Аверкиев Иван Степанович
Аверкиев Иван Степанович (1901 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Ҫатра Марка, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1978 ҫулхи акан 6-мӗшӗ, Йошкар-Ола, Мари АССР) — вӑрман ӗрчетекен, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Мари АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗ
1901 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче (халӗ Шупашкар районӗ, Чӑваш Республики) чухӑн чӑваш ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхпа яш-кӗрӗм ҫулӗсене тӑван ялӗнче ирттернӗ, унпа юнашар юман вӑрманӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, I Петӗр патша вӑхӑтӗнче ӑна карап кати статусне панӑ пулнӑ[1].
1914 ҫулта Иван ялти шкултан вӗренсе тухнӑ. Малалли пӗлӗве Шупашкарти 2-мӗш ступеньлӗ вӗрентекенсен шкулӗнче пухнӑ, ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн 1921 ҫулта вӗрентекен дипломне илсен Кӑркӑс тӑрӑхӗнчи Акмола облаҫне (халӗ Казахстан) тухса кайнӑ, унта ҫулталӑк тӑршшӗ 6 ҫул вӗренмелли шкулӑн вӗрентекенӗ тата заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.
1922 ҫулхи кӗркунне Иван Степановича Шупашкар хулин рабочисен факультетне илнӗ, 1923 ҫулта ӑна вӗренсе пӗтерсен Хусанти ял хуҫалӑхӗпе вӑрман ӗрчетекен института вӗренме кӗнӗ. Вӑл лайӑх пӗлӳ илнӗ, А. Я. Гордягин, А. П. Тольский, Л. И. Яшнов, А. А. Юницкий профессорсем патӗнче вӗреннӗ.
1927–1929 ҫулсенче вӑрман энтомологийӗн кафедринче выдвиженец пулнӑ, ҫав вӑхӑтра тӗпчевсем ирттернӗ те Г. С. Судейкин профессор ертсе пынипе «Чӑваш Енри Сӑр ҫумӗнчи вӑрмансенче, МАО Сидельников вӑрман хуҫалӑхӗнче, Хусанти ял хуҫалӑхӗпе вӑрман ӗрчетекен институчӗн Сретени вӗренӳпе опытлӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче сӑнаса палӑртнӑ хыр хуппи кӑштакан тӗп нӑрӑсен биологийӗ тата экологийӗ» темӑпа диплом ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. 1929–1930 вӗренӳ ҫулӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче вӑрман энтомологипе фитопатологи темипе студентсене вӗрентнӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ пайӗн заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
1930 ҫулхи ака уйӑхӗнче Аверкиев Хусанти ял хуҫалӑхӗпе вӑрман ӗрчетекен институчӗн энтомологи кафедрин ассистенчӗ пулса ӗҫлеме куҫнӑ. 1932 ҫулта вӑрман факультетне ҫак институтран уйӑрса кӑларнӑ та ӑна Йошкар-Олана куҫарнӑ, унта вара М. Горький ячӗллӗ Атӑлҫи вӑрман техника институтне йӗркеленӗ. Ҫак аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче Иван ассистентран пуҫласа профессора ҫити ӳссе ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл студентсене те вӗрентнӗ, ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене те туса пыма ӗлкӗрнӗ.
Вӑтам Атӑлҫи тата Уралхыҫ вӑрманӗсенче иртнӗ экспедицисенче ӗҫлени И. С. Аверкиев хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне суйлас енӗпе тӗп вырӑн йышӑннӑ — вӑл ӗмӗрлӗхех вӑрман энтомологӗ пулса тӑнӑ. Атӑл леш енчи вӑтам тӑрӑхри тем пысӑкӑш лаптӑксенче вӑрманти сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑсем йывӑҫсене сиенлетни, вӗсем каярахпа хӑрни, тупӑшлӑ йывӑҫран вутӑ йывӑҫҫи пулса тӑни, йывӑҫ лартса ӳстерес ӗҫ тухӑҫлӑхӗ чакса пыни — ҫак мӗнпур фактсем ҫамрӑк ӑсчаха хытӑ тӗлӗнтернӗ. Вӑл Мари, Чӑваш, Тутар, Удмурт автономи республикисенчи, Сарӑту, Самар, Киров тата Тӗмен облаҫӗсенчи вӑрмансене энтомологи тӗлӗшӗнчен тишкерӳ ирттерес ӗҫе чылай хутшӑннӑ, вӑрман хуҫалӑхӗн управленийӗсем тата 8 ӑслӑлӑх учрежденийӗ йӗркеленӗ чылай экспедицире ӗҫленӗ. Туса ирттернӗ ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗсем хӑйсен вырӑнне пурнӑҫра усӑ курмалли сӗнӳсенче тата ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче тупнӑ. 1935 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче Иван Степановича вӑрман энтомологи кафедрин доценчӗн ӑсчах ятне панӑ, 1939 ҫулта вӑл «Мӑшӑрсӑр пурҫӑн хурчӗн биологийӗ тата экологийӗ» темӑпа кандидат диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Иван Степанович хӑйӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗнче ҫав ҫулсенчех вӑрман сӑтӑрҫисемпе кӗрешмелли биологи мелӗсене, сӑмахран, энтомофагсемпе тата мӑшӑрсӑр пурҫӑн хурчӗн паразичӗсемпе усӑ курасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ, вӑрман экосистемисене тарӑннӑн та лайӑх ӑнланнӑран ҫак тытӑм валли хӑй тӗллӗн йӗркеленекен механизмсем шыранӑ. Ӑна уйрӑмах вӑрмана хӳтӗлес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнакан тухӑҫри май хрущӗнчен тата хыр хуппи айӗнче пурӑнакан хӑнкӑларан сыхлакан патогенлӑ микроорганизмсем мӗнле вырӑн йышӑнни кӑсӑклантаранӑ. Ҫак ыйту Йӑлӑм енчи вӑтам тӑрӑхри вӑрмансене чӗртсе тӑратас тӗлӗшпе пысӑк йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ пулнӑ. Ҫак йывӑрлӑха ПЛТИ ӑсчахӗсен пысӑк ушкӑнӗпе тата вӑрман ӗрчетекен практиксемпе пӗрле тӗплӗн тӗпчени ӑна ӑнӑҫлӑ татса пама пулӑшнӑ, ҫапла май ҫуннӑ вырӑнсенчи тата пушӑ лаптӑксенчи вӑрмансене ҫӗнӗрен ҫитӗнтерме май килнӗ. И. С. Аверкиев вӑрманпа усӑ курас тата ҫут ҫанталӑка сыхлас тӗлӗшпе тухса тӑракан хальхи йывӑр ыйтусене тӗпченӗ, вӑрман хуҫалӑхне экологизацилесе унӑн ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли майсем шыранӑ, кӑна вӑл утилитарлӑ енчен кӑна мар, социаллӑ, воспитани тата ӑс-хакӑл енчен те пӑхса тухнӑ.
1940–1950 ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра хӳтӗлев промышленноҫӗ вӑйлӑ аталанса пынӑ, ҫавна май стратегиллӗ материалӗсем питӗ кирлӗ пулса тӑнӑ, вӗсен шутне натураллӑ пурҫӑн та кӗнӗ. И. С. Аверкиев пуҫарӑвӗпе пурҫӑн хуртне промышленность шайӗнче Мари АССРӗнчи колхозсемпе совхозсем ӳстерме тытӑннӑ. Юман пурҫӑн лӗпӗшӗн хуртне ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче хурӑн ҫине ӗрчетес теори никӗсне хатӗрленӗшӗн тата ҫак питӗ пӗлтерӗшлӗ технологие пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн И. С. Аверкиева «Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ» (1951) хисеплӗ ят панӑ. Ку ӗҫ ҫакӑн хыҫҫӑн 1960 ҫулта «Китайри юман пурҫӑн лӗпӗшӗн биологипе экологийӗ тата ӑна Мари АССРӗнче ӗрчетесси» темӑпа доктор диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленипе вӗҫленнӗ.
1947–1954 ҫулсенче И. С. Аверкиев Атӑлҫи вӑрман техника институчӗн (каярах унӑн ятне А. М. Горький ячӗллӗ Мари патшалӑх политехника институчӗ ҫине улӑштарнӑ) энтомологипе фитопатологи кафедрине ертсе пынӑ, 1960–1976 ҫулсенче — ботаникӑпа вӑрман хӳтӗлевӗн кафедрине. Вӑл ертсе пынипе куҫӑн тата куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ В. А. Рахов, В. И. Охотников, В. В. Мартыненко, Г. Г. Эрская аспирантсем хӑйсен кандидат диссертацийӗсене ӑнӑҫлӑ хатӗрлесе хӳтӗленӗ. Унӑн лекцийӗсене пин-пин студент итленӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ вӑл ертсе пыракан ӑслӑлӑх кружокне, Атӑлпа Вятка регионӗнчи вӑрмансенчи энтомологи экспедицийӗсене хутшӑннӑ.
И. С. Аверкиев хатӗрленӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсем тӗрлӗ академи тата ӑслӑлӑхпа практика журналӗсенче («Природа», «Микробиологи», «Зоологи журналӗ», «Вӑрман хуҫалӑхӗ», «Ӳсентӑрансене хӳтӗлесси», «Вӑрман журналӗ»), ВАСХНИЛ доклачӗсенче, Хусанти ял хуҫалӑхӗпе вӑрман ӗрчетес институчӗн хыпарӗсенче, Атӑлҫи вӑрман техника институчӗн пӗрлехи пуххисенче, Пӗтӗм тӗнчери IX микробиологи конгресӗн ӗҫӗсенче, Пӗтӗм тӗнчери XII энтомологи конгресӗн материалӗсенче пичетленнӗ. 1973 ҫулта «Вӑрман промышленноҫӗ» издательстви Иван Степанович хатӗрленӗ «Вӑрмансене сӑтӑр тӑвакансен атласӗ» пичетлесе кӑларнӑ, ку кӗнекене вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем валли, ҫавӑн пекех вӑрман хуҫалӑхӗн профилӗпе аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем валли ҫырнӑ. Иван Аверкиев ҫавӑн пекех 1948 тата 1950 ҫулсенче тухнӑ «Вӑрман хуҫалӑхӗн словарӗ-справочникӗ» валли 42 статья хатӗрленӗ[2]. Мӗнпурӗ вӑл 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетлесе кӑларнӑ.
Хисепӗсем
И. С. Аверкиева ҫакӑн пек правительство наградисемпе чысланӑ: Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗпе, медальсемпе: «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫре палӑрнӑшӑн», «Хастар ӗҫленӗшӗн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитни», Мари АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамотипе, «Мари АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ» хисеп хучӗпе, Пӗтӗм союзри ял хуҫалӑх куравӗн медалӗпе, «Социализмпа ял хуҫалӑхӗн отличникӗ» тата «РСФСР вӑрман пуянлӑхне упраса хӑварнӑшӑн тата ӳстернӗшӗн» паллӑсемпе, «Ҫутҫанталӑка хӳтӗленӗшӗн» хисеплӗ кӑкӑр паллипе. Хусантан куҫнӑ хыҫҫӑн института ҫирӗплетме хастар хутшӑннӑшӑн Мари АО Президиумӗ И. С. Аверкиева тав сӑмахӗпе чысланӑ. И. С. Аверкиев обществӑлла ӗҫре те пысӑк йӗр хӑварнӑ: СССР Аслӑ тата вӑтам ятарлӑ вӗрентӳ министерствин НТС вӑрман хуҫалӑхӗпе вӑрман промышленность секцийӗн пайташӗ, ҫутҫанталӑка сыхлакан общество канашӗн председателӗ пулнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Е.Е. Ерагин. Земля богатырёвская. 2014 г. - Мое Семейное Древо (выр.). pomnirod.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 12 апреля 1901 года в деревне Сятра – Марги.. | Ишакский краеведческий музей | ВКонтакте (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Чӑваш энциклопедийӗ (выр.)
- Мари историйӗ сӑнарсенче (выр.)
- Контактра. Ишек таврапӗлӳ музейӗ (выр.)