Атăлçири выçлăх (1921—1922)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Атӑлҫири выҫлӑх (1921—1922) (выр. Голод в Поволжье (1921—1922)) — Раҫҫейри Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи массӑллӑ выҫлӑх. Официаллӑ статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, выҫлӑх 35 кӗпӗрнене ярса илнӗ, Самар, Сарӑту кӗпернисем, Кӑнтӑр Украина, Крым, Пушкӑртстан, Казахстан, тата Уралҫипе Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрӗн пӗр пайӗ, пӗтӗмпе халӑх йышӗ 90 миллион ҫын, хытӑ шар курнӑ, вӗсенчен 40 миллионран кая мар ҫын выҫӑпа аптӑранӑ (совет тапхӑрӗнчи официаллӑ кӑтартусем тӑрӑх — 28 миллион).

Кӑнтӑр Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем нумай вӑхӑт та массӑллӑ шар курнӑ. Выҫлӑхӑн хӗрӳ тапхӑрӗ 1921 ҫулхи кӗркуннене — 1922 ҫулхи ҫуркуннене лекнӗ, ҫапах уйрӑм регионсенче выҫлӑх тӗслӗхӗсене 1920 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа 1923 ҫулхи ҫулла пуҫланиччен шута илнӗ.

Выҫлӑха пула ултӑ миллионран кая мар ҫын вилнӗ, халӑхӑн пур ӳсӗмри ушкӑнӗсенче те чирлесси ӳснӗ тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ чакнӑ[1]. Выҫлӑхпа кӗрешнӗ май совет правительстви капитализмла ҫӗршывсенчен пулӑшу йышӑннӑ. Выҫлӑхпа кӗрешме укҫа-тенкӗ илмешкӗн большевиксем чиркӳ хаклӑхӗсене туртса илнӗ, ҫакӑ вара тӗн организацийӗсене хӑваламалли хушма мел пулса тӑнӑ.

Выҫлӑх сӑлтавӗсем

Тӗп сӑлтавӗсем:

  1. Продотрядсемпе продразвёрсткӑсен хресченсен апат-ҫимӗҫне салтаксем тата пысӑк хуласенче пурӑнакан ҫынсем валли туртса илессипе ҫыхӑннӑ ӗҫӗ-хӗлӗ.
  2. 1921 ҫулхи типӗ ҫанталӑк — типӗ ҫанталӑка пула акнӑ тырӑн 22 яхӑн проценчӗ пӗтнӗ; хӑш-пӗр районсенче тухӑҫ акма тӑкакланӑ вӑрлӑхран нумайрах пулма; 1921 ҫулта тухӑҫ 1913 ҫулхи шайран 43 % танлашнӑ; 1920 ҫулхи кӗркунне питӗ пысӑк лаптӑксене ҫимӗҫ нумай паракан (пуҫланнӑ выҫлӑха ҫӗнтерес тесе), анчах типӗ ҫанталӑка питех лайӑх чӑтса ирттереймен кӗрхи культурӑсенем, типӗ ҫанталӑкран пӗтнисен, акнӑ.
  3. Граждан вӑрҫин аркатуллӑ сиенӗ;
undefined

Хӑш-пӗр историксен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, выҫлӑх сӑлтавӗсен хушшинче 1919/1920 и 1920/1921 ҫулсенчи продразвёрсткӑсен пысӑклатнӑ калӑпӑшӗсем пулнӑ, ҫавсене пурнӑҫласа хресченсем акмалли вӑрлӑхсӑр тата кирлӗ апат-ҫимӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, ҫавна пула акмалли тата тырӑ пуҫтарса илмелли лаптӑксем малалла чакнӑ[2]. Продразвёрстка тата 1917 ҫулхи ҫуркуннерен пуҫласа вӑйра пулнӑ тырӑ монополийӗ хресченсем апат-ҫимӗҫ туса илессине хӑйсен ҫимелли шайӗ чухлӗ чакарнӑ. Правительствӑн пӗлтерӗшлӗ тырӑ саппасӗ пулманнипе ҫӑкӑрпа ытти апат-ҫимӗҫӗн легаллӑ пасарӗ ҫукки тата транспорт коллапсӗ те выҫлӑх сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Партин X съезчӗн отчетлӑ докладӗнче Ленин тунман: ҫӗршыв ертӳҫисен ӗҫӗсем тата вӗсен йӑнӑшӗсем топливо тата экономика кризисӗпе пӗрле выҫлӑха вӑйлатнӑ ҫеҫ. Вӑл правительство ресурссене тытса пыма пӗлменни тата тухӑҫ сахал туса илекен кӗпӗрнесенчи продразверсткӑна апат-ҫимӗҫ кризисӗн тӗп сӑлтавӗсемпе пулнине каланӑ[3].

А. М. Кристкалн историк выҫлӑхӑн тӗп сӑлтавӗсен шутне — ял хуҫалӑхӗ пӗтӗмшле юлса пынине, граждан вӑрҫин сиенне, интервенцие тата продразвёрсткӑна; иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ сӑлтавсен шутне типӗ ҫанталӑка, ҫӗр улпучӗсемпе пысӑк хресчен хуҫалӑхӗсем ҫухалнине кӗртет[4].

Выҫӑпа аптӑракансене пулӑшни

Совет правительствин ӗҫӗсем

1921—1922-мӗш ҫулхи выҫлӑх вӑхӑтӗнче ҫынсем килти чӗрчунсене ҫинӗ, вилнӗ выльӑха ҫӗр ӑшӗнчен чавса кӑларнӑ, ҫавӑн пекех выҫлӑха пула ҫын ҫинӗ тӗслӗх нумай пулнӑ[5][6][7][8] , ҫапкаланчӑк нумайланнӑ[9][10]. Выҫӑпа аптӑранисен менюне аш-какай апачӗсем (кушаксенчен, йытӑсенчен, пуҫ купташкисенчен, тыркассенчен, йӗкехӳресенчен, кураксенчен, шапасенчен, саранчасенчен тата вилӗ чӗрчунсенчен, ҫавӑн пекех пӗҫернӗ тирсем, чӗн пиҫиххисем тата авӑртнӑ шӑмӑсем) тата вегетарианецсен апат-ҫимӗҫӗ (курӑкран, улӑмран, мӑянран, хурлӑхан тата хура хӑмла ҫырли ҫулҫисенчен, йӗкелтен, хӗрен ҫӑнӑхӗнчен, ҫӑка хуппи, хурӑн хуппи, хурӑн хуппинчен, мӑкран, арпаран, пӑчкӑ кӗрпинчен тата арман тусанӗнчен). Торфран, юшкӑнран тата тӗрлӗ йышши ҫӳп-ҫапран хатӗрленӗ минераллӑ апат-ҫимӗҫ уйрӑмах вырӑн йышӑннӑ[11]. Ҫакӑн пек лару-тӑрура выҫӑпа аптранӑ ҫынсем хӑш-пӗр чухне вилӗме асапран хӑтӑлни пек йышӑннӑ.

undefined
undefined
undefined

«Чи лайӑх ҫӑкӑр йӑлтах мӑянран пӗҫернӗ симӗс ҫӑкӑр шутланнӑ; япӑхраххи — тислӗк хутӑшӗпе, тата япӑхраххи — йӑлтах тислӗкрен. Тата тӑм ҫинӗ, шӑпах ҫавӑн чухне «тутлӑхлӑ тӑм», сӑрӑ тата ҫуллӑскер, пирки пӗлнӗ, вӑл телейлӗ вырӑнсенче кӑна пулнӑ, ӑна темле ҫветтуй угодниксен апатӗнче кӑтартнӑ. Ҫак тӑм нумайлӑха тутӑ тытман, анчах пыршӑ витӗр тухма пултарнӑ, ҫапла вара ҫын пӗр эрне пурӑнма пултарнӑ, майӗпен ҫеҫ вӑйсӑрланса пынӑ. Ахаль тӑм, унри чулсемпе хӑйӑра суйласан та, ӗмӗрлӗхех тутӑ тытнӑ, унран ҫын хӑтӑлайман, ӑна хурлӑхлӑ ыратупа пӗрле леш тӗнчене аслӑ Суда кӑтартма илсе кайнӑ».[12]

Кострома, Пенза, Самар, Царицын тата ытти кӗпӗрнесенче кӗрхи тырӑсем типӗ ҫанталӑка пула ӗнсе ларнӑ; Кубань калчисене саранча тапӑннӑ. Атӑлҫи ҫар округӗнче халӑх ҫӑнӑх хутӑшӗллӗ курӑкпа тата ҫулҫӑпа тӑранса пурӑннӑ, Тутарстанра — курӑкпа кӑна. Рязань кӗпӗрнинче больницӑсемпе ача ҫурчӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Пӗтӗм Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, Курск тата Воронеж кӗпӗрнисенчи выҫса вилнӗ тӗслӗхсем тӑтӑшланнӑ, уйрӑмах — ачасен хушшинче.

Ачасем — «ҫӗршыв пуласлӑхӗ», «пурнӑҫ чечекӗсем», «патшалӑх шанчӑкӗ», Совет Раҫҫейӗнче вӗсене ҫапла каланӑ, — вилсе пӗтесси патне ҫитнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш облаҫӗнче 1921 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа авӑн уйӑхӗччен 14 ҫула ҫитмен 29526 ача вилнӗ.

Калмӑк облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пайӗн заведующийӗ палӑртна тӑрӑх 1922 ҫулхи чӳк уйӑхӗ тӗлне Эркетен уесӗнче 1322 ачаран 1090-шӗ вилнӗ. Уйрӑмах 3 ҫула ҫитмен ачасем вилесси пысӑк пулнӑ, хӑш-пӗр районсенче вӑл 90-95 % ҫитнӗ[13].

«Ача-пӑча вилесси хӑрушла кӑтартусем патне ҫитнӗ. Ҫакна калани те ҫителӗклӗ: 3 ҫула ҫитмен ачасем вилсе пӗтнӗпе пӗрех. Пӗр ӳстемесӗр калама пулать: выҫлӑх тата эпидемисем Атӑлҫири тата Крымри ачасен 30% чӗррисен списокӗсенчен кӑларса пӑрахнӑ» — ВЦИК Ача-пӑча комиссийӗн яваплӑ секретарӗ, 1922 ҫул.

1921 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Правда» хаҫат Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи выҫлӑх пирки статья пичетленӗ, вӑл 1891 ҫулхи хаяр выҫлӑхран та вӑйлӑрах пулнине палӑртнӑ.

Пичетре, ҫав шутра «Правда» хаҫатра та, каннибализм пирки влаҫсен шухӑшӗпе тӗрӗс мар тӗплӗн каласа панӑ имӗш. Вара 1922 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗн наркомӗ Н. Семашко Политбюроран пичет органӗсене ҫын ҫинӗ тӗслӗхӗсем ҫинчен сенсациллӗ статьясем пичетлемешкӗн чарма ыйтнӑ[5].

1921 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ӗҫпе хӳтӗлев канашӗ «Типӗ ҫанталӑкпа кӗрешесси ҫинчен» постановлени йышӑннӑ. 1921 ҫулхи ҫу — ҫӗртме уйӑхӗсенче Ленин ют ҫӗршывсенчен апат-ҫимӗҫ туянма хушнӑ, анчах унӑн виҫи рабочисене апатлантарма та ҫитмен, хресченсем пирки каламалла та мар ӗнтӗ.

Выҫлӑхпа кӗрешес тата Совет Раҫҫейӗнчи халӑха ҫӑлса хӑварас тесе правительство мӗнпур учреждение, предприятие, коопераци, профсоюз, ҫамрӑксен организацийӗсене, Хӗрлӗ ҫара мобилизациленӗ. Канашсен ВЦИК-ӗн 1921 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнчи декречӗпе килӗшӳллӗн Выҫӑпа аптракансене пулӑшакан тӗп комисси (ЦК Помгол) туса хунӑ, вӑл апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тата валеҫес енӗпе чрезвычайлӑ полномочисемлӗ организаци пулнӑ. Ӑна ВЦИК председателӗ М. И. Калинин ертсе пынӑ. Выҫӑпа аптӑракансене пулӑшакан комиссисем РСФСР республикисен Тӗп ӗҫ тӑвакан комитечӗсен, кӗпӗрне, уес тата вулӑс ӗҫтӑвкомӗсем, профсоюзсемпе пысӑк предприятисен ҫумӗнче те йӗркеленнӗ.

1921 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче Владимир Ленин ҫапла ҫырнӑ:

Тыр-пул пулманнипе тата выҫӑпа аптӑранӑ район 25 миллион халӑхлӑ территорие ыталать пулсан, чи революциллӗ хӑш-пӗр мерӑпа шӑпах ҫак районтан 500 пин штыка яхӑн чухлӗ ҫамрӑксене ҫара илмелле мар-и? (тата 1 миллион таран та пулма пултарать?) Тӗллев: халӑха паллӑ степень таран пулӑшасси, мӗншӗн тесен выҫҫисен пӗр пайне тӑрантарӑпӑр, тен, киле ҫӑкӑр парса выҫҫисене паллӑ степень таран пулӑшӑпӑр. Ку пӗрремешӗ. Иккӗмӗшӗ вара: Украинӑри пуян хресченсен ҫаткӑнлӑхӗн тӗрӗсмарлӑхне уйрӑмах ӑнланса тата пӗлсе кунпа питӗ кӑсӑкланнипе продӗҫсене вӑйлатма пулӑшчӑр тесе ҫак 1/2 миллиона Украинӑра вырнаҫтармалла.Ленин В. И. Полное собрание сочинений. / 5-е изд. — В 55 т. — Т. 44. — М.: Изд-во политич. лит-ры, 1974. — С. 67.

1921 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче совет правительстви тӗнчери пӗрлӗхе дипломати нотипе сӗнӳпе тухнӑ, выҫлӑхпа кӗрешме пулӑшу ыйтнӑ. «Раҫҫей правительстви, — тенӗ нотӑра, — кирек мӗнле ҫӑл куҫран пулсан та текирек мӗнле пулӑшӑва та йышӑнӗ, ҫакна политика хутшӑнӑвӗсемпе пачах ҫыхӑнтармӗ». Ҫав кунах Ленин тӗнчери пролетариата чӗнсе ҫырнӑ, тата маларах (утӑн 13-мӗшӗ) Максим Горький ҫӗршыв ертӳлӗхне пӗлтерсе Анӑҫ общественноҫне Раҫҫейри ҫынсене массӑллӑ пӗтме памалла мар тесе чӗнсе каланӑ.

Совет влаҫӗн ют ҫӗршыв организацийӗсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ[14]. 1921 ҫулта В. И. Ленин Помгола анӑҫ ҫӗршывсенчен пулӑшу ыйтма хушнӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫласа анӑҫ ҫӗршывӗснм енчен Ф. Нансен тата Г. Гувер пулӑшу йӗркелеме тытӑннӑ хыҫҫӑн 1921 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче НКВД правительство мар комитетӑн пӗтӗм йышне контрреволюци ӗҫ-хӗле хутшӑннӑ тесе айӑпласа аресленӗ[10][14]. Ҫав самантра ют ҫӗршывра пулнӑ Горький ҫак ареста хирӗҫленӗ. Гувер ҫине тӑнипе арестленисене вӗлермелли приговорсене пӑрахӑҫланӑ, хӑш-пӗрине эмиграцилеме ирӗк панӑ[10].

Ҫӗршывра хӑрушла выҫлӑх пулнине пӑхмасӑр РСФСР правительстви Турцие 1921 ҫулта тунӑ договорпа килӗшӳллӗн пилӗк миллион ылтӑн тенкӗлӗх финанс пулӑшӑвӗ панӑ[15].

Тӗн организацийӗсен ҫурчӗсенчен пурлӑха конфискацилени

Эпир вилесене ҫисе янӑ тӗслӗхсене пӗрре мар тупса палӑртни вӑрах вӑхӑт вӑйланса тата аталанса пыракан выҫлӑх стадийӗ шутланать, вӑл майӗпен пӗтӗм чӑрмава, этем хӑйӗнпе кӗрешнине парӑнтарнӑ...[16]

1921 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ВЦИК-ӑн «Чиркӳсенчи тата мӑнастирсенчи хаклӑхсем ҫинчен» декретне кӑларнӑ.

1922 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ВЦИК ларӑвӗнче «Чиркӳ пурлӑхне пӗтересси ҫинчен» постановлени тата музей пурлӑхне туртса илесси ҫинчен калакан декрета йышӑннӑ.

1922 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ВЦИК «Ӗненекенсен ушкӑнӗсем усӑ куракан чиркӳ хаклӑхӗсене туртса илмелли йӗрке ҫинчен» декрет кӑларнӑ. Декретпа килӗшӳллӗн, вырӑнти Совет влаҫӗн органӗсен храмсенчен ылтӑнран, кӗмӗлтен тата хаклӑ чулсенчен тунӑ япаласене пӗтӗмпех туртса илсе вӗсене Выҫӑпа аптӑракансене пулӑшакан тӗп фонда пама палӑртнӑ.

Декрет кӑларнӑ хыҫҫӑн Тихон Патриарх пӗр тӑхтамасӑр 1922 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче ӗненекенсем патне ҫапла Чӗнӳпе тухнӑ[17]:

<…> Эпир чиркӳ-прихут канашӗсемпе общинисене чиркӳ эрешӗсемпе кӗлӗре усӑ курман япаласене выҫӑпа аптӑракансен нуши валли партарма май тупрӑмӑр, кун ҫинчен кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6 (19) -мӗшӗнче Православи халӑхне Правительство пичетлеме тата халӑх хушшинче сарма ирӗк панӑ уйрӑм Чӗнӳпе пӗлтертӗмӗр те.

Анчах ун хыҫҫӑнах, правительство хаҫачӗсенче Чиркӳри тӗн ертӳҫисем тӗлӗшпе вичкӗн каланӑ хыҫҫӑ, нарӑсӑн 10 (23)-мӗшӗнче ВЦИК выҫӑпа аптӑракансене пулӑшу пама храмсенчи хаклӑ чиркӳ япалисене пурне те, ҫав шутра сӑваплӑ савӑтсемпе кӗлӗре усӑ курмалли ытти чиркӳ япалисене те, туртса илме йышӑннӑ. Чиркӳ шучӗпе ҫакнашкал ӗҫ сӑваплӑха пӑсни шутланать … Храмсенчен сӑваплӑ япаласене туртса илнине, хамӑр ирӗкпе парас пулсан та, эпир ырлама пултараймастпӑр, вӗсемпе чиркӳ тулашӗнче усӑ курма Ҫут тӗнче Чиркӗвӗн канонӗсем усӑ курма чараҫҫӗ тата куншӑн Вӑл сӑваплӑха пӑснӑ тесе явап тыттарать — мирлӗ ҫынсене Унран уйӑрнипе, священниксене — санран кӑларнипе (Апостолсен 73-мӗш йӗрки, Икӗ хут. Вселенск. Собор. 10-мӗш правило) .

Чиркӳрен туртса илнӗ хаклӑхсене Гохрана ӑсатнӑ.

ТК Последголӑн чиркӳ хаклӑхӗсене мӗн чухлӗ туртса илни пирки калакан ведомоҫӗ тӑрӑх 1922 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне туртса илнӗ:

  • 33 пӑт, 32 кӗрепенкке ылтӑн
  • 24 пӑт, 23 кӗрепенкке тата 3 лот кӗмӗл
  • 35 670 кевер чул
  • 71 762 ытти хаклӑ чул
  • 14 пӑт, 32 кӗрепенкке ахах
  • 3115 тенкӗ ылтн укҫа
  • 19 155 тенкӗ кӗмӗл укҫа
  • 52 пӑт, 30 кӗрепенкке тӗрлӗ хаклӑ япала

Пурӗ чиркӳ хаклӑхӗсене 4 650 810 ылтӑн тенкӗлӗх (антиквариат тесе йышӑннӑ 964 япаласӑр пуҫне) туртса илнӗ. Ку укҫа-тенкӗрен пӗр миллиона яхӑн тенкӗлӗх ҫеҫ выҫӑпа аптӑракансем валли апат-ҫимӗҫ туянма тӑкакланӑ[18]. Пухнӑ укҫа-тенкӗн тӗп пайӗ туртса илессине тата чиркӗве хирӗҫ кампани йӗркелеме кайнӑ. Туртса илессин чӑн-чӑн тӗллевӗ выҫӑпа аптӑракансене вилӗмрен ҫӑласси мар, чиркӗве политика конкуренчӗ тесе аркатасси пулнӑ[18][19].

Хаклӑхсене туртса илес кампани тӗн организацийӗсене пурне те пырса тивнӗ, ҫапах та хаклӑлӑхсен ытларах пайне шӑпах православи тӗнне ӗненекенсенчен конфискациленӗ.

Вырӑс общество организацийӗсен ӗҫӗсем

Вырӑс Православи Чиркӗвӗ

Ҫӗршыв ҫине йӑтӑнса аннӑ инкек ҫинчен малтанах пӗлтерсен Вырӑс православи чиркӗвӗ енчен выҫӑпа аптӑракансене пулӑшас юхӑм анлӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. 1921 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Тихон Патриарх Раҫҫей пастви, тухӑҫ Патриархӗсем, Рим папи тата Кентербери архиепископӗ патне ҫырусем янӑ, вӗсенче кирлӗ апат-ҫимӗҫпе укҫа-тенкӗ пухма чӗнсе каланӑ:

Ыттисене яланах пулӑшнӑ ҫӗршыва пулӑшӑр! Нумайӑшне тӑрантаракан, халӗ выҫӑпа вилекен ҫӗршыва пулӑшӑр. Манӑн сасӑ выҫӑ вилме пӳрнӗ миллион-миллион ҫын нӑйкӑшнине сирӗн хӑлхӑрсем патне кӑна мар, чӗре тӗпӗ таран илсе ҫитертӗр те ӑна сирӗн совеҫ ҫине, пӗтӗм этемлӗхӗн совеҫӗ ҫине хутӑр».

Тихон Патриархӑн хӑйӗн ирӗкӗпе выҫӑпа аптӑракансем валли пухассипе ҫыхӑннӑ пуҫарӑвӗсене йышлӑ вырӑс эмиграцийӗ те ырланӑ. Ҫав вӑхӑтрах сӑмах укҫа-тенкӗ пухасси ҫинчен мар, ытларах ӑна валеҫесси пирки пынӑ, мӗншӗн тесен эмиграцире ҫирӗп шухӑш йӗркеленнӗ: большевиксем пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе выҫӑпа аптӑракансене ҫӑлма мар, хӑйсен агитаципе пропаганда тӗллевӗсене пурнӑҫлама, тӗнче революцине чӗртме усӑ кураҫҫӗ. Храмсенче тата ӗненекенсен уйрӑм ушкӑнӗсенче выҫӑпа аптӑракансене пулӑшма укҫа пухасси пӗтӗм Раҫҫейӗпех пуҫланнӑ. Чиркӳ эгидипе вырӑнсенче уполномоченнӑй общество органӗсем йӗркеленнӗ. Ҫак пӗтӗм ӗҫ-пуҫа кӑштах ирӗк панипе ҫеҫ, пӗрмай репрессипе хӑратса тӑнӑ май, пурнӑҫланӑ.

1921 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫеҫ ВЦИК Тӗн организацийӗсене выҫӑпа аптӑракансене пулӑшма укҫа-тенкӗ пухма официаллӑ майпа ирӗк панӑ, анчах та ҫакна тума ятарлӑ регламентлӑ инструкцисемпе положенисем тумалла пулнӑ. Кун валли вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫак документа 1922 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче ҫеҫ ҫирӗплетнӗ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Укҫа-тенкӗ пухмалли йӗркене, унӑн ҫул-йӗрне тата отчетлӑх формисене палӑртакан инструкцие» те ҫирӗплетнӗ. Чиркӗве укҫа-тенкӗ пухма ирӗк парсан влаҫ ҫак процеса Помголӑн Тӗп комитетне тата центрти рабочисемпе хресченсен инспекцийӗн органӗсене тата вырӑнсенчи кӗпӗрне комиссийӗсене ҫирӗп тӗрӗслеме хушнӑ.

Н. Н. Покровский шухӑшӗпе, ӗҫе сӑлатвсӑр вӑраха тӑсса пынин сӑлтавӗсем большевикла мар общество вӑйӗсене мӗнле те пулин саккунлӑ ӗҫ пама хӑрани, ҫавӑн пекех ертӳҫӗсен ытларах хресченсем пурӑнакан ҫӗршывра тӗнпе чиркӗве тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтермелли чи лайӑх меслетсем пирки тавлашу малалла тӑсӑлни те пулнӑ. Сӑмах чекистла-ҫар меслечӗсемпе пӗр планлӑ-реперессивлӑ майпа пӗтерни тата чиркӳ иерархӗсене совет влаҫӗ майлӑ вӑл е ку компромиссене тума ирӗк парасси пирки пынӑ.

