Павлов Пётр Павлович (полковник)
Павлов Пётр Павлович (1904, Пăртас, Хусан кӗпӗрни — 1975, Омск) — совет тапхӑрӗнчи патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсен ӗҫченӗ, патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн полковникӗ.
Биографийӗ
Пётр Павлов 1904 ҫулта Хусан кӗпернинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енкасси-Энӗшпуҫ вулӑсӗнчи Пӑртас ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хальхи вӑхӑтра ял Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрет[1][2][3]. Вырӑс. Виҫӗ ывӑлтан асли.
Ҫӗрпӳри 4 класлӑ хула училищин 3 класне пӗтернӗ (1918 ҫул— хӗлле вӗреннӗ, ҫулла ӗҫленӗ).
1916—1918 ҫулсенче ҫулла Канаш станцийӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперӗ ҫинче вӗренекен тата арматурщик пулса ӗҫленӗ.
1918 ҫулта Канаш станцийӗнче делопроизводительте тата конторщикра ӗҫленӗ.
1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен совхозра делопроизводитель пулса ӗҫленӗ.
1918—1926 ҫулсенче РКСМ пайташӗ пулнӑ, 1924 ҫултанпа ячӗ РЛКСМ пулнӑ, 1926 ҫултанпа — ВЛКСМ.
1918 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен РКП (б) Ҫӗрпӳ уесӗн комитечӗн делопроизводителӗ пулса ӗҫленӗ.
1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен РКСМ Ҫӗрпӳ уесӗн комитечӗн ҫар пайӗн заведующийӗ, яваплӑ секретарӗ пулнӑ.
1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1921 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен — Чӑваш территори полкӗн 3-мӗш, 8-мӗш рота политрукӗ, Ҫӗрпӳ.
1921 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен — 6-мӗш марш полкӗн рядовойӗ, Хусан.
1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1922 ҫулхи ака уйӑхӗччен — РКСМ Каркаралинск уес комитечӗн бюро пайташӗ тата ача-пӑча учрежденийӗсен политрукӗ. Автобиографийӗнче ҫапла каланӑ: "РКСМ Семипалатинск губком уполномоченнӑйӗ пулнӑ май РКСМ Каркаралинск укомне (Семипалатинск кӗперни) туса хунӑ.
1922 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче РКП (б) йышне кӗнӗ, 1925 ҫултанпа партие ВКП (б) ят панӑ, 1952 ҫултанпа парти ячӗ КПСС пулнӑ.
1922 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — РСФСР НКВД (ГПУ) ҫумӗнчи Патшалӑх политика управленийӗн Каркаралинск районӗнчи пайӗн оперативлӑ уполномоченнӑйӗн пулӑшуҫи.
1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1928 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — ГПУ Семипалатинск кӗпӗрне пайӗнчи Экономика пайӗн аслӑ уполномоченнӑйӗ.
1928 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1930 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен — ГПУ Семипалатинск округ пайӗн Экономика пайӗн аслӑ уполномоченнӑйӗ. 1929 ҫултанпа 2-мӗш стадири ӳпке туберкулёзӗпе чирленӗ.
1930 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1932 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — ГПУ Семипалатинск оперативлӑ секторӗн Экономика пайӗн аслӑ уполномоченнӑйӗ.
1932 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1934 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен — Казахстанри ОГПУн Полномочиллӗ представительствин Экономика пайӗн оперативлӑ уполномоченнӑйӗ.
1934 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлаччен — Казах АССРӗнчи НКВД Управленийӗн УГБ Экономика пайӗн оперативлӑ уполномоченнӑйӗ.
1934 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1936 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен — Казах АССРӗнчи НКВД Управленийӗн УГБ Экономика пайӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ. 1936 ҫулхи акан 7-мӗшӗнченпе — патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн лейтенанчӗ.
1935 ҫулта Казкрайкомвузран куҫӑн мар майпа вӗренсе тухнӑ, Алма-Ата.
