Чӑваш Республикин кунӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш Республикин кунӗ — Чӑваш Республикин тӗп патшалӑх уявӗ. 1995 ҫултанпа ҫӗртмен 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв умӗн пур ҫӗрте те Акатуй, чӑваш халӑхӗн ҫӗр ӗҫӗпе сухапуҫ уявне, ирттереҫҫӗ[1]. [2] Уява 1920 ҫулта йӗркеленӗ Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫак кун тӗрлӗ культура мероприятисем ирттереҫҫӗ, халӑх йышлӑ уҫӑлса ҫӳрет, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчен тата ют ҫӗршывсенчен хӑнасем килеҫҫӗ[3][4].
Историйӗ
1920 ҫултанпа Чӑваш Республики тӗрлӗ енлӗ ӗҫ-хӗлте, ҫав шутра ял хуҫалӑхӗнче те космоса алла илессипе те ҫитӗнӳсем туса, чылай аталаннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн йышӗнче автономиллӗ наци патшалӑхӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, патша саманинче Раҫҫейӗн кая юлса пыракан тӑрӑх йышне кӗрекен Чӑваш Ен аталаннӑ промышленноҫпа, механизациленӗ ял хуҫалӑхӗпе тата малта пыракан культурӑпа республика пулса тӑнӑ. Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗ ҫук пулин те республика малалла аталанса пырать, экономикӑри, вӗрентӳри, сывлӑх сыхлавӗнчи, культурӑри тата спортри лару-тӑрӑва лайӑхлатать[1].
Чӑваш Республикин кунне пӗрремӗш хут официаллӑ майпа 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин президенчӗ Николай Фёдоров чӑваш патшалӑхне йӗркеленин истори тӗлӗшӗнчен питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланса саккун алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн ҫӗртмен 24-мӗшӗ патшалӑх уявӗ пулса тӑнӑ. Республика кунне уявланӑ вӑхӑтра кашни ҫул Чӑваш Республикине Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен, СНГ(выр.)чăв. ҫӗршывӗсенчен тата инҫетри чикӗ леш енчен пин-пин хӑна килет[4].
Уявлани
Республикӑра ҫак кун канмалли кун шутланать, чылай уяв мероприятийӗ иртет. Ҫулсерен Чӑваш Республикинчи муниципалитетсем хушшинче Республика кунӗн тӗп площадки пулма тивӗҫессишӗн ӑмӑрту иртет. Уявӑн тӗп мероприятийӗсем ҫапла ӑмӑртура мала тухнӑ район центрӗнче тата республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, иртеҫҫӗ.
Республика кунӗнче Чӑваш Республикин хулисемпе ялӗсенче тӗрлӗ культура мероприятийӗсем иртеҫҫӗ, халӑх йышлӑ уҫӑлса ҫӳрет. Ҫак кун республикӑна Раҫҫей регионӗсенчи делегацисем, ют ҫӗршыври хӑнасем килеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче регионти районсемпе хуласенче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем, фестивальсем, концертсем, театрализациленӗ представленисемпе парадсем, ҫавӑн пекех чылай тематикӑллӑ курав иртет. Музейсем уява халалланӑ экспозицисем калӑплаҫҫӗ[5].
Ҫак кун ирттерекен пысӑк мероприяти шутне «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль (унччен «Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ пулнӑ), регионсем хушшинчи курав кӗреҫҫӗ[6]. Тӗп савӑнӑҫлӑ мероприятисем Шупашкарӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ тӳремре (маларах — Республика тӳремӗнче) тата Шупашкар кӳлмекӗ таврашӗнчи ҫыранта иртеҫҫӗ. Уяв фейерверк тата салют янипе вӗҫленет[4].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 День Республики. Портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Лепеев Андрей(паллӑ мар). meduza.io. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Чувашия отмечает день республики. Русское географическое общество (24 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 24 июня Чувашия празднует свой главный национальный праздник - "День Республики". Комитет по культуре администрации Минераловодского муниципального округа, Ставропольского края. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Ксения Кобалия. День Республики Чувашия – 2024: куда пойти и что посмотреть. Редакция «ФедералПресс» (20 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ День Республики — 2024. Программа празднования. visitvolga.ru. visit volga. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Республика кунĕ
- Çĕртмен 24-мĕшĕ – Чăваш Республикин кунĕ 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- День государственности Чувашской Республики (выр.)
- 24 июня — День Республики Чувашия (выр.)
- 24 июня — День Республики Чувашии (выр.)
- День Республики на портале Администрации Президента Чувашской Республики (выр.)
- Чувашия празднует День республики — Новости России — ИА REGNUM (выр.)
- В Чебоксарах открылся фестиваль «Родники России»: фоторепортаж с шествия (выр.)
- Михаил Игнатьев Элтепĕр Республика кунĕ ячĕпе саламлани