Егоров Пётр Егорович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Егоров Пётр Егорович (1731, Етӗрне уесӗ[1]1789 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Санкт-Петербург) — Раҫҫей архитекторӗ, Санкт-Петербургри Ҫуллахи сад картин авторӗ.

Пётр Егоров хӑйӗн пурнӑҫӗнчи виҫӗ теҫетке ҫурӑ яхӑн ҫулне архитектурӑна халалланӑ. Вӑл XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи хӑйне евӗр пултарулӑх харпӑрлӑхӗпе палӑрнӑ архитекторсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн пӗрремӗш проекчӗ — Пярну чиркӗвӗ (Эстони), вӑл Прибалтикӑри православи храмӗсен строительстви валли тӗслӗх пулса тӑмалла пулнӑ. Пётр Егорович Петропавловск крепоҫне, Сӑмала мӑнастирне, Мрамор керменне тата Петербурга илемлетнӗ ытти ҫуртсемпе сооруженисене проектлас, тӑвас тата юсас ӗҫе хутшӑннӑ.

Пулса кайни

Чӑваш йӑхӗнчен. 1755 ҫулта пӗр челобитнӑйра Пётр Егоров ҫапла ҫырнӑ: «Йӑхпа эпӗ — чӑваш, пӗчӗк чухне артиллери генерал-майор господинӗ Дадиани кнеҫ мана Раҫҫее илсе тухнӑ…» Егор Леонтьевич Дадиани кнеҫ «Чулхула уесӗнчи Терюш вулӑсӗнчи» ялӗсемпе хуҫаланнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ А. К. Салмин шухӑшӗпе, П. Е. Егоров Сергач хули ҫывӑхӗнчи халӗ ӗнтӗ тутарланса кайнӑ чӑвашсенчен пулса кайма пултарнӑ[2].

Дадиани ҫемйинче килти пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1755 ҫулта кнеҫ сӗннипе Пётр Егоров Петербурга «архитектура ӑслӑлӑхӗнче» вӗренме килнӗ[3]. Ҫак тӗллевпе вӑл Питӗрти строенисен канцелярийӗ ҫумӗнчи Архитекторсен шкулне вӗренме кӗнӗ[4]. Ҫакӑн пек шухӑшсем те пур: Дадиани кнеҫӗн Мускав кӗпернинчи Подольск уесӗнчи Красное усадьбине ҫӗнетсе улӑштарни П. Е. Егоровӑн малтанхи пултарулӑх опычӗсенчен пӗри шутланнӑ[5].

Ӗҫӗсен биографийӗ

undefined

Пярну хулинчен иртсе кайнӑ чухне II Екатерина императрица унта чиркӳ тума шантарнӑ. Ҫавна май унта архитектура пулӑшуҫине Пётр Егорова янӑ. 1763 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче Пётр Егоров чиркӗвӗн проекчӗпе сметине строенисен император канцелярине кӑтартнӑ. Асӑннӑ чиркӳ каярахпа Прибалтикӑра пӗлтерӗшлӗ пулнӑ: унӑн тӗслӗхӗпе Тарту, Курессааре[6] тата ытти чиркӗве туса лартнӑ. Ригӑри XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи паллӑ Петрпа Павӑл чиркӗвне те ҫак тӗслӗхпе тунӑ.

undefined

1766 ҫултан пуҫласа Пётр Егоров строенисен император кантурӗ ҫумӗнчи шкула ертсе пынӑ. Ӑна унччен паллӑ архитекторсем — Ж. Леблон, М. Г. Земцов, С. Волков — ертсе пынӑ, унта тӗрлӗ вӑхӑтра И. К. Коробов, В. Растрелли, Ж. Б. Валлен-Деламот тата ыттисем вӗрентнӗ[6].

Икӗ ҫул хушшинче вӑл Г. А. Спиридовпа А. Н. Сенявин адмиралсен ҫурчӗсене ҫӗнетсе улӑштармалли проектсем хатӗрленӗ. 1774—75 ҫулсенче строенисен кантурӗ Ю. М. Фельтен чиновника тата Пётр Егоров архитектора Иордани проекчӗсене — чиркӳ йӑлине тума уйӑрнӑ ятарлӑ пӳлӗме — хатӗрлеме хушнӑ. Паянхи кунччен Егоров пурнӑҫланӑ ҫак сооруженисен чертежӗсен икӗ варианчӗ упранса юлнӑ.

1779 ҫулта Пётр Егоров проект туса Санкт-Петербургри «Пески ҫинчи» Раштав чиркӗвне тума тытӑннӑ. Строительство ӗҫӗ тӑхӑр ҫула яхӑн пынӑ. Анчах чиркӳ упранса юлман. В. Маслов (1887), А. Корольков (1898) кӗнекинче ҫырса кӑтартнине тата сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, ку архитектурӑн тӗлӗнмелле палӑкӗ пулнӑ.

1770 ҫулсенче Пётр Егоров Питӗрти Ҫуллахи сад картин проектне хатӗрлеме тата ӑна пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ку ӗҫ чӑваш архитекторӗн ятне вилӗмсӗрлетнӗ.

1780—1788 ҫулсенче Егоров хӑйӗн проекчӗпе Мрамор керменӗн служба корпусне, ҫавӑн пекех ӑна керменпе ҫыхӑнтаракан картана тунӑ. Вӑл унччен кӑшт маларах тунӑ Ҫуллахи сад карти ҫинчи ӳкерчӗк евӗртерех пулнӑ.

Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче Пётр Егоров Хусанти Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ ҫумӗнчи чиркӳ ҫыннисен ҫурчӗсен проектне, Нева хӗрринчи складсен, строенисен кантурӗн ҫӗнӗ ҫурчӗн проекчӗсене хатӗрленӗ, Штегельман банкир ҫуртне ҫӗнетес ӗҫе хутшӑннӑ.

Астӑвӑм

undefined
  • 1989 ҫулта Пётр Егоров архитектора халалласа монумент тумашкӑн конкурс ирттернӗ. Мадуров Фёдор Иванович скульпторӑн проекчӗ ҫӗнтернӗ, анчах та укҫа-тенкӗ кризисӗ пулни пирки проекта пурнӑҫа кӗртеймен.
  • 2002 ҫулта Шупашкар хулинчи Мускав проспектӗнче («Чӑвашгражданпроекта» кӗнӗ ҫӗрте) П. Е. Егоровӑн бюст евӗр вӑхӑтлӑх палӑкне лартнӑ (скульпторӗ — Ф. И. Мадуров, архитекторӗ — Ю. М. Новосёлов). Постамент ҫине чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ: «Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗ, Раҫҫейӗн паллӑ архитекторӗ Пётр Егорович Егоров»[7].
  • 2005 ҫулта архитектор ҫуралнӑранпа 275 ҫул ҫитнӗ тӗле Санкт-Петербургра Чӑвашсен ентешлӗхӗ ҫумӗнче «Пётр Егоров архитектор» фонд» коммерциллӗ мар общество организацийӗ йӗркеленнӗ[8].
  • 2017—2020 ҫулсенче Пески ҫинчи Христос Раштавӗн чиркӗвне историллӗ никӗс ҫинче ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ (Христос ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленнӗ чиркӳ) — Санкт-Петербургри Тӗп районти православи храмӗ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Хушма вуламалли

  • Гусаров Ю.. Архитектор «из новокрещённых чуваш». Жизнь и судьба Петра Егорова // Советская Чувашия. — 2022.
  • Коренцвит В. А.. Автор невской ограды Иван Фок? // АРДИС. — 2006. — № 3(31).
  • Кузнецова Э. Ф.. Архитектор Пётр Егоров. — Чувашское книжное издательство, 2003. — 222 с. — ISBN 5-7670-1285-7.
  • Марголис А. Д.. Энциклопедия Санкт-Петербурга.
  • Микушкин Г.. Вунсаккăрмĕш ĕмĕрти паллă архитектор(чăв.) // Тăван Атăл. — 1978. — № 1. — .
  • Пётр Егорович Егоров чăваш XVIII ĕмĕрти талантлă архитектор(чăв.) // Чăваш календарĕ. — 1959. — .
  • Ухналёв А. Е.. Невская ограда Летнего сада. Очерк истории строительства. — Левша, 2006. — ISBN 5-93356-043-X.