1936 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен — Караганда облаҫӗнчи НКВД Управленийӗн III-мӗш Контрразведка пайӗн пуҫлӑхӗ.
1938 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1939 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — Караганда облаҫӗнчи НКВД Управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи.
1939 ҫулхи нарӑсран пуҫласа (?) уйӑхӗччен — Тухӑҫ-Казахстан облаҫӗнчи НКВД Управленийӗн пуҫлӑхӗ, 1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе — патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн капитанӗ. Кайран, 1939 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен, каллех ҫак должноҫа йышӑннӑ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен — Казах ССРӗнчи НКВД юсавпа ӗҫ колонийӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн капитанӗ.
1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗччен — Туркмен чикӗ округӗнчи НКВД ҫарӗсен уйрӑм пайӗн пуҫлӑхӗ, 1943 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнченпе — патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн подполковникӗ (Ашхабад).
1943 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен — Туркмен чикӗ округӗнчи НКВД ҫарӗсен «Смерш» контрразведка уйрӑмӗ; 1944 ҫулхи акан 5-мӗшӗнченпе — патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн полковникӗ.
1945 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 1-мӗшӗччен — Кӑнтӑр-Анӑҫ чикӗ округӗнчи НКВД ҫарӗсен «Смерш» контрразведка уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ (Краков).
1945 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — Украина чикӗ округӗнчи НКВД — ШӖМ ҫарӗсен контрразведка уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ (Киев).
1947 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнчен пуҫласа 1952 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗччен — ШӖМӗн Курган облаҫӗнчи Управленийӗн пуҫлӑхӗ.
1952 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1953 ҫулхи ака уйӑхӗччен — СССР ШӖМӗн «Омскстрой» юсанмалли ӗҫ лагерӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
1953 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен — СССР Юстици министерствин Омскри юсанмалли ӗҫ лагерӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
1953 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа тивӗҫлӗ канура.
Пётр Павлович Павлов 1975 ҫулта Омск облаҫӗнчи Омск хулинче вилнӗ.
Наградӑсем
- Ленин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- 3 медаль;
- Чыслав пӑшалӗ (Коровин пистолечӗ; 1932 ҫул);
- «КССР — 15 ҫул» паллӑ (1935).
Ҫемье
- Ашшӗн арман, ҫурт тата ӗне пулнӑ, 1910 ҫултанпа Хусанти уйрӑм армансенче найм мелӗпе ӗҫленӗ, 1914 ҫулта вилнӗ.
- Амӑшӗ — ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ хулинчи Леман улпут майри патӗнче кухаркӑра ӗҫленӗ.
- Пӗртӑвансем: Николай — Чӑваш обком партийӗн 3-мӗш секретарӗ, шӑллӗ — Чӑваш Республикинчи ялти вӑтам шкул директорӗ.
1-мӗш арӑмӗ — Червева, Каркаралинск казак атаманӗн (1930 ҫулта 1-мӗш категорипе репрессиленӗ) хӗрӗ, 1928 ҫулта вилнӗ. Вӗсен пӗрлехи ачи 1929 ҫулта вилнӗ.
2-мӗш арӑмӗ — Мария Гавриловна Павлова (хӗр чухнехи хушамачӗ — Дикун), Семипалатинск партизанӗн, чукун ҫул ӗҫченӗн хӗрӗ. Унран 5 ача: Вика (1930—1932), Владимир (1933—2009), Николай (1938 ҫур.), Ольга (1944 ҫур.), Нина (1948—2001).
- Арӑмӗн аппӑшӗсем — Александра Сергеева (НКВД Тухӑҫ-Казахстан облаҫ управленийӗн комендантне качча кайнӑ), Евдокия тата Дарья.
- Арӑмӗн пиччӗшӗ — Василий Дикун, Казахстанри ЦК КП (б) инструкторӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898—1991. Павлов Пётр Павлович. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Павлов, Петр Павлович. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Альманах «Россия. XX век». Павлов Петр Павлович. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.