Монархи — 2) патшалăха ертсе пымалли хорма, ун чух тăрăмăн çăлкуçĕ Турă (хăйтытăмлăхĕ) е патшалăх тăрăмне сыхласа тăраканĕ (хăйтăрăмлăхĕ) пулать, этем пĕрлĕхĕнче тăрăм (влаç) хăйĕн ăс-хакалĕпе кăмал-туйăм ырлăхĕн тата халăх йăлин чыслăхĕ çинче никĕсленет, çакна пула тăрам кăнарлă та халăхпа пĕрлĕ шутланать.
Ĕмпÿлĕх пуçлăхне ĕмпӳ теççĕ. Хăшпĕр чухне ĕмпÿлĕхе короллĕх теççĕ е тата урăхла та калама пултараççĕ. Патшалăх тени вара хуть те мĕнле тытăмлă унашкал йĕркелĕм.
Конституциллĕ монархи — монарх тăрăмне конституци чикĕленĕ монархи. Конституциллĕ монархи саманинче чăн саккун тăвакан тăрăмне парламент тытса тăрать, ĕç тăваканнине — ертӳлĕх. Конституциллĕ монархи икĕ хормăллă пулать: дуаллă монархи тата парламенлă монархи.
Дуаллă монархи (лат.Dualis — иккĕллĕ) — конституциллĕ монархи, монархăн тăрăмне конституципе йĕркеленĕ, хормăллă тата ĕç-хĕллĕ те монарх тăрăма анлă тытать.
Парламентлă монархи — монарх хăйĕн ĕçĕсене ячĕшĕн çеç тытса тăракан конституциллĕ монархи. Парламентлă монархинче ертӳлĕх парламент умĕнче яваплă, ертӳлĕх хормăллă патшалăхăн ытти органĕсенчен çӳлли пулать.
Шутсене 2007 çулхи раштав, 29 тĕлне хатĕрленĕ. Уйрăм шутсенче доминионсене — монархисене — малтан акăлчан колонисем пулнисене кăтартнă, вĕсенче патшалăхăн пуçлăхĕ Аслă Британи патши (халĕ арăм-патша II Лисаветта) шутланать.