Ача амӑшӗн кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Ача амӑшӗн кунӗ — тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра палӑртакан пӗр е темиҫе ачана ҫуратса ӳстерекен (пӑхса ӳстернӗ) хӗрарӑмсене халалласа йӗркеленӗ уяв. Этемлӗхӗн чи илемлӗ пайӗ саламсем йышӑнакан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне пур ҫӗрте те пӗр кунра, пушӑн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ пулсан, Ача амӑшӗн кунне тӗрлӗ патшалӑхра расна кунсенче ирттереҫҫӗ, ҫакӑ наци культурисен уйрӑмлӑхӗсемпе тата вӑл е ку ҫӗршывра ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркесемпе ҫыхӑннӑ. Ача амӑшӗсемпе кукамӑшӗсемсӗр пуҫне ҫак кунта тата хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене те саламлаҫҫӗ.

Ӗлӗкхине аса илсе

Этем пӗлекен пӗтӗм истори хӗрарӑма тав тунипе ҫыхӑннӑ, вӑл этем йӑхне тӑсаканӗ шутланать, ҫавна май амӑшлӑха пуҫ тайнӑ, хисепленӗ. Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан авалхи халӑхсем ача амӑшӗн культне пуҫ ҫапнӑ. Хальхи вӑхӑтри ҫынсем грексем хӑйсен мӗнпур турӑ амӑшне, Рейӑна, пуҫҫапни ҫинчен калакан халапсене пӗлеҫҫӗ, римлянсене Кибела турӑсен амӑшне сума сунӑ, Бриджит турӑ ача амӑшӗн символӗ пулса тӑнӑ, авалхи кельтсем ӑна пуҫҫапнӑ[3][4].

Англире виҫӗ ӗмӗр, ХХ ӗмӗр пуҫланичченех, Аслӑ типӗ вӑхӑтӗнче кашни тӑваттӑмӗш вырсарникун Амӑшӗн вырсарникунӗ (е Ача амӑшӗн вырсарникунӗ) тесе паллӑ тунӑ. Ҫак кун ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫемйисенчен аякра пурӑнакан хӑйсен ӗҫченӗсене тӑван килне кайса килме ирӗк панӑ, ҫапла май вӗсем хӑйсен тӑванӗсемпе, тахҫан хӑйсене пурнӑҫ панӑ хӗрарӑмсемпе курнӑҫма пултарнӑ[4][5].

Ача амӑшӗсене халалланӑ куна анлӑн уявлас йӑлана сарас ӗҫре Америкӑри Пӗрлешнӗ Штатсенчи хастар хӗрарӑмсем пулнӑ. 1870 ҫулта Джулия Уорд Хау феминистка хӑй хатӗрленӗ Ача амӑшӗ кунӗн Прокламацине сарнӑ май пур хӗрарӑмсене те тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешсе пӗрлешме чӗнсе каланӑ. Унӑн вӑй-хӑвачӗ нумай пулнӑ, Бостонра вӑл кашни ҫулах Ача амӑшӗ кунне халалласа массӑллӑ мероприятисем йӗркелеме пултарнӑ. Апла пулин те Джулия прокламӑлакан уявӑн тӗп тӗллевӗ пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн кӗрешесси кӑна пулнӑ май халӑх ытларах пайӗпе ӑна йышӑнман, ҫавна май ку шухӑш малалла аталанайман[4].

1907 ҫулхи ҫуркунне Америкӑри Анӑҫри Вирджинире вырнаҫнӑ Графтон хулинче пурӑнакан Энн Джарвис вӗрентекен 1905 ҫулта вилнӗ АПШри Граждан вӑрҫине хастар хутшӑннӑ тата халӑха ҫутта тухма пулӑшнӑ Энн Марии Ривз Джарвис амӑшне халалласа савӑнӑҫлӑ церемони ирттернӗ. Мероприятие шӑпах ҫынсене пурнӑҫ парнеленӗ хӗрарӑмсене тав тӑвас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫулталӑкран ача амӑшӗсене халалланӑ уява чылай анлӑрах паллӑ тунӑ — тӗлпулӑва пин ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Тата тепӗр виҫӗ ҫул иртсен Ача амӑшӗн кунне Америкӑри пур штатра та ирттернӗ. АПШпа пӗр вӑхӑтрах Ача амӑшӗн кунне Мексикӑра, Канадӑра, Китайра, Японире, Кӑнтӑр Америкӑра тата Африкӑра уявланӑ. Ача амӑшӗн кунне тӗнче шайӗнче сарас тӗллевпе 1912 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫак куна уявламаллин тӗнче шайӗнчи ассоциацине йӗркеленӗ. 1914 ҫулта вара АПШ президенчӗ Вудро Вильсон наци уявне, Ача амӑшӗн кунне, официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ, ӑна ҫу уйӑхӗн кашни иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тума пуҫланӑ. Кӑштахран ҫак уява официаллӑ шая хӑпартас тӗлӗшпе самай тӑрӑшнӑ Энн Джарвис Ача амӑшӗн кунӗнчен тупӑш илме тытӑннине пула чылай суд процесӗ пуҫарнӑ, анчах вӗсенчен пӗрине те выляса илеймен[4][6].

Ача амӑшӗн кунне уявлассине час-часах политика тӗллевӗсемпе, ҫав шутра феминистсен пуҫарӑвӗсене хута яма та, усӑ курнӑ. Сӑмахран, 1968 ҫулта Коретта Скотт Кинг, Мартин Лютер Кинг-Кӗҫӗннин мӑшӑрӗ, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хӗрарӑмсемпе ачасене пулӑшас тӗллевпе массӑллӑ мероприяти ирттермешкӗн ҫак уявпа усӑ курнӑ. ХХ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш ҫулӗсенче тӗрлӗ феминистла организацисем Ача амӑшӗн кунӗпе социаллӑ танлӑхшӑн кӗрешмелли хатӗр пек усӑ курнӑ[5].

Ача амӑшӗн кунӗ чикӗ леш енче

ПНО е ЮНЕСКО евӗр нацисенчен ҫӳлерех тӑракан пӗр-пӗр тытӑм шайӗнче Пӗтӗм тӗнчери Анне кунӗ валли уйӑрнӑ пек ку уяв валли уйрӑм куна календарьте палӑртман. Тӗрлӗ ҫӗршывра ҫыннӑн чи кирлӗ хӗрарӑмне тӗрлӗ календарь кунӗнче чыслаҫҫӗ. Ача амӑшӗн кунне тӗнчере ытларах енӗпе ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ, ҫав йыша АПШ, Канада, Австрали, Украина, Эстони, Мальта, Кипр, Дани, Финлянди, Германи, Итали, Турци, Япони, Бельги, Бразили кӗреҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче ҫак уява Швецире тата Францире паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче — ЮАР-та. Грецире Ача амӑшӗн кунне ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Венгрире, Испанире, Португалире тата Литвара[7] ача амӑшӗн кунне ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Бахрейнра, Гонконгра, Индире, Малайзире, Мексикӑра, Оманра, Пакистанра, Катарта, Сауд Аравийӗнче, Сингапурта, Пӗрлешнӗ Арап Эмирачӗсенче, Филиппинра Ача амӑшӗн кунне ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Нарӑсӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче Ача амӑшӗн кунне Норвегире, юпан 14-мӗшӗнче — Беларуҫре, пушӑн 3-мӗшӗнче — Грузире, пушӑн 21-мӗшӗнче — Египетра уявлаҫҫӗ. Арменире ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Амӑшлӑхпа илем кунне паллӑ тӑваҫҫӗ, Узбекистанра пушӑн 8-мӗшӗнче Анне кунӗ ячӗпе палӑртаҫҫӗ. Финляндире Ача амашӗн кунне официаллӑ майпа 1927 ҫултанпа паллӑ тума тытӑннӑ. Эстонире Ача амӑшӗн кунне 1992 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Европӑри ҫӗршывсене илес пулсан Ача амӑшӗн кунне уявлама пуҫланисен йышӗнче Швейцари малта тӑрать, ку 1917 ҫулта пулса иртнӗ. Германире Ача амӑшӗн кунне 1933 ҫулта официаллӑ уяв йышне кӗртнӗ, Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн ҫак уява АПШри Ача амӑшӗн кунне уявланӑ евӗр паллӑ тума пуҫланӑ. Украинӑра, Галичинӑра, Ача амӑшӗн кунне 1929 ҫултах паллӑ тума тытӑннӑ, анчах вӑхӑт иртнӗ май ку йӑла пӗтнӗ; хальхи вӑхӑтра ҫак уява ахаль ҫеҫ паллӑ тӑваҫҫӗ. Беларуҫре Ача амӑшӗн кунне 1996 ҫултанпа республика Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн паллӑ тӑваҫҫӗ[4][8].

