Франциск (Рим папи)
Франци́ск (лат. Franciscus, итал. Francesco), суйланиччен — Хо́рхе Ма́рио Берго́льо (исп. Jorge Mario Bergoglio; 1936 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Буэнос-Айрес — 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Ватикан) — 266-мӗш Рим папи[5]. 2013 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче суйланнӑ. Историре Ҫӗнӗ Светри 12000 ҫул хушшинче Европӑран мар суйланнӑ пӗрремӗш папа (731-741 ҫулсенче папа пулнӑ III Григорий сириец хыҫҫӑн)[6]. Пӗрремӗш папа-иезуит. XVI Григорий (1831—1846) хыҫҫӑн пӗрремӗш папа-манах[7].
Биографийӗ
Хорхе Марио Бергольо Буэнос-Айресра 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Итали эмигранчӗн, чукун ҫул рабочийӗн Марио Джузеппе Бергольо тата Реджина Мария Сивори ҫемйинче ҫуралнӑ. Пилӗк ачаран чи кӗҫӗнни[9]. Химик-технолог дипломне илнӗ. Буэнос-Айресри Вилья-Девото семинарийӗнче вӗреннӗ.
1958 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иезуитсен орденне кӗнӗ[10]. Унтан Буэнос-Айресри Ҫветтуй Иосиф колледжӗнче малалла вӗреннӗ, унта философи енӗпе лиценциат степеньне илнӗ. Буэнос-Айресри католиксен виҫӗ колледжӗнче литературӑна, философие тата теологие вӗрентнӗ. Испанла кӑна мар, итальянла тата нимӗҫле те ирӗклӗн калаҫнӑ. Рим папи Франциск каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене чиркӳпе ҫывӑхлатма тытӑниччен Аргентинӑри каҫхи клубра вышибалӑра ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех тирпейлӳҫӗ тата лаборант пулнӑ[11].
Иезуит
1969 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Бергольо священнике тухнӑ. Ӑна Аргентинӑн тӗп хулинчи Сан-Мигель колледжӗнче теологи факультечӗн профессорне ҫирӗплетнӗ. 1970 ҫулсенче вӑл Аргентинӑри иезуит орденӗнче тӗрлӗ поста йышӑннӑ.
Лидер пахалӑхӗсене кура иезуит орденӗн ертӳлӗхӗ Бергольон статусне ӳстернӗ. 1980 ҫулта ӑна хӑйӗн альма-матерӗн, Ҫветтуй Иосиф семинарийӗн, ректорне лартнӑ. Ку должноҫе вӑл 1986 ҫулччен йышӑннӑ. Унтан Германире доктор диссертацине хӳтӗлесе тӑван тӑрӑхне исповедник тата Кордова архиепископийӗн тӗн директорӗ пек таврӑннӑ.
Епископ
1992 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Бергольона Аукӑн титулярлӑ епископ титулӗпе Буэнос-Айресӑн пулӑшакан епископне ҫирӗплетнӗ. 1992 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӑна Буэнос-Айресри кафедра соборӗнче Буэнос-Айресӑн архиепископӗ Антонио Кваррасино(выр.)чăв. кардинал епископа кӑларнӑ. Кваррасино кардинал хӑйӗн служба тивӗҫӗсене кӗҫех вӗҫлесси паллӑ пулсан 1997 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Бергольона Буэнос-Айрес архиепископӗн коадъюторне (епархие йышӑнса юлма пултаракан епископ) лартнӑ.
Кваррасино вилсен 1998 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл Буэнос-Айресӑн ҫӗнӗ архиепископӗ пулнӑ. 1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Аргентинӑри хӗвелтухӑҫ йӑла-йӗрке католикӗсен ординарине лартнӑ. Вӗсен хӑйсен иерархӗ пулман (ҫав шутра вырӑс католикӗсен миссийӗ те[12][13][14]).
Кардинал
2001 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Рим папи II Иоанн Павел Бергольона Ватиканра консисторире кардинала ҫирӗплетнӗ. Вӑл Сан-Роберто-Беллармино чиркӗвӗн титулне илнӗ.
Рим курийӗнче Бергольона харӑсах темиҫе административлӑ постра кардинал пек лартнӑ. Вӑл Тӗн ӗҫӗсемпе ӗҫлекен конгрегацин, Кӗлӗ тата таинство дисциплинин конгрегацийӗн, Пурнӑҫа тата апостол пурнӑҫӗн обществине халалланӑ институтсен конгрегацийӗн пайташӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Бергольо Латинла Америкӑпа ӗҫлекен комиссин тата Ҫемье ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Папа канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Бергольо кардинал сӑпайлӑхӗпе, доктриналлӑ консерватизмпа тата социаллӑ танлӑх ӗҫне парӑннипе палӑрса тӑнӑ. Вӑл ахаль пурнӑҫпах пурӑннӑ, ку унӑн ят-сумне витӗ кӳнӗ. Пӗчӗк хваттерте пурӑннӑ, вӑл архиепископ керменӗ пек курӑнман. Бергольо хӑйне уйӑрса панӑ лимузинпа мар, общество транспорчӗпе ҫӳренӗ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн валли хӑйех апат пӗҫернӗ.
2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫынсен прависене хӳтӗлекен адвокат Бергольона хирӗҫ уголовлӑ айӑплав пуҫарнӑ, ӑна 1976 ҫулта иезуитӑн икӗ священникне вӑрланӑ ҫар хунтипе(выр.)чăв. каварлашнӑ тесе айӑпланӑ[15]. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Аргентинӑри ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ судья Херман Кастелли La Nación хаҫата панӑ интервьюра ҫапла каланӑ: «Рим папи Хорхе Бергольо ҫак священниксене «сутни» пирки пӗлтерни — суя. Эпир йӑлтах тишкертӗмӗр, версие итлерӗмӗр, фактсене пӑхрӑмӑр та ҫав тӗслӗхсенче унӑн ӗҫӗсем юридици тӗлӗшӗнчен унта хутшӑнни шутланмасть тесе йышӑнтӑмӑр. Урӑхла пулнӑ тӑк эпир кун пирки пӗлтерӗттӗмӗр»[16][17][18].
Папабиль
Рим папи II Иоанн Павел вилсен Бергольона Ватикана 2005 ҫулта иртнӗ папӑсен Конклавне кардинал-суйлавҫӑ пек хутшӑнма чӗннӗ. Бергольона папабиль пек пӑхса тухнӑ пулсан та Конклав ҫӗнӗ папа вырӑнне Йозеф Ратценгер кардинала суйланӑ. Анчах Конклава хутшӑннӑ паллӑ мар ҫыннӑн 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пичетленнӗ анонимлӑ кун кӗнекинче Бергольо Конклавра Ратценгерӑн тӗп соперникӗ пулнине палӑртнӑ[19]. Ҫак документра палӑртнӑ тӑрӑх, Бергольо виҫҫӗмӗш тапхӑрта 40 сасӑ пухнӑ, анчах тӑваттӑмӗш турта, чи пӗлтерӗшлинче, унӑн 26 сасӑ кӑна пулнӑ.
Епископсен синочӗн тапхӑрӗнче 2005 ҫулта Бергольона постсинод канашӗн пайташне суйланӑ. 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Аргентинӑри Епископсен конференцине виҫӗ ҫул ертсе пынӑ (2005-2008).
2013 ҫулта XVI Бенедикт хӑйӗн вырӑнне пушатнӑ хыҫҫӑн иртнӗ конклавра вӑл папабильсен (нумай претендент пулнӑ) йышне кӗнӗ[20], ун чухне ӑна суйланӑ.
Рим папине суйлани
Рим папине ӑна 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суйланӑ. Папа Франциск Ассизский ҫветтуя халалалса Франциск (лат. Franciscus) ята йышӑннӑ[21]. Ҫак ятпа усӑ курни паплӑх историйӗнче пӗрремӗш хут пулса иртнӗ. Франциск I номерпе усӑ курас мар тенӗ. Унӑн ячӗ ҫумӗнче I тени каярах II Франциск папа тупӑнсан кӑна пулӗ. Франциск иезуитсен орденӗн представителӗсенчен тата Ҫӗнӗ Светри пӗрремӗш папа пулнӑ.
Франциск папӑн Папӑсен интронизацийӗ(выр.)чăв. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ.
Понтификат
Кардиналсем Франциск ытлашши нумай хур курасран пӑшӑрханнӑ, ҫавӑнпа вӑл соцсетьсенче аккаунтсем уҫман. Анчах 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Рим папи Франциск кӗлӗсен «Кликни и молись» ятарлӑ сайта тата мобильлӗ сарӑмсем хута ярассине пӗлтернӗ. Понтифик хӑй алла планшет тытса йӑлана кӗнӗ вырсарникунхи проповедьре ку пуҫару пирки пӗлтернӗ[22].
2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Франциск папа журналистсене вӑл та, ун умӗнхи папа пек, сывлӑхне пула хӑйӗн вырӑнне пушатма пултарасси пирки пӗлтернӗ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче понтифик Гаванӑра юлашки вӑхӑтра халӑх ҫине сайра тухнӑ 89 ҫулти Фидель Кастрон резиденцине ҫитсе курнӑ[23].
2015 ҫулта вӑл ертсе пынипе ҫемье юрӑхсӑр пулнине йышӑнмалли ӗҫе ансатлатакан реформӑна йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Францискӑн Amoris laetitia (лат. Юрату савӑнӑҫӗ) апостол ӳкӗтлевӗ пичетленнӗ. Унта вӑл ҫемье тата унӑн хальхи тӗнчери вырӑнӗ пирки ыйтусене хускатнӑ[24][25].
Управлени тата коррупципе кӗрешмелли реформӑсемпе килӗшӳллӗн 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Тӗн ӗҫӗсен институчӗ (Ватикан банкӗ) историре пӗрремӗш хут ҫулталӑкри отчета пичетленӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Франциск Ватиканӑн финанс отчечӗн тулашри аудитне ирттерме палӑртнӑ (ку ӗҫе тума PricewaterhouseCoopers аудит команине суйланӑ).
2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Франциск Гаванӑра Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархӗпе Кириллпа тӗл пулнӑ. Кун пек шайри тӗлпулу Вырӑс православийӗн тата Католиксен чиркӗвӗсен историйӗнче пӗрремӗш хут пулнӑ.
2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Франциск айӑпласа вӗлерессине хирӗҫ пулнине каланӑ. Унӑн позицийӗ усӑллӑ пулнӑ: Нью-Йорк штачӗн (халӑх йышӗпе АПШра 4-мӗш штат) кӗпӗрнаттӑрӗ Эндрю Куомо(выр.)чăв. папӑпа пӗр шухӑшлӑ пулса ҫав уйӑхрах штатра айӑпласа вӗлерессине пӑрахӑҫлама саккун проектне хатӗрлеме шантарнӑ[26].
Франциск Тӗнчен иккӗмӗш вӑрҫи вӑхӑтӗнчи XII Пий понтификатӑн докуменчӗсен вӑрттӑлӑхӗсене уҫнӑ[27][28].
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Украинӑра ҫар ӗҫӗсем пуҫланнине шута илсе Франциск Ҫветтуй Престол ҫумӗнчи Раҫҫей посольствине пынӑ, ҫакна «нихҫан пулман утӑм» тесе палӑртнӑ[29]. Франциск Украина президенчӗ Зеленский патне шӑнкӑравланӑ, пӗрле «хурланнине» пӗлтерсе Ватикан «калаҫусем ирттермелли вырӑн» шыраса тупма тӑрӑшнине каланӑ[30]. «Тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр тесе Ҫветтуй Престол тем тума та хатӗр», — тенӗ папа[31], пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫӳллӗ шайри икӗ кардинала Украинӑна пулӑшупа ярассине пӗлтернӗ[32].
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Франциск Канадӑна апостол визичӗпе кайса килсен ҫапла каланӑ: «Ку ҫулҫӳрев тӗрӗслев евӗр пулчӗ… Чӑн та, хӑвна кун пек туйнӑ чухне ҫул ҫӳреме юрамасть». Кун хыҫҫӑн сывлӑхне пула вырӑна пушатма пултарассине туйнӑ. Артроза пула Рим папи кӳмепе ҫӳренӗ[33].
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче шӑнса пӑсӑлсан ӑна Римри Джемелли клиникине вырттарнӑ. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ватикан пресс-служби понтифик сывлӑхӗ йӗркеленни пирки пӗлтернӗ[34].
Франциск папа учрежденирен кайиччен Джемеллири балкон ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ. Вӑл аялти лапамра пухӑннӑ виҫӗ пине яхӑн ҫынна пил панӑ, пуҫ пӳрнине ҫӳлелле туса кӑтартнӑ. Унтан Санта-Мария-Маджорери базиликӑна кайнӑ, унта Роландас Макрицкас кардиналпа, папа базиликин коадъютор-архиепископӗпе, тӗл пулнӑ, ӑна Salus Populi Romani Мария турӑшӗ умне хума чечексем панӑ[35].
Кӑмӑл-сипет тата социаллӑ ыйтусем тӗлӗшпе позицийӗ
Эволюци теорийӗ
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Рим папи Франциск Понтифик академийӗнче ҫапла пӗлтернӗ: «Пулӑмлӑх кӗнекине вуланӑ чухне пирӗн Турра тӗнчене асамлӑ патакпа тунӑ асамҫӑ пек куҫ умне кӑларса тӑратас хӑрушлӑх пур. Анчах ку апла мар».
Ҫӑлӑнӑҫ теологийӗ
Бергольо – Турӑ ҫинчен ӑста вӗрентекен, «ҫӑлӑнӑҫ теологийӗнчен» карьера пуҫламӑшӗнчех хӑпни ҫинчен каланӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл Comunione e Liberazione консервативлӑ юхӑма ҫывӑх.
Аборт тата эвтанази
Бергольо кардинал тӗн тата ахаль ҫынсене аборта тата эвтаназие хирӗҫ пулма чӗнсе каланӑ[36].
Гомосексуаллӑх
Чи малтанах вӑл 2010 ҫулта Аргентина правительстви арҫынсене – арҫынпа, хӗрарӑмсене хӗрарӑмпа пӗрлешме ирӗк паракан саккуна хирӗҫ пулнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Франциск папа ҫапла пӗлтернӗ: «Римпа католик чиркӗвӗн тата ахаль христиансен гейсем пирки унччен ҫапла шутланӑшӑн каҫару ыйтмалла». Унӑн шухӑшӗпе, гомосексуалистсем хисепе тивӗҫ, вӗсен дискриминаци витӗмне лекмелле мар[37][38].
Социаллӑ тӗрӗслӗх
Бергольо чухӑнсене шелленӗ ҫинчен кӗл тунӑ пулин те хӑш-пӗр сӑнавҫӑ вӑл социаллӑ тӗрӗсмарлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене питех тимлеменнине палӑртнӑ. Политика экономикин ыйтӑвӗсемпе тӗплӗ позици йӗркелемесен те Бергольо тӗн тата тасалӑх пӗлтерӗшне палӑртнӑ, ку чухӑнсен нушине ӑнланасси патне илсе ҫитерессине ӗненнӗ. Ҫапах вӑл социаллӑ программӑсене майлӑ калаҫнӑ, ирӗклӗ рынок политикин тӗрӗслӗхӗнче иккӗленни пирки халӑх умӗнчех каланӑ.
2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Франциск папа Ватиканӑн тӗп урамӗнче — Ҫветтуй Петр тӳремӗнче — килсӗр ҫынсем валли тӳлевсӗр усӑ курмалли виҫӗ душ кабини лартма ирӗк панӑ. Вӑл пуҫарнипех пӗтӗм Римри чиркӳ прихучӗсенче килсӗррисем валли душ кабинисем вырнаҫтарнӑ[39].
Католиксен традиционализмӗ
Бергальо кардинал тӗнчере Буэнос-Айресра йӑлана кӗнӗ латинла мессӑна йышӑнса XVI Бенедиктӑн motu proprio шута хунӑ епископсенчен пӗри пулнӑ[42].
Раҫҫейпе хутшӑнни
Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархӗпе Кириллпа тӗл пулнисӗр пуҫне Франциск Римпа католиксен тата Вырӑс православи чиркӗвӗсен хушшинчи хутшӑнӑва аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑрассине пӗлтернӗ[43].
Энциклики
- Evangelii gaudium (2013) — хальхи тӗнчери Евангели проповечӗ пирки
- Lumen Fidei (2013) — ӗненӳ пирки (XVI Бенедикт папӑпа пӗрле)
- Laudato si’ (2015) — экологири тата тавралӑхри ҫивӗч ыйтусем пирки
- Fratelli tutti (Все братья) (2020) — пӗтӗмӗшле тӑванлӑх тата социаллӑ туслӑх пирки
Наградӑсем
Forbes журнал тӗнчери чи витӗмлӗ ҫынсен списокне пичетленине илес тӗк, 2018 ҫулта Франциск папа 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. 2014 тата 2015 ҫулсенче вӑл ҫак рейтингӑн 4-мӗш йӗркине йышӑннӑ[44].
Харпӑр пурнӑҫӗ
- Паллӑ футболистпа Альфредо Ди Стефанопа (1926—2014) пӗр шкулта вӗреннӗ[48].
- Буэнос-Айресри «Сан-Лоренсо» Аргентина футбол клубне кӑмӑлланӑ[9][49]. 2008 ҫулта ҫветтуй Лаврентий ятне панӑ тата Лоренсо Масса священник пулӑшнипе 1908 ҫулта йӗркеленӗ командӑшӑн «чирлекенсен» клубӗн официаллӑ пайташӗ пулса тӑнӑ.
- Телевизор пӑхма чарӑннӑ. Кун пирки вӑл 1990 ҫулта Кармель Амӑшӗн Пресвятойне тупа тунӑ[50].
Документлӑ фильмсем
- 2017 — Франциск, чухӑнсен папи, пуянсен Ватиканӗ / Franҫois, pape des pauvres, Vatican des riches (реж. Энтони Форестье / Anthony Forestier) — из цикла «Портреты / Grands portraits»
- 2018 — Франциск папа. Сӑмах тытакан ҫын / Pope Francis: A Man of His Word (реж. Вим Вендерс)
- 2021 — Франческо (реж. Евгений Афинеевский)
Илемлӗ фильмсем
- «Икӗ папа» (2019) — Фернанд Мейреллиш режиссёр фильмӗ.
Вилни
Рим папи Франциск 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 88 ҫула ҫитсен Ватиканри хӑйӗн резиденцийӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ун умӗн пӗр кун маларах, Мӑнкунра, понтифик турра ӗненекенсен умне тухнӑ, Ҫветтуй Пётр базиликин балконӗ ҫине тухса сӑмах каланӑ[51]. Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫавӑн пекех АПШ вице-президенчӗпе Джей Ди Вэнспа пӗр-пӗрне Мӑнкунпа саламлас тесе курнӑҫнӑ[52].
Ӑнлантарусем
- ^ Franciskus // Nationalencyklopedin (швед.) — 1999.
- ^ Francis I pope // Encyclopædia Britannica (англ.)
- ^ 1, 2 Чешская национальная авторитетная база данных
- ^ Pope Francis Jorge Mario Bergoglio, S.J. (англ.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Francis
- ^ Rachel Donadio. The New Pope: Bergoglio of Argentina (англ.). The New York Times (13 пушӑн 2013). — «He is also the first non-European leader of the church in more than 1,200 years». Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Roma {Rome} (Latin (or Roman) Diocese) (англ.). Catholic-Hierarchy. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Умер папа римский. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Папа Франциск: аскет, иезуит и страстный поклонник футбола (выр.). РБК. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Новым папой римским избран Хорхе Марио Бергольо. Коммерсантъ. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Папа Римский: раньше я работал вышибалой в ночном клубе (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Ordinariato para los fieles de ritos orientales desprovistos de Ordinario del propio rito/Agencia Informativa Católica Argentina (AICA) (исп.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ [1] , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнчи копийӗКолупаев В. Е. АРГЕНТИНА: Южная Америка // Католические общины византийского обряда и русская диаспора
- ^ Папа Бергольо, восточные католики и русские в Аргентине. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Argentine Cardinal Named in Kidnap Lawsuit (акăлч.), Los Angeles Times (2005-04-17). 2019 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Ведомости. Аргентинский судья заявил о непричастности папы к преступлениям хунты (выр.) (17 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Аргентинский судья опроверг слухи о причастности Папы к преступлениям хунты (выр.). Взгляд. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Папа непричастен к преступлениям хунты - аргентинский судья (выр.). www.aif.ru (16 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Cardinal breaks conclave vow of secrecy (англ.). CNN (23 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2005 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
- ^ Michael Brendan Dougherty. One Of These Men Will Be The Next Pope (англ.). Business Insider (11 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Ватикан радиовӗ. Папа рассказал СМИ, почему он выбрал себе имя Франциск, и объяснил, кто главный в Церкви. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ "Кликни и молись". Папа Римский Франциск объявил о запуске сайта и приложений для молитв (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ Папа Римский Франциск во время визита на Кубу встретился с Фиделем Кастро , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ // Пӗрремӗш канал. 21 сентября 2015
- ^ Pope Francis' Apostolic Exhortation on The Joy of Love (англ.). Vatican Radio (8 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Увещание папы Франциска по проблемам семьи представлено в Ватикане (выр.). Новости РИА (8 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
- ^ Le Gouverneur Cuomo présentera un projet de loi visant à supprimer la peine de mort de la législation de l'État en solidarité avec le Pape François (фр.). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ Пушкарская Е. «Церковь не боится истории» // Огонек. — 2020. — № 10 (5602). — С. 22.
- ^ Пушкарская Е. «Церковь не боится истории» // Огонек. — 2020. — № 10 (5602). — С. 22 — 23.
- ^ Pullella, Philip. Departing from protocol, pope goes to Russian embassy over Ukraine (2022-02-25). 2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ Pope Francis calls Ukraine's President Zelensky to express 'sorrow' amid war (англ.). National Catholic Reporter (26 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Pullella, Philip. Pope Francis says 'rivers of blood' flowing in Ukraine war (2022-03-06). 2022 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ Украина: миссия кардиналов Краевского и Черни (выр.). Vatican News (7 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ СМИ: папа римский допустил возможность отречения из-за проблем со здоровьем (2022-07-30). 2022 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ В Ватикане сообщили об улучшении состояния папы римского (2025-03-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Pope Francis makes first public greeting and blessing from hospital - Vatican News (2025-03-23). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Le cardinal Bergoglio invite à défendre la culture de la vie avec ardeur (фр.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ Кто мы, чтобы судить: Папа Римский призвал просить прощения у геев (выр.). Московский комсомолец. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Папа Франциск призвал просить прощения у геев (выр.). Взгляд. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Italy’s homeless to get showers at the Vatican (англ.). The Local. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Fox News. Francis is first pope from the Americas. 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
- ^ ABC News. Francis Becomes First Latin American Pope. 2013 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
- ^ Rubin, Sergio. Regresó la misa en latín, con mujeres cubiertas por mantillas (2007-09-17). 2013 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2013 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Папа Римский высказал свое доверие к России и ее народу (выр.), Российская газета (2017-05-12). 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Самые влиятельные люди мира 2018 Форбс (выр.). www.stevsky.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Presidente Evo Morales distingue con el Cóndor de Los Andes al Papa Francisco (исп.). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ https://web.archive.org/web/20150709162549/http://www.presidencia.gob.bo/fuente/noticia.php?cod=3363#contenido
- ^ Pope Francis receives Order of the Smile (выр.). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Ди Стефано заявил, что, возможно, играл в футбол с новым Папой Римским (выр.). Р-Спорт (18 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Нового Папу отличают строгость и любовь к футболу — помощник Бергольо (выр.). РИА Новости (14 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Папа римский Франциск 25 лет назад дал обет об отказе от телевизора (выр.). Интерфакс (26 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Умер папа римский. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ Вэнс и папа римский Франциск провели частную встречу (2025-04-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Новый Папа Римский — РИА Новости (выр.)
- Папа Римский Франциск — «Новости РИА» справки(выр.)
- catholic-hierarchy.org сайтри биографийӗ(акăлч.)
- Папа Римский Франциск — Вырӑс чӗлхеллӗ информаци служби(выр.)
- Крысов А. Г., Франциск // Большая Российская Энциклопедия, Т. XXXIII, М., Научное изд-во «Большая Российская Энциклопедия», 2017 г., стр. 546.