Трофимов Иван Трофимович
Ҫын пирки | |
Трофимов Иван Трофимович | |
Çуралнă вăхăт | 6 (19) юпан 1907(8) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 14.8.1991 (83 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Трофимов Иван Трофимович (юпа, 6, 1907, Витеҫуч, Хусан кӗпӗрни[1] — çурла, 14, 1991, Хусан) — совет чӑваш ӑсчахӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1957).
Кун-ҫулӗ
Андрей Трофимовичӑн (1894–1947) тата Тит Трофимовичӑн (1900–1985).
Элӗкри вӑтам шкултан, Канашри педагогика техникумӗнчен (1927), Хусанти ветеринари институтӗнчен (1931), аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Хусанти Н. Э. Бауман ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев ветеринари институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, 1938–1959-мӗш ҫулсенче — ассистент, 1959–1979-мӗш ҫулсенче — патологи анатомийӗн кафедра заведующийӗ. 1959 ҫ. «Лашасен гемоспоридиозӗн патогенез ыйтӑвӗсем тата патологи анатомийӗ» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ветеринари енӗпе вӗренӳ кӗнекисен, методика пособийӗсен авторӗ.
Ҫемье
Хӗрӗсем:
- Рената (1937, Хусан — 1993, Хусан), качча кайсан Шамсутдинова — тухтӑр, медицина ӑслӑхӗсен кандидачӗ; фтизиатр, аллерголог; Славянск курорчӗн иммунологи лабораторин заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.
- Ольга (1941, Хусан), качча кайсан Пикуза — тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Хусанти медицина институчӗн педиатри кафедрин заведующийӗ тата педиатри факультечӗн деканӗ[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Eфимов, Л. А. Иван Трофимович Трофимов // Eфимов, Л. А. Элӗк енӗ : историпе краеведени очеркĕсем / Л. А. Eфимов. – Элӗк, 1994. – С. 311.
- Степанов В. Ф. Трофимовсем | В. Ф. Степанов // Пурнăç çулĕпе. — 1993. – 16 декабрь. — № 149 (7803). — С. 2. (чăв.)
- Степанов, В. Ф. Трофимов Иван Трофимович / В. Ф. Степанов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 408.
- Степанов, В. Ф. Трофимов Иван Трофимович / В. Ф. Степанов, Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 526-527.
- Степанов В. Ф., Митрофанов П. М. Трофимов Иван Трофимович. Чувашская энциклопедия. Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2013.
Категорисем:
- Элӗк районӗнче ҫуралнисем
- Юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1907 ҫулта ҫуралнисем
- Етĕрне уесĕнче çуралнисем
- Ҫурлан 14-мӗшӗнче вилнисем
- 1991 ҫулта вилнисем
- Хусанта вилнисем
- «Хисеп палли» орден кавалерӗсем
- Юпан 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Витеҫучра ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Хусанти ветеринари медицини академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Хусанти ветеринари медицини академийӗн преподавателӗсем
- СССР ветеринарӗсем
- Ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем