Токсина Анна Ивановна

Токсина Анна Ивановна (çуралнă чухнехи хушамат Иванова; 1898 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Çавалхĕрри Кăнаш, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1985 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш юрăçи (сопрано), пĕрлĕх ĕçченĕ. Хаçат-журналсенче те ĕçленĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Анна Ивановна Токсина 1898 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Хусан кĕпӗрнин Çĕрпӳ уесĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш ялĕнче çуралнă[1].

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Анна Токсина — ун чухне вăл Иванова хушаматпа çӳренĕ — 1911 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулӗн хӗрачасен педагогика курсӗсене вĕренме кӗнӗ. Кунта пулас юрăçă Фёдор Павлов, Степан Максимов, Капитолина Эсливанова музыкантсен патĕнче вĕреннӗ. Чĕмпĕрти шкула «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтернӗ[2].

Шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпӳ хулинче вĕренӳ инспекторĕ патне ĕç ыйтма каять, анчах ăна кунта юрăхлă ĕç вырăнĕ тупса параймаççĕ. Çавăнпа Анна Ивановна Самар кĕпĕрнин Мелекесс тăрăхĕнчи çурри вырăс, çурри чăваш ялĕнче шкулта ачасене вĕрентме пуçланӑ. Кăшт вăхăтран Çĕрпĕве таврăннӑ тата гимназире вĕренме тытăннӑ[2]. Ку кайран аслӑ шкула вӗренме кӗме май панӑ.

1918 çулта Хусанта иртнĕ чăваш çамрăкĕсен съездне хутшăннӑ. Унта вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕрентнӗ Степан Максимовпа тĕл пулать. Максимов ăна «Хĕр йĕрри» юррине шăрантарма шанать. Ҫапла Анна Токсинан сцена çине пĕрремĕш хут тухать[2].

Çĕрпӳри гимназирен вĕренсе тухсан Анна Ивановна Мускав консерваторине вĕренме кĕнӗ. Унта Надежда Васильевна Салина(выр.)чăв. профессор патĕнче пултарулăхне туптанӑ[2]. А. Я. Порубиновский юрӑҫ-педагогран та вӗреннӗ.

1923 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавран Шупашкара телеграмма килет: ял-хуçалăх выставкине юрлакансене, ташлакансене, музыкантсене ямалла. Анна Токсина Фёдор Павлович пухнă коллектива хутшăнать. Хор солистки пулса выставкăри чăваш павильонĕнче, халăхсен туслăх каçĕнче, университетра, музыка ăслăлӑхĕсен институтĕнче, халăх академийĕнче, Кремльти Свердлов залĕнче тата ытти эстрадăсем çинче юрлать[2].

1924 çулта Анна Ивановна Токсина упăшкине Чăваш АССРне ĕçлеме янă май Шупашкара таврăнать. Пĕр вăхăт «Канаш» хаçатра, «Ӗç хĕрарăмĕ» журналта ĕçлет. Çав хушăрах Чăваш наци хорĕн солистки пулса хайĕн ăсталăхне ÿстерсе пырать[2].

1928 çулта чăваш хорĕ Мускавра уйăх çурă концертсем кăтартать. Анна Токсина пластинка валли тăватă юрă юрласа парать[2].

1929 çулта — каллех Мускав. Пысăк театрта, Культура паркĕн эстради çинче янăрать унăн сасси[2].

1932 çулта Анна Токсина радиора ĕçлеме тытăнать, музыка редакцине тытса пырать. Çав çулсенче Владимир Кривоносов çырнă «Хаваслăх» музыка камичӗ сцена çине тухать. Лисук партине Анна Токсинана юрлаттараççĕ. Иосиф Люблин «Нарспи» сюжечĕпе радиооратори хатĕрлет, Пётр Чайковскин «Евгений Онегин» оперинчи уйрăм сценăсем чăваш театрĕнче лартнă чухне Анна Токсинан сасси илĕртÿллĕ янăрать[2].

1937 çулта хĕлле Анна Токсина Чăваш хорĕпе Ленинграда каять. Концертсем çур уйăха тăсăлаççĕ[2].

1930-мĕш çулсен вĕçĕнче репрессие лекнĕ, мăшăрĕпе пĕрле «халăх тăшманĕ» тесе айăпланă, ҫавна пула 1938 ҫулта ӗҫрен хӑтарнӑ. Çирĕм çул яхăн вăл концертсенче юрлама пултарайман[2]. 1966 çулта кăна Анна Ивановнан хăйĕн репертуарĕнчи хăш-пĕр юрăсене пленка çине çырма май килет[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1941–1945 ҫулсенче Çавалхĕрри Кăнаш шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. 1945–1953 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки пулнӑ[1]

1960 ҫулта Шупашкарта ветерансен хорне йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ, хӑй те унта юрланӑ[3].

Анна Токсина 1985 çулхи çăвăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ[1].

Пултарулăхĕ

Анна Токсина чăваш халăх юррисене, автор юррисене шăрантарнă. Унăн репертуарĕнче чăваш кĕввисемпе çырнă юрăсем нумай пулнă. Вăл чăваш музыка культурин аталанăвне пысăк тӳпе хывнă[1].

1920-мĕш тата 1930-мĕш çулсенче Анна Токсина Чăваш АССРӗн чи паллă солистки пулнă. Вăл чăваш музыкин пысăк концерчĕсенче, çав шутра Мускавра хор олимпиадинче, Ленинградра Чăваш патшалăх хорĕн концерчĕсенче юрланă. Чăваш радио ĕçленĕ çулсенче Анна Токсина Чăваш делегацийĕ йышĕнче Вăтам Ази республикисене çитнĕ[1].

Паллӑ юррисем: «Хӗр йӗрри», «Анатран хӑпарать», «Хуракӑш», «Сӑпка юрри» тата ыттисем[3].

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1934);
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1955);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш АССР КПСС обкомӗн тата Министрсен Канашӗн Хисеп хучӗ.

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Токсин Василий Иванович (29.12.1899 — 30.1.1942).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Токсина Анна Ивановна. Электронла чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Ахрат, И. Пирвайхи чăваш шăпчăкĕ / Иван Ахрат // Чăваш ен. — 1998. — 21–28 февраль (№ 7). — С. 5.
  3. ^ 1, 2 Токсина, Анна Ивановна (певица; 13.02.1898-24.05.1985) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кондратьев, М. Г. Токсина Анна Ивановна — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Ахрат И. Чăваш шăпчăкĕ // Ахрат И. Çул юхать, юхать… / И. Ахрат. — Шупашкар, 2000. — С. 131–141.
  • Токсина А. И. Халал сăмахĕ : [1978 çулта илнĕ интервью] / А. И. Токсина ; И. Ахрат калаçнă // Хыпар. — 1998. — 18 нарăс.
  • Вишнякова Т. Жизнь, связанная с песней / Т. Вишнякова // Чебоксарские новости. — 1998. — 14 февр.
  • Кондратьев М. Г. Токсина Анна Ивановна / М. Г. Кондратьев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 404.