Тани Юн
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тани Юн (чӑн ячӗ — Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ - Бурашникова) (1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ, Чурпай (Етӗрне районӗ), Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1977 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш çыравçи тата куҫаруҫи, чăваш театрӗпе кино актриси, драматургӗ тата мемуаристки.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Татьяна 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Стефан Фёдорович Бурашников вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Чурпай ялӗнче пурӑннӑ. Мӗн пӗчӗкрен хӗрача никама пӑхӑнман характерпа, ҫивӗчлӗхпе тата тӗллевлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Пӗрҫырлан ялӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗренме пуҫланӑ, малалла Мӑн Сӗнтӗрти, Кӑрмӑшри шкулсенче, унтан иккӗмӗш сыпӑкри шкулта — Етӗрнери реальнӑй училище пулнӑскерте — вӗреннӗ. Татьяна пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкултан вӗренсе тухнӑ, Мускаври ҫарпа спорт шкулне вӗренме кӗнӗ. 1922 ҫулта хӗре Шупашкара вӑй-хал культурин инструкторӗнче ӗҫлеме янӑ. Татьяна Чӑваш патшалӑх театрӗ ҫумӗнчи театр студине вӗренме кӗнӗ. Студие вӗҫлесен 1924 ҫулта, театр илемлӗх ертӳҫи Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский хӗре труппӑна илнӗ[1].
Кинопа театрти ӗҫ
1925 ҫулта, пӗрремӗш вырӑс революцийӗ 20 ҫул тултарнӑ тӗле, П. Петров-Бытов(выр.)чăв. кинорежиссёр революциллӗ пулӑмсене халалланӑ «Атӑл пӑлхавҫисем» («Волжские бунтари») фильм ӳкерет. Татьяна Бурашникова Тани Юн хушма ятпа унта пӑлхава пусарнӑ чухне ывӑлне ҫухатнӑ Элиме — амӑшӗн — пӗчӗк рольне вылять. Пӗрремӗш чӑваш фильмӗ экрансем ҫине 1926 ҫулта тухнӑ. Чӑваш АССРӗ харпӑр кинопа киностуди йӗркеленӗ пӗрремӗш автономи республики пулса тӑнӑ. ВЦИК президиумӗ ҫапла йышӑну тунӑ: «Чувашкино» студине йӗркелес ыйтӑва хатӗрлес»[2].
Хӑйӗн иккӗмӗш фильмӗнче — «Сарпике» (1927) — Тани Юн тӗп рольте ӳкерӗннӗ. «Хура юпа» тепӗр фильм тухнӑ хыҫҫӑн Тани Юн сӑнӳкерчӗкӗсем пирӗн ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври киножурналсен хуплашкисем ҫинче курӑнма пуҫланӑ[2].
Актриса чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, характерне лайӑх пӗлнӗ, ҫакӑ чылай чухне режиссер ӗҫне ҫӑмӑллатнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл час-часах трюк сценисенче хӑй ӳкерӗннӗ. Тӑваттӑмӗш илемлӗ фильма, «Атӑл ҫинчи тӑвӑл» («Вихрь на Волге»), наци кадрӗсен вӑйӗпе кӑна лартнӑ, вӑл «Чувашкино» студин чи лайӑх ӗҫсенчен пӗри пулса тӑнӑ[3]. 1928 ҫулта экрансем ҫине чӑваш кинематографисчӗсен черетлӗ картини тухать, «Апайка», унӑн премьери Мускав консерваторийӗн Пысӑк залӗнче(выр.)чăв. иртнӗ. Д. Я. Покрасс композитор Мускаври премьера тӗлне кӗвӗ ҫырнӑ, ӑна хӑй ертсе пыракан оркестр каланӑ[1][2].
Пурӗ «Чувашкино» ултӑ илемлӗ тата виҫӗ документлӑ фильм кӑларнӑ. Каярах «Чувашкино» «Востоккино» йышне кӗнӗ, унта чӑваш кинематографисчӗсем «Киремет кати» юлашки фильма ӳкернӗ. Тани Юн унта колхоз председателӗн рольне вылянӑ. «Востоккино» 1932 ҫулта ӗҫлеме чарӑннӑ. Тани Юн тата И. С. Максимов-Кошкинский Чӑваш драма театрне таврӑннӑ. Актриса спектакльсенче ҫак рольсене вылянӑ: Н. Погодинӑн «Аристократсем» спектаклӗнче Сонька, Глафира («Кашкӑрсемпе сурӑхсем», А. Островский), Лида («Платон Кречет», А. Корнейчука) тата ыттисем те[2].
Тытса хупни
1937 ҫулта упӑшкине И. С. Максимов-Кошкинские буржуази националисчӗ тесе айӑпласа тытса хупнӑ хыҫҫӑн, Тани Юна театртан кӑларса янӑ[4]. 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш АССР прокурорӗ Татьяна Степановнӑна арестлеме санкциленӗ. Актрисӑна хваттертен кӑларса янӑ та хуларан тухса каймалла марри ҫинчен алӑ пустарнӑ. Сакӑр ҫулхи хӗрне тӑванӗсем патне яла ӑсатма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ вӑл. 1937 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн НКВД ҫумӗнчи спецтройка ларӑвӗ иртнӗ, унта Максимова-Кошкинскаяна «яппун разведки» майлӑ шпион ӗҫ-хӗлне пурнӑҫланишӗн айӑплас ӗҫе итленӗ. Тани Юна «контрреволюци ӗҫ-хӗлӗ» статьяпа куҫӑн мар майпа сакӑр ҫуллӑха Карлага(выр.)чăв. тытса хупмалла айӑпланӑ. Айӑпланӑ хыҫҫӑн вӑл ӳкерӗннӗ фильмсене пурне те тӗп тунӑ[3].
1937 ҫулта арестличчен унӑн упӑшки И. С. Максимов-Кошкинский театр актрисипе Ульяна Тимофеевапа хирӗҫсе кайнӑ, 1937 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ӑна РСФСР УК 154 статйипе айӑпласа Чӑваш АССР НКВД аресленӗ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче У. Т. Тимофеева хӑйӗн кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ пулин те Шупашкар хулин Халӑх сучӗ И. С. Максимов-Кошкинский енӗпе РСФСР УК 154 статйипе приговор йышӑннӑ — 5 ҫула ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ. Приговорпа килӗшменнине пӗлтерсе ҫырнӑ, 1938 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче ӑна пӑрахӑҫланӑ, ӗҫе Чӑваш АССР прокуратурине тепӗр хут тӗпчеме янӑ. Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн 1939 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчи ҫӗнӗ приговорне (айӑпламалли ҫӗнӗ статьясемпе) те пӑрахӑҫланӑ, ӗҫе ҫав суда тӳресен урӑх йышӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухма тавӑрса панӑ. Юлашкинчен И. С. Максимов-Кошкинский тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче айӑпламашкӑн ӗнентерӳсемпе тивӗҫтерменшӗн чарса лартнӑ. Тани Юна маларах реабилитациленӗ, вӑл ссылкӑран 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче таврӑннӑ[5].
1940 хыҫҫӑнхи ӗҫ-пуҫ
1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш АССР НКВД спецтройка постановленине пӑрахӑҫланӑ, Тани Юна судпа айӑпланнине те сирсе янӑ. Тани Юн хӑйӗн асаилӗвӗсенче ҫапла ҫырнӑ (1972): «… театра ырӑ кӑмӑлпа ҫӗнӗрен ӗҫе пуҫӑнасси пулмасть<...>, актрисӑсем<...>, мана тӗрмене лартакансем<...>, вырӑнӗсенчех. Манӑн упӑшкана та вӗсем лартма пулӑшрӗҫ<...>. Театрта шыва кам пӑтратни халӗ те куҫкӗрет — Ульяна Тимофеева. Унӑн тата ыттисен тӗллевӗ — мана театртан кӑларса ярасси пулнӑ», — тенӗ вӑл[6]. Тани Юн Чӑваш театрӗн актриси должноҫне судпа таврӑннӑ, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ директор театр коллективӗн позицине шута хурса Тани Юн театр труппине таврӑннине хирӗҫ пулнӑ.
Театрта ахаль артистсем пулса ӗҫлени Максимов-Кошкинскисене тивӗҫтермест, вара вӗсем Мускава пурӑнма тухса каяҫҫӗ, унта вӗсен реабилитаци хыҫҫӑн каялла тавӑрса панӑ хваттер пулнӑ. 1941 ҫулта вӑрҫӑчченхи Мускавра И. С. Максимов-Кошкинские Марк Донской режиссёр «Романтики» фильмӗнче ӳкерӗнме чӗннӗ («Союздетфильм» студи). Анчах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Максимов-Кошкинскисем Шупашкара таврӑнаҫҫӗ, унта театрта 1945 ҫулччен актёрсем пулса ӗҫлеҫҫӗ.
Каярахпа Мускавра пурӑннӑ. 1957 ҫултанпа — СССР Писательсен союзӗн(выр.)чăв. пайташӗ. 1972 ҫулта аса илӳсен кӗнекине «Иртнĕ кунсем-çулсем» «Дни и годы минувшие»» (2013 ҫулта ҫӗнӗрен пичетленнӗ) ҫырнӑ. Ун умсӑмахӗнче ҫакӑн пек йӗркесем вулама пулать: «… эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп. Тен, манӑн пур ӗмӗтсем те пурнӑҫланмарӗҫ пулӗ. Манӑн пурнӑҫра кӳренмелли те, хурланмалли те сахал мар пулчӗ. Ҫапах та — телейлӗ! Мӗншӗн тесен эпӗ актриса».
1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 75 ҫул тултараймасӑр вилнӗ. Шупашкарти 1-мӗш масарта пытарнӑ.
Ҫемье
Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский (1893—1975) — Тани Юн упӑшки[7], — чӑваш актёрӗ тата режиссёрӗ, чӑваш театрӗпе «Чӑвашкино» студине йӗркелекенӗ, драматургӗ, тӑлмачӗ, сценарисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ. Ҫемье вӑхӑт-вӑхӑт Мускавра та, Шупашкарта та пурӑннӑ. Ҫапла, 1936-1937 вӗренӳ ҫулӗнче вӗсен хӗрӗ, Изида, Мускавра пӗр ҫул вӗреннӗ, унта Максимовсен Колхоз лапамӗнчи 16/18 ҫуртри хваттерте пӳлӗм пулнӑ[2].
Изида (1930—1963) Пётр Михайлович Градов (1925—2003) сӑвӑҫа качча тухнӑ. 33 ҫулта автокатастрофӑра вилнӗ. Унӑн ачисем кукамӑшӗпе кукашшӗн хӳттинче юлнӑ. Мӑнукӗ Таня актриса пулса кукамӑшӗн йӗрӗпе кайнӑ, вӑл «Операция «Ы» и другие приключения Шурика» фильмра эпизодлӑ роле калӑпланӑ. Мӑнукӗ Андрей Градов (1954), актёр, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ ятне тивӗҫнӗ[1].
Пултарулӑх
Кинематограф
- Кинори рольсем
- Атӑл пӑлхавҫисем («Волжские бунтари», 1926) — амӑшӗ (эпизодлӑ роль);
- Сарпике («Сарпиге», 1927) — Сарпике (тӗп роль);
- Хура юпа («Чёрный столб», 1928) — Уркка;
- Атӑл ҫинчи тӑвӑл («Вихрь на Волге», 1928) — Марье;
- Прачка («Апайка», 1930) — Таиса;
- Киремет кати («Священная роща», 1931);
- Асту! («Помни!», 1932) — колхоз председателӗ.
1937—1940 ҫулсенче Чӑваш АССРӗнче упранакан чылай кинокартинӑсен копийӗсене, вӗсенче Тани Юн ӳкерӗннине пула, пӗтернӗ; хӑш-пӗр фильмсен копийӗсем Германири, АПШри, Туркменистанри уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче пулма пултараҫҫӗ.
Театрти рольсем
- Чӑваш драма театрӗ
- «Аристократсем» (Н. Погодин) — Сонька;
- «Бал хыҫҫӑн» (Н. Погодин) — Людмила;
- «Кашкӑрсемпе сурӑхсем» (А. Островский) — Глафира;
- «Платон Кречет» (А. Корнейчук) — Лида;
- «Анисса» (А. Кӑлкан) — Анисса;
- «Отелло» (У. Шекспир) — Эмилия;
- «Мирандолина» (Трактирщица) (К. Гольдони) — Мирандолина;
- «Лиза Короткова» (Н. Айзман) — Матрёна;
- «Тӑван ҫӗршывра» — Маруҫ.
Литература тата куҫару ӗҫӗ-хӗлӗ
1935 ҫултанпа вырӑс, совет тата ют ҫӗршыв авторӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ:
- «Бешеные деньги», А. Н. Островский;
- «Семья», И. Попов;
- «Алитет уходит в горы», Т. Сёмушкин;
- «Улица младшего сына», Л. Кассиль тата М. Поляновский;
- Т. Драйзер калавӗсем.
И. Максимов-Кошкинскийпе пӗрле темиҫе пьеса ҫырнӑ.
Ӗҫӗсем
- Юн, Тани. Иртнӗ кунсем-ҫулсем / Тани Юн. — Шупашкар, 1972. — 112 с.;
- Юн, Т. Иртнӗ кунсем-ҫулсем / Т. Юн. — Иккӗмӗш, хушса тӳрлетнӗ кӑларӑм. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2013. — 191 с.;
- Юн, Т. Чӗре хушнипе : пьесӑсем / Т. С. Юн, И. С. Максимов-Кошкинский. — Шупашкар : Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 142 с.;
- Юн, Т. Дни и годы минувшие : воспоминания / Тани Юн ; перевод З. В. Романовой ; [ред.-сост. В. Н. Алексеев ; худож. С. А. Бритвина]. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2021. — 191, [1] с., [8] л. ил. : ил., фот.;
- Тани Юн. Эх, Иван! : 7 картинӑллӑ комеди / Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский // Ялав. — 1963. — № 7. — С. 18-21.;
- Тани Юн. Эх, Иван! : 7 картинӑллӑ комеди / Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский // Ялав. — 1963. — № 9. — С.18-22.
Хисепӗсем
Чӑваш АССР КПСС обкомӗн тата Министрсен Канашӗн Хисеп грамоти (1973) — чӑваш литературипе театр искусствине аталантарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май.
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Тани Юн. Первая чувашская киноактриса. visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Агакова А. Л. Творчество Тани Юн как явление национальной художественной культуры // Этническая культура в современном мире Материалы III Всероссийской очно-заочной научно-практической конференции. — 2016. — № 11. — .
- ^ 1, 2 Тани (Татьяна) Юн (Май). Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Тани Юн. Аса илес килменнисем. // Хыпар, 1993, февраль, 2
- ^ Наследие Чувашии.рф Тани Юн (первая чувашская киноактриса; 28.01.1903-06.10.1977) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Тани Юн. Дни и годы минувшие. – Чебоксары: 2021
- ^ Души прекрасные порывы (2018-08-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ При поддержке депутатов Госсовета Чувашии появилась мемориальная доска актрисе Тани Юн (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (30 кӑрлачӑн 2023).
- ^ Анна Филиппова, Алексей Енейкин, Святослав Петров. В республике установили две памятные доски, посвященные первой чувашской кинозвезде (выр.). ВГТРК, в лице филиала ГТРК «Чувашия» (30 кӑрлачӑн 2023).
Вуламалли
- Антонов, М. Асран кайми йěр хěр // Коммунизм ялавě. – 1983. – 28 кӑрлач.
- Антонов, М. Тани Юн — первая чувашская киноактриса // Советская Чувашия. – 1993. – 30 кӑрлач.
- Игнатьева С. Ытарайми шуйттан // Шупашкар хыпарӗсем. – 1993. – 28 янв.
- Матвеева Г. И стали момент историей // Советская Чувашия. – 2005. – 23 утӑ.
- Орлов, Г. Актриса, тãлмач // Ялав. – № 1.
- Родионов Л. Актриса, тãлãх, драматург // Коммунизм ялавě. -1973.-20 нарс.
- Романова Ф. Театр, любимый народом Ф. Романова. – Чебоксары, 1973. – С. 79.