Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна
Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна (1945 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Тупнер ялĕ, Ҫӗрпӳ районӗ, Чăваш АССР çур.)- чăвашран тухнă паллă совет тата эстон спортсменĕ, рапирист, икĕ хут Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1950-мĕш çулта амăшĕпе пĕрле Эстоние, Таллин хулине куçса кайнă. Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах кайнă [1]. 7-мĕш классра фехтовани секцине çӳреме тытăннă. 1967-мĕш çулта Эстони чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, каярах тата 6 хутчен çак ята çирĕплетнĕ.
1977-мĕш çултанпа тренер пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те (Эдуард Бер (1975) тата Кирилл Лозовой) фехтованипе енĕпе аталанаççĕ.
Вĕренӳ
Таллинри педагогика институчĕ - 1973.
Хутшăннă ăмăртусем, çитĕнĕвĕсем
- Икĕ хут олимп чемпионĕ (1968, 1972);
- Тĕнче чемпионĕ: (кĕмел тата йĕс медальсем (1969) , ылтăн (1970-1971).
Чысĕсем
- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти - 19672.
- 3-мĕш шайри Шурă Çăлтăр орденĕ - 2006.
- Эстони олимп комитечĕн хисеплĕ пайташĕ.