Цой Сон Хи
Цой Сон Хи (кор. 최선희; 1964 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ, Пхеньян, КХДР)[1] — Ҫурҫӗр Корейри патшалӑх ӗҫченӗ. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа КХДР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ шутланать[2][3].
Хӑйӗн профессири ӗҫӗ-хӗлне КХДР Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинчи официаллӑ куҫаруҫӑ пек пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Америка департаменчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата пуҫлӑхӗ пулнӑ. Нумай вӑхӑт хушши Америкӑн Пӗрлешӗннӗ Штачӗсемпе ядерлӑ программа тӗлӗшпе калаҫусем ирттерекен КХДР командин тӗп ҫынни пулнӑ, Ҫурҫӗр Корей делегацийӗн йышне кӗнӗ[4].
КХДР министр ҫумӗн, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен пӗрремӗш вице-министрӗн должноҫне йышӑннӑ. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне лартнӑ, Ҫурҫӗр Корейӑри ҫак должноҫе йышӑннӑ пӗрремӗш хӗрарӑм тата ҫав тери пысӑк шайри поста йышӑнма пултарнӑ нумай май хӗрарӑмсенчен пӗри пулса тӑнӑ[2][3].
Кун-ҫулӗ
Цой Сон Хи 1964 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Пхеньян хулинче ҫуралнӑ[1]. Ким Ир Сен пулӑшуҫисенчен пӗри — Чхве Ён Рим политика ӗҫченӗ, каярах КХДР премьер-министрӗ ӗҫ вырӑнне йышӑннӑскер, ӑна усрава илнӗ пулнӑ. Ҫак сӑлтава пула вӑл тӑван ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енче те (Австрире, Китайра тата Мальтӑра) вӗренме пултарнӑ[5][6]. Китайра Тхэ Ён Хо дипломатпа (каярахпа вӑл Аслӑ Британири КХДР элчин ҫумӗ пулса тӑнӑ) пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ[5]. Акӑлчан чӗлхине пит аван вӗренсе ҫитнӗ, ҫавӑн пекех китайла лайӑх калаҫма вӗреннӗ[5][6].
КХДР Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствине ӗҫлеме 1988 ҫулта вырнаҫнӑ, акӑлчанран куҫаракан официаллӑ тӑлмач тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ[5]. 1990-мӗш ҫулсенчи ядерлӑ хӗҫпӑшал тавра ирттернӗ калаҫусене[7], ҫав шутра 1997 ҫулта Китай, АПШ, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Корей[8] хушшинчи тӑватӑ енлӗ калаҫӑва хутшӑннӑ[2], ҫавӑн пекех 2003—2009 ҫулсенче ултӑ енлӗ ядерлӑ хӗҫпӑшал темипе калаҫма пухӑннӑ Ҫурҫӗр Корей делегаци йышне кӗнӗ[2][7]. Юлашки хутӗнче ирттернӗ калаҫура делегацие ертсе пынӑ[2][5]. 2010 ҫулта ӑна КХДР Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрествин Ҫурҫӗр Америка департаменчӗн директорӗн ҫумӗ вырӑнне шанса панӑ[5]. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Ким Ке Гванпа пӗрле унӑн Пекинри дипломати тӗлпулӑвӗсене хутшӑннӑ[6]. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫурҫӗр Америка департаменчӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ[5][6].
2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна КХДР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ пулма лартнӑ[7]. Европӑри ҫӗршывсемпе (Франципе Аслӑ Британи тата ООН-ӑн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн пайташӗсемпе) ҫыхӑну тытакан МИД уйрӑмне куҫарнӑ. Унччен Австралипе тата Ази ҫӗршывӗсемпе, ҫав шутра Пакистанпа тата Индипе, ҫыхӑну йӗркелес ӗҫпе тӑрӑшнӑ[9].
Ҫав ҫулах Сингапурта иртнӗ саммитра Ким Чен Ын делегаци йышне кӗнӗ[2], ҫавӑн пекех официаллӑ майпа Пекина кайнӑ чухне те унпа пӗрле пынӑ[10], ҫулталӑк иртсен вара Ханойра иртнӗ саммита пӗрле кайнӑ[2][11].
