Чӑваш Республикинчи вӗрентӳ
Чӑваш Республикинчи вӗрентӳ вӗрентӳ сферинчи административлӑ органсен тата федераци, регион, муниципалитет пӑхӑнӑвӗнчи вӗренӳ заведнийӗсен системинчен тӑрать.
Историйӗ
Пӗрремӗш свет патшалӑх вӗренӳ заведенийӗсем — пӗчӗк халӑх училищисем — Улатӑр (1787), Шупашкар (1789), Етӗрне (1791) уес хулисенче уҫӑлнӑ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен Чӑваш Ен территорийӗнче 1804 ҫулхи шкул Уставӗпе килӗшӳллӗн прихут училищисем йӗркеленме пуҫланӑ. Пӗрремӗш прихут училищи 1807 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пӑртас ялӗнче уҫӑлнӑ шкул пулнӑ.
1904 ҫулта Шупашкарта хӗрарӑмсен прогимназийӗ — гимназири кӗҫӗн классен программипе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени — уҫӑлнӑ. Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен пӗрремӗш прогимназине 1870 ҫулта Улатӑрта уҫнӑ, 1906 тата 1910 ҫулсенче — Етӗрнере тата Ҫӗрпӳре. 1910 ҫулта Шупашкарта хӗрарӑмсен гимназийӗ уҫӑлнӑ, арҫынсен 1912 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ[1].
Вӗрентӳ сферин управленийӗ
Вӗрентӳ сферине федераци, республика тата муниципалитет органӗсен управленийӗсем тытса пыраҫҫӗ.
Историтӗлӗшӗнчен республикӑри ҫутӗҫ органне ҫаксем ертсе пынӑ:
Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ халӑх комиссарӗсем: А. Н. Никитин (1924—1927), М. С. Сергеев (1927—1930), Е. С. Чернов (1930—1937), Р. О. Осипов (1937—1938), В. Т. Харитонов (1938—1940), К. Е. Евлампьев (1941), М. П. Макаров (1941—1946→)
Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ министрӗсем: М. П. Макаров (1946—1952), А. М. Токарев (1952—1954), В. Ф. Каховский (1954—1957), П. К. Капитонов (1957—1961), Д. Е. Егоров (1961—1964), Г. С. Сидоров (1964—1973) Н. Г. Счётчиков (1973—1984), В. П. Мидуков (1984—1988→)
Чӑваш АССРӗн халӑх вӗрентӗвӗн министрӗ: В. П. Мидуков (→1988—1992)
Чӑваш Республикин вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗсем: В. Д. Данилов (1992—1994), Р. Н. Морозов (1994—1996), В. Д. Данилов (1996—1998)
Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗсем: Г. Н. Григорьев (1998—1999), Г. П. Чернова (2000—2004→)
Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗсем: Г. П. Чернова (2004—2011), В. Н. Иванов (2011—2016), Ю. Н. Исаев (2016—2018), А. С. Иванов (2018), С. В. Кудряшов (2018—2021), Д. А. Захаров (2021—х. в.).
Хальхи лару-тӑру
2025 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи вӗрентӳ аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетнӗ[2]. Документа регион аталанӑвӗн программипе тата Раҫҫейӗн наци тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Стратегин тӗп мегапроекчӗсем: «Вӗрентӳ — кашнин валли 2030», «Аслӑ шкулсен хушшинчи инноваци кампусӗ» тата «Профессионалитет — Чӑваш Ен валли кадрсем».
Шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ
Республикӑра 2 уйӑхран пуҫласа 7 ҫула ҫитнӗ ачасене шкулчченхи вӗренӳпе 100 % тивӗҫтернӗ. 290 ача сачӗ тата 175 шкул ҫумӗнчи шкул ушкӑнӗсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене 58 пин ытла воспитанник ҫӳрет.
Чӑваш Республикинче патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗн кӑтартӑвӗсем Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пысӑкрах. 2025 ҫулта регион математика тата ҫутҫанталӑк-ӑслӑлӑх циклӗн предмечӗсемпе экзамен тытма суйласа илнӗ выпускниксен шучӗпе виҫӗ лидер йышне кӗнӗ. Выпускниксен 99,65 % аттестат илнӗ, 51 ҫын ППЭне 100 баллӑх панӑ, 100 балл пухнӑ кашни виҫҫӗмӗш выпускник — ялти шкултан. Чӑваш Республики Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Топ-20 регион йышне кӗрет.
Юлашки пилӗк ҫулта республикӑра 9 ҫӗнӗ шкул тата 24 ача сачӗ хута янӑ. 2026 ҫулта 36 шкула тӗпрен юсама 4,6 миллиард тенкӗ янӑ, ку — рекордлӑ сумма[3].
Вӑтам професси пӗлӗвӗ
2025 ҫулта тӑхӑрмӗш класран вӗренсе тухнисен 60 ытла проценчӗ вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене заявленисем панӑ. Колледжсенче бюджет вырӑнӗсен шучӗ 11 пин таран ӳснӗ.
Вӑтам професси вӗрентӗвӗн аталанӑвӗн тӗп драйверӗ «Профессионалитет» федераци проекчӗ пулса тӑнӑ. 2022 ҫултанпа Чӑваш Енре машиностроени, хими промышленноҫӗ, ял хуҫалӑхӗ, педагогика тата медицина отраслӗсенче 9 вӗрентӳпе производство кластерӗ йӗркеленӗ[4]. Хальхи йышши 50 ытла мастерской уҫнӑ, проектран вӗренсе тухнисен 85 % регионти малта пыракан предприятисене ӗҫе вырнаҫать («Химпром», «Промтрактор», «Шупашкарти электроаппарат завочӗ»). 2025 ҫулта строительство отраслӗнче тата туризм сферинче кластерсем йӗркелеме тытӑннӑ[5].
