Атăл пăлхавçисем (фильм)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

«Атӑл пӑлхавҫисем» — Павел Петров-Бытов режиссёрӑн «XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑхӗ хӑйӗн прависемшӗн кӗрешни ҫинчен» ӳкернӗ сасӑсӑр хура-шурӑ фильм[1]. Фильма «Севзапкино» студи Чӑваш АССРӗнче тата Ленинградра ӳкернӗ. Вӑл Чӑваш АССРӗнче хатӗрленӗ пӗрремӗш вӑйӑ фильмӗ пулнӑ. Фильм упранса юлман[2].

Ӳкерӳ историйӗ

Фильма пӗрремӗш вырӑс революцийӗ пулнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалласа ӳкернӗ. Картинӑна ӳкерме Чӑваш АССРӗн халӑх вӗрентӗвӗн облаҫри пайӗ тата Чӑваш драмтеатрӗн тӗп режиссёрӗ Иоаким Максимов-Кошкинский сӗннӗ:

Чӑвашсен ҫав ҫулсенче экран ҫине тухмалли чылай истори пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулнӑ. Облоно ку ӗҫпе чӑвашсен хушшинчи революци юхӑмӗ ҫинчен кинокартина ӳкермешкӗн усӑ курмалла тесе шутлать.

undefined

Фильм сценарине И. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ. Сюжет никӗсӗнче — Ӗсмел (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски сали) ялӗнчи хресченсем 1906 ҫулта тухса калаҫни[3].

1926 ҫулта чӑваш наци деятелӗн Тимофей Хурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ чӑвашла пӗрремӗш «Атӑл пӑлхавҫисем» фильм ӳкернӗ. И. С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ сценарипе килӗшӳллӗн, Хури Хусана шурӑ чехсен ҫарӗсем ярса илнӗ чухне пуҫ хунӑ[3].

Чӑваш Енре кинопроизводство валли инфраструктура пулманран фильма Ленинградри «Севзапкино» — сӑнӳкерчӗк тата кинематорграфи енӗпе ӗҫлекен Ҫурҫӗр-Анӑҫ облаҫ управленийӗ (халӗ «Ленфильм») — ӳкернӗ. 1925 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче унпа тата ЧАССР ЦИК хушшинче килӗшӳ тунӑ. «… Севзапкинора» режиссёрпа актёрсене суйлас яваплӑха хӑй ҫине илнӗ, ҫавӑн пекех производство тӑкакӗсен ытларах пайӗ ун ҫинче пулнӑ. Куншӑн Ленинград ҫыннисем Чӑваш Ен тулашӗнче фильма кӑтартнинчен тупӑш илнӗ, кинолентӑн чӑвашла титрлӑ пӗр копине хатӗрлеме шантарнӑ[4].

Ӳкерӳ Шупашкарта тата ҫывӑхри ялсенче иртнӗ; хӗллехи ӳкерӗве Ленинградра йӗркеленӗ. Режиссёр пулма Павел Петрович Петров-Бытова шаннӑ. Тӗп рольсем валли актёрсене «Севзапкино» суйланӑ. Эпизодсенче чӑваш артисчӗсем те ӳкерӗннӗ: И. Максимов-Кошкинский, К. Егоров, И. Рублёв тата Тани Юн (амӑшӗн пысӑках мар ролӗ). Массӑллӑ сценӑсене таврари ялсенчи хресченсене, Шупашкарти шкул-коммуна воспитанникӗсене явӑҫтарнӑ[5].

Фильма Ленинградра монтаж тунӑ. Копин пӗр экземплярне чӑвашла титрсемпе монтаж туса Шупашкара илсе кайнӑ[5].

«Чӑвашкино» 1927 ҫулта кӑна официаллӑ майпа йӗркеленӗ пулин те.фильм «Севзапкино» тата «Чӑвашкино» пӗрлехи маркӑпа проката тухнӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫне фильма Ленинградпа Мускав кинотеатрӗсенче, ҫавӑн пекех Германире, Египетра, АПШра кӑтартнӑ.

Шупашкарта картина премьери 1926 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ҫулсерен иртекен ярмӑрккӑра, пулнӑ. Вӑл Чӑваш театрӗн ҫуртӗнче иртнӗ. «Канаш» хаҫат ҫапла ҫырнӑ:

«Атӑлҫи пӑлхавҫисем» фильм чӑвашсен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен манӑҫми илемлӗ картинӑсем урлӑ каласа парать. Вӑл прологран, эпилогран тата 8 пайран тӑрать. 1905-1907 ҫулсенчи пулӑмсене сӑнланисӗр пуҫне унта йӑлари хӑш-пӗр вак-тӗвеке, йӑла-йӗркене кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Чӳк», «Акатуй» т. ыт. те, картина чӑваш хресченӗн культурӑпа политика шайне ӳстерес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Унтан куҫса ҫӳрекен кино организацийӗ картинӑна ялсенче кӑтартнӑ[6].

1930 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче, чӑваш националисчӗсемпе кӗрешмелли кампани пуҫланнӑ хыҫҫӑн, Хурине буржуази националисчӗ тесе пӗлтернӗ, Чӑваш АССРӗнче упраннӑ «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» фильмӑн копине тӗп тунӑ. Фильмӑн ытти копийӗ Туркменири тата Германири харпӑр коллекцисенче упранма пултарать. (Германи «Атӑл пӑлхавҫисем» фильмӑн пӗр копине туяннӑ)[7].

Рольсенче

Актёр Сӑнар
Галич Сергей Павлович Хури́ Хури́
Годлевская Тамара Николаевна Элиме́ Элиме́
П. Кириллов Арда́й Арда́й
И. Таланов исправник
Тани Юн амӑшӗ
И. Слободской роле кӑтартман
П. Подвальный роле кӑтартман
И. Максимов-Кошкинский роле кӑтартман
Г. Парне роле кӑтартман
К. Егоров роле кӑтартман
И. Рублёв роле кӑтартман

Ӳкерӳ ушкӑнӗ

  • Сценарийӗ: И. Максимов-Кошкинский, П. Петров-Бытов.
  • Постановки: П. Петров-Бытов.
  • Операторӗ: С. Лебедев[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Описание киноленты в каталоге «Ленфильма». lenfilm.ru. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Волжские бунтари, 1926. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 95 лет назад вышел первый чувашский кинофильм — «Волжские бунтари». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ В.Питернова. 80 лет назад начались съемки первого чувашского фильма. culture.cap.ru (27 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Первому чувашскому фильму «Волжские бунтари» – 90 лет - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  6. ^ Революция в этнографических тонах — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗн информацийӗпе
  8. ^ Сидорова А. П. К истории «Чувашкино» // Чувашское искусство : Труды ЧНИИ. — Чебоксары: НИИ при Совете Министров Чувашской АССР, 1975. — Вып. 57. — . 2018 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ. // Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ

Каçăсем

  • «Волжские бунтари» , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчи копийӗ «Чӑваш энциклопедийӗнче»

Темӑпа ҫыхӑннисем