Ҫурла, 2
Уявсем
Азербайджан — Азербайданӑн наци киновӗн кунӗ.
Гайана — Ирӗклӗх кунӗ.
Коста-Рика — Пирӗштисен Турамӑшӗн кунӗ.
Македони — Республика кунӗ.
Эвенки — Эвенки ҫутҫанталӑкӗн кунӗ.
Ненец АО,
Коми Республики — Пӑлан кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ.
Беларуç — Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ.
Казахстан — Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ.
Серби — Серби авиацийӗн кунӗ.
Пулса иртнĕ
- п. эрч. 216 — Каннă патĕнчи çапăçура Ганнибал романсен çарне пĕтĕмпех çапса аркатнă.
- 1870 — Темза айепе пассажир вакунĕн куçăмне уçнă (капăрл.)
- 1903 — Македонире Турци пусмăрне хирĕç пăлхав пуçланать.
- 1934 — Гитлер Германин фюрерĕ пулса тăрать
- 1941 — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи: Умань патĕнчи çапăçу
- 1945 — Потсдам конференцийĕ вĕçленнĕ
- 1972 — Египет, Ливи тата Сири создали пĕрлешĕннĕ патшалăх туса хунă
- 1990 — ирак çарĕсем Кувейта тапăннă
- 2007 — Пăрлă океанăн тĕпне çурçĕр полюсĕн районĕнче раççей тепчевçисем аннă
- 2007 — Конгора 7 пуйăс вакунĕ рельс çинчен тухса кайнипе 100 ытла çын сарăмсăр вилнĕ.
- 2007 — Сахалин çурутравĕнче вырнаçнă Невельск хули çывăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ.
Çуралнă
- 1928 — Канаш Альберт Георгиевич, сăвăç.
- 1962 — Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.