Ҫӗршывӑн парти ертӳлӗхӗнче пулса пыракан экстремаллӑ условисенче тӗн организацийӗсене пулӑшма ирӗк парасси пирки тавлашу лӑпланман. Паллӑ парти ӗҫченӗсем А. И. Рыков, Л. Б. Каменев тата М. И. Калинин духовенство тӗлӗшпе «татӑклӑ» мерӑсем йышӑнассине хирӗҫ пулнӑ, Л. Д. Троцкий, Г. Е. Зиновьев, Н. И. Бухарин тата ыттисем вара йышӑнма хистенӗ. Юлашкинчен Л. Д. Троцкипе унӑн майлисен позицийӗ мала тухнӑ: инкекпе Чиркӗве пусахламалли черетлӗ акт пек усӑ курмалла. Лару-тӑру ҫав тери синкерлӗ пулсан та, парти лидерӗсем выҫӑпа кӗрешнине хӑйсен ретӗнчи дисциплинӑна ҫирӗплетмелли, вырӑнсенче парти витӗмне вӑйлатмалли тата тӗне хирӗҫ кампанине вӑйлатмалли карт пек вылянӑ[20].

Совет общество организацийӗсем

Большевиксен партине кӗмен общество деятелӗсем патшалӑхӑн мар «Пӗтӗм Раҫҫейри выҫӑпа нушаланакансене пулӑшакан общество комитетне» туса хунӑ, унӑн официаллӑ статусне 1921 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнчи ВЦИК положенийӗпе ҫирӗплетнӗ[21]. Унӑн тӳрремӗнхи йӗркелӳ ӗҫӗсемпе Ленин ыйтнипе М. Горький ӗҫленӗ, ӑна АПШ-ра сулахай политикӑлла шухӑшлӑ ҫын пек, анчах большевик пек мар йышӑннӑ.

Ют ҫӗршыв организацийӗсен пулӑшӑвӗ

Совет влаҫӗн ирӗксӗрех 1921—1922 ҫулсенчи выҫлӑхпа кӗрешме ют ҫӗршыв организацийӗсене хутшӑнма ирӗк пама тивнӗ. Халӑхсен хушшинчи организацисем тӑрӑшни миллион-миллион ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ пулин те, пулӑшушӑн «тав туни» АРА, МФТЮ тата ытти организацисем ӗҫ-хӗле совет патшалӑхӗн шалти ӗҫӗсене хутшӑннӑ тесе тӑшманла, контрреволюцилле хаклани пулнӑ. Тӗнчери организацисен сотрудникӗсене шпионаж, спекуляци тунӑ, выҫлӑхпа усӑ курса Раҫҫейри антиквариат япалисене, искусство произведенийӗсене, хаклӑ япаласене тата ыттисене йӳнӗрехпе туянма хӑтланнӑ тесе айӑпланӑ. Ку клише совет тата хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр историксен ӗҫӗсенче ҫирӗпленнӗ.

Пулӑшӑвӑн тӗп юхӑмӗ 1921 ҫул вӗҫӗнче — 1922 ҫул пуҫламӑшӗнче Фритьоф Нансен хӑй тата Европӑпа Америкӑри патшалӑх мар хӑш-пӗр организаци йӗркеленӗ хастар общество кампанийӗ хыҫҫӑн кайнӑ. 1922 ҫулта тыр-пул самаях лайӑх пулнӑран массӑллӑ выҫлӑх чарӑннӑ, анчах та маларах шар курнӑ регионсенче выҫӑпа аптӑракансене 1923 ҫул варриченех пулӑшнӑ.

Шар курнисене апат-ҫимӗҫ, пурлӑх тата медицина пулӑшӑвӗ панӑ: Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ пулӑшӑвӗн комитечӗ (Межрабпом) (Коминтерн Ӗҫтӑвкомӗн пуҫарӑвӗпе 1921 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче йӗркеленӗ.) , Раҫҫейри выҫӑпа аптӑракансене пӗтӗмӗшле Европа пулӑшӑвӗ паракан организаци (Ф. Нансен ертсе пынӑ — вӑл Тӗнчери Хӗрлӗ Хӗрес эгидипе 15 тӗнпе ыркӑмӑллӑх обществисемпе комитечӗсене пӗрлештернӗ) тата ытти тӗн-ыркӑмӑллӑх обществисемпе комитечӗсем (Ватикан Миссийӗ , «Джойнт» тата ыт.). Пулӑшӑвӑн тӗп калӑпӑшне Америка пулӑшу администрацийӗ АПШ-н пулас президенчӗ Герберт Гувер ертсе пынипе панӑ.

1922 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ тӗлне АРА (акăл. American Relief Administration, ARA) тата американ организацийӗсемпе уйрӑм ҫынсен тӳпи 42 млн долларпа танлашнӑ, Совет Раҫҫейӗн — 12 млн та 200 пин доллар, Ф. Нансенӑн организацийӗсем тата унӑн «ҫуначӗ» айӗнчи ытти организацисен — 4 млн доллара яхӑн. 1922 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче АРА 6 млн та 99 пин те 574 ҫынна ҫитернӗ, Америкӑри квакерсен пӗрлӗхӗ — 265 пин ҫынна, Пӗтӗм тӗнчери «Ачасене ҫӑлатпӑр» Альянс (Save the Children Alliance) — 259 пин те 751 ҫын ҫынна, Нансен комитечӗ — 138 пин ҫынна, Швецири Хӗрлӗ хӗрес — 87 пин ҫынна, ГерманириХӗрлӗ хӗрес — 7 пин ҫынна, акӑлчан профсоюзӗсем — 92 пин ҫынна, Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ пулӑшӑвӗ — 78 пин те 11 ҫынна[22].

