Сокол (Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑр керменӗ)

«Сокол» пӑр керменӗҪӗнӗ Шупашкарти пӑр керменӗ, хулари шайбӑпа хоккейла вылямалли витнӗ пӗрремӗш спорт площадки.

Историйӗ

Пӑр керменне совет саманинчех «Химпром» ертсе пынипе туса лартнӑ. Асӑннӑ пӑр керменӗнче хоккеистсемсӗр пуҫне фигуристсем те ӑсталӑхне туптанӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗн килти пӑр площадки шутланать. «Сокол» — хулари пӗртен-пӗр витнӗ пӑр керменӗ.

«Химпромсӑр» пуҫне ку ӗҫе чылай предприяти тата организаци хутшӑннӑ. Тимӗр-бетон плитасене ҫурт-йӗр тӑвакансем ӑсталанӑ тата лартнӑ, трибунӑсене «Химпром» производство пӗрлешӗвӗн тата «Ремстроймаш» ӗҫченӗсем, компресси станцине «Волгонефтехиммонтажӑн» Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗсем вырнаҫтарнӑ. Ҫӗршер комсомолец субботниксемпе воскресниксенче вӑй хунӑ. Тӗп тӳпине 4-мӗш стройтрестӑн генподрядлӑ СУ-32 управленийӗ хывнӑ.

Хоккей площадкин виҫи 60х30 м. 3500 ҫын лармалӑх трибунӑсем вырнаҫтарнӑ. Чӑваш АССРӗнчи ҫакӑн йышши пӗрремӗш спорт сооруженине 1985 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче чаплӑ лару-тӑрура уҫнӑ[1].

Хальхи вӑхӑт

2011-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2014-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗччен «Сокол» пӑр стадионӗн анлӑ реконструкцийӗ иртнӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче ҫӗнелнӗ керменте «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» Пӗтӗм тӗнчери V спорт форумӗн пленарлӑ ларӑвне ирттернӗ, унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин хутшӑннӑ.

Паян «Сокол» пӑр стадионӗ Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин «Олимп резервӗн 4-мӗш спорт шкулӗ» бюджет учрежденийӗн студенчӗсен, хулари ачасемпе ҫамрӑксен занятийӗсен вырӑнӗ шутланать[2]. Ҫулсерен кунта шайбӑпа хоккей енӗпе Раҫҫей первенствин матчӗсене, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк спортсменсен А. В. Тарасов ячӗллӗ «Ылтӑн шайба» хоккей клубӗн ӑмӑртӑвӗсене, Раҫҫей ҫамрӑкӗсен Хӗллехи спартакиадине, регион тата регионсен хушшинчи «Ырӑ пӑр» кубокӗсене тата ытти нумай ӑмӑрту ирттереҫҫӗ[3].

Вуламалли

  • Борисов А. Ледовый стадион открыт // Советская Чувашия. – 1985. – № 11 (17894). – 13 января. – С. 4.(Библиотека БУ «ГАСИ ЧР».
  • Хоккей в Чувашии // официальный сайт Бюджетного учреждения Чувашской Республики дополнительного образования «Спортивная школа № 4 и ХК «Сокол» //https://hcsokol.rchuv.ru/istoriya-novocheboksarskogo-hokkeya/hokkej-v-chuvashii /.