Романов Вячеслав Петрович
Романов Вячеслав Петрович (1949 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ, Янӑм — 2020 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ) — чӑваш фотожурналисчӗ тата художникӗ, Раҫҫей Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1974), Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (2009), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1995).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Вячеслав Романов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Етӗрне районӗнчи Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ.
Етӗрне районӗнчи Янӑмри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан (1964), Чулхула облаҫӗнчи юханшыв училищинчен (1967) вӗренсе тухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ (1968—1970 ҫҫ.). Хӗсмет ҫулӗсенче часть штабӗнче фотограф пулса ӗҫленӗ — ку унӑн пӗтӗм пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ[1].
Хӗсмет хыҫҫӑн Етӗрне район «Ӗҫ ялавӗ» хаҫачӗн фотокорреспонденчӗ пулса 11 ҫул ӗҫленӗ (1970—1981 ҫҫ.)[2]. Район хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухне унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем «Правда», «Известия», «Советская Россия» тата ытти тӗп кӑларӑмсенче те пичетленнӗ[1]. Пултарулӑхӗ ӳснӗрен, «Советская Чувашия» республика хаҫачӗ ӑна хӑйӗн патне ӗҫлеме чӗннӗ[1]. «Советская Чувашия» хаҫатӗн фотокорреспонденчӗ пулса 20 ҫул ытла ӗҫленӗ (1981—2010 ҫҫ.)[2].
1970—1990 ҫулсенче «Известия», «Правда», «Советская Россия», «Труд» тата ытти пысӑк кӑларӑмсем йӗркелекен конкурссене хутшӑннӑ. 1986 ҫулта унӑн «Тӗлпулу» сӑнӳкерчӗкӗ «Огонёк» журналта кун ҫути курнӑ.
2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкарта вилнӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑм ялӗнче, тӑван тӑрӑхӗнче, пытарнӑ[3][4].
Куравсем
Романов Пӗтӗм тӗнчери, Пӗтӗм Союзри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри фотокуравсен тата фотоконкурссен лауреачӗ пулнӑ.
- 1986 ҫулта КПСС XXVII съездне халалланӑ сӑнӳкерчӗксен куравне хутшӑннӑ.
- 1987 ҫулта Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче журналистӑн Чӑваш Енри фотографи ӳнерӗн II фестивалӗ шутӗнче харпӑр куравӗ иртнӗ.
- 1990 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери фотоконкурста виҫҫӗмӗш премине ҫӗнтернӗ («Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ» тата «Матрёна карти» сӑнӳкерчӗксемшӗн).
Ӳнер
Фотоӑстахлӑхпа пӗрле Романов живопиҫпе те кӑсӑкланнӑ. Специалистсем унӑн художник-живописец, художник-портретист ӑсталӑхне палӑртаҫҫӗ[1]. 90-мӗш ҫулсенче Николай Карачарсков художникпа паллашса, пастель графикипе те кӑсӑкланса кайнӑ, паха ӳкерчӗксем ӑсталанӑ.
2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче унӑн ӗҫӗсен пайӑр куравӗ иртнӗ. Ӳнерҫӗ унта 50 ытла ӳкерчӗк тӑратнӑ.
Паллӑ ӗҫӗсем
- «Ман йӑх-несӗл ҫӗрӗ» (2002)
- «Анне сӑнарӗ» (2005)
- «Аслати хыҫҫӑн» (2009)
- «Лӑпкӑ тӑван ялӑм» (2009)
- «Тӗтреллӗ ир» (2010)
- «Нестор мучи» (2012)
- «Салтак арӑмӗ»
- «Укӑлча хӗрринче»
- тата ытти те.
Пултарулӑхне хаклани
Вячеслав Романова ӗҫтешӗсем хисепленӗ. Унӑн ӗҫӗсене «ҫӳллӗ шайри профессионал» тесе хакланӑ[1]. Район хаҫачӗнче яваплӑ секретарь номере кӑна нумай сӑнӳкерчӗк лартма тӑрӑшнӑ — хаҫата вӗсем кӑсӑклӑрах тата илемлӗрех тунӑ[1]. Уйрӑмах асра юлнӑ ӗҫӗсенчен — 1973 ҫулта паллӑ яппун режиссёрӗ Акира Куросавӑпа тӗлпулни тата «Дерсу Узала» фильм ӳкернӗ чухне темиҫе кадр туни[1].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1995)[1];
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп хучӗ (2009);
- Пӗтӗм тӗнчери фотоконкурсӑн виҫҫӗмӗш премийӗн лауреачӗ (1990).
Астӑвӑм
- 2023 ҫулта Етӗрне хулинче район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ пулнӑ ҫурт ҫине фотожурналистӑн асӑну хӑмине ҫакнӑ[5]. Ку ӗлӗк Мордвинов купсасен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра Вячеслав Романов 10 ҫул ытла ӗҫленӗ[6]. Асӑну хӑмине паллӑ скульптор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Пётр Пупин ӑсталанӑ[6].
- Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнче В. Романова халалланӑ кӗтес пур, музейра унӑн япалисем, ӗҫӗсем упранаҫҫӗ[7].
Кӑсӑк самантсем
- Славӑна 6-мӗш класра ашшӗ «Смена-2» фотоаппарат парнеленӗ[1].
- Сӑн ӳкерме, фотоӗҫӗн ӑсталӑхне ҫамрӑк ачана хӑйсен ялӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Иван Махов вӗрентнӗ[1].
- Шкулта вӗреннӗ чухне вӑл карап капитанӗ пулма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа та юханшыв училищине вӗренме кӗнӗ[1].
- Салтака кайнӑ чухне пӗрле фотоальбом та илнӗ. Пӗррехинче ун фотоальбомне сержант курнӑ, офицера каланӑ — Вячеслава часть штабӗнче фотограф пулма сӗннӗ[1].
- Штабра фотограф пулма сӗнсен, салтак килне фотоаппаратне ярса пама ыйтса ҫырса янӑ. Анчах та ялтан ӑна «Смена-2» мар, «ФЭД-2» фотоаппарат ярса панӑ. Амӑшӗ пасара кайса какай сутнӑ та ывӑлӗ валли ҫӗнӗ фотоаппарат туяннӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Вячеслав Романов – фотожурналист и художник (выр.). Знамя труда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Вячеслав Романов — фотожурналист и художник (выр.). Ядринский район Чувашской Республики (3 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Он умел видеть необычное в обычном… (выр.). Советская Чувашия (17 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Фотодело считал искусством (выр.). Знамя труда (18 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Мемориальная доска В. П. Романову в Ядрине (выр.). VK (14 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В Ядрине открыта мемориальная доска в память о чувашском фотожурналисте Вячеславе Романове (выр.). Союз журналистов России (14 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Открыт музей фотокорреспондентов (выр.). sv21.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 374. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 233—244, 261—262. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.
- Громов, М. И. Романов Вячеслав Петрович / М. И. Громов // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 192.
- Муравьев, В. В. Романов Вячеслав Петрович / В. В. Муравьев // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2017. — Т. 2 : П-Я. — С. 74.
- Журавлев, С. Романов Вячеслав Петрович / С. Журавлев // Самант. — 2006. — № 12. — С. 15.
- Данилов, А. В творческом поиске 70 лет / А. Данилов // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2019. — 24 авг. — С. 7 : фот.
- Зайцева, Е. С юбилеем, Петрович! / Е. Зайцева // Советская Чувашия. — 2019. — 20 авг. — С. 7 : фот.
- Иванов, В. Объектив и пастель Вячеслава Романова / В. Иванов // Советская Чувашия. — 2023. — 14 нояб. (№ 128). — С. 2.