Аслӑ пӗлӳ тата ӑслӑлӑх
Республикӑн ертсе пыракан аслӑ шкулӗсем — И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ[6] тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ[7]. 2025 ҫулта бюджет вырӑнӗсем валли конкурс пӗр вырӑна 4,1 ҫынпа танлашнӑ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ[8], Шупашкарти коопераци институчӗ (Раҫҫей коопераци университечӗн филиалӗ), Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ[9] пур, ют хула аслӑ шкулӗсен филиалӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти коопераци институчӗн ҫумӗнче 2026 ҫулта ҫамрӑксем валли коопераци предпринимательлӗхне аталантарас енӗпе Республикӑри ресурс центрне хута яма тытӑннӑ[10].
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен тытӑмӗнче тӗп тата практика тӗпчевӗсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) ертсе пырать, ӑна 1930 ҫулта никӗсленӗ, «Хисеп палли» орденпа чысланӑ.
Цифровизаци тата инновацисем
2026 ҫулта Чӑваш Республикинче вӗрентӳ валли цифра сервисӗсем хута каяҫҫӗ: «1-мӗш класа йышӑнасси» тата «Абитуриент пулӑшуҫи» чат ботсем, ҫавӑн пекех ӗлкӗрсе пырайманнине ир палӑртма пулӑшакан дашборд[3]. Шкулсене Wi-Fi-па тивӗҫтересси тата педагогсене планшетсем парасси малалла пырать. IT-колледжпа пӗрле ӑс-хакӑл интеллект технологийӗсене тата вӗрентӗве персонализацилеме нейротренажёрсене ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.
Тӑван чӗлхесене вӗрентни
Республикӑра чӑваш тата ытти тӑван чӗлхене вӗренессипе тивӗҫтереҫҫӗ. Тарӑнрах вӗренмелли чӗлхене хӑйсен ирӗкӗпе суйласа илеҫҫӗ. 2025 ҫул тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине вӗрентекен педагогсен йышне пӗтӗмпех комплектланӑ[11]. Влаҫсем шкул умӗнхи ӳсӗмрен пуҫласа Чӑваш Енӗн тӑван чӗлхипе литературине тата культурине упраса хӑварасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.
2026 ҫултанпа «Сеть учителӗ. Мобильлӗ класс» тата «Мобильлӗ учитель» проектсем старт илӗҫ, вӗсем ял хутлӑхӗнче пахалӑхлӑ вӗренӳпе пӗр тан тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗм[12]. .
Тӗп пулӑмсен хронологийӗ (XX—XXI ӗмӗрсем)
- 1936 — Чӑваш Енри шкулсенче 8—10-мӗш классенче пур дисциплинӑна та вырӑс чӗлхипе вӗрентме йышӑннӑ.
- 1938 — республикӑри пур шкулсенче те вырӑс чӗлхине обязательнӑй майпа вӗрентме йышаннӑ.
- 1958 — ашшӗ-амӑшне ачисене мӗнле чӗлхепе вӗрентессине суйласа илме ирӗк паракан саккуна йышӑннӑ.
- 1993 — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе вӗренме условисем туса парассине ҫирӗплетнӗ Чӑваш Республикин «Вӗрентӳ пирки» саккунне йышӑннӑ.
- 2007 — федераци патшалӑх вӗрентӳ стандарчӗсенче наци-регион компонентне пӑрахӑҫланӑ.
- 2009—2010 — Чӑваш Енри шкулсем «Тӗн культурисен тата чиркӳепе ҫыхӑнман этикӑн тӗпӗсем» курса вӗрентмелли сӑнав проекта хутшӑннӑ.
- 20—-2025 — социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫлани, шкул умӗнхи вӗренӳпе 100 % тивӗҫтерни, шкулсене хастар туни тата юсани.
- 2025—2030 ҫулчченхи вӗренӳ аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетнӗ.
Ӑнлантурсем
- ^ Образование Чувашии (выр.). наследиечувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Новая эра образования в Чувашии – Олег Николаев утвердил Стратегию развития отрасли образования до 2030 года (выр.). Министерство образования Чувашской Республики (21 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Олег Николаев: На капремонт чувашских школ в 2026 году будут направлены рекордные 4,6 млрд рублей (выр.). glava.cap.ru (23 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах состоялось открытие образовательного кластера "Клиническая и профилактическая медицина" (выр.). medcollege21.med.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ В Чувашии появится новый образовательный кластер (выр.). runews24.ru (3 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Сведения об университете. Чувашский государственный университет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Основные сведения о ЧГПУ. Чувашский государственный педагогический университет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Основные сведения об университете. Чувашский государственный аграрный университет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Основные сведения о ЧГИКИ. Чувашский государственный институт культуры и искусств. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ В Чувашии планируют открыть Республиканский ресурсный центр по развитию кооперативного предпринимательства для молодежи (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (19 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Чувашский язык в школах будут учить с помощью технологий виртуальной и дополненной реальности (выр.). cap.ru (25 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Олег Николаев: На капремонт школ республики в 2026 году направят рекордные 4,6 миллиарда рублей (выр.). ntrk21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.