Ямаш Владимир Семёнович
Ямаш Владимир Семёнович (паспортпа: Михайлов, 1939 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ, Мăн Ямаш, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2005 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Мăн Ямаш, Элĕк районĕ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш сăвăçи, çыравçи.
Раҫҫей Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн тата Чăваш ҫыравçисен пӗрлӗхӗн пайташӗ[1].
Кун-çулĕ
1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Мӑн Ямаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ултӑ ҫулта тӑлӑха тарса юлнӑ: ашшӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ, амӑшӗ йывӑр чире пула вилнӗ.
Тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳри профтехучилищӗрен вӗренсе тухсан Сӗнтӗрвӑрри районӗн комсомол комитетне ӗҫлеме янӑ. Ӗҫленӗ хушӑра куҫӑн мар мелпе И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑн пеккех Чулхула аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех комсомол, парти тата профсоюз тытӑмӗсенче ӗҫленӗ. Пӗр хушӑ тӑван тӑрӑхра шкулта ачасене вӗрентнӗ[2].
Ӗçĕсем
Ӑнлантарусем
- ^ Афанасьев П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006.
- ^ Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской Республики » Шĕмшеш ял тарахĕ ( Шумшевашское сельское поселение) (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Чăваш халăх сайчĕ (Чувашский народный сайт)
Вуламалли
- Аликовская энциклопедия, редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.