫемйине пӗлтерешлӗ витӗм кӳнӗ турӑ ҫынни Митя Козельский хушшинче харкашу пулса иртнӗ. Илиодор (Труфанов) иеромонахпа пӗр пулнӑ Гермоген епископ Распутина Васильевск утравӗ ҫинчи килне чӗннӗ. Митя Козельский священниксен умӗнче сивлеме пуҫланӑ. Илиодор асаилӗвӗсенче вӑл сивлени пӗр вӑхӑтрах хӑрушӑ та кулӑшла пулни ҫинчен ҫырнӑ: «А-а-а! Эсӗ турра ӗненмен ҫын, эсӗ нумай амӑшне кӳрентернӗ! Эсӗ нумай няньӑна кӳрентернӗ! Эсӗ патша майрипе пурӑнатӑн! Йӗксӗк — эсӗ!» , «Эсӗ — турра ӗненмен ҫын! Эсӗ патша майрипе пурӑнатӑн! Эсӗ — антихрист!» Кун хыҫҫӑн Гермоген Распутина темиҫе хутчен хӗреспе ҫапнӑ. Тӗл пулнисен хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ, кайран вара — ҫапӑҫу та[25][26].
1911 ҫулта Распутин хӑйӗн ирӗкӗпе тӗп хуларан тухса кайнӑ та Иерусалима паломничествӑпа ҫул тытнӑ[5][6][24][25].
Шалти ӗҫсен министрӗн Макаровӑн 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Распутина каллех сӑнама тытӑннӑ, ку вӑл виличченех пынӑ[17].
Распутин «хлыстовлӑхӗ» пирки иккӗмӗш ӗҫ (1912 ҫул)
1912 ҫулхи кӑрлачра Дума Распутина мӗнле йышанни пирки пӗлтернӗ, 1912 ҫулхи нарӑсра II Николай В. К. Саблера Сӑваплӑ Синодӑн Распутин «хлыстовлӑхӗ» пирки ӗҫе ҫӗнӗрен йӗркелеме, Родзянко доклачӗ валли пама хушнӑ, «ҫапла кермен коменданчӗ Дедюлин Тобольскри тӗн консисторийӗн ӗҫне ӑна панӑ, унта Распутина хлыстовлӑх сектипе ҫыхӑнни пирки айӑплавӑн Следстви Производствин пуҫламӑшӗ пулнӑ»[27]. 1912 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Родзянко аудиенцире патшана хресчене яланлӑхах хӑваласа кӑларма сӗннӗ[24].
Тобольск епископӗ Алексий (Молчанов) ҫак ӗҫе хӑй тӗпчеме пуҫланӑ, материалсене тишкернӗ, Пукрав чиркӗвӗн приччӗнчен сведенисем ыйтнӑ, Распутинпа хӑйӗнпе пӗрре мар калаҫнӑ. Ҫак ҫӗнӗ тӗпчев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 1912 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче Тобольскри тӗн консисторийӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ тата ҫирӗплетнӗ, ӑна чылай пысӑк ҫынна тата Патшалӑх думин хӑш-пӗр депутатне ярса панӑ. Пӗтӗмлетӳре Распутин-Новый пирки «христианин, Христос чӑнлӑхне шыракан ҫын» тенӗ. Распутин тӗлӗшпе урӑх нимӗнле официаллӑ айӑплав та пулман. Анчах та ку ҫӗнӗ тӗпчев кӑтартӑвӗсене пурте ӗненнине пачах та пӗлтермен[17].
Пророкла калани, сочиненисем тата Распутин ҫырӑнни
Распутин пурӑннӑ чухне икӗ кӗнеке кӑларнӑ: «Житие опытного странника» (1907 ҫулхи ҫу уйӑхӗ) тата «Мои мысли и размышления» (1915)[17].
Император ҫурчӗ пӗтесси пирки каласа хуни чи палли пулса тӑнӑ: «Эпӗ чӗрӗ чухне династи те пурӑнӗ»[28][29].
Хӑш-пӗр автор Распутин каланисем Александр Фёдоровна II Николай патне янӑ ҫырусенче пур тесе шухӑшлать. Ҫырӑвӗсенче Распутинӑн хушаматне асӑнман, анчах хӑш-пӗр автор Распутина ҫырусенче пысӑк сас паллирен «Тус» е «Вӑл» тесе палӑртнӑ тесе шутлать, ҫапах та ҫакна документсемпе ҫирӗплетни ҫук. Ҫырусене СССРта 1927 ҫулта[30] тата Берлинти «Сӑмах» издательствӑра 1922 ҫулта[31] пичетленӗ. Ҫырусем РФ Патшалӑх архивӗнче упранса юлнӑ[32].
Хиония Гусева вӗлерме тапӑнни
1914 ҫулта Распутина хирӗҫ кавар «пиҫсе» ҫитнӗ, ун пуҫӗнче Николай Николаевичпа Родзянко тӑнӑ[17].
1914 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче (утӑн 12-мӗшӗнче)[33] Покровское салинче Распутина вӗлерме тапӑннӑ. Ӑна Царицынран килнӗ Хиония Гусева хырӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чиксе йывӑр амантнӑ[17]. Распутин ҫакна Илиодор йӗркелеме пултарнӑ тесе каланӑ, анчах нимпе те ӗнентереймен. Утӑн 3-мӗшӗнче Распутина сипленме Тӗмене пӑрахутпа илсе кайнӑ. Распутин Тӗмен больницинче 1914 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗччен пулнӑ. Вӗлерме тапӑнни пирки ӗҫ следствийӗ ҫулталӑка яхӑн тӑсӑлнӑ. 1915 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Гусева психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар тесе йышӑнса ӑна уголовлӑ яваплӑхран хӑтарнӑ, Томскри психиатри больницине [34][35].
Гусева вӗлерме тапӑнни пирки тӗнчери хыпарсенче ҫырнӑ. Распутин хӑйне мӗнле туйни ҫинчен Европа тата АПШ хаҫачӗсенче ҫырнӑ; The New York Times ҫак сюжета пӗрремӗш полосана кӑларнӑ. Раҫҫейри прессӑра Распутин сывлӑхне Франц Фердинанд эрцгерцог вилнинчен ытларах тимлӗх уйӑрнӑ[36].
Вӑрҫӑ ҫине мӗнле пӑхни
1914 ҫулта вӑл Раҫҫей вӑрҫа кӗнине хирӗҫ пӗрре мар каланӑ, вӑл хресченсене асап кӑна кӳрет тесе шутланӑ[37]. 1915 ҫулта, Февраль революцийӗ пулассине сиссе, Распутин тӗп хулана ҫӑкӑрпа тивӗҫтерессине лайӑхлатма хушнӑ. 1916 ҫулта Раҫҫей вӑрҫӑран тухни, Германипе мир туни, Польшӑпа Прибалтика тӗлӗшпе правасем илме хирӗҫлени пирки майлӑ, ҫавӑн пекех вырӑс-британи альянсне хирӗҫ каланӑ[38][37].
Хальхи разведка историкӗсен, ҫавӑн пекех ятарлӑ службӑсен историкӗсен шухӑшӗпе, Распутинӑн шӑпах ҫак позицийӗ ӑна вӗлермеллитӗп сӑлтав пулса тӑнӑ, ҫакна Британи элчи (хӑш-пӗр хыпар тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах акӑлчан разведкин офицерӗ те) йӗркеленӗ. Аслӑ Британи «ватӑ манах» император ҫемйине витӗм кӳресрен, вӑл Германипе килӗшӳ тума ӳкӗте кӗртесрен вӑйлах хӑранӑ, ку вара Англин лару-тӑрӑвне йывӑрлатма пултарнӑ[17][39].
Вӗлерни
Распутина 1916 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫӗрле (ҫӗнӗ стильпе раштавӑн 30-мӗшӗнче) Мойка юхан шывӗ ҫинчи Юсуповсен керменӗнче вӗлернӗ. Каварҫӑсем: Феликс Юсупов кнеҫ, Патшалӑх думин депутачӗ В. М. Пуришкевич, Дмитрий Павлович аслӑ кнеҫ, МИ-6 Британи разведкин офицерӗ Освальд Рейнер[39][40].
Распутина вӗлернине тӗпчесси, ӑна полици департаменчӗн директорӗ А. Т. Васильев ертсе пынӑ, самай хӑвӑрт пынӑ. Распутин ҫемйин пайташӗсенчен тата тарҫисенчен пӗрремӗш хут ыйтса пӗлсенех Распутин хӑйне вӗлернӗ каҫ Юсупов князь патне хӑнана кайнине палӑртнӑ[41].
Хӑнара Распутина хӗрлӗ эрехпе тата кали цианичӗпе наркӑмӑшлатнӑ пирожнӑйпа сӑйланӑ, ҫакӑ ӑна сиен кӳмен (цианид пирожнӑйсенче сахӑрпа е кӑмакара хатӗрленӗ чухне пысӑк температурӑпа нейтрализациленнӗ тесе ӑнлантарни пур). Вара Юсупов Распутина ҫурӑмӗнчен печӗ, анчах вилмеллех амантман, Распутин тӑна кӗнӗ, Юсупова пӑвма хӑтланнӑ. Ҫак самантра чупса кӗнӗ ытти каварҫӑ Распутина тӗп тума тытӑннӑ, анчах лешӗ пур-пӗрех керменрен тухса тарнӑ, садӑн ҫӳллӗ хӳми урлӑ каҫма тӑнӑ, анчах ӑна вӗлерекенсем тытнӑ. Распутина ҫыхса хурса автомобильпе Нева хӗррине шыв куҫӗ патне илсе кайнӑ[42].
Раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫӗрле Юсуповсен керменӗ ҫывӑхӗнчи урамра дежурствӑра тӑнӑ Власюк городовой ҫӗрле пӑшал пенӗ сасса темиҫе хут илтнине каласа кӑтартнӑ. Юсуповсен ҫурчӗн картишӗнче ухтарнӑ чухне юн йӗрӗсене тупнӑ[41][43].
Раштавӑн 17-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртен-ҫӳрен Питрав кӗперӗн парапечӗ ҫинче юн йӗрӗсене асӑрханӑ. Водолазсем Невара шыранӑ хыҫҫӑн ҫав вырӑнта Распутин виллине тупнӑ. Судпа медицина экспертизине Ҫарпа медицина академийӗн паллӑ профессорне Д. П. Косоротова ирттерме хушнӑ. Вилене каснӑ протоколӑн оригиналӗ упранса юлман, вилӗм сӑлтавӗсем пирки ҫирӗплетмесӗр ҫеҫ калама пулать[43].
Оригиналлӑ текст (выр.)При вскрытии найдены весьма многочисленные повреждения, из которых многие были причинены уже посмертно. Вся правая сторона головы была раздроблена, сплющена вследствие ушиба трупа при падении с моста. Смерть последовала от обильного кровотечения вследствие огнестрельной раны в живот.
Вилене каснӑ хыҫҫӑн самай нумай суран йӗрӗ палӑрнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн пулнисем. Кӗпер ҫинчен ӳкнӗ хыҫҫӑн пуҫӑн сылтӑм енӗ йӑлтах вакласа пӗтнӗ, лапчӑннӑ. Хырӑмӗнчен пуля лекнине пула юн нумай кайнипе вилнӗ[44].
Распутин хырӑмлӑхӗнче наркӑмӑш тупман[43].
Александр Фёдоровна императрица Распутина вӗлерекенсене пӗр тӑхтамасӑр персе пӑрахма хушнӑ[45].
Аслӑ кнеҫӗн Александр Михайловичӑн пичетленнӗ аса илӗвӗсем тӑрӑх, 1916 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Киевра адъютант Александр Михайловича хавхаланса тата савӑнса Распутина Юсупов кнеҫ килӗнче Феликс хӑй вӗлернине, унпа пӗрле ҫак ӗҫе аслӑ кнеҫ Дмитрий Павлович тунине пӗлтернӗ. Александр Михайлович чи малтан тӑлӑх арӑм Императрицӑна (Мария Фёдоровнӑна) Распутина вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах та «унӑн мӑнукӗн упӑшки тата унӑн пӗртӑванӗн ывӑлӗ аллисене юнпа хӗретни ӑна пысӑк асап кӳнӗ. Императрица пек, вӑл ӑна хӗрхеннӗ, анчах та христианка пулнӑ май, вӑл юн тӑкнине хирӗҫ тӑма пултарайман[46].
II Николая Петербурга килмешкӗн ӳкӗте кӗртме йышӑну тунӑ. Император ҫемйин пайташӗсем Александр Михайловича император умӗнче Дмитрипе Феликс хутне кӗме ыйтнӑ. Тӗлпулура Николай кнеҫе ыталанӑ, мӗншӗн тесен Александр Михайловича лайӑх пӗлнӗ. Александр Михайлович хӳтӗлев сӑмахӗсем каланӑ. Вӑл Государе Феликспа Дмитрий Павлович ҫине ахаль ҫын вӗлерекенсем ҫине пӑхнӑ пек мар, патриотсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма ыйтнӑ. Государь кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫапла каланӑ: «Эсӗ питӗ лайӑх калаҫатӑн, анчах эсӗ никамӑн та — аслӑ кнеҫ-и вӑл е ахаль арҫын-и — ҫынна вӗлерме ирӗк ҫуккипе килӗшетӗн вӗт»[46].
Император икӗ айӑплӑ ҫын валли айӑплав тӗлӗшпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма сӑмах панӑ. Дмитрий Павловича Перси фронтне Баратов генерал патне янӑ, Феликса вара Курск патӗнчи хӑйӗн именине, Ракитное поселокне, кайма хушнӑ[47].
Пытарни
Распутина ӑна лайӑх палланӑ Исидор епископ (Колоколов) кӗлтуса ӑсатнӑ. Вилнӗскере малтан унӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Покровское салинче, пытарасшӑн пулнӑ. Анчах вилене ӑсатнӑ чухне пӑлхавсем тухас хӑрушлӑх пур пирки ӑна Патша Салинчи Александров паркӗнче Анна Вырубова туа пуҫланӑ Серафим Саровский храмӗн территорийӗнче пытарнӑ[29].
Февраль революцийӗ хыҫҫӑн Распутинӑн вил тӑприне тупнӑ, Керенский Корнилова унӑн ӳтне тӗп тӑвассине йӗркелеме хушнӑ[45]. Ӳт юлашкиллӗ тупӑк темиҫе кун ятарлӑ вакунра тӑнӑ, унтан пушӑн 11-мӗшӗнче ҫӗрле Распутин виллине Политехника институчӗн пӑспа ӗҫлекен котелӗн кӑмакинче ҫунтарса янӑ. Распутин виллине ҫунтарса яни ҫинчен официаллӑ акт ҫырнӑ[48].
Распутин ҫемйин шӑпи
1930 ҫулта Распутинсен кил-ҫуртне, пӗтӗм хресчен хуҫалӑхне национализациленӗ[6][25].
1922 ҫулта Григорин тӑлӑх арӑмӗ Прасковья Фёдоровна, ывӑлӗ Дмитрий тата хӗрӗ Варвара «усал элемент» тесе суйлав прависӗр тӑрса юлнӑ. 1930 ҫулта виҫҫӗшне те НКВД органӗсем арестленӗ, вӗсен йӗрӗ Тӗменти Ҫурҫӗрте ятарлӑ поселенисенче ҫухалнӑ[49]. Аслӑ хӗрӗн ҫеҫ чӗрӗ юлма май килнӗ[6]. Распутина Матрёна Францие эмиграциленме пултарнӑ, каярах АПШна куҫнӑ[50].
Вӑхӑтлӑх правительство Распутин ӗҫӗпе ятарлӑ тӗпчев ирттернӗ. Керенский хушнипе «Унчченхи министрсем, тӗп управляющисем тата ытти пысӑк должноҫрисем должноҫпе иртӗхнине тӗпчекен чрезвычайлӑ следстви комиссине» командировкӑна янӑ, ун чухне Екатеринославск округ сучӗн прокурорӗн юлташӗ пулнӑ В. М. Рудневӑн тӗпчев материалӗсем тӑрӑх, Распутин «ҫутҫанталӑк панипе уҫӑ чунлӑ ҫын пулнӑ, унӑн ҫурчӗн алӑкӗсем яланах уҫӑ тӑнӑ… Ыйтупа пынӑ ҫынсенчен пӗрмай укҫа илсе ӑна йывӑрлӑха лекнисене валеҫсе панӑ»[51] .
Распутин витӗмне хакланисем
1911—1915 ҫулсенче халӑх ҫутӗҫӗн министрӗн юлташӗ пулнӑ Михаил Таубе хӑйӗн аса илӗвӗсенче ҫакӑн пек эпизод илсе кӑтартать. Пӗррехинче министерствӑна Распутин панӑ ҫырупа ӑна унӑн тӑван кӗпӗрнинче халӑх училищисен инспекторне лартас ыйтупа ҫын пынӑ. Министр (Лев Кассо) ыйтупа килнӗскере картлашка тӑрӑх кустарса антарма хушнӑ. Тауба шухӑшӗпе, ҫак тӗслӗх Распутинӑн витӗмӗ пирки пӗтӗм сас-хурана, элеке ӳстерсе каланине ҫирӗплетсе парать[52].
Патша таврашӗнчи ҫынсем аса илнӗ тӑрӑх, Распутин патша ҫемйипе ҫывӑх пулман, патша керменӗнче сайра-хутра ҫеҫ пулкаланӑ. Сӑмахран, кермен коменданчӗ Владимир Воейков аса илнӗ тӑрӑх, кермен полицийӗн пуҫлӑхӗ Герарди полковник Распутин кермене хӑҫан пырса ҫӳрени ҫинчен ыйтсан ҫапла хуравланӑ: «Уйӑхра пӗрре, тепӗр чухне икӗ уйӑхра пӗрре»[53]. Анна Вырубова фрейлина аса илнӗ тӑрӑх, Распутин патша керменӗнче ҫулталӑкра 2—3 хутран ытла пулман, патша ӑна тата сайрарах йышӑннӑ[54].
Распутин Раҫҫейӗн обществӑпа политика пурнӑҫне мӗнле шайра витӗм кӳни пирки историксем халӗ те тавлашаҫҫӗ пулсан, унӑн массӑллӑ культурӑри вырӑнӗ пирки иккӗленӳ ҫук, ҫулсем иртнӗҫемӗн унӑн сӑнарӗ поп-культурӑра, кинематографра тата литературӑра чи ҫутти тата паллисенчен пӗри пулса тӑнӑ[55].
Распутина канонизацилеме хӑтланнисем
Григорий Распутинӑн тӗн хисепӗ 1990-мӗш ҫултан пуҫланнӑ, Богородица центрӗнчен (кайранхи ҫулсенче хӑйӗн ятне улӑштарнӑ) кайнӑ. Радикаллӑ-монархиллӗ хӑш-пӗр православи элчисем вара 1990-мӗш ҫулсенчех Распутина таса асапҫӑ пек канонизацилемелли пирки каланӑ[56].
Ҫак идейӑсене ырлакансенчен паллӑ ҫынсем ҫаксем пулнӑ: «Благовест» православи хаҫачӗн редакторӗ Антон Жоголев, православи-патриотизм, истори жанрӗн ҫыравҫи Олег Платонов, Жанна Бичевская юрӑҫ, «Русь Православная» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Душенов, «Иоанн Богослов чиркӗвӗ» тата ыттисем[57].
Идейсене Вырӑс православи чиркӗвӗн ҫветтуйсене канонизацилес енӗпе ӗҫлекен Синод комиссийӗ сирнӗ[56], II Алексий патриарх та критикленӗ: «Григорий Распутина канонизацилес ыйтӑва ҫӗклеме нимӗнле сӑлтав та ҫук, ӳнӑн иккӗленӳллӗ кӑмӑл-сипечӗ тата сӳрӗклӗхӗ II Николай патшан тата унӑн ҫемйин пулас старостерпецӗсен Патша хушамачӗ ҫине мӗлке хунӑ»[58]. Ҫветтуйсене канонизацилес енӗпе ӗҫлекен Синод комиссийӗн пайташӗ Георгий Митрофанов протоиерей каланӑ тӑрӑх[59]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Конечно, Распутина использовала оппозиция, раздувая миф о его всемогуществе и всевластии. Его изображали хуже, чем он был. Многие ненавидели его от всей души. Для цесаревны Ольги Николаевны, например, это был один из самых ненавистных людей, потому что он разрушил её брак с великим князем Дмитрием Павловичем, что и побудило последнего участвовать в убийстве Распутина
Паллах, вӑл пурне те тума пултарни тата унӑн тулли влаҫӑлӑхӗ пирки халапа сарса Распутинпа оппозици усӑ курнӑ. Ӑна вӑл мӗнле пулнинчен япӑхрах сӑнланӑ. Нумайӑшӗ ӑна пӗтӗм чунран курайман. Ольга Николаевна цесаревнӑшӑн, сӑмахран, вӑл чи курайман ҫынсенчен пӗри пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн аслӑ кнеҫӗпе Дмитрий Павловичпа чӑмӑртанӑ ҫемйине аркатнӑ, ҫакӑ иккӗмӗшне Распутина вӗлерес ҫӗре хутшӑнма хӗтӗртнӗ те[57].
Ӑнлантарусем
Комментарисем
- ^ Берёзкин Дмитрий Михайлович — Петербургра 1905 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Во тьме вековой. Повести и рассказы. Из быта хлыстов, скопцов и бегунов» кӗнеке авторӗ
- Ҫӑлкуҫсем
- ^ Grigori Jefimowitsch Rasputin // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
- ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #118598376 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- ^ Распутин Григорий Ефимович | База данных «Путеводители по российским архивам». guides.rusarchives.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Тобольск кӗпӗрнинчи Тӗмен округӗнчи Слобода-Пукрав Турӑ Амӑшӗн чиркӗвӗнчи Г. Е. Распутин, Раҫҫей астулӗн юлашки императорӗн II Николайӑн ҫемйин вӑрттӑн духовникӗ тата фаворичӗ, 1869 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ҫурални пирки ҫырнӑ метрика кӗнеки. // ГУТО ГАТО ф.№ И-177, оп.1, ед.хр. 109
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Биография Григория Распутина. РИА Новости (1 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Григорий Ефимович Распутин. Биограф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Д. В. Лобков. Великие мистики XX века. Кто они — гении, посланцы или аферисты?. — Рипол-Классик, 2014. — 256 с. — ISBN 978-5-386-07206-3.
- ^ 1, 2 Михаил Диунов. «Меня не будет — вас всех не станет»: история зловещего «старца» Распутина. News.ru (21 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Наталья Паромова. Романовы и Сибирь // Лик. — 2014. — № 7. — .
- ^ 1, 2 Андрей Сидорчик. Баллада о «старце». Как Григорий Распутин изменил Россию. АиФ (29 юпан 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Дневники Николая II (выр.). Художественная литература. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Иоффе, 1998, Тӑван аппӑшӗ Елизавета Фёдоровна халӑхра Распутинпа кӑмӑлсӑрланни патша ҫемйине куҫни пирки асӑрхаттарни те императрицӑна нимӗнле те витӗм кӳмен. Кун пирки ҫыравҫӑ тата журналист Игорь Оболенский хӑйӗн «Загадки любви. Распутин. Шанель. Голливуд» кӗнекинче ҫырать., с. 103—118.
- ^ Демон Романовых: правда и вымысел о Григории Распутине. МТРК «Мир» (15 кӑрлачӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Варламов, 2007.
- ^ Труайя, 1997.
- ^ 1, 2, 3 Радзинский, 2004.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 O. А. Платонов. Жизнь за царя (Правда о Григории Распутине). — 1995. — ISBN 5-88335-008-9.
- ^ Первое дело о «хлыстовстве» Распутина, 1907 г. studfile.net. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Боханов, 2011, с. 57—58.
- ^ Смыслов И. В. Г.Е. Распутин: Знамение погибшего царства. — 2002. — 115 с.
- ^ Платонов, 1997.
- ^ 1, 2 Варламов А. Н. Григорий Распутин-Новый. Серия ЖЗЛ. — М: Молодая гвардия, 2007. — 851 стр. — ISBN 978-5-235-02956-9. — Глава 4.
- ^ Рууд, Степанов, 1993.
- ^ 1, 2, 3 А. Владимирский. Распутин. Правда о «Святом Чорте». — Эксмо. — 310 с. — ISBN 978-5-699-75680-3.
- ^ 1, 2, 3 Варламов А. Н. Григорий Распутин-Новый, 3 изд.. — Молодая гвардия, 2012. — С. 277—279. — 851 с. — (Жизнь замечательных людей (Выпуск 1598)). — 7000 экз. — ISBN 978-5-235-03586-7.
- ^ Труфанов С. М. Святой чёрт (Записки о Распутине). — Искусство и культура, 1991. — С. 139 (FB2). — 193 (FB2) с. — 200 000 экз. — ISBN 5-8454-0002-3.
- ^ Коковцов, 1933.
- ^ Ричард (Фома) Бэттс. Григорий // Пшеница и плевелы. — М.: Российское отделение Валаамского общества Америки, 1997. — С. 156.
- ^ 1, 2 Арон Симанович. Завещание Распутина. bibliotekar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Переписка Николая и Александры Романовых. — Т. III—V. — М.-Л., 1926—1927.
- ^ Письма имп. Александры Фёдоровны к имп. Николаю II. — Т. 1—2. — Берлин: Слово, 1922.
- ^ Государственный архив Российской Федерации - ГАРФ - Путеводитель по фондам ГА РФ (выр.). statearchive.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Бородина Г. Ю. Документы судебного дела Хионии Гусевой о покушении на Григория Распутина в 1914 г // Вестник архивиста : журнал. — РОИА, РГГУ, 2013. — № 3. — . — ISSN 2073-0101.
- ^ Братья Швальнеры. Край спелого боярышника: нерассказанная история России, ХХ век. — 2018. — 410 с. — ISBN 978-5-04-139077-8.
- ^ В Томске будут сохранять ценные архивные документы (выр.). tomsk.kp.ru -«Комсомольская правда». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Брентон, 2017, Дуглас Смит «Распутин и Первая мировая война», с. 80.
- ^ 1, 2 Брентон, 2017, Дуглас Смит «Распутин и Первая мировая война», с. 82.
- ^ Этот день в истории: 30 декабря 1916 года убит Григорий Распутин(паллӑ мар). EADaily (30 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Михаил Любимов. Снова об «англичанке, которая гадит». Независимая газета (29 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Освальд Рейнер, Spartacus Educational. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Васильев А. Т. Охрана: русская секретная полиция // Охранка: Воспоминания руководителей охранных отделений. — М.: Новое литературное обозрение, 2004.. — Т. 2.
- ^ Гибель черного старца. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Неделько Н. Ф. Конец «Святого старца» (судебно-медицинские аспекты смерти г. Распутина) // Сибирский медицинский журнал. — 2006. — № 8. — .
- ^ Неделько Н. Ф. Конец «Святого старца» (судебно-медицинские аспекты смерти г. Распутина) // Сибирский медицинский журнал. — 2006. — № 8. — .
- ^ 1, 2 Диакон Владимир Василик. Для чего убили Григория Распутина? Православие.ру (30 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 А. М. Романов, Книга воспоминаний — М.: АСТ, СПб.: Полигон, 2009. — 382 с., стр. 305
- ^ А. М. Романов, Книга воспоминаний — М.: АСТ,СПб.: Полигон, 2009. — 382 с., стр. 307
- ^ Фомин, 30.05.2002.
- ^ Г. Паршуков. Мои корни (выр.) (rusvera.mrezha.ru). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Распутина, 2001.
- ^ В. М. Руднев. Правда о русской царской семье и темных силах. — 1998 (текст) (выр.). feb-web.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Таубе М. А. «Зарницы»: воспоминания о трагической судьбе предреволюционной России (1900—1917). М., 2006. Стр. 187—188.
- ^ Воейков В. Н. С царём и без царя. Воспоминания последнего дворцового коменданта. Воениздат, 1995. ISBN 5-203-01666-6. Стр. 46.
- ^ Pallasart Web Design. Memories of the Russian Court - a book by Anna Vryubova on last Imperial Family of Romanov Russia - Rasputin (англ.). www.alexanderpalace.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Геннадий Муриков. Посланник новой веры (О Григории Распутине) // Русское поле. — 2016. — Вып. 8.
- ^ 1, 2 Приложение № 4 к докладу митрополита Крутицкого и Коломенского Ювеналия, Председателя Синодальной комиссии по канонизации святых. К вопросу о канонизации Царя Ивана Грозного и Г. Е. Распутина. Официальный сайт Московского Патриархата. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Петров В. В. Либералы и экономика России. Издание переработанное и дополненное. — 2016. — 880 с.
- ^ Иерей Алексей Махетов. «Старец» Гришка Распутин в воспоминаниях современников. www.odinblago.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Протоиерей Георгий Митрофанов. Ответы на вопросы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- А. Боханов. Григорий Ефимович Распутин-Новый. Мифы и реальность. — Русский издательский центр, 2022. — 656 с. — ISBN 978-5-4249-0088-7.
- Энтони Брентон. Историческая неизбежность? Ключевые события Русской революции. — Альпина нон-фикшн, 2017. — ISBN 978-5-91671-757-0.
- А. Варламов. Григорий Распутин-Новый. — Молодая гвардия, 2007. — 256 с. — ISBN 978-5-235-02956-9.
- Коковцов В. Н. Из моего прошлого: Воспоминания, 1903-1919 гг.: в 2 т. Т. 2.. — Изд. журн. "Ил. Россия", 1933. — 509 с. — ISBN 978-5-235-02956-9.
- Д. В. Лобков. Великие мистики XX века. Кто они — гении, посланцы или аферисты?. — Рипол-Классик, 2014. — 256 с. — ISBN 978-5-386-07206-3.
Илидор (Труфанов, С.М., иеромонах). Святой чорт: Записки о Распутине / Бывш. иер. Илиодор (Сергей Труфанов) с предисловием С. П. Мельгунова. — Изд. 2-е . — М.: Тип. Т-ва Рябушинских, 1917.- Петров В. В. Либералы и экономика России. Издание переработанное и дополненное. — Рипол-Классик, 2016. — 880 с.
- O. А. Платонов. Жизнь за царя (Правда о Григории Распутине). — 1995. — ISBN 5-88335-008-9.
Пуришкевич, В. М. Убийство Распутина: (из дневника В. Пуришкевича). — М.: Красный пролетарий, 1923.- Радзинский, Э.С. Распутин. — Вагриус, 2004. — 656 с. — ISBN 5-9560-0208-5.
- Распутина М. Г. Распутин. Почему?. — 2015. — 384 с. — ISBN 978-5-8159-1240-3.
- Рууд Ч., Степанов С. А. Фонтанка, 16. Политический сыск при царях. — 1993. — ISBN 5-244-00744-0.
- Дуглас Смит. Распутин. Вера, власть и закат Романовых. — Эксмо-Пресс, 2019. — ISBN 978-5-04-088804-7.
- Анри Труайя. Распутин. — Феникс, 1997. — 256 с. — ISBN 5-222-00033-8.
- Фомин С. В. Как они его жгли // Русский вестник. — 2002. — 30 ҫӑвӑн.