Александров Архип Терентьевич
| Архип Александров | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ | 1921 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн |
|
| Вилнӗ | 1993 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ (72 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | тухтăр, çыравçă, драматург |
| Жанр | Пьеса |
| Хайлавсен чӗлхи | чӑвашла |
| Премисем |
|
| Наградӑсем | |
Александров Архип Терентьевич (1921 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ, Торăпкасси, Элĕк вулăсĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, РСФСР[d] — 1993 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ, Костанай[d], Казахстан) — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. ВКП (б) пайташӗ 1946 ҫултанпа[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче РСФСР Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Элӗк районӗ, Чӑваш Республики) Торӑпкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тавӑтри тулли мар вӑтам шкултан, Ҫӗрпӳри фельдшер училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, медицина службин аслӑ лейтенанчӗ. Аманнӑ та контузи пулнӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен Горяинов ячӗллӗ партизансен отрядӗнче фельдшер пулнӑ, кайран — 11 ҫарӑн 87 автосанитари ротин аслӑ ҫар фельдшерӗ. Ленинград, Ҫурҫӗр-Анӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Вӑрнар район больницинче, Ҫӗмӗрле район хаҫатӗнче, Чӑваш радиокомитетӗнче ӗҫленӗ.
Юлашки ҫулӗсенче Казахстанра Кустанай хулинче пурӑннӑ, 1993 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче вилнӗ[2].
Пултарулӑх
Хаҫат-журналта пичетленнӗ. «Ывӑл» драмине К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ лартнӑ. Пьесӑсене пьесӑсен пуххисенче те, уйрӑм кӗнекен те пичетленӗ.
Кӗнекесем
- Александров, А. Т. Баланс тухрӗ : 1 пайлӑ скетч / А. Александров. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1954. — 15 с.
- Александров, А. Т. Вӑрман ачисем : калавсем / А. Т. Александров ; ӳнерҫи В. Г. Березин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1963. — 64 с.
- Александров, А. Т. МТС директорӗ : очерк / А. Т. Александров. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1957. — 19 с.
- Александров, А. Т. Пӗчӗк партизан / А. Т. Александров. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1957. — 28 с.
- Александров, А. Т. Пирӗн лагерь : повесть / А. Т. Александров. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1960. — 111 с.
- Александров, А. Т. Эп — каллех пионер : пьесӑсем / А. Александров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 79 с[2].
Хисепӗсем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (9.6.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1985);
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1942);
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (16.3.1943);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945);
- юбилей медалӗсем[2].
Ӑнлантарусем
- ^ П. Афанасьев. Писатели Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2006.
- ^ 1, 2, 3 Александров, Архип Терентьевич (писатель-драматург; 16.02.1921-13.03.1993) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
Каçăсем
- Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1921 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 13-мӗшӗнче вилнисем
- 1993 ҫулта вилнисем
- Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Ҫынсем:Элӗк районӗ
- Чăваш драматургĕсем