Чӗмпӗрти чӑваш съезчӗ
Истори
Пӗтӗм чӑвашсен наци съездне йӗркелессипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫумӗнчи чӑваш секцийӗ ӗҫленӗ. Ӑна хатӗрлеме ҫавӑн пекех Чӗмпӗрти чӑваш пӗрлӗхӗн пайташӗсем (председателӗ — Виктор Орлов) тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлев хутшӑннӑ[2].
Съезд Чӗмпӗрте 1917 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен Хусан, Чӗмпӗр, Самар, Саратов тата Ӗпхӳ кӗпӗрнисенчи 800 яхӑн ҫын хутшӑннипе иртнӗ. Делегатсем чӑваш общинисенчен, наципе парти организацийӗсенчен суйланнӑскерсем пулнӑ. Тӗпрен илсен, съезда социалист-революционерсен партине (эсерсене) кӑмӑлланӑ вӗрентӳпе духовенство ӗҫченӗсем хутшӑннӑ[2].
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӑватӑ секци ӗҫленӗ: политика, вӗрентӳ, тӗн тата издательство. Пӗтӗмӗшле пухусем Чӗмпӗрти кадет корпусӗн ҫуртӗнче иртнӗ, секцисен ларӑвӗсем — Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче[2].
Съезда хутшӑнакансем Вӑхӑтлӑх правительствӑпа Раҫҫейӗн республика тытӑмӗ майлӑ пулнӑ, анчах та малашне ҫӗршыва федераци тӑвас сӗнӳпе тухнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей халӑхӗсен каярах наци автономийӗсем йӗркелеме май паракан наципе культура ирӗклӗ аталанӑвӗ пирки те шухӑш янӑранӑ. Съезд пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йышӑннӑ программӑна халӑх вӗрентӗвне, тӗн пурнӑҫне, суд тытӑмне тата культурӑпа наци автономийӗн тата демократи принципӗсемпе тӗпе хурса тунӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха реформӑлассине кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне коопераци юхӑмне пулӑшма тата Учредительнӑй пухӑва делегатсем яма сӗннӗ[2].
Учредительнӑй пуху суйлавне Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчен чӑвашсен хӑйсен списокӗпе кайма йышӑннӑ. Кун пек списокпа кайсан пилӗк депутат мандатне илме май пуррине палӑртнӑ. Списока 12 ҫын кӗнӗ: С. Н. Николаев, И. В. Васильев, Г. Ф. Алюнов, Ф. Б. Исланкин, Д. П. Петров, Н. В. Никольский, П. А. Афанасьев, В. П. Васильева (Назарова), А. И. Яковлев, И. С. Сергеев, Г. И. Комиссаров тата А. С. Иванов.
Съезд пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чӑваш хутлӑхӗнчи наци юхӑмӗн ӗҫне ертсе пыма тивӗҫлӗ Чӑваш наци обществине йӗркеленӗ. Наци съезчӗ общество уставне те ҫирӗплетнӗ, ӑна ертсе пыракан органсене суйланӑ. Эсерсем ҫине тӑнипе ҫӗр ыйтӑвӗпе резолюци йышӑннӑ. Съезд пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен Халӑх ҫутӗҫ министрне тата халӑх вӗрентӗвӗпе ӗҫлекен комитета пӗлтерме Санкт-Петербурга С. Н. Николаевпа В. А. Осипова яма йышӑннӑ[2].
Съезд пынӑ вӑхӑтра Степан Максимов ертсе пыракан чӑваш хорӗ пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Съездра пӗрремӗш хут чӑваш халӑхӗн наци символӗсем пирки ыйту ҫӗкленӗ[3]. Съезд вӗҫленнӗ май унӑн материалӗсене кӑларнӑ, вӗсене мероприятие хутшӑнакансем хушшинче сарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ НП ИнфоРост. Общечувашский национальный съезд (1917 ; Симбирск). Резолюции и пожелания, принятые Общечувашским национальным съездом, состоявшимся в г. Симбирске с 20 по 28 июня 1917 года. - Симбирск, 1917. elib.shpl.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Клементьев В.Н. Чувашская автономия: генезис, становление, динамика развития // Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государ ственности чувашского народа.Сборник материалов Всероссийской научно-практической конференции. — 2020. — .
- ^ В поисках символики (выр.). nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- https://www.grani21.ru/pub/byt-edinym-celym-kak-sbylas-mnogovekovaja-mechta-chuvashskogo-naroda?ysclid=m4s17pakl2855539850
- https://ru.chuvash.org/news/5148.html?ysclid=m4s1909huq764779832
- http://elib.shpl.ru/ru/nodes/84251-obschechuvashskiy-natsionalnyy-sezd-1917-simbirsk-rezolyutsii-i-pozhelaniya-prinyatye-obschechuvashskim-natsionalnym-sezdom-sostoyavshimsya-v-g-simbirske-s-20-po-28-iyunya-1917-goda-simbirsk-1917
