Саканина Валентина Михайловна
Ҫын пирки | |
Саканина Валентина Михайловна | |
| |
Çуралнă вăхăт | 1920 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2002 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ (82 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Саканина Валентина Михайловна (1920 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Кульцав, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1], РСФСР — 2002 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозӑн уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Кульцав (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ[2].
Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Сталин ячӗллӗ колхоза ӗҫе вырнаҫнӑ, колхозница пулса ӗҫленӗ. 1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ӑна уй-хир бригадин бригадирне лартнӑ.
1948 ҫулта пысӑк тухӑҫ туса илнӗшӗн В. М. Саканина бригадира Ленин орденӗпе чысланӑ. 1949 ҫулта вал ертсе пыракан бригада 26,9 гектар ҫинчен кашни гектар пуҫне 31 центнер ыраш пухса илнӗ[2].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе производство кӑтартӑвӗсем, пӗрчӗллӗ культурӑсен — тулӑпа ыраш — тухӑҫӗсем пысӑк пулнӑшӑн Валентина Михайловна Саканинана Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе чысласа Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[3].
Виҫҫӗмӗш ачине ҫуратсан бригадир ӗҫне пӑрахса ахаль колхозница пулса вӑй хунӑ.
Юлашки ҫулӗсенче Шупашкар хулинче пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (13.07.1950),
- икӗ Ленин орденӗ (05.05.1949, 13.07.1950 № 125627),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (13.07.1950, № 5439)
- медальсем, ҫав шутра
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль (19.03.1948).
Ӑнлантарусем
- ^ Ныне — Вурнарский район, Чувашия, Россия.
- ^ 1, 2, 3 Валентина Михайловна Саканина на официальном сайте «Чувашская энциклопедия» . Пӑхнӑ кун: 25 Утӑ уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 30 Утӑ уйӑхӗн 2014 ҫул.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении В.М. Саканиной звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии. ГИА ЧР. Ф.Р-1041. Оп. 1. Д. 1035. Л. 156. (13 Утӑ уйӑхӗн 1950).
Вуламалли
- Васильев, Г. Саканинсем : [Вӑрнар районӗнчи Кульцавра пурӑннӑ И. Саканинпа унӑн мӑшӑрӗ Е. Е. Ерошина (Саканина) тата П. Саканинӑн мӑшӑрӗ В. М. Саканина (Михайлова) Социализм Ӗҫӗн Геройӗсем ҫинчен] / Г. Васильев // Хыпар. — 2009. — 20 ҫу. — С. 3.
- Егоров, Д. Е. Саканина Валентина Михайловна // Егоров, Д. Е. Женщины-матери земли Чувашской / Д. Е. Егоров. — Чебоксары, 2003. — Кн. 3. — С.114-115.
- Мадебейкин, И. Н. Саканина Валентина Михайловна / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 611.
- Саканина Валентина Михайловна // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 223.
- Саканиных хлеборобская династия // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2015. — Т. 2. — С. 272-273.
- Шорников, А. М. Саканина Валентина Михайловна / А. М. Шорников // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 359.
Каҫӑсем
- Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1920 ҫулта ҫуралнисем
- Вӑрнар районӗнче ҫуралнисем
- Ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче вилнисем
- 2002 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Кульцавра ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- РСФСРта ҫуралнисем
- Кульцавра вилнисем
- Вӑрнар районӗнче вилнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем
- Раҫҫей Федерацийӗнче вилнисем
- Вӑрнар районӗн паллӑ ҫыннисем
- Кульцавӑн паллӑ ҫыннисем