Хрюкин Тимофей Тимофеевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Хрюкин Тимофей Тимофеевич (1910 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ [21-мӗшӗ], Ейск[d], Кубанская область[d] — 1953 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ, Мускав) — совет тапхӑрӗнчи ҫар пуҫлӑхӗ, лётчик, авиаци генерал-полковникӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1939, 1945).
Биографийӗ
Рабочи-каменщик ҫемйинче ҫуралнӑ. Национальноҫпе вырӑс.
Ӗҫ биографине Т. Т. Хрюкин ирех пуҫларӗ. 8 ҫултанпа пуян казаксем патӗнче батракра ӗҫленӗ. Каярахпа килтен тухса тарнӑ та 2 ҫул ҫапкаланса ҫӳренӗ. Унтан чукун ҫул деповӗнче грузчик, хура рабочи, молотобоец пулса ӗҫленӗ. А. С. Чуянов ҫырнӑ тӑрӑх, 1924 ҫулта хӑй Алексей Семёнович комсомол Канев райкомӗн секретарӗ пулнӑ чухне Тимофей Тимофеевич Хрюкин Привольной станицинче комсомол ячейкин секретарӗ пулнӑ[2]. Канев районӗнче казак ҫамрӑкӗсем хушшинче Алексей Семёнович Чуянова пулӑшнӑ[3]. 15 ҫулта чухне каҫхи шкулта вӗренме пуҫланӑ. 1926 ҫулта комсомола кӗнӗ. Тепӗртакран комсомол ӗҫне янӑ. Комсомол Канев райкомӗн секретарьне суйланнӑ. Ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах рабфакра вӗреннӗ. 1929 ҫултанпа ВКП (б) пайташӗ. 1932 ҫулта рабфак пӗтернӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Ҫак ҫулах парти наборӗпе Луганскри авиаци шкулне илнӗ, ӑна 1933 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Испани тата Китай
Бомбардировка авиацийӗн чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ: 1933 ҫултанпа — 5-мӗш ҫӑмӑл бомбардировка эскадрильйин кӗҫӗн лётчикӗ, 1935 ҫултанпа — 10-мӗш хӑвӑрт бомбардировка эскадрильйин кӗҫӗн лётчикӗ. 1936 ҫулта Испание граждан вӑрҫине хутшӑнма янӑ СССР ҫар ҫыннисен йышне хӑйӗн ирӗкӗпе ҫырӑннӑ. Испанире 1936 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 1937 ҫулхи пушчен ҫапӑҫнӑ. Ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.
Таврӑнсан 1937 ҫулхи акаран пуҫласа — 10-мӗш хӑвӑрт бомбардировка эскадрильйин звено командирӗ, 1937 ҫулхи ҫурларанпа — 14-мӗш хӑвӑрт бомбардировка эскадрильйин отряд командирӗ, 1938 ҫулхи кӑрлачранпа 12-мӗш хӑвӑрт бомбардировка эскадрильйин командирӗ пулнӑ.
1938 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Япони-Китай вӑрҫи вӑхӑтӗнче (1937—1945) Китая янӑ. СБ бомбардировщикӗсен эскадрильйине ертсе пынӑ, кайран — авиаушкӑнне. Япони ҫарӗсен позицийӗсене бомбӑлама 100 яхӑн ҫар вӗҫевне тухнӑ. Тайваньре[4] тӑшман аэродромне вӗҫсе тапӑнассине ертсе пынӑ (ытти даннӑй тӑрӑх, ҫак вӗҫеве Ф. П. Полынин полковник ертсе пынӑ)[5]. Вӑл ертсе пынӑ бомбардировщиксем пурте каялла ҫухатусӑр таврӑннӑ.
1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗн Хӳтӗлев хӑватне ҫирӗплетес енӗпе Правительство панӑ ятарлӑ заданисене пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Т. Т. Хрюкин Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ[6]. «Комсомольская правда» хаҫат 1939 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче (1534336-мӗш номер) пӗтӗм виҫҫӗмӗш полосана Китай халӑхӗн паттӑрла ҫапӑҫӑвне тата Китай лётчик майорӗн Ху-Тин-Тоун «Гибель японского авианосца» калавне халалланӑ. «Рюдзёв» Япони авианосецӗ пӗтни ҫинчен калава (чӑнах та шыва путни е сиенленни пирки урӑх пӗр документра та ҫырӑнман. Ку ҫеҫ те мар, ҫак океан карапӗ юханшывра пулма пултарайман) Тимофей Тимофеевич Хрюкин Китай псевдонимӗпе ҫырнӑ[7].
