Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ
Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ (выр. Зеленое золото России) — Шупашкарта иртекен сӑра фестивалӗ.
Фестивале йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ. Мероприятие ирттерекенӗ: «Творческий город» АУ[1].
Сӑнласа пани
Фестивале ҫӗршыври тӗрлӗ регионсенчи сӑра вӗретекенсем пухӑнаҫҫӗ. Шупашкара фестиваль ирттермелли вырӑн пек Чӑваш Республикинче Раҫҫейри 80% хӑмлана ӳстернӗрен суйланӑ[2].
Фестивале 18 ҫултан аслӑраххисене кӑна кӗртеҫҫӗ, ҫавна май, унта хутшӑнас кӑмӑл пур пулсан, перле паспорт илмелле[3].
Фестиваль виҫӗ сетран тӑрать[3]:
- сӑра вӗретекен компанисен продукцине сӑйласси;
- концерт программи
- тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхасси.
Фестивальте ытти регионсенчен килнӗ музыкантсем кӑна мар, Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. 2025 ҫулта, тӗслӗхрен, «Ҫавал», «Ялар», «Азамат», «Дэ Холст» ушкӑнсем (Шупашкар), Денис Павлов, Константин Рязанов, Данила Зайцев чӑваш юрӑҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ[3].
Фестивале Шупашкарпа Чӑваш Республикинчен ҫеҫ мар килеҫҫӗ, ҫавӑн пекех Мускавпа Питӗр хулисенчи, Мускав, Воронеж, Чулхула, Пенза, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Мари Элти, Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчи хӑнасем килсе курнӑ.
Историйӗ
«Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль пӗрремӗш хут 2022 ҫулта Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче иртнӗ. Унта пурӗ 14 сӑра вӗретекен савут хутшӑннӑ, вӗсенчен улттӑшӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ[4].
2023 ҫулта фестивале 45 пин ҫын пырса курнӑ.
2024 ҫулта 3-мӗш сӑра фестивалӗ ҫурлан 10—17-мӗшӗсенче, Шупашкар хӑйӗн хула кунне уявланӑ чухне, Шупашкарти юханшыв порчӗн лапамӗнче иртнӗ. Ку фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен 17 сӑра вӗретекен, сидр тата кӑрчама юхтаракансем килнӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинчен 3 компани хутшӑннӑ. 2024 ҫулта 35,4 пин литр сӑра, 9,5 пин литр алкогольсӑр ӗҫме, 7 пин литр кӑрчама сутнӑ.
2025 ҫул
2025 ҫулта фестиваль тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Унчченхи пекех вӑл Шупашкарти юханшыв порчӗн лапамӗнче иртнӗ. Ку ҫул мероприятие утӑ уйӑхӗн 12–19-мӗшӗнче ирттернӗ.
Тӑваттӑмӗш фестивале ҫирӗм ытла сӑра вӗретекен савут хутшӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикинчен тата Беларуҫрен. Ҫапла май фестиваль тӗнче шайӗнче иртекен фестиваль статусне тивӗҫнӗ[5].
Фестивалӗн ӗҫлӗ программи те пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17–18-мӗшӗсенче «Раҫҫей хӑмли» конференци иртнӗ, унта 200 патнелле специалист хутшӑннӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ IV-ый Всероссийский фестиваль «Зеленое золото России - 2025»(паллӑ мар). Автономное учреждение Чувашской Республики дополнительного профессионального образования «Учебный центр «Нива» Министерства сельского хозяйства Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Зелено-золотое море отзывов. hopfest.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Программа фестиваля (выр.). Фестиваль «Зеленое золото России». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ О фестивале (выр.). Фестиваль «Зеленое золото России». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Олег Николаев: "Зеленое золото России" укрепит позиции чувашского хмеля (20250712T2113). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Фестивалӗн сайчӗ (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.