Анӑҫ текен чылай ҫӗршывра, ҫавӑн пекех унӑн культура витӗмне лекнисенче Ача амӑшӗн кунне уявласси хӑйӗн палӑрӑмӗсемпе Раҫҫейре пушӑн 8-мӗшне уявланипе пӗр пекрех иртет. Ҫак кун аннесене, асаннесене, хунямасене тата ача кӗтекен мӑн хырӑмлӑ хӗрарӑмсене ҫеҫ саламлаҫҫӗ. Ку кун хӗрарӑмсене килти ӗҫрен хӑтараҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе уяв сӗтелӗ вырнаҫтараҫҫӗ, кӑмӑла каякан сюрпризсемпе савӑнтараҫҫӗ. Уяв умӗнхи кунсенче мӗнпур лавккасен сентрисемпе витринисем вӑл е ку енӗпе амӑшлӑх темипе ҫыхӑннӑ таварсемпе тулнӑ. Ача амӑшӗсемпе асламӑшӗсене анне пулнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ, парнесемпе тивӗҫтереҫҫӗ: аслисем — аванрах сюрпризсем парнелеҫҫӗ, пӗчӗккисем — ытларах чухне хӑйсен аллипе тунӑ япаласемпе. Нумай ҫӗршыв ҫыннисем АПШ-ра ҫак кун петлицӑра гвоздика чечекне ҫакса ҫӳрес йӑлана йышӑннӑ — ҫакӑ аннене чунтан сума сунине тата юратнине палӑртать. Ку йӑлан темиҫе вариант пур: ҫыннӑн петлицӑра чечекӗ хӗрлӗ пулсан ҫакӑ унӑн амӑшӗпе пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине кӑтартать, шурӑ пулсан — унӑн амӑшӗ ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнине пӗлтерет, анчах ҫын ӑна пурпӗрех асра тытать, хисеплет[9][10]. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пур вырӑнта та наци ялавӗсене ҫакса тухаҫҫӗ[11]. АПШра ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх, телефон шӑнкӑравне чи нумай хут ача амӑшӗн кунӗнче тӑваҫҫӗ. Мӗнпурӗ 120 миллион ытла шӑнкӑрав тӑваҫҫӗ[12].

Тепӗр енчен, Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенче та Ача амӑшӗн кунне уявласси анӑҫри цивилизаци ҫӗршывӗсенчи йӑла-йӗркесенчен питех уйрӑлса тӑмасть. Китайрах, авалтанпа пыракан миллион тӗлӗнтермӗш йӑла-йӗрке пур пулин те, культури нумай енлӗ те пуян пулин те, ашшӗ-амӑшӗсене хисеплесси вӗсен юнӗнче пулин те, уява ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Паянхи кунра вӑл халӑх йышлӑ уҫӑлса ҫӳрени пе иртет, тӗп вырӑнта вара — ҫемье вучахӗн управҫисем. Ача амӑшӗсене парнесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ культурин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫине таянса сума сӑваҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ. Нумай хулара аннесене халалланӑ ача-пӑча утренникӗсене ирттереҫҫӗ, вӗсем уяври пек кӑмӑллӑ иртеҫҫӗ, унта юратупа ӑшӑ туйӑм хуҫаланать. Япони Ача амӑшӗн кунне 1915 ҫулта паллӑ тума пуҫланӑ, хӗвел тухакан ҫӗршыва ун чухне чикӗ леш енчен ҫакӑн пек йӑла ҫитнӗ. Унтанпа уяв патшалӑхра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ, ку ҫеҫ те мар, ҫӗршывра аннене халалланӑ наци юррине те хайласа хунӑ, Ача амӑшӗн кунӗнче ӑна кашни яппун ҫемйинче юрлаҫҫӗ темелле. Ҫивӗч ӑслӑ яппунсем ҫак кун таварсене йышлӑ йӳтенсе суту-илӳ ирттереҫҫӗ, ун вӑхӑтӗнче уявпа ҫыхӑннӑ япаласене сутлӑха тӑратаҫҫӗ[9].

Латинла Америка ҫӗршывӗсенче Ача амӑшӗн кунӗ ытларах чухне чиркӳ йӑлисемпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Тӗслӗхрен, Мексикӑра Диасс де-ла-Мадре уяв йӑлана кӗнӗ ирхи апатлануран пуҫланать, унта наци апачӗсемпе сӑйланаҫҫӗ, кайран ҫемьесем чиркӳсене ятарлӑн ирттерекен массӑна пухӑнаҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара юрӑ-ташӑпа тата ытти выступленисемпе пуян фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ. Панамӑра Ача амӑшӗн кунӗ Айӑпсӑр пӗтӗленнин уявӗпе пӗр вӑхӑта килет. Ҫак кун банксем, правительствӑпа финанс учрежденийӗсем, ҫавӑн пекех ытти чылай организаци ӗҫлемеҫҫӗ. Ҫӗршыври нумай-нумай ҫемье Хӗр Марийӑна чыслас тӗллевпе чиркӳне каять. Урамсем тӑрӑх кунӗпех килтен киле мусӑкҫӑсем пӗчӗк ушкӑнсемпе ача амӑшӗсене халалласа юрласа ҫӳреҫҫӗ. Сумлӑ парне йышне шӑккалат, алӑпа ҫырнӑ ҫырусем, йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫ тата чечексем кӗреҫҫӗ[13].

Раҫҫейри ача амӑшӗн кунӗ

Раҫҫейре ҫак уява йӗркелес тӗлӗшпе Патшалӑх Думин Хӗрарӑмсен, ҫемье тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗ ӗҫе пуҫарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи «Ача амӑшӗн кунӗ ҫинчен» 120 №-лӗ Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре Ача амӑшӗн кунне чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пур аннепе асаннене те саламлаҫҫӗ, ачасене ӳстерес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ хӗрарӑмсене, нумай ачаллӑ амӑшсене тата ачана пӗччен ӳстерекен хӗрарӑмсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ[4].

Историллӗ факт

XVIII ӗмӗрте Раҫҫейре Федор Васильев вырӑс хресченӗн арӑмӗ (шел те, унӑн ячӗ упранса юлман) хӑйне евӗр рекорд лартнӑ — хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл 69 ача ҫуратнӑ. Вӑл 27 хут ҫуратнӑ: темиҫе хутчен йӗкӗрешсем, виҫҫӗрешсем тата пӗр вӑхӑтрах тӑватӑ ача ҫурални те пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл вӑхӑтшӑн ачалӑх вӑхӑтӗнче вилесси пысӑк пулнӑ пулин те ҫак ҫемьере пӗчӗк чухне икӗ ача кӑна вилнӗ[14].

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://yangonlife.com.mm/en/article/myanmar-mothers-day-review
  2. ^ https://mpt.gov.by/ru/news/12-10-2020-6770
  3. ^ Владислав Шанин. День матери в России: История и традиции праздника. Российская газета (25 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 День матери: история и традиции празднования в разных странах. РИА Новости (25 чӳкӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 День матери: как появился праздник и где его принято отмечать. Рамблер (27 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  6. ^ Anneler Günü nasıl, ne zaman ortaya çıktı? Türkiye'de Anneler günü ilk ne zaman kutlandı? İşte Anneler Günü tarihçesi (тур.). Hürriyet (14 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  7. ^ День матери в Литве. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  8. ^ Когда отмечают День Матери в разных странах мира. NNMama.ru (11 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Ольга Смирнова. Как празднуют День Матери в разных странах — 13 интересных обычаев. Онлайн журнал «13 идей для любого праздника» (5 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  10. ^ День матери в России и других странах. pravmir.ru (26 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  11. ^ Как принято отмечать День матери в разных странах. Sputnik (14 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  12. ^ День матери - краткая история праздника. istmira.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  13. ^ День матери: праздничные традиции со всего мира. FloMarket (16 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  14. ^ День матери 2023 в России и мире: история и традиции праздника. kp.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.