Пӗтӗм тӗнчери фейерверк фестивалӗ (Шупашкар)
Пӗтӗм тӗнчери фейерверк фестивалӗ (Шупашкар) (выр. Международный фестиваль фейерверков (Чебоксары)) — фейерверк искусствинчи чи лайӑх ҫитӗнӳсене кӑтартни, вӑл Шупашкарта ҫулсерен иртет. Юлашки ҫулсенче фестивале «Асамат» ятпа ирттернӗ.
2024 тата 2025 ҫулсенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес тесе фестивале ирттермен[1].
Фестиваль ҫинчен
Фестиваль тӗллевӗ — фейерверк искусствинчи чи лайӑх ҫитӗнӳсене кӑтартасси, фейерверк искусствине тата Шупашкар хули Раҫҫейри чи лайӑх хуласенчен пӗри тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм центрӗ пулнине популяризацилесси[2].
Фестиваль тӗллевӗсем:
- хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври чи лайӑх пиротехника коллективӗсен тата фирмисен пултарулӑхпа техника майӗсене демонстрацилесси;
- Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи хуласен хушшинче ҫӗнӗ культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси;
- Шупашкар хулин имиджне Раҫҫейри чи лайӑх хуласенчен пӗри тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм центрӗ пек йӗркелесси.
Фестивале Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Раҫҫейри пиротехниксен тата фейерверксен демонстраторӗсен ассоциацийӗ (РАПИД-Фейерверк) пулӑшнипе йӗркелет.
Фестиваль ирттермелли вырӑн — Шупашкар хули, Шупашкар кӳлмекӗн ҫыран хӗрри тата Атӑл юхан шывӗн акваторийӗ.
Историйӗ
Шупашкарта ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи фейерверк фестивальне йӗркелес тата ирттерес сӗнӳпе Чӑваш Республикин Правительстви патне «РАПИД-Фейерверк» Раҫҫейри пиротехника Ассоциацийӗн президенчӗ, ФГУП "ФНПЦ «НИИ прикладной химии» Раҫҫейри пиротехника центрӗн директорӗ, Н. Вареных академик тухнӑ.
2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче фейерверк фестивальне йӗркелес тата ирттерес ыйтупа Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗн Юрий Волошинӑн тата «В. И. Чапаев ячӗллӗ ЧПО» ФГУП тӗп директорӗн Михаил Резниковӑн пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ.
Шупашкарта фейерверк фестивальне ирттерес шухӑша Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. В. Фёдоров ырланӑ. Унӑн шухӑшӗпе: «Ҫак проект туристсене чӑваш ҫӗрӗ ҫине ытларах илӗртме пулӑшӗ».
Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш фейерверк фестивалӗ
Шупашкарта 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фейерверк фестивальне Раҫҫейри (Санкт-Петербург, Шупашкар, Сергиев-Посад, Челепи), Беларуҫ, Казахстан командисем хутшӑннӑ.
Фейерверк искусствин кӑтартӑвӗсем Шупашкар кӳлмекӗнче шыв ҫийӗн иртнӗ. Уставкӑсен пӗтӗм ӗҫӗсене палӑртса кӗвӗ ҫеммипе тунӑ. Пиротехника изделийӗсене виҫӗ вырӑнтан синхронлӑ харӑс перессине управленин электронлӑ пульчӗсенчен ямалли программӑпа йӗркеленӗ.
Фестиваль ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӑвӑрт утассипе иртнӗ XXIII Кубокне хупнӑ кун вӗҫленнӗ.
Пиротехника спектаклӗсен темисем:
- Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — «Ҫӗнтерӳ кунӗ!»;
- Ҫӑвӑн 10-мӗшӗ — «Халӑхсен туслӑхӗ»;
- Ҫӑвӑн 11-мӗшӗ — «О, спорт, эсӗ — тӗнче!»[3]
Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фейерверк фестивалӗ
Пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш фейерверк фестивалӗ ҫӗртмен 23-24-мӗшӗсенче Шупашкар кӳлмекӗн ҫыранӗнче иртнӗ. Икӗ каҫра хӑйсен ӑсталӑхне Раҫҫейри (Шупашкар, Челепи тата Тӗмен), Беларуҫри тата Казахстанри 5 профессионал пиротехника команди кӑтартнӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗн темине космоса халалланӑ. Ку темӑна суйлани Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ виҫҫӗмӗш летчик-космонавт Андриян Николаев сакӑрвунӑ ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Фестиваль ҫӗртмен 24-мӗшӗнче «Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» ФГУП гала-представленипе вӗҫленнӗ, ку кӑтарту конкурса кӗмен.
Фестивалӗн тӗп призне Беларуҫ Республикинчи Дзержинск хулинчи «Кальвин» ТМЯП команда ҫӗнсе илнӗ, ӑна ҫӗнтерӳҫӗ дипломне тата хӑйне евӗрлӗ статуэткӑна, Амӑшӗн монуменчӗн копине, панӑ. Хутшӑннӑ кашни командӑна тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. Ҫутӑ сӑнар туса кӑтартнӑшӑн Челепи хулинчи «Фейерверк» ТМЯПа чысланӑ; «Чи лайӑх пирокӗвӗллӗ композици» Тӗменти «Фейерверк-Центр» ТМЯПа лекнӗ; «Оригиналлӑ кӑтартушӑн» номинацире Казахстан Республикинчи «Жарылыс и Ко» ТООна палӑртнӑ. Идейӑна творчествӑлла сӑнланӑшӑн ятарлӑ приза фейерверк кӑтартӑвне тӗп пурнӑҫлакана — «Шупашкарти Василий Иванович Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» ФГУПа панӑ[4].
Пӗтӗм тӗнчери виҫҫӗмӗш фейерверк фестивалӗ
2012 ҫулхи ҫӗртмен 23-24-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин тӗп хулинче — Шупашкарта — Пӗтӗм тӗнчери III фейерверк фестивалӗ иртнӗ, ӑна ун чухне Чӑваш Республики йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалланӑ, уяв мероприятийӗсем ҫак фестивальпе вӗҫленнӗ.
Фестиваль чӑн-чӑн илеме юратакансене пуҫтарнӑ. Пирокӗвӗллӗ кӑтартӑва Шупашкарти кӳлмек акваторийӗнчен тата Управҫӑ Анне палӑкӗ ҫывӑхӗнчен сӑнама май пулнӑ.
Конкурс кӑтартӑвне тӑватӑ команда хутшӑннӑ:
Санкт-Петербург хулинчи «Петергофри пиротехника картишӗсем» ХАО, Беларуҫ Республикинчи Дзержинск хулинчи «Кальвин» ТМЯП, Шупашкарти «Пироснаб-Атӑлҫи» ТМЯП, Челепи хулинчи «Фейерверкс» ТМЯП.
Фестивале йӗркелекенӗ Чӑваш Республикин Правительстви пулнӑ[5].
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери тӑваттӑмӗш фейерверк фестивалӗ
Ӑна 2013 ҫулхи ҫӗртмен 23-24-мӗшӗсенче ирттернӗ. Пӗтӗм тӗнчери IV фейерверк фестивальне Республика кунне уявланӑ май ирттернӗ. Ун чухне фестивале Ҫамрӑксен ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫи Беларуҫри команда пулса тӑнӑ (сасӑлавра 45% пухнӑ). Икӗ кун хушшинче иртнӗ фестивале пурӗ пилӗк команда хутшӑннӑ: Шупашкартан, Мускавран, Санкт-Петербургран, Беларуҫрен тата Украинӑран. Шупашкарти ушкӑна «Фейерверк шоуне йӗркелес енӗпе чи лайӑх постановка» енчен палӑртнӑ. Музыкӑпа ӳнер енчен чи лайӑх илемлени тӗлӗшӗнче Мускаври команда мала тухнӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Фестиваль фейерверков «Асамат» отменен в целях безопасности (выр.). Правительство Чувашской Республики (13 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Положение о II Международном фестивале фейерверков (выр.). Промышленная политика, инновационное развитие и качество. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Впервые в Чебоксарах. Международный фестиваль фейерверков — три дня великолепного праздника «разноцветных огней» (выр.). cheboksary.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Сегодня открывается II Международный фестиваль фейерверков Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 23 июня 2012 года Чебоксарское небо раскрасили фейерверки (выр.). rparus.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Салют как произведение искусства: итоги фестиваля фейерверков в Чувашии (выр.). ИА Регнум. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.