Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ҫурчӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ҫурчӗ (ҫавӑн пекех вырӑнта сарӑлнӑ ячӗ те — Правительство ҫурчӗ[1]) (выр. Здание Администрации Главы Чувашской Республики) — Чӑваш Республикинчи тӗп администраци ҫурчӗ — Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн резиденцийӗ; унта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ вырнаҫнӑ.

17 хутлӑ ҫурт Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнче Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Архитекторӗсем — Ленин премийӗн лауреачӗ Г. Г. Исакович, Т. В. Ижанова, В. Н. Филатов.

Историйӗ

Ҫурта 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Ленин премийӗн лауреачӗн Гарольд Исакович архитекторӑн, ҫавӑн пекех Шупашкар архитекторӗсен Т. В. Ижановӑпа В. Н. Филатовӑн проекчӗпе хӑпартма тытӑннӑ.

Ҫуртра КПСС Чӑваш обкомӗн, РСФСР ЛКСМ Чӑваш Республикинчи комитечӗн тата КПСС Шупашкар хула комитечӗн пӳлӗмӗсене вырнаҫтарма планланӑ. 1990 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче КПСС Чӑваш рескомӗн Бюровӗ ҫурта тӑвас ӗҫ мӗнлерех пыни пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ та яваплӑ хӑш-пӗр ҫын ҫурт тӑвас ӗҫе малалла тӑсмалли, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсемпе кая юлса пынине туса ҫитермелли тата вӗсене 1990 ҫулхи планӑн 60-70 % чухлӗ пурнӑҫламалли пирки сӗннине шута илме йышӑннӑ.

МИХсенче халӑх тарӑхнине ҫутатни тата граждансем республика ертӳҫисем «хӑйсен хӑтлӑхӗшӗн ытлашши тӑкаклаҫҫӗ» тесе ҫӳлти парти тата патшалӑх органӗсене ыйтупа тухнине кура стройкӑна чарса лартнӑ. Строительствӑна «шӑнтнӑ» хыҫҫӑн ҫурт чылай вӑхӑт ахаль ларнӑ, вӑрах вӑхӑт ҫӗкленекен ҫуртсен йышӗнче пулнӑ. Ишӗлсе аннӑ кӑшкар Шупашкар кӳлмекӗн сӑн-сӑпатне ан пӑстӑр тесе ӑна йӑтса антарма сӗннӗ.

Чӑваш Республикин президенчӗ Николай Федоров пуҫарнипе строительствӑна малалла тӑснӑ, 2004 ҫулта ҫурта хута янӑ. Ҫурта патшалӑх органӗсене 2011 ҫулта кӑна, республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ чухне, вырнаҫтарма тытӑннӑ. Унта кивӗ Правительство ҫуртӗнчен — Республика тӳремӗнчи Советсен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртран — республикӑри чылай влаҫ органне куҫарнӑ[2].

Малалла хушма ҫурт — «Б» блок — тума тытӑннӑ, ӑна 2014 ҫулта хута янӑ, блокра столовӑй, пысӑк конференц-зал, хуҫалӑх пӳлӗмӗсем, спортзал пур. «Б» блокӑн путвалӗнче сауна та пулмалла пулнӑ. МИХсенче правительство ҫурчӗн территорийӗнче канмалли мунча комплексне туни пирки хӗрӳ сӳтсе явнӑ. МИХсенчи резонанс хыҫҫӑн саунӑна каялла сӳтнӗ[3].

undefined

Халӑхра «Свечка» тата «Башня» ятсем сарӑлнӑ. 2020 ҫулта Шуршӑлти таса асапҫӑсен Адриан тата Наталия храмӗн настоятелӗ Евгений Гаврилов ҫурта периметрпа сӑвапланӑ. Интервьюра священник ҫапла пӗлтернӗ: «Эпир паян пысӑк ӗҫ тӑватпӑр, ҫурта сӑваплатпӑр. Турӑ пирӗн вӑйсене ҫирӗплетме, ҫӗршывӑмӑра тата республикӑна аталанма пулӑштӑр тесе пӗрле кӗлтӑватпӑр. Пирӗн хамӑр ҫине пӑхмалла. Пӗр-пӗрин умӗнче чыслӑрах пулмалла, пӗр-пӗрне юратмалла, пулӑшмалла». 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫурт тӑрринчи лапама Чӑваш Республикинчи чи ватӑ ҫынсенчен пӗрне, Анастасия Терентьевӑна, чӗннӗ, 2019 ҫулта вӑл 102 ҫул тултарнӑ[4].

Архитектура тата ҫурт пӗлтерӗшӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн резиденцийӗсӗр пуҫне ҫуртра ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн тата уйрӑм министерствӑсен, ытти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата Чӑваш Республикин общество организацийӗсен хӑш-пӗр пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ.

Ҫуртра Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, Чӑваш Республикин юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби, Чӑваш Республикин Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви, Чӑваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерстви вырнаҫнӑ.

undefined

Ҫуртра вырнаҫнӑ организацисен йышне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ, «Чӑваш Республикин аталанӑвӗн корпорацийӗ» ПАО, Чӑваш Республикинчи террора хирӗҫ кӗрешекен комисси.

Ҫуртри 16-мӗш хут техника хучӗ шутланать. 17-мӗш хутра савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттермелли зал вырнаҫнӑ.

Ҫурт 17 хутлӑ, ун тӑрринче — курав лапамӗ, унтан хула курӑнать. Икӗ хутлӑ путвал ҫурчӗ пур. Ҫуртра икӗ литер блокӗ пур: «А» блок — административлӑ пӳлӗмсем; «Б» блок — хушма пӳлӗмсем[1].

Чӑваш Республикинче администраци ҫурчӗсен хушшинче чи ҫӳллӗ ҫурт шутланать, Шупашкар кӳлмекӗн тухӑҫ тӑвайккинче ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт. Официаллӑ документсенче ҫурт ҫапла ятлӑ — «Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн администраци ҫурчӗ» объект.

Ҫӳлти хутсенче Чӑваш Республикин ҫутӑ диодлӑ гербӗ курӑнать.

Ҫурт — нумизматикӑра тата филателире

2019 ҫулта Раҫҫей Банкӗ Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларнӑ, ун ҫинчи тӗп ӳкерчӗк — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ҫурчӗ.

undefined

2020 ҫулта «Марка» АО Чӑваш Республикин паллӑ вырӑнӗсене ӳкернӗ почта блокне (ӳнерҫӗ-дизайнерӗ— С. А. Ульяновский) кӑларнӑ, вӗсен йышӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ҫурчӗ те пулнӑ[5].

Ҫурта ҫавӑн пекех 2019 ҫулта Шупашкар хули 550 ҫул тултарнине халалласа «Марка» АО кӑларнӑ А литерлӑ илемлӗ маркӑланӑ конверт ҫине ӳкернӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Надежда Шаклина. Сауна в Доме правительства Чувашии: вся правда о ВИП-комплексе (Фото). pg21.ru (5 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ У главы Чувашии будет новая старая резиденция (выр.). ch.versia.ru (18 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Владимир Ворсобин. За что уволили губернатора Чувашии - за простодушие или «хамское отношение к людям». kp.ru (13 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Аҫтахар Плотников. 102-летней бабушке показали город с высоты Дома Правительства (выр.). ru.chuvash.org (22 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  5. ^ 100 лет Чувашской Республике (выр.). rusmarka.ru (24 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.