Химик (Ҫӗнӗ Шупашкарти культура керменӗ)

«Химик» культура керменӗЧӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ культура учрежденийӗ[1].

«Химик» культура керменӗ — икӗ-виҫӗ хутлӑ ҫурт, хула варринче вырнаҫнӑ.

Керменте занятисем ирттермелли пуян классем, профессиллӗ сцена, 613 вырӑнлӑх хӑтлӑ киноконцерт залӗ, 74 вырӑнлӑх пӗчӗк кинозал, 30 ҫын валли банкет залӗ, тӗрлӗ презентацисемпе мероприятисем ирттермелли площадкӑсем пур.

Культура керменӗ Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисемпе хула хӑнисене тӗрлӗ программа сӗнет: халах культурипе ҫыханнӑ тата професси уявӗсем, ача-пӑча театрализациленӗ представленисемпе тематика программисем, халӑх вӑййисем, концертсем, фестивальсемпе конкурссем, ҫав шутра онлайн-форматра та, ҫавӑн пекех икӗ кинозалта кинофильмсем кӑтартаҫҫӗ.

«Химик» Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗпе, РФ Кино фончӗпе, хулари предприятисемпе тата организацисемпе, сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӳ, спорт тата культура учрежденийӗсемпе хастар ӗҫлет.

Историйӗ

Химиксен культура керменне 1971 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫнӑ. Ун чухне вал Чӑваш АССРӗнчи чи хӑтлӑ, илемлӗ, аппаратурӑпа оборудовани енчен чи пуян культура учрежденийӗ пулнӑ.

Культура керменне уҫичченех ун ҫинчен ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пӗлнӗ, нумайӑшӗ пулӑшма тӑрӑшнӑ: ялтӑракан кантӑклӑ сталинит алӑксене Мускав метровне тӑвакансем ӑсталаса панӑ, тимӗр фурнитурӑна — Киевран, залри креслосене — Литваран, мрамор плитасене — Уралран, пластмасс япаласене — Ленинградран тата Мускавран (Останкино телецентрне тӑвакансем), сценӑна кармалли бархат чаршава СССР Культура министерстви парнеленӗ.

Шупашкар хими комбинатне «Химпром» производство объединенийӗ туса хурсан культура керменне хальхи — «Химик» — ят панӑ.

2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Культура министерствипе РФ Кино фончӗ пулӑшнипе керменте кинозала ҫӗнетнӗ, хальхи вӑхӑтри сасӑпа курӑм тытӑмӗсене вырнаҫтарнӑ[2].

Ертӳҫӗсем

Химиксен культура керменӗн пӗрремӗш директорӗ Илья Павлович Олентырь пулнӑ.

  • 1971—1975 — Илья Павлович Олентырь,
  • 1975—1984 — Иван Кириллович Кондратьев,
  • 1984—1989 — Валерий Васильевич Перцев,
  • 1989—1994 — Виталий Анатольевич Прокофьев,
  • 1994—2002 — Юрий Николаевич Трофимов,
  • 2002—2017 — Вадим Титович Васильев,
  • 2017 ҫултан — Вячеслав Александрович Фошин[3].

Пултарулӑх ушкӑнӗсем

Культура керменӗнче 20 пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫлет: 8 хореографи, 7 вокал, 1 театр тата 4 тӗрлӗ пӗрлешӳ. Пӗтӗмӗшле ансамбльсемпе студисене 800 ытла ҫын ҫӳрет.

Культура керменӗ ҫумӗнче хӑйсен пултарулӑхне аталантаракан ушкӑнсем[4]:

  • «Узоры» халӑх ташӑ ансамблӗ;
  • «Triumph» ташӑ студийӗ;
  • «Радость» халӑх ташшин ача-пӑча халах ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Львов Илья Васильевич);
  • «Random» хальхи ташӑ студийӗ;
  • «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ;
  • «Теветкел» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алексеева Альбина Тимофеевна);
  • «Сăрнай» халӑх вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эриванов Николай Лазаревич);
  • «Ремейк» пултарулӑх вокал студийӗ;
  • «Шевле» халӑх вокал студийӗ;
  • «Успех» халӑх вокал студийӗ;
  • «Кăмăл» халӑх вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Трубников Иван Иванович);
  • «Серебряные годы» ветерансен халӑх хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Трубников Иван Иванович);
  • «Горница» вырӑс юррин халах ансамблӗ (ансамбле никӗслесе 1994—2021 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫле культура ӗҫченӗ Корыстина Валентина Петровна ертсе пынӑ, 2021 ҫулта ансамбль ун ячӗпе хисепленет);
  • «Ахрӑм» халӑх театрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алексеева Альбина Тимофеевна);
  • тата ыттисем.