1939 ҫулта Т. Т. Хрюкин РККА Тӗп штабӗн академийӗ ҫумӗнчи аслӑ команда составне лайӑхлатмалли курссене пӗтернӗ. 1939 ҫулхи нарӑсранпа — 10-мӗш хӑвӑрт бомбардировка бригадин командирӗ. 1939 ҫулхи чӳкре РККА ВВС Управленийӗн вӗҫевпе техника инспекцийӗнче бомбардировка авиацийӗн пайӗн пуҫлӑхне лартнӑ. 1939—1940 ҫулсенче Совет-финн вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта командировкӑна янӑ, ВВС 14-мӗш ҫарӑн командирӗ пулнӑ[8].
1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе — РККА ВВС генерал-инспекторӗн ҫумӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Киев ҫар округӗн 12-мӗш ҫарӗн ВВС командующине лартнӑ. Ҫар штабне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче каҫхине ҫитнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пӗрремӗш кунранпа Кӑнтӑр-Анӑҫ фрончӗн 12-мӗш ҫарӗн СҪВ командующийӗн должноҫӗнче хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Карели фрончӗн ВВС командующине лартнӑ. Унӑн задачи Киров чукун ҫулне сывлӑшран хӳтӗлессине йӗркелесси пулнӑ. Ҫак тапхӑрта Хрюкинӑн унччен пачах та шутламан нумай ыйтӑва татса пама тивнӗ: ҫӗрлехи ҫапӑҫусем, вӗҫев составне американ тата акӑлчан самолёчӗсемпе вӗҫме вӗрентесси, чаҫсене хӗҫ-пӑшалпа ҫӗнӗрен тивӗҫтересси, аэродромсен сетьне аталантарасси, радионавигаци, ҫутӑ маякӗсен хатӗрӗсемпе усӑ курасси тата ытти те.
1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Хрюкин генерал-лейтенанта Кӑнтӑр-Анӑҫ фрончӗн ВВС командующине лартнӑ, каярахпа вӗсенчен 8-мӗш сывлӑш ҫарӗ туса хунӑ. Вӑл ертсе пынипе лётчиксем Харьков, Сталинград, Дон ҫинчи Ростов ҫывӑхӗнче, Миус-фронт чиккинче (ҫав шутра вӑл Миус операцийӗ вӑхӑтӗнче мала кайма хӑтланни те), Крымра ҫапӑҫнӑ. Хрюкин генерал пуҫарӑвӗпе Сталинград патӗнче «асов» полк — 9-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗ — туса хунӑ, унта ытти полкри чи лайӑх лётчик-истребительсене пухнӑ. Хрюкин ҫарта хатӗрленӗ вӑтам ҫӳллӗшсенчен штурмламалли авиаци тактикине ӗҫе кӗртнӗ. Сывлӑш вӑйӗсен пысӑк операцийӗсен планӗсене хатӗрленӗ (пӗрремӗшӗ — Сталинград патӗнче контрнаступлени тунӑ чухне).
Сталинград ҫапӑҫӑвӗ вӑхӑтӗнче, фронт авиацийӗ йӗркеленсе ҫитеймен, Хӗрлӗ Ҫар тӑшманӑн ҫӗнӗ самолечӗсене пула пысӑк ҫухатусем тӳснӗ чухне, А. С. Чуянов ҫарпуҫӗ А. И. Ерёменко Т. Т. Хрюкин тӗлӗшпе хӑш чухне тӗрӗс мар пулнине палӑртнӑ[2].
1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш сывлӑш ҫарне ертсе пынӑ. Беларуҫе, Прибалтикӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре, Тухӑҫ Пруссири операцисене хутшӑннӑ.
1944 ҫулта Хрюкин пуҫарӑвӗпе тата вӑл ӗҫӗ хутшӑннипе Крымра оккупаци вӑхӑтӗнче арканнӑ Пӗтӗм Союзри «Артек» пионер лагерьне ҫӗнетме пуҫланӑ[9].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
1946 ҫулхи ҫурларанпа — ВВС Тӗп командующийӗн ҫапӑҫу хатӗрленӗвӗ енӗпе ҫумӗ. 1947 ҫулхи утӑран пуҫласа — 7-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ. 1949 ҫулхи акаран пуҫласа — ПВО Баку районӗн ҫарӗсен командующийӗ. 1950 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче К. Е. Ворошилов ячӗллӗ аслӑ ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн ВВС Тӗп командующийӗн аслӑ шкулсемпе ӗҫлекен ҫумне лартнӑ.
Пӗррехинче, вӗренӳ чухне, Хрюкин автомобильпе штаба кайнӑ. Ӑнсӑртран ҫул ҫинче пӗр ушкӑн хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Шофер чарӑнма ӗлкӗреймерӗ. Ҫавӑн чухне Хрюкин руле тытса машинӑна кювета чӑмтарнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ, анчах авари унӑн сывлӑхне хытах хавшатнӑ. 1953 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче вӑл вилнӗ. Ӑна Мускавра Новодевичье масарӗ ҫинче пытарнӑ.
Ҫар званийӗсем
- лейтенант — 1935;
- аслӑ лейтенант — 1937 ҫулхи акан 17-мӗшӗ;
- капитан — 1937 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ;
- полковник — 1938 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ (майор званийӗнчен иртсе);
- комдив — 1940 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ (комбриг званийӗнчен иртсе);
- авиаци генерал-майорӗ — 1940 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ;
- авиаци генерал-лейтенанчӗ — 1943 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ;
- авиаци генерал-полковникӗ — 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
Ҫемйи
Наградӑсем
- Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» (127-мӗш номер) медалӗпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне Хрюкин Тимофей Тимофеевич полковника СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи Указӗпе «Правительствӑн Совет Союзӗн хӳтӗлев хӑватне ҫирӗплетес енӗпе панӑ ятарлӑ заданийӗсене тӗслӗхлӗ шайра пурнӑҫланӑшӑн тата Китай халӑхне Япони милитарисчӗсемпе ҫапӑҫма пулӑшнӑ вӑхӑтра интернационалла пулӑшу панӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» панӑ.
- Иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 1-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ, авиаци генерал-полковникӗ Хрюкин Тимофей Тимофеевич СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗнчи Указӗпе сывлӑш ҫарне ӑста ертсе пынӑшӑн, харпӑр хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тивӗҫнӗ.
- Ленин орденӗ (1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ)
- Тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, 1940 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ, 1942 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ, 1953 ҫулхи акан 20-мӗшӗ)
- I степень (1944 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ) тата II степень (1943 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ) Суворов орденӗ
- Икӗ I степень Кутузов орденӗ (1943 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ, 1944 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ)
- I степень Богдан Хмельницкий орденӗ (1944 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ)
- II степень Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗ (1942 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ)
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1947 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ)
- медальсем
- ют ҫӗршыв орденӗсем
Отзывсем
Оригиналлӑ текст (выр.)Очень хорошо было работать с Хрюкиным — командующим воздушной армией. Это был человек молодой, с большим боевым опытом, способный, выдержанный, умный, умевший хорошо организовать работу авиации, подчиненной ему
Хрюкинпа, сывлӑш ҫарӗн командующийӗпе, ӗҫлеме питӗ лайӑхчӗ. Вӑл ҫамрӑкчӗ, пысӑк опытлӑччӗ, чӑтӑмлӑччӗ, ӑслӑччӗ, хӑйне пӑхӑнса тӑракан авиаци ӗҫне лайӑх йӗркелеме пӗлекен ҫынччӗ.Анӑҫ тата Виҫҫӗмӗш Беларуҫ фрончӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ А. П. Покровский генерал-полковникпа калаҫни. Л. Лазаревӑн умсӑмахӗ тата публикацийӗ// «Октябрь». 1990. № 5. К. Симонов ҫырса илнӗ.
Астӑвӑм
- Икӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗн Т. Т. Хрюкинӑн пӑхӑр бюсчӗсене унӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Ейск хулинче, тата Краснодар крайӗн Канев районӗнчи Привольная станицинче вырнаҫтарнӑ.
