Ҫӗнӗ Шупашкарти Мухтав аллейи

Ҫӗнӗ Шупашкарти Мухтав аллейиЧӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ-ҫар тата патриотизмпа асӑну вырӑнӗ.

undefined

Анчах та ҫар мухтавӗ ҫеҫ мар, ӗҫ мухтавӗ те пулать. Аллея пуҫламӑшӗнчи тетраэдрсем ҫакӑн пирки калаҫҫӗ, ҫакӑн пек тетраэдрсемпе Атӑла пӗвеленӗ. Мухтав аллейи Гидростроительсен бульварӗнче вырнаҫни те символлӑ[1].

Аллейӑн тӗп пайӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкар хули вырӑнӗнче вырнаҫнӑ ялсенчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑк.

undefined
undefined
undefined

Гранит постамент ҫинче — автомата пуҫ тӑрринче тытса тӑракан ҫӗнтерӳҫӗ салтакӑн барельефӗ. Палӑк ҫине «Памяти павших будьте достойны» сӑмахсене ҫырса хунӑ, «1941—1945» палӑк умӗнче сӳнми асӑну вучӗ ҫунать.

Аллейӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ҫар техникине вырнаҫтарнӑ.

Мухтав аллейинчи тепӗр палӑк — хула паттӑрӗсен ячӗсене ҫырнӑ икӗ симметриллӗ мрамор обелиск тата аллине автомат тытнӑ бронза салтак. Ӑна локаллӑ вӑрҫӑсемпе ҫар хирӗҫӗвӗсене хутшӑннӑ пур салтака та халалланӑ. Паттӑррӑн пуҫ хунисен ячӗсене ҫырса хунӑ.

Сӑваплӑ Георгий Победоносеца халалласа часавай Мухтав аллейин композицине вӗҫлет. Христиансен йӑлипе, строительствӑна хулара пурӑнакансемпе организацисем хывнӑ укҫа-тенкӗпе тунӑ[2].

Мухтав аллейинче кашни ҫулах нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса хуҫнӑ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫынсем георги хӑйӑвне ҫакаҫҫӗ, чечексемпе, ветерансен портречӗсемпе кунта килеҫҫӗ[3].

Историйӗ

Мухтав аллейинчи тӗп палӑка 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршывра Ҫӗнтерӳ 40 ҫулне паллӑ тунӑ чухне уҫнӑ. Ӑна В. Черепанов скульпторпа Б. Шимарев архитектор пурнӑҫланӑ. 13 ялтан фронта пин ытла ҫын кайнине, вӗсенчен 765-шӗ вилнине пӗлтерекен хут ҫырса ҫӗр айне капсула чиксе хӑварнӑ[4].

Локаллӑ вӑрҫӑсемпе ҫар хирӗҫӗвӗсене (Афганистан, Таджикистан, Ҫурҫӗр Кавказ) хутшӑннӑ пур салтака та халалланӑ палӑка 2006 ҫулта уҫнӑ, скульпторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ П. Пупин).

undefined

2009 ҫулта Сӑваплӑ Георгий Победоносеца халалланӑ часавай туса лартнӑ.

Аллейӑри палӑксемпе объектсем

  • Ҫӗнӗ Шупашкар хули вырӑнӗнче вырнаҫнӑ ялсенчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑк,
  • локаллӑ вӑрҫӑсемпе ҫар хирӗҫӗвӗсене хутшӑннӑ салтаксене халалланӑ палӑк,
  • Сӑваплӑ Георгий Победоносеца халалланӑ часавай.

Ҫар техники

undefined

Пӗрремӗш тупӑсене 2005 ҫулта вырнаҫтарнӑ. Ҫак тупӑсем — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи совет артиллерийӗн чаплӑ тӗслӗхӗсем.

  • Вӗсенчен чи палли — 76-мм дивизи туппи (ЗИС-3). 1941 ҫултан пуҫласа 1945 ҫулччен тӑватӑ ҫул хушшинче 48 пин ытла оруди кӑларнӑ.
  • Иккӗмӗш тупӑ — АЗП-39 — зенит орудийӗ, сывлӑшран тапӑннисене пусарма кӑларнӑ.
  • Виҫҫӗмӗшӗ — 57-мм танксене хирӗҫле тупӑ (ЗИС-2), 1940 ҫулта, ҫакӑн пек класлӑ тупӑсем хушшинче чи пысӑк шӑтару хӑвачӗллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче ӑна кӑларма вӑхӑтлӑха килӗшмен, мӗншӗн тесен вӑл кирлӗ мар пек туйӑннӑ. Анчах нимӗҫсем «Пантера» тата «Тигр» танксем кӑларма тытӑнсанах ЗИС-2 строя таврӑннӑ.
  • Тӑваттӑмӗш тупӑ — 122-мм гаубица (М-30). Вӑл та чи ӑнӑҫлисенчен пӗри пулса тӑнӑ, халӗ те тӗнчери хӑш-пӗр ҫарсенче вӑйра тӑрать.
  • Икӗ БТР вырнаҫтарнӑ, анчах та вӗсене оборона промышленноҫӗ Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ҫеҫ кӑларма тытӑннӑ[5].
undefined

Ҫӗнӗ Шупашкарти ытти вӑрҫӑ-ҫар палӑкӗсемпе объектсем

  • Чӑваш Республикинче совет влаҫне туса хурассишӗн 1919 ҫулта пуҫ хунӑ Иван Семёнов коммуниста асӑнса лартнӑ палӑк (скульпторӗ — А. Брындин, архитекторӗ — Б. Шимарев),
  • Ҫӗнтерӳ аллейи (Первомайская ур.),
  • Ҫӗнтерӳ аллейинчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асӑнса лартнӑ обелиск (авторӗсем — И. Андреев тата Н. Андреев, 2014),
  • Ветерансен аллейи (Тӗкӗрҫ микрорайонӗ),
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ обелиск (Собор лапамӗ),
  • Иваново ялӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ обелиск (Силикат ур.),
  • Ольтикасси ялӗнчен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ обелиск (Ольтикасси),
  • Вӑрҫӑн икӗ паттӑрӗн — Женя Крутова летчица тата Вячеслав Винокуров танкист — ячӗсемпе хула урамӗсем хисепленеҫҫӗ,
  • Женя Крутова урамри 10-мӗш ҫурт ҫинче Ж. Крутовӑн асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ,
  • Афганистанра пуҫ хунӑ ентеш-салтаксене асӑнса лартнӑ обелиск (Интернационалист-салтаксен ур., палӑк авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Александр Ильин)[6].