Лаш Таяпа
Лаш-Таяпа (çаплах Ураскилт, Тайпа) — Чăваш Енри Елчӗк районӗн чиркӳ ялĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн центрĕ.
Халăх йышĕ, ял тытамĕ
Пикшик, Комсомол, Ленин, Улăх, Николаев, Çĕнĕ, Çырма, Октябрь, Олимп, Пĕрремĕш Май урамĕсем.
Ял витĕр Лашчи çырми тухать. Ял ячĕн пĕрремĕш компоненчĕ (Лаш-) Лашчи шывĕн ятне кĕскетсе "касса пăрахнипе" пулса кайнă: Лашчи > Лаш.
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 845 çын, çав шутра 399 арçын, 446 хĕрарăм пурăннă[2].
Кун-çулĕ
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара, уессене пĕтериччен, Патăръел уесне кĕнĕ. 1918 çулчен Тӑмпаел вулăсне, кайран вара 1927 çул тарин Шӑмалак вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
Паллă çыннем
- Ятманов Николай Осипович (1927 çур.) — архитектор, çыравçă.
- Бикулова Мария Григорьевна, — драма артисчĕ.
- Эктел Василий Петрович — чăваш прозăçи, сăвăçи.
- Попов Юрий Алексеевич — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ.
- Сидоров Пётр Петрович, — журналист, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ; В.П.Эктел пиччĕшĕ.
Вуламалли
Çав. пекех
- Ураскилт: Лаш Таяпан ĕлĕк пĕр хушă ячĕ çапла пулнă.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Лаш Таяпа.400 çул.
- Лаш-Таяпа. 2 мĕш камерă.
- Лаш-Таяпа 400 çулта
- Лаш Таяпара «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ
- Лаш Таяпара «Театр тĕнчинче» фестиваль конкурс иртнĕ
- Шупашкарта — Ял кунĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем
- В.Ф. Питернова, З.А. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ
- Охотничий биатлон в честь братьев Князевых в селе Лащ-Таяба 2019
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |