Шупашкар районӗн паллӑ педагогӗсем
Шупашкар районӗнче ачасене вӗрентсе чапа тухнӑ ҫынсем питӗ йышлӑ. Вӗсен хушшинче районта ҫуралса ӳснисем те, ытти тӑрӑхра ҫуралнисем те пур.
А
- Абрамова Вера Тимофеевна, 39 ҫул хушши Ҫӗньял-Покровски шкулӗн Янту пуҫламӑш шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ.
- Адрианова Екатерина Адриановна, чухӑнсен комитетне йӗркелекенӗ, Юртукасси пуҫламӑш шкулта ачасене 40 ҫул ытла вӗрентнӗ.
- Акимов Георгий Акимович, Пушкӑртстанри пионерсен юхӑмне йӗркелекенсенчен пӗри.
- Александров Георгий Дмитриевич, Шупашкар районӗнчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗскер.
- Александров Михаил Александрович, халӑх пултарулӑхне пухакан, Ҫӳлтикасси шкулӗнче ачасене мусӑк тата вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен.
- Александров Николай Иванович, ЧППУ преподавателӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Александров Юрий Георгиевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор.
- Александрова (Николаева) Александра Васильевна, Ҫӳлтикасси шкулӗнче ачасене вӗрентнӗскер, ЧАССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Александрова Валентина Андреевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Александрова Галина Михайловна, Калайкасси шкулӗнче ӗҫленӗ вӗрентекен.
- Александрова (Никитина) Светлана Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РФ ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ.
- Александрова Юлия Петровна, ача ҫурчӗн воспитательници, биологи учительници.
- Алексеев Валерий Алексеевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Алексеев Валерий Васильевич, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Алексеев Иван Демьянович, Чантӑр шкулӗн директорӗ, ҫар летчикӗ.
- Алексеев Леонид Алексеевич, пуҫламӑш классенче ачасене вӗрентекен, Явӑш ачисене вӗрентнӗ.
- Алексеева Анна Алексеевна, 1936–1940 ҫулсенче Анаткассипе Апаш ачисене пӗлӳ панӑ.
- Алексеева Нина Алексеевна, Ишек вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, директорӗ.
- Алешин Павел Кузьмич, ҫӑр дирижерӗ, Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Альтина (Александрова) Римма Семеновна, студентсене ача ачасене вӗрентекен, таврапӗлӳҫӗ, халӑх академикӗ.
- Амурцев Николай Федорович, Ҫатра-Хочахмат шкулӗнчи ачасене вӗрентекен.
- Ананьев Павел Григорьевич, шкул уҫакан, Шуркасси шкулӗнче ачасене вӗрентекен.
- Андреев Валерий Ильич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧПЯХА доценчӗ.
- Андреев Василий Игнатьевич, Ҫатра-Хочамат шкулӗнч директорӗ, ачасене вӗрентекен, колхоз председателӗ.
- Андреев Вениамин Ильич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
- Андреев Илья Андреевич, ачасене математика вӗрентекенӗ.
- Андреева Агрипина Андреевна, Алькеш, Ҫатра-Хочахмат, Иккасси шкулӗсенчи ачасене 47 ҫул хушши вӗрентнӗ ҫын.
- Андреева Алевтина Филимоновна, ӗҫ ветеранӗ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн ясли/ача пахчинче 1977 ҫултанпа воспитатель пулса ӗҫленӗ.
- Андреева (Степанова) Елизавета Степановна, ӗҫ ветеранӗ, ачасене вӗрентекен, директор ҫумӗ, РСФСР ҫӳтта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ.
- Андреева Зоя Павловна, Тӑрӑн шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.
- Андреева Лариса Николаевна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Андреева Таисия Андреевна, Вӑрманкас шкулӗнче ачасене вӗрентекенӗ, Шупашкар район ӗҫ тӑвакан комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ.
- Андреева Татьяна Наумовна, психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Андрианов Викентий Васильевич, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
- Андрианов Николай Андрианович, шкул директорӗ, Юртукассинчен тухнӑ пӗрремӗш вӗрентекен.
- Анисимов Викентий Васильевич, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ.
- Анисимов Геннадий Александрович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Ишек шкулӗн директорӗ пулнӑскер.
- Антипова Любовь Владимировна, Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ясли/ача пахчин воспитателӗ (1989 ҫултанпа). 1981 ҫулта Шупашкарти педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ. Ача пахчисен профсоюз пӗрлӗхӗн председателӗ.
- Антонов Владимир Антонович, Шуршӑл вӑтам шкулӗнче вӗрентекентен пуҫласа директор таран пулса чылай вӑхӑт хушши ӗҫленӗскер.
- Арбатова Анастасия Федоровна, ЧАССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Арсентьева (Эриванова) Тамара Ивановна, ачасене пуҫламӑш классенче вӗрентнӗскер.
- Артемьев Александр Артемьевич, ачасене вырӑс чӗлхине литературине вӗрентекен.
- Артемьев Александр Васильевич, Атайкасси шкулӗнче ачасене спорта хӑнӑхтаракан вӗрентекен.
- Артемьев Григорий Артемьевич, 1949–1984 ҫулсенче Чӑрӑшкасси вӑрам шкулӗнч директорӗн вырӑнне йышӑннӑскер.
- Артемьев Иосиф Тимофеевич, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПУ профессорӗ. Ачалӑхӗ амӑшӗ ҫуралнӑ Мӑн Марка ялӗнче иртнӗ.
- Артемьева Валентина Владимировна, Атайкасси шкулӗнче нумай ҫул хушши ачасене математикӑна ӑса хывма вӗретнӗ вӗрентекен.
- Афанасьев Константин Афанасьевич, Шупашкар районӗнчи чылай шкулта ачасене вӗрентнӗскер, РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
- Афанасьев Прокопий Афанасьевич, Ҫатра-Хочахмат шкулӗнче ачасене 34 ҫул вӗрентнӗскер.
Б
- Баранникова (Михайлова) Нина Николаевна, Ҫӗньял-Покровски шкулӗн директорӗ.
Т
- Тавинов Павел Фёдорович (1908—1988) — педагог, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.