- Мускавра Хрюкин пурӑннӑ ҫурт ҫинче (Лубянка тӑкӑрлӑкӗ, 17-мӗш ҫурт) тата Волгоградра унӑн ячӗллӗ урамра асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
- Ҫавӑн пекех Волгоградри, Ейскри, Севастопольти тата Краснодар крайӗнчи Канев районӗнчи Привольная станицийӗнчи урамсене, тинӗс карапне, Привольная станицӑри 13-мӗш вӑтам шкула Паттӑр ячӗпе панӑ.
- 1978 ҫулта паттӑра халалланӑ илемлӗ маркӑллӑ конверт кӑларнӑ.
- 2010 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче «Марка» Издательство-суту-илӳ центрӗ ФГУП оригиналлӑ маркӑллӑ почта карточки кӑларнӑ. Почта карточки ҫинче Т. Т. Хрюкин портречӗсене тата самолет-бомбардировщике ӳкернӗ.
- Т. Т. Хрюкин бюстне 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Краснодарти « Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вилнӗ преподавательсемпе студентсене асӑнса», «Кубань патшалӑх университечӗ» ФГБОУ, мемориал комплексӗн территорийӗнче вырнаҫтарнӑ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Хрюкин Тимофей Тимофеевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2 Чуянов А. С. На стремнине века. Записки секретаря обкома. — Книга. — Политиздат, 1976. — С. 215—216. — 288 с. — 100 000 экз.
- ^ Чуянов Алексей Семёнович. На стремнине века. Записки секретаря обкома. — Книга. — Политиздат, 1976. — С. 32. — 288 с. — 100 000 экз.
- ^
Хрюкин Тимофей Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Андрей Почтарев. Тайваньская карта Сталина (выр.). nvo.ng.ru (23 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Над огненным Доном. Воспоминания лётчиков 8-й воздушной армии. — Ростов-н/Д Кн. изд-во, 1985.
- ^ История Ейска в событиях и лицах.Тимофеей Хрюкин. (2011 №07). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ Анчах вӗҫев-техника инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗн должноҫӗнчен официаллӑ майпа кӑларман, ҫар ҫапӑҫӑвӗсем вӗҫленсен ҫак должноҫех тивӗҫӗсене пурнӑҫлама таврӑннӑ.
- ^ Рытов А. Г. Рыцари пятого океана. — М.: Воениздат, 1968.
- ^ Летающий командарм Тимофей Хрюкин (2010-06-25). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Удары судьбы ничтожны перед мужеством | Слава Севастополя (выр.). slavasev.ru (10 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ В КубГУ увековечили память дважды Героя Советского Союза Т.Т. Хрюкина | Кубанский государственный университет (выр.). kubsu.ru (29 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Над огненным Доном: Очерки и воспоминания об авиаторах 8-й воздушной армии. — Ростов-на-Дону, 1985.
- Афиногенов А. Мгновение — вечность. — М.: Советский писатель, 1983.
- Эпоха недействительна без них…: К 95-летию со дня рождения дважды Героя Советского Союза генерал-полковника авиации командарма Т. Т. Хрюкина / Администрация Краснодарского края, Краснодарский краевой совет ВООПИК. — Краснодар: Диапазон-В, 2005. — 80 с.: ил.
- Пишу исключительно по памяти… Командиры Красной Армии о катастрофе первых дней Великой Отечественной войны: В 2 т. Том 2. / Сост., авт. предисл., коммент. и биогр. очерков С. Л. Чекунов. — М.: Русский фонд содействия образованию и науке, 2017. — 560 с.: ил. — ISBN 978-5-91244-208-7, 978-5-91244-209-4 (т. 1). — С.180-181 (выписка из послужного списка).
- Протасов В. Д. Они из когорты командармов. Военно-биографический справочник: В 2 кн. — М.: Компания Спутник, 2005. — Кн. 2. — С.103.
- Киселёв В. Генерал-полковник авиации Т. Т. Хрюкин. // Военно-исторический журнал. — 1980. — № 7 — С.84-85.
Каҫӑсем
Хрюкин Тимофей Тимофеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Хрюкин Тимофей Тимофеевич Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин сайтӗнче