Виҫҫӗмӗш ҫармӑс вӑрҫи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Виҫҫӗмӗш ҫармӑс вӑрҫи
Тӗп хирӗҫӳ: Ҫармӑссен вӑрҫисем
Вӑхӑт 1581—1585
Вырӑн хальхи Мари Эл, Тутарстан, Чӑваш Республики, Чулхула облаҫӗ
Сӑлтавӗ атӑлҫи халӑхсем хирӗҫ тӑни, патша влаҫӗпе килӗшменни, вӑйпа тӗне кӗртни тата вырӑслантарни
Пӗтӗмлетӗвӗ пӑлхава путарнӑ
Хирӗҫекен енсем

Вырӑс патшалӑхӗ

Улӑх ҫармӑсӗсем
Туҫи ҫармӑссем
Хусан тутарӗссем
Чӑвашсем
Удмуртсем
Пушкӑртсем

Командирсем

Хаяр Иван
Фёдор Иванович
Иван Мстиславский
Дмитрий Хворостинин

паллӑ мар

Виҫҫӗмӗш ҫармӑс вӑрҫи (выр. Третья черемисская война) — ҫармӑс халӑхӗ патша влаҫӗсен политикине хирӗҫ хӗҫпӑшалпа хирӗҫ тӑни. Ҫармӑссемпе пӗрле пӑлхава Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсем те хутшӑннӑ: чӑвашсем, мордвасем, тутарсем.

Вӑрҫӑ епле пыни

Пӑлхав 1581 ҫулхи ҫулла, тутарсемпе хантсем тата мансисем Строгановсен ҫӗрӗсем ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Кӗркунне улӑхри ҫармӑссем пӑлхава ҫӗкленнӗ; хӗлле Сӗвери тата Шупашкарти гарнизонсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑлхав Туҫи енне куҫнӑ. Тутарсем, удмуртсем, чӑвашсем, пушкӑртсем хутшӑнма пуҫланӑ. Пӑлхавҫӑсем Хусана, Шупашкара, Сӗвене хупӑрласа илнӗ, Хлынов(выр.)чăв. тавралӑхне тустарнӑ.

1582 ҫулта ҫармӑссем ҫапса аркатнӑ пур салтаксене те Хаяр Иван халӑх умӗнче патаксемпе хӗнеме хушнӑ. Паллӑ воеводӑсене, Иван Воротынскийпе(выