Раҫҫейри ача амӑшӗн кунĕ
Раҫҫейри ача амӑшӗн кунӗ (выр. День матери в России) — чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑвакан уяв. 2025 ҫулта вӑл чӳкӗн 30-мӗшне лекет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче мӗнпур хӗрарӑмсене саламлаҫҫӗ пулсан, ку уяв вара ача амӑшӗсемпе ҫие юлнӑ хӗрарӑмсене кӑна пырса тивет[1][2].
Уява палӑртмалли кун
Раҫҫейри ача амӑшӗн кунне официаллӑ майпа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Борис Ельцин 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи 120 №-лӗ Хушӑвӗпе йӗркеленӗ. Документ уяв кунне чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ҫирӗплетнӗ. Уява йӗркелессин пуҫаруҫи Патшалӑх Думин Хӗрарӑмсен ӗҫӗсен, ҫемье тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗ пулнӑ, сӑмахран, ку тӗлӗшпе Алевтина Апарина депутат тухса калаҫнӑ[3][4].
Историйӗ
Ача амӑшӗсене сума сӑвас йӑла сӗм авалтан пырать. Авалхи Грецире ача амӑшӗсен туррисене халалланӑ культсем пулнӑ, тӗслӗхрен, мӗнпур турӑсен амӑшӗ шутланакан Рея пеккисене, тата Персефонӑна. Вӗсене халалласа ҫуркунне, пуш уйӑхӗн варринче, иртекен мистерисемпе йӑла-йӗрке ирттернӗ. XVII ӗмӗрте Англире «Ача амӑшӗн вырсарни кунӗ» (акӑл. Mothering Sunday ятран). Ҫак кун, Аслӑ типӗ тытнин тӑваттӑмӗш вырсарникунне лекекен кунта, килӗсенчен инҫетре ӗҫлекен ачасем валли хӑйсен амӑшӗсене курма, вӗсене пӗчӗк парнесем пама канмалли кун туса панӑ.
Паянхи кун пӗтӗм тӗнчере уявлакан Ача амӑшӗн кунӗн никӗсӗ АПШра XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӗркеленнӗ. 1872 ҫулта Джулия Уорд Хау активистка мирлӗхшӗн кӗрешсе ача амӑшӗсен пӗрлехи кунне палӑрма сӗннӗ, анчах та унӑн пуҫарӑвне анлӑн йышӑнман. Каярах, 1907 ҫулта, Филадельфире пурӑнакан Анна Джарвис американка, хӑйӗн амӑшӗ вӑхӑтсӑр вилнӗшӗн хурланса, мӗнпур ача амӑшне чысламалли наци кунне йӗркелеме сӗннӗ. Вӑл ҫине тӑнипе, 1914 ҫулта Вудро Вильсон АПШ президенчӗ ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче наци уявне — Ача амӑшӗн кунне — йӗркелени пирки пӗлтернӗ. АПШ хыҫҫӑн ҫак йӑлана ытти вун-вун ҫӗршыв уявлама пуҫланӑ[5].
Раҫҫейре уявлама пуҫлани
Раҫҫейре Ача амӑшӗн кунне йӗркелеме Раҫҫей империйӗнчех хӑтланса пӑхнӑ. 1915 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче уява Петроградра тӗп инструктор, скаутмастер Рагнар Фернберг пуҫарнипе скаутсен пӗрремӗш отрядӗнче йӗркеленӗ. Анчах та ҫак кун ҫирӗпленсе юлайман, анлӑ сарӑлман[6][7].
Совет саманинче уява уявласси Бакуран пуҫланнӑ. 1988 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 228-мӗш шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Эльмира Гусейнова хӑйӗн класӗпе амӑшӗсене халалланӑ уяв концерчӗ йӗркеленӗ. Мероприяти пирки анлӑ пӗлтернӗ. Чылай совет хаҫачӗсенче уява ҫулсерен ирттерме чӗнсе каланине пичетлесе кӑларнӑ. Гусейнова хатӗрленӗ уяв сценарине 1992 ҫулта «Воспитание школьников» журналта пичетленӗ, ҫакӑ йӑлана ҫӗршыври шкулсем тӑрӑх сарма май панӑ.
1990-мӗш ҫулсенче ку шухӑша политиксем ырланӑ. КПРФ-ран Патшалӑх Думине суйланнӑ Алевтина Апарина депутат уява федераци шайӗнче ҫирӗплетме сӗнӳпе тухнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Борис Ельцин президент хушу алӑ пуснӑ, Раҫҫейре ҫакӑн хыҫҫӑн Ача амӑшӗн кунне официаллӑ майпа чӳкӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв символики
Ача амӑшӗн кунĕ символӗ Раҫҫейре кӑвакарчӑн куҫӗн чечекӗ шутланать. Халӑх ӗненнӗ тӑрӑх ку чечек улшӑнманлӑха, пӗрмайлӑха, шанчӑклӑха тата хӑйшӗн ҫунман юратӑва, амӑшӗн сӑнарне пуринчен ытла сӑнарлакан уйрӑмлӑхсене, пӗлтерет[8].
Кӑвакарчӑн куҫӗн чечекӗ ҫавӑн пекех хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе тымарӗсене манасран пулӑшать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Анне, эпӗ сана юрататӑп!» акци шайӗнче кӑвакарчӑн куҫӗн чечекне час-часах открыткӑсем ҫине тата ытти уяв атрибутикинче усӑ кураҫҫӗ.
Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче, тӗслӗхрен, АПШпа Австралире, уяв символӗ гвоздика шутланать. Ҫав вӑхӑтрах чечекӗн тӗсӗ пӗлтерӗшлӗ: ҫутӑ гвоздикӑна амӑшӗ чӗрӗ чухне, шуррине — вилнине асӑнса тӑхӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре ку йӑла хӑйӗн валли вырӑн тупайман[9].
Уявланин йӑли-йӗркисем
Уява нумай ҫул уявланӑ май унӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки аталаннӑ. Ҫӗршывӗпех нумай мероприяти иртет: концертсем, куравсем, фестивальсемпе флешмобсем(выр.)чăв.. Вӗренӳ учрежденийӗсенче — шкулсемпе ача сачӗсенче — тематикӑллӑ уроксем, утренниксемпе ӳкерчӗксен тата алӑпа ӑсталанӑ япаласен (вӗсене каярах ачасем хӑйсен амӑшӗсене парнелеҫҫӗ) конкурсӗсем иртеҫҫӗ[10].
Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «Анне, эпӗ сана юрататӑп!» социаллӑ акци чи паллӑ йӑласенчен пӗри пулса тӑнӑ. Уяв умӗн волонтёрсем промооткрыткӑсем валеҫеҫҫӗ, вӗсене почтӑпа яма е алран алла тыттарма пулать. Ҫавӑн пекех нушана кӗрсе ӳкнӗ ача амӑшӗсемпе нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма тӗрлӗ ыр кӑмӑллӑх марафонӗ ирттереҫҫӗ.
Ҫак кун ҫемье тавра пуҫтарӑнасси, ача амӑшӗсемпе кукамӑшсем патне хӑнана кайса килесси, вӗсене чечексемпе парнесем парасси йӑлара. Уйрӑмах нумай ачаллӑ амӑшсене чыслаҫҫӗ, тивӗҫлисене хисеп хучӗ, медаль тата ытти наградӑна параҫҫӗ. Хӑш-пӗр регионта влаҫра тӑракан ҫынсем вӗсене хӑйсем патӗнче йышӑнаҫҫӗ, тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ[11].
Ача амӑшӗсене паракан наградӑсем
Раҫҫейре, унччен маларах СССР-та та, ачасене ӳстерес тата ҫемье институтне ҫирӗплетес ӗҫре ача амӑшӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫне палӑртма май паракан патшалӑх наградисен системи пур.
СССР наградисем
Совет Союзӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене хавхалантармалли система йӗркеленӗ. 1944 ҫулта ҫак наградӑсене ҫирӗплетнӗ:
- Ача амӑшӗн медалӗ (I тата II степеньлӗ) — 5 е 6 ача ҫуратса ӳстернӗ ача амӑшӗсене панӑ.
- «Ача амӑшӗн мухтавӗ» орден (I, II тата III степеньлӗ) — вӗсемпе 7 ачаран пуҫласа 9 ача таран ҫуратса ӳстернӗ ача амӑшӗсене чысланӑ.
- «Ача амӑшӗ-героиня» орден — 10 е ытла ача ҫуратса ӳстернӗ ача амӑшӗсене чысламалли чи сумлӑ награда.
Хальхи патшалӑх наградисем
Ача амӑшне хавхалантарас енӗпе хальхи Раҫҫей те палӑрса тӑрать.
- «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден тата «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗ — вӗсене 2008 тата 2010 ҫулсенче йӗркеленӗ. Орденпа ҫичӗ тата ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшне (е усрава илнисене) чыслаҫҫӗ, медальпе — тӑватӑ тата ытларах ачаллисене.
- «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ята 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Владимир Путин президентӑн хушӑвӗпе ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Ҫак ята вунӑ тата ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ хӗрарӑмсене параҫҫӗ. Чыса тивӗҫнӗ ача амӑшне пӗр миллион тенкӗ парса хисеп тӑваҫҫӗ. 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫак ята чи малтан тивӗҫнисен йышӗнче Чечня Республикинчи Медни Кадырова тата Ямалпа Ненец автономи округӗнчи Ольга Дехтяренко пулнӑ.
Ача амӑшӗн кунӗ ытти ҫӗршывсенче
Ача амӑшӗн кунӗ пӗтӗм тӗнчери уяв шутланать, апла пулин те тӗрлӗ ҫӗршывра ӑна тӗрлӗ вӑхӑтра паллӑ тӑваҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ кун — ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарни кунӗ шутланать. Ҫак кун АПШ-ра, Канадӑра, Австралире, Бразилире, Германире, Италире, Турцире, Японире тата ытти нумай ҫӗршывра уявлаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче ача амӑшӗсене Испанире, Португалире, Венгрире тата Литвара хисеп тӑваҫҫӗ.
Хӑшпӗр ҫӗршывсенче уявламалли куна ятарласа ҫирӗплетнӗ. Сӑмахран, Египетра Ача амӑшӗн кунне пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫуркунне ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Грузире — пушӑн 3-мӗшӗнче, Арменире — акан 7-мӗшӗнче, Беларуҫре вара — юпан 14-мӗшӗнче, ӑна Сӑваплӑ Турамӑш Пукравӗн православи уявӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Аслӑ Британире «Ача амӑшӗн вырсарникунӗ» унчченхи пекех пуш уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ те Ача амӑшӗн кунне уявлассине ырлать, унӑн шухӑшӗпе ҫапла май тӗнчери хӗрарӑмсен прависемпе амӑшлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫине тимлӗх уйӑрма май пур[12].
Интереслӗ фактсем
2025 ҫулта ЗАГС пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫуратнӑ ача амӑшӗн вӑтам ӳсӗмӗ Раҫҫейре 29,8 ҫулпа танлашнӑ. Танлаштарма, ашшӗн вӑтам ӳсӗмӗ — 29,3 ҫул. 39 % чухне ача амӑшӗн ку пӗрремӗш ача пулнӑ, 32 % — иккӗмӗш, 18 % — виҫҫӗмӗш, 11 % — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем[13].
Америкӑпри Ача амӑшӗн кунне пуҫарса янӑ Анна Джарвис хӑйӗн пурнӑҫӗ вӗҫнелле уява укҫа-тенкӗпе ытла вӑйлӑ ҫыхӑнтарма пуҫланипе питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ. Вӑл кондитер компанийӗсем, открытка туса кӑлараканӗсем тата чечек лавккисем уявӑн малтанхи шухӑшне пӑснӑ тесе вӗсемпе кӗрешнӗ, уявӑн никӗсӗнче ача амӑшӗсене чун-чӗререн тата кашни хӑй саламлани пулмалла тенӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ День матери в России придумала школьная учительница литературы (выр.). Облгазета, 23.11.2019.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ День матери 2025: какого числа отмечают в России, суть праздника, истории и традиции (выр.). РИА Новости, 07.11.2025.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ День матери: как появился праздник и где его принято отмечать (выр.). Mos.ru, 27.11.2016.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 30.01.1998 г. № 120 (выр.). Kremlin.ru.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Mother’s Day 2024 in Russia: warm wishes, traditions (выр.). Izvestia, 24.11.2024.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ «Ты чудо, созданное Богом» (выр.). Национальная библиотека Республики Саха (Якутия).. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Рагнар Акселевич Фернберг (выр.). Scouts.ru.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Владислав Шанин. День матери в России: История и традиции праздника. Российская газета (25 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
- ^ День матери в России в 2025 году: дата, история (выр.). Лента.ру, 15.04.2025.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Mother’s Day in Russia 2024: how the family holiday is celebrated (выр.). Izvestia, 23.11.2024.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Mother’s Day in Russia (выр.). MIR Travel Company.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Best reasons to stand up for mothers this Mother’s Day (выр.). UN News, 14.05.2023.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ В России женщины в среднем рожают детей в 30 лет (выр.). РИА Новости, 18.04.2025.. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.