Максимов Георгий Максимович
Максимов Георгий Максимович (1903 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, Тутаркасси, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1996 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин ҫар пуҫлӑхӗ, танк ҫарӗсен генерал-майорӗ (1945 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ), Британи Империйӗн орденӗн командорӗ (Командорскӑй хӗрес, 1-мӗш класс).
Пурнӑҫӗ
Георгий Максимов Хусан кӗпернине кӗнӗ Шупашкар уесӗнчи Тутаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Чӑваш Республкин Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхне кӗрет[1].
1923 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ӑна комсомол путевкипе Хусанти 7-мӗш пехота училищине вӗренме янӑ. 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Мускаври РККА пӗрлештернӗ ҫар шкулне куҫнӑ. Ӑна 1926 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1925 ҫултанпа ВКП(б) партийӗнче тӑнӑ. 1929 ҫулта Энгельс ячӗллӗ ҫарпа политика курсӗсенче вӗренсе тухнӑ. 1926 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ӑна 16-мӗш стрелоксен дивизийӗн 46-мӗш стрелоксен полкне взвод командирӗ пулма янӑ. Унтан 1926 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 127-мӗш стрелоксен полкне куҫарнӑ. 1929 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 56-мӗш стрелоксен дивизийӗнче рота командирӗ тата политрук пулнӑ[1].
1931 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Бубнов ячӗллӗ Ленинградри бронетанк курсӗсенче вӗреннӗ. 1932 ҫулта танксене хирӗҫ кӗрешмелли курссене пӗтернӗ. Кайран Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1936 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна 40-мӗш стрелоксен дивизийӗн танк батальонӗн штаб пуҫлӑхне лартнӑ. 1938 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче Ленинград ҫар округӗн управленийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ[1].
1939 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 32-мӗш ҫӑмӑл танк бригадин разведка батальонӗн командирӗ пулнӑ. 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 21-мӗш танк дивизийӗн 41-мӗш танк полкӗн командирӗн ҫумĕ пулнӑ. Кайран 42-мӗш танк полкӗнче вӑтам танксен батальонне ертсе ҫапӑҫнӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех юлнӑ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 1941 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче ӑна 41-мӗш танк полкӗн командирне лартнӑ. 1942 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче 103-мӗш танк бригадин командирӗ пулса тӑнӑ. 1943 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче вӑл аманнӑ. 1943 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче ӑна 16-мӗш танк корпусӗн командирӗн ҫумне лартнӑ. Унтан 12-мӗш гварди танк корпусӗнче те командир ҫумӗ пулнӑ. Вӑл 1-мӗш тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче, 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнче вӑрҫнӑ. 1945 ҫулта Хӗрлӗ Ҫарӑн бронетанк вӑййисен академи курсӗсене пӗтернӗ[1].
1946 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче ӑна чирленӗ пирки запаса янӑ. Вӑл Курск хулинче пурӑннӑ[1]. Ӑна Мускаври Котляково масарӗнче пытарнӑ.
Нумай ҫул хушши вӑл 2-мӗш гварди танк армийӗн 9-мӗш гварди танк корпусӗн Ветерансен канашӗн председателӗ пулнӑ[1].
Наградисем
СССР
- Ленин орденӗ (17.04.1943);
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (30.01.1943, 10.07.1944, 03.11.1944, 17.02.1945);
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (06.04.1985);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (26.04.1942);
- СССР медалӗсем, вӑл шутра:
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн»;
- «Берлина илнӗшӗн»;
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн».
Ют ҫӗршыв наградӑсем
- Британи империйӗн орденӗн командорӗ (1-мӗш класлӑ Командор хӗресӗ) (Аслӑ Британи, 1944)[2];
- 3-мӗш класслӑ «Грюнвальд хӗресӗ» орден (ПХР, 1945);
- «Одра, Ниса тата Балтикӑшӑн» медаль (ПХР, 1945);
- «1939—1945 ҫулсенчи Варшавӑшӑн» медаль (ПХР, 1945).
Астӑвӑм
- Г. М. Максимова халалласа Тутаркасси ялӗнчи пӗр урам ятне панӑ.
- Ҫар ҫыннин ятне Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп Храмӗнче тата «Астӑвӑм ҫулӗ» мемориалӗнче ӗмӗрлӗхе палӑртнӑ[3].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Военачальники : [очерки] / авт.-сост. А. А. Золотов, В. Ф. Степанов, В. И. Кудявнин; ред. Л. М. Кубашина. — Чувашское книжное издательство, 2004. — Т. 2. — С. 137—166. — 303 с. — ISBN 5-7670-1341-1.
- Населённые пункты Чебоксарского района Чувашской Республики : справочник / сост. В. Алиней. — Новое Время, 2008. — 232 с.
- Сторона моя чебоксарская : (материалы по истории Чебоксарского района Чувашской Республики) : [пособие по истории и культуре родного края] / Л. П. Павлов, В. П. Станьял. — 1997. — 446 с.
- Энциклопедия Чебоксарского района = Шупашкар районӗн энциклопедийӗ. — МБУК «Центральная библиотека» Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 246. — 500 с. — ISBN 978-5-86765-492-4.
Каҫӑсем
- Изоркин А. В. Максимов Георгий Максимович // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2009. — Т. 3: М—Се. — 683 с. — ISBN 978-5-7670-1719-5. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
- Общедоступный электронный банк документов «Подвиг Народа в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
- Максимов Георгий Максимович (01.05.1903 — 03.09.1996) // tankfront.ru, портал «Танковый фронт».