2019 ҫулта ӑна КХДР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен пӗрремӗш вице-министрне лартнӑ[11], вӑл Патшалӑх канашне кӗнӗ[5], ӑна Ҫурҫӗр Корейӑн парламенчӗн депутатне суйланӑ[12] та вӑл тулаш политикӑпа ӗҫлекен парламент комитетне кӗнӗ[5][13]. 2020 ҫулта АПШ вице-президенчӗ Майк Пенс санкцисене пӑрахӑҫлама ядерлӑ хӗҫпӑшалтан хӑтӑлма сӗннине тиркесе тӑкнӑ[5]. 2021 пуш уйӑхӗнче АПШран Ҫурҫӗр Корейӑна хирӗҫ ютла политика ирттерессине пӑрахӑҫлама ыйтнӑ, ҫакӑн шутне Кӑнтӑр Корейӑпа пӗрлехи ҫар вӗренӗвне ирттерни те кӗнӗ[2].
2022 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче иртнӗ Корейӑн Ӗҫлӗх партин Тӗп комитечӗн пленарлӑ ларӑвӗнче Цой Сон Хине КХДР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрне лартма йышӑннӑ[2][4][3].
Раҫҫей тӗлӗшпе ирттерекен политика
Тулашри политика ирттернӗ май Чой Сон Хи Раҫҫей Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствипе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ.
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче делегаципе Мускава ҫитнӗ, ӑна унта РФ МИДӗнчи ятарлӑ хушусемпе ӗҫлекен элчи Олег Бурмистров тата РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Игорь Моргулов йышӑннӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Корей ҫурутравӗнчи тата Азири лару-тӑру пирки калаҫу пулса иртнӗ, субрегион тӗл пулакан йывӑрлӑхсене мирлӗ мелсемпе татса памалли меслетсене, ҫав шутра Корей ыйтӑвне татса пама хатӗрленӗ Раҫҫейпе Китайӑн «ҫул карттине» анлӑрах сарма хатӗр пулнин ҫирӗплетнӗ[14][15].
2018 çулхи ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Мускавра вăл ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗсен ҫумӗсемпе (Раççей Федерацийӗнчи Игорь Моргуловпа тата Китайри Кун Сюаньюпа) виҫӗ енлӗ канашлу ирттернӗ, ун чухне Корей çурутравӗн ыйтӑвӗсене, КХДР-па АПШ хушшинчи калаçусем ирттерес плансене, ҫавӑн пекех КХДРпа Корей Республики хушшинчи ҫыхӑнусене йӗркелесе ярас, КХДРа хирӗҫ кӗртнӗ санкцисене тепӗр хут пӑхса тухмаллине сӳтсе явнӑ[16][17].
2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Пхеньянта РФ хӳлӗлев министрӗн ҫумне Александр Фомина йышӑннӑ[18][19]. Ҫав ҫулах чӳк уйӑхӗнче Мускавра РФ ШӖМӗпе икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас енӗпе чылай ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явма, РФ-па КХДР ертӳҫисем Владимир Путинпа Ким Чен Ын пӗр-пӗринпе тӗл пулса (вӑл ака уйӑхӗнче Владивостокра пулса иртнӗ[20]) калаҫса татӑлнӑ ыйтусем тавра чылай тӗлпулу ирттернӗ, вӗсенче Азин Ҫурҫӗр-Тухӑҫри пайри ӗҫсем мӗнле пынине те хакланӑ[21][22].
Корейӑна ирӗке кӑларнӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ятпа 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫҫейпе КХДР хушшинчи хутшӑнусен хальхи шайне ҫапла комментариленӗ[23]:
Суверенитетшӑн тата ҫӗршывсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхшӗн кӗрешнӗ май икӗ ҫӗршыв хушшинчи стратегилле тата тактикӑлла хутшӑну ҫирӗпленни савӑнтарать.
2023 çулхи юпа уйăхĕн 18–19-мĕшĕсенче Раççей Федерацийӗпе КНДР хушшинче дипломати çыхăнăвĕсем йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалланă май официаллă визитпа килнӗ Раççей ют çĕршыв ӗҫӗсен министрне Сергей Лаврова Пхеньянта йышăннӑ[24], ун чухне Корей ҫурутравӗнчи лару-тӑру пирки килӗшӳ тунӑ, Раҫҫей Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствипе КХДР хушшинче 2024–2025 ҫулсем валли пӗр-пӗринпе ылмашӑнмалли плана хатӗрленӗ[25][26][27].
2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15–17-мӗшӗсенче РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров чӗннипе Цой Сон Хи Раҫҫей Федерацине официаллӑ визитпа килсе кайнӑ[28][29]. РФ-па КХДР килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатассине, Ҫурҫӗр-Тухӑҫ Ази тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑвне, РФ-па КНДР ертӳҫисем Владимир Путинпа Ким Чен Ын тӗл пулнӑ май 2023 ҫулта алӑ пуснӑ килӗшӳсен малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнӑ[30].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 최선희(여성) (кор.). 북한정보포털. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Yoonjung Seo, Jake Kwon, Kathleen Magramo. North Korea appoints nuclear negotiator as first woman foreign minister (англ.). CNN (11 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 СМИ: в КНДР назначили нового главу МИД и начальника Генштаба. ТАСС (11 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Jack Kim, Heekyong Yang. Kim Jong Un vows 'power to power' military, promotes North Korea nuclear envoy. Reuters (11 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Олег Кирьянов. «Железная леди чучхе»: МИД КНДР впервые возглавила женщина. News.ru (18 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Choe Son-hui (Ch'oe So'n-hu'i) (англ.). North Korea Leadership Watch (7 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Oliver Hotham. Choe Son Hui promoted to vice-minister at DPRK foreign ministry: sources (англ.). NK News (27 нарӑсӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Ланцова И. С. Политика сша по отношению к Северной Корее: конец XX - начало XXI в. // ПОЛИТЭКС. — 2014. — № 4. — .
- ^ Chad O'Carroll. N. Korean vice foreign minister Choe Hui Chol takes over Europe dept: sources (англ.). NK News (7 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Делегация из КНДР прибыла с визитом в Пекин. Известия (14 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Chad O'Carroll. Choe Son Hui promoted to first vice foreign minister, state media confirms (англ.). NK News (12 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Dagyum Ji. North Korea’s legislature replaces key officials in first meeting since election (англ.). NK News (11 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Dagyum Ji. N. Korea must deal a “blow” against hostile forces, Kim Jong Un tells ruling party (англ.). NK News (10 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Oliver Hotham. Top North Korean foreign ministry envoy in Moscow: state media (англ.). NK News (25 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ О российско-северокорейских консультациях. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (29 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Замглавы МИД КНДР завершила встречу в министерстве иностранных дел России. РИА Новости (8 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Совместное информационное коммюнике о трехсторонних консультациях заместителей министров иностранных дел Российской Федерации, Китайской Народной Республики и Корейской Народно-Демократической Республики. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (10 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Замминистра обороны России и замглавы МИД КНДР обсудили пути сотрудничества. РИА Новости (21 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ О встречах заместителя Министра иностранных дел России И.В.Моргулова в Пхеньяне. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (16 ҫурлан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Георгий Тадтаев. Путин стал шестым встретившимся с Ким Чен Ыном главой государства. РБК (25 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ О встрече Министра иностранных дел России С.В.Лаврова с членом Госсовета, первым заместителем Министра иностранных дел КНДР Цой Сон Хи. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (20 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ О первом раунде стратегического диалога между Россией и КНДР. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (20 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Глава МИД КНДР заявила об укреплении сотрудничества с Россией. РИА Новости (16 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Лавров прибыл в КНДР. РИА Новости (18 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Россия и КНДР достигли консенсуса по ситуации на Корейском полуострове. РИА Новости (20 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Вступительное слово Министра иностранных дел Российской Федерации С.В.Лаврова в ходе переговоров с Министром иностранных дел Корейской Народно-Демократической Республики Цой Сон Хи, Пхеньян, 19 октября 2023 года. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (19 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Об официальном визите Министра иностранных дел Российской Федерации С.В.Лаврова в Корейскую Народно-Демократическую Республику. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (19 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Об официальном визите в Российскую Федерацию Министра иностранных дел Корейской Народно-Демократической Республики Цой Сон Хи. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (14 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Вступительное слово Министра иностранных дел Российской Федерации С.В.Лаврова в ходе переговоров с Министром иностранных дел Корейской Народно-Демократической Республики Цой Сон Хи, Москва, 16 января 2024 года. Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви (16 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Лавров встретил министра иностранных дел КНДР с цветами. РИА Новости (16 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Fifield А. The Great Successor: The Secret Rise and Rule of Kim Jong Un. — John Murray, 2019.