Америкӑри пулӑшу администрацийӗ

1918 ҫулта апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Герберт Гувер йӗркеленӗ правительствӑн мар организацийӗ АРА-н Европӑри ҫӗршывсенчи халӑха массӑллӑ выҫлӑх лару-тӑрӑвӗнче пулӑшу парас опыт пулнӑ ӗнтӗ. Америка правительствин пайташӗ пулнӑ май Гуверӑн АПШ Президенчӗ В. Вильсон ҫине тӳррӗн тухса политика йышӑнӑвӗсене хӑвӑрт тума майсем пулнӑ, ҫавна май Америкӑри пулӑшу администрацийӗн бюрократие пӑхӑнса тӑман. Гувер Европӑри ачасене пулӑшнӑ опыта Совет Раҫҫейӗнчи халӑха апат-ҫимӗҫ пулӑшӑвӗ парас ҫӗрте ҫӗнӗрен хӑвӑрт йӗркелеме пултарнӑ кӑна мар, унӑн хӑйӗн финанс ресурсӗсем, Рокфеллерпа тата ытти меценатсемпе харпӑр ҫыхӑнусем, ҫавӑн пекех ҫынсем массӑллӑ укҫа-тенкӗ пухассине те явӑҫтарма пултарнӑ.

undefined
undefined

Горькин уҫӑ ҫырӑвне вуланӑ хыҫҫӑн Гувер тӳрех Раҫҫей халӑхне пулӑшу пама йышӑннӑ, ҫав хушӑрах вӑл хӑйӗн организацийӗ большевиксен правительствине мар (квакер тата антикоммунист пулнӑ май ӑна хӑй те, пӗтӗмӗшле Америка правительствине те йышӑнман), выҫӑпа аптӑракан ҫынсене пулӑшасси ҫинчен каласа пачӗ.

Гувер гуманитарилле те, политикӑлла та, ҫавӑн пекех харпӑр тӗллевсем те лартнӑ. Гуманитари тӗллевӗ, большевиксен влаҫне ҫирӗплетес хакпа пулсан та, вун-вун миллион ҫынна выҫӑ вилесрен ҫӑласси пулнӑ. Политика тӗллевӗсем темиҫе те пулнӑ, вӗсен хушшинче — АПШ-н тӗнчери сумне ӳстересси, Раҫҫей халӑхне Америка обществине йӗркелемелли система тӗнчере чи тухӑҫлисенчен пӗри пулнине кӑтартса парасси. Гуверӑн хӑйӗн тӗллевӗ — Совет правительствипе концессийӗсем пирки калаҫса татӑлма хӑтланни.

Гувер (АРА) организацийӗнчен Раҫҫейре нумайран та 200 ҫын ӗҫленӗ, вӗсем 10 миллион ытла выҫӑпа аптӑракан ҫынна тӑрантарма пултарнӑ.

1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче АРА столовӑйӗсенче апат-ҫимӗҫе тата куккурус паёкне 8,8 млн ҫын илнӗ, ҫурла уйӑхӗнче — 10,3 млн. Хӗрӳ вӑхӑтра АРА-ра Америкӑн 300 гражданӗ тата совет республикисенче тара илнӗ 120 пин ытла ҫын ӗҫленӗ.

Икӗ ҫул хушшинче АРА-ра пӗтӗмпе 78 млн доллара яхӑн тӑкакланӑ, вӗсенчен 28 миллионӗ — АПШ правительствин укҫи, 13 миллионӗ — совет правительствин, ыттисем — ыр кӑмӑллӑх, уйрӑм ҫынсен, ытти уйрӑм организацисен укҫи-тенки. 1922 ҫулхи кӗркуннеренпе пулӑшу чакма пуҫланӑ. 1922 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне Раҫҫейре американсен апат-ҫимӗҫ пулӑшӑвӗ питӗ сахалланнӑ.

Нансен ертсе пыракан Раҫҫейӗн Пӗтӗм тӗнчери Пулӑшу Комитечӗ 1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1922 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Раҫҫее 90,7 пин тонна апат-ҫимӗҫ кӳрсе килнӗ[23].

undefined

Нацисен Лиги тата Ф. Нансен Совет Раҫҫейӗнчи выҫӑпа аптӑракансене пулӑшма чӗнсе каланисем

1921 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Женевӑри Нацисен Лигин ларӑвӗнче Фритьоф Нансен тухса калаҫнӑ. Унта вӑл Лига ҫӗршывӗн правительствисене Раҫҫейри большевизм ыйтӑвне выҫлӑхпа тата 20 миллион ҫын вилннипе татса парасшӑн пулнишӗн айӑпланӑ. Вӑл Европӑри патшалӑхсен правительствисем патне 5 миллион фунт стерлинг (линкор хакӗн ҫурри) пама нумай тата пӗрре мар ыйтни хуравсӑр юлнине палӑртнӑ. Халӗ, Нацисен Лиги резолюци йышӑнсан — ку резолюци Раҫҫейшӗн мӗн те пулин тумалли ҫинчен ҫеҫ калать, анчах ку тӗлӗшпе килӗшмест. Унтан та ытларах, Югослави Королевствин представителӗ М. Спалайкович выҫлӑхшӑн пӗтӗм яваплӑха Совет правительстви ҫине хуракан резолюци сӗннӗ. Ҫакна комментари парса вӑл ҫапла палӑртнӑ: «Эпир Мускаври каччӑсене пӗр пенни те памастпӑр … икӗ усалран — выҫлӑхпа большевизмран — эпӗ юлашки чи начарри тесе шутлатӑп». Корреспондент информацийӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шухӑшсем ытти делегацисен те пулнӑ, анчах вӗсем кун пирки аякран ҫавӑрттарса каланӑ[24].

undefined

Чехословаки республикин пулӑшӑвӗ

Чехословаки хӗрлӗ хӗресӗ урлӑ выҫӑпа аптракансене пур енлӗн пулӑшу панӑ Европӑри пӗрремӗш патшалӑх Чехословаки республики пулнӑ. Сакӑр эшелон апат-ҫимӗҫ, тумтир, эмелсем, ял хуҫалӑх техникине ӑсатнӑ. Пулӑшу ытларах Чехословаки хӗресӗ урлӑ килнӗ. Чехословаки РСФСР-ти выҫӑллӑпа аптӑранӑ облаҫӗсенчен ачасене (439 ҫын) йышӑннӑ пӗртен-пӗр патшалӑх пулнӑ[25]. 1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне ҫав ачасенчен 185-не СССРа каялла тавӑрнӑ[25]. 1929 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Чехословакирен СССРа тепӗр 46 ачана ӑсатнӑ[25].

