Ананьев Юрий Ананьевич
Ҫын пирки | |
Ананьев Юрий Ананьевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1928 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1995 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ (66 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх |
Ананьев Юрий Ананьевич (1928 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Анаткасси, Ҫӗрпӳ районӗ, Чӑваш АССР — 1995 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — фотокорреспондент, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1928 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Анаткасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ашшӗ — Давыдов Ананий Давыдович, амӑшӗ — Тихонова Ольга Тихоновна. Ӗмӗрӗпех ялта пурӑннӑ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, 1935 ҫулта колхоза кӗнӗ.
1945 ҫулта Чӑрӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухса Ҫӗрпӳри педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, йывӑр чирлесе ӳкнине пула 2-мӗш курсра пӑрахма тивнӗ.
1948 ҫулта Совет Ҫарӗн ретне тӑнӑ. 1950 ҫулччен рядовой, кайран – сержант пулса хӗсметре тӑнӑ. Дивизи политотделӗнче дивизи хаҫачӗн фотокорреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Байкал Лешьен ҫар округӗнчи «На боевом посту» хаҫатӑн штатра тӑман фотокорреспонденчӗ шутланнӑ. 1951 ҫулта политсостав курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, лейтенант званийӗпе ротӑра замполит пулса хӗсметне тӑснӑ. 1956 ҫулта ҫара чакарнӑ пирки Совет Союзӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнчен аслӑ лейтенант званийӗпе демобилизациленнӗ.
1956 ҫултан ТАСС Фотохроникинче Чӑваш тата Мари АССРӗсемпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи фотокорреспондент пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш АССРӗн Телевиденипе радиовещани патшалӑх комитечӗн фотокорреспонденчӗ тата кинооператор ассистенчӗ, киооператорӗ пулса вӑй хунӑ. 1980 ҫултан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен «Чӑвашфото» пӗрлешӗвӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.
1995 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Карачурари 3-мӗш масарта пытарнӑ[1].
Кӑсӑк самантсем
- 1939 ҫулта шкулта лайӑх вӗреннӗшӗн тата урок тулашӗнчи ӗҫсенче хастар пулнӑшӑн Юрӑна Пӗтӗм Союзри «Артек» пионерлагере канма янӑ. Кунта вӑл пӗрремӗш хут фотоаппарат курнӑ, тӳрех фотокружока ҫырӑннӑ. Смена вӗҫӗнче кружока ҫӳренисен куравне ирттернӗ, ӑна чи лайӑх сӑнӳкерчӗкшӗн «Фотокорр-1» фотоаппарат парнеленӗ.
- ТАСС Фотохроникине вырнаҫасси ӑнсӑртран пулнӑ темелле: мӑшӑрӗпе Зинаида Алексеевнӑпа Мускавра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫак организаци вырнаҫнӑ ҫурт патӗнчен иртме тивнӗ, фотокорреспондентсем кирлӗ мар-и тесе кӗрсе пӑхнӑ та... — ҫур ҫуллӑх ятарлӑ курссене вӗренсе пӗтерсе ТАССӑн Чӑваш тата Мари АССРӗсемпе Чӗмпӗр облаҫӗшӗн яваплӑ фотокорреспондент пулса тӑнӑ.
- 1961 ҫулта ӑна телевидени ҫуртӗнче пӳлӗм уйӑрса панӑ, ҫавӑнтан кинохроникӑпа «чирлесси» пуҫланнӑ.
Аставӑм
- Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнче Ю. Ананьева халалланӑ кӗтес пур, музейра унӑн япалисем, ӗҫӗсем упранаҫҫӗ[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ . — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 17—28, 257. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.