Данилов Николай Фёдорович (çыравçă)
Данилов Николай Фёдорович (1901 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ, Чĕмпĕр, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1969 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш литература тишкерӳçи, фольклорисчĕ, текстологĕ, тăлмачĕ, журналисчĕ[1].
СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ. «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă[2].
Пурнăçĕ
Николай Данилов 1901 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче çуралнă[1].
Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче (1913–1917), Ульяновскри чăваш практика халăх çутĕç институтĕнче (1923) вĕренсе тухнă[3].
1919–1921 çулсенче Граждан вăрçине хутшăннă[1]. 1923–1926 çулсенче Томск губерни комитечĕн чăваш секцинче, «Сунтал» журнал редакцинче, «Канаш» хаçатăн редактор çумĕ пулса ĕçленĕ[3]. 1933–1936 çулсенче Чăваш патшалăх издательствин директорĕ пулнă[4].
1934 çулта Чăваш АССР ÇП правленийĕн председателĕ пулса суйланă[1].
1939–1957 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх тӗпчев институтӗнче (халĕ Чăваш патшалӑх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ) ăслăлӑх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ[3]. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[4].
1969 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ[1].
Ӗçĕсем
Николай Данилов чăваш халăх пултарулăхне — юмахсене, халапсене, юрăсене — пухнă тата хатĕрленĕ[5]. Вăл пухнă халăх пултарулăхĕсем кĕнекере пичетленсе тухнă:
- «Чăваш халăх юмахĕсем» (1949)[5];
- «Чăваш юмах-халапĕсем» (1959)[1];
- «Сказки и предания чувашей» (1963)[2].
К. В. Ивановăн тата Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне ăслăлăх енчен хатĕрлесе кăларнă (1957, 1959)[4]. Вĕсен пултарулăхне, çавăн пекех И. Я. Яковлевăн, Я. Г. Ухсайĕн, К. С. Турханăн тата ыттисен ĕçĕсене тишкерсе статьясем çырнă[1].
Ытти халăхсен çыравçисен — М. Горькийăн, А. Толстойăн, М. Салтыков-Щедринăн, Шарль де Костерăн — ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Чăваш çыравçисен ĕçĕсене вырăсла куçарнă[1][6].
«Вырăсла-чăвашла словарь» (Мускав, 1951) хатĕрлекенсенчен пĕри тата редакторĕ пулнă[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Данилов Николай Фёдорович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Данилов Николай Федорович. Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 110 лет назад родился Данилов Николай Федорович. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (10 раштавӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Сотрудники института — Герои Великой Отечественной войны: Николай Данилов. ЧГИГН (29 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Знаменательные даты Чувашии: 10 декабря. ЧГИГН (10 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Данилов Н., Нечаев А. — Откуда Волга началась. Старое радио. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Артемьев, Ю. М. Данилов Николай Фёдорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 139.
- Артемьев, Ю. М. Данилов Николай Фёдорович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 482.
- Афанасьев, П. Данилов Николай Фёдорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006. — С. 109.
- Данилов Николай Фёдорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 108–109.
- Ялгир, П. Данилов Николай Фёдорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 30–31.