Выҫлӑх масштабӗ тата сиенӗ

Выҫлӑх тӗпчевҫи В. А. Поляков ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: совет влаҫӗн выҫлӑха тата унӑн сиенне пӗтерес енӗпе тунӑ мероприятисем сахал тухӑҫлӑ пулнӑ[26]. Вилесси 3-5 хут ӳснӗ (Самар кӗпӗрнинче, Пушкӑртстанра тата Тутар Совет республикинче вилесси ҫулталӑкра 100 ҫын пуҫне 2,4—2,8 пуҫласа 12,3—13,9 таран ҫитнӗ). Ытларах акӑнман (23,3) тата сахалрах акнӑ (11,0), вӑтам- (7,7) тата нумай акнӑ (2,2) (вилесси 100 ҫын пуҫне) хресченсем вилнӗ.

Кунсӑр пуҫне выҫлӑх вӑл е ку степеньпе Совет Республикисен Европа пайӗнчи пур регионсемпе хуласене те ҫавӑрса илнӗ.

Милици каллех… выҫлӑх йӗрне кӗнӗ … Милиционерсем выҫӑпа тата халтан кайнипе вилнӗ тӗслӗхсем тупӑнчӗҫ… милицин апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен лару-тӑрувӗ катастрофӑна питӗ ҫывӑх пулнӑ.Украинӑн шалти ӗҫсен наркомӗн Н. Скрипникӑн 1921 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче докладӗнчен

undefined

КазАССР-ӗнче 1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче выҫӑпа аптӑракансен шучӗ 1 млн 300 пин ҫын пулнӑ, 1922 ҫулхи пуш уйӑхӗнче — 1 млн 500 пин ҫын.

Выҫлӑх тапхӑрӗнчи ҫухатусене палӑртма йывӑр, мӗншӗн тесен вилнисене никам та шутламан. Чи пысӑк ҫухатусем Самар тата Челепи кӗпӗрнисенче, Атӑлҫи тата Пушкӑрт автономи республикисенчи нимӗҫсен автономи облаҫӗнче пулнине сӑнанӑ, вӗсенчи пӗтӗмӗшле халӑх шучӗ 20,6 % чакнӑ. Социаллӑ план тӗлӗшӗнчен ялти чухӑнсем пуринчен те ытларах нушаланнӑ, уйрӑмах — чылай ҫемьене вилӗмрен ҫӑлнӑ сӗт паракан выльӑх тытманнисем. Ӳсӗме илес тӗк, пуринчен ытла выҫлӑх ачасене пырса ҫапнӑ, чӗрӗ юлма май килнисенчен чылайӑшӗ ашшӗ-амӑшӗсӗр, ҫурт-йӗрсӗр юлнӑ. 1922 ҫулта миллион ҫурӑ ытла хресчен ачи ыйткаласа тата вӑрласа ҫапкаланса ҫӳренӗ; ҫапкаланчӑк ачасен приючӗсенче вилесси 50 % ҫитнӗ. Совет тӗп статистика управленийӗ 1920 ҫултан пуҫласа 1922 ҫулччен халӑх дефицичӗ 5 млн ҫынпа танлашнине палӑртнӑ[27]. 1921 ҫулхи Раҫҫейри выҫлӑх, вӑрҫӑ ҫухатӑвӗсене шутламасан, Европа историйӗнче Вӑтам ӗмӗрпе Ҫӗнӗ вӑхӑтри выҫлӑх катастрофисем хыҫҫӑн ҫав вӑхӑтшӑн чи пысӑк катастрофа пулнӑ.

Ӳнерте сӑнарлани

  • «Помоги» (1921 ҫулхи плакат)
  • «Перевал» (Н. Степной романӗ, 1922)
  • «Ташкент — город хлебный» (1923 ҫулхи повеҫ тата унӑн 1968 ҫулхи экранизацийӗ)
  • «Эшелон на Самарканд» (роман, 2021)
  • «Голод» (документлӑ фильм, 2022)

Ӑнлантарусем

  1. ^ Поляков В. А. Голод в Поволжье, 1919-1925 гг.: происхождение, особенности, последствия (Русский) // Волгоград: Волгогр. науч. изд-во.. — 2007. — . 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Каракулов Дмитрий Владимирович. Голод 1921—1922 гг. на Урале. Диссертация. (выр.). dissercat.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  3. ^ Евгений Жирнов. «Одна из главных причин той суммы ошибок» // Коммерсантъ. — 2021. — 21 пушӑн. 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Кристкалн А. М. Голод 1921 г. в Поволжье: опыт современного изучения проблемы. Автореферат диссертации. (?!) 1997
  5. ^ 1, 2 Жирнов, Е. «Взял труп мальчика 7 лет, разрубил топором на мелкие части и сварил» : [арх. 8 нарӑсӑн 2021] // Коммерсантъ Власть. — 2012. — № 3 (23 января). — С. 46.
  6. ^ Горев2, 1922, с. 2–5, 8–9.
  7. ^ Горев, 1922.
  8. ^ Поляков, 1975.
  9. ^ Wehner и Пеmрова, 1997.
  10. ^ 1, 2, 3 Конквест, 1988, с. 95.
  11. ^ Современные записки. — 1921. — С. 286, 325.
  12. ^ М.А. Осоргин. Времена. — 1989. — С. 130.
  13. ^ Голод 1921 года: катастрофа или казнь (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Козлов, 1912, с. 146.
  15. ^ Жирнов, Е. «Отказался естественно расстаться с чемоданом» : [арх. 12 раштавӑн 2020] // Коммерсантъ История. — 2020. — 12 декабря.
  16. ^ Кудряшов, К. Куда большевики дели золото церкви? : [арх. 2 пушӑн 2013] // Аргументы и факты : газ. — 2012. — № 11 (14 марта).
  17. ^ Послание свт. Тихона Патриарха Московского 15/28 февр. 1922. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 А. Малахов. Ложки для голодающих (выр.). "Коммерсантъ Деньги" №47 (28 чӳкӗн 2001). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  19. ^ Борисова Лариса Владимировна. «Изъятие производится без осложнений»: отношение населения Москвы к кампании по изъятию церковных ценностей в 1922 г // Вестник Российского университета дружбы народов. Серия: История России. — 2011. — Вып. 2. — . — ISSN 2312-8674. 2022 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  20. ^ Ф.Н. Козлов. Голод 1921-1922 годов в чувашском и марийском краях. — 2012. — С. 146.
  21. ^ Козлов, 1912, с. 144.
  22. ^ Геллер, М. Я. Утопия у власти / М. Я. Геллер, A. M. Некрич. — М., 2000. — С. 114.
  23. ^ Documents of Soviet-American Relations Volume 1 Contents. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  24. ^ Сообщение корреспондента Нью-Йорк Таймс. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  25. ^ 1, 2, 3 Кузнецов А. Страдающему от голода и болезней народу России //Дилетант. — 2021. — № 069. — С. 47.
  26. ^ Поляков, B. A. Голод в Поволжье, 1919—1925 гг.: происхождение, особенности, последствия. Волюфад. 2007. 735 с.
  27. ^ Андреев Е. М., Дарский Л. Е., Харькова Т. Л. Население Советского Союза 1922—1991. М.: Наука, 1993. С. 10. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.

Литература

  • Итоги Последгол (с 15/X 1922 г. — 1/VIII 1923 г.): [Сб.] / Авт. статей и материалов М. И. Калинин, А. Н. Винокуров, О. Д. Каменева, Г. Смолицкий, М. И. Моргунов, К. Ландер, Рихард Эринг, Борис Д. Боген, И. Брихничев, Баткис, И. Ворожцов, Ф. Г. Чучин, П. Бакакин, Ястребов. — М.: Ликвидком ЦКПГ ВЦИК, 1923. — 218 с.
  • Поляков B. A. Голод в Поволжье, 1919—1925 гг.: происхождение, особенности, последствия. — Волгоград: Волгоградское научное издательство, 2007. — 735 c.
  • Patenaude B. M. The Big Show in Bololand. The American Relief Expedition to Soviet Russia in the Famine of 1921. — Stanford, 2002
  • Fisher H. The Famine in the Soviet Russia : The Operations of the American Relief Administration : [reprint]. — N.-Y., 1971. — [1st ed.: 1927.]
  • Итоги борьбы с голодом в 1921—1922 гг.. — М. : Ц. К. Помгол, 1922. — IV, 499, 61 с. — 2000 экз.
  • Горев, М. В. Голод. — Переиздано Политуправлением Сибири и Политсекретариатом войск Г. П. У. Сибири. — Ново-Николаевск : Типография Представительства ГПУ по Сибири, 1922. — 24 с.
  • Кандидов, Б. Голод 1921 года и церковь / Центр. совет Союза воинств. безбожников СССР. — М. : Моск. рабочий ; Л. : Огиз, 1932. — 92, [2] с.
  • Поляков, Ю. А. 1921-й: победа над голодом. — М. : Политиздат, 1975. — 122 с. : ил. — (Страницы истории Советской Родины). — 100 000 экз.
  • Белокопытов, В. И. Лихолетье : Из истории борьбы в голодом в Поволжье 1921-1922 гг.. — Казань : Татарское книжное изд-во, 1976. — 168 с.
  • Конквест, Р. Гл. 3. Революция, крестьянская война и голод (1917–1921) // Жатва скорби : советская коллективизация и террор голодом = The Harvest of Sorrow: Soviet Collectivisation and the Terror-Famine : [моногр.] / Пер. с англ.: И. Коэн, Н. Май; под ред. М. Хейфеца. — London : Overseas Publications Interchange Ltd., 1988. — С. 89–95. — 621 с. — ISBN 1-870128-95-8.
  • Рахимов, С. Голод особенно свирепствовал в деревнях… : Документы о голоде 20-х годов и гуманитарной помощи зарубежных стран Татреспублике : [арх. 23 пушӑн 2016] / Подг. док-тов к публ.: сотрудники Национального архива Рреспублики Татарстан Л. Ахметзянова, В. Васадзе // Эхо веков. — Казань, 1997. — № 3/4. — ISSN 2073-7483.
  • Wehner, M. Голод 1921-1922 гг. в Самарской губернии и реакция советского правительства / M. Wehner, Ю. А. Пеmрова // Cahiers du Monde russe. — 1997. — Vol. 38, no. 1/2. — P. 223–241. — ISSN 1252-6576.
  • Дело №23. «Об изъятии церковных ценностей и колоколов» : [арх. 30 акан 2007] // Политбюро и церковь : 1922-1925 гг / Подг. изд.: Н. Н. Покровский, С. Г. Петров; Российская политическая энциклопедия. — М. : РОССПЭН ; Новосибирск : Сибирский хронограф, 1998. — Кн. 2. — 600 с. — (Архивы Кремля). — ISBN 5-87550-058-1.
  • Кондрашин, В. В. 1922-й год в советской деревне с точки зрения ГПУ : [арх. 8 пушӑн 2001] // Исторические чтения на Лубянке : Отечественные спецслужбы в 20–30-е годы : [арх. 6 пушӑн 2001] : сб. — 1999.
  • Сорокин, П. А. Голод как фактор : Влияние голода на поведение людей, социальную организацию и общественную жизнь / Ин-т социологии РАН, Межд. ин-т П. Сорокина — Н. Кондратьева; вступ. статья, сост., коммент., подг. к печати: В. В. Сапов и В. С. Сычёва. — М. : Academia & LVS, 2003. — XII, 684 с. — ББК 60.56/51.20. — УДК 316.4(G). — ISBN 5-87444-186-7. — ISBN 5-901464-05-2.
  • Урядова, А. В. Голод 1920-х гг. в России и Русское зарубежье. : [моногр.]. — СПб. : Алетейя, 2010. — 170 с. — ISBN 978-5-91419-286-7.
  • Козлов, Ф. Н. Голод 1921—1922 годов в Чувашском и Марийском краях в контексте государственно-церковных отношений : [арх. 19 чӳкӗн 2022] // PolitBook. — 2012. — № 2. — С. 142–156.
  • Зима, В. Ф. Голод 1921–1922 годов в Советской России. — М. : Собрание, 2015. — 240 с. — 100 экз. — ББК 63.3(2)613. — УДК 94(47).084.(3+5+6)(G). — ISBN 978-5-9606-0132-0.
  • Антонов, О. М. Голод в Первом Донском округе : (1921—1922 гг.) : [арх. 17 нарӑсӑн 2020] // Донской временник : альманах. — Ростов-на-Дону : Дон. гос. публ. б-ка, 2019. — Вып. 28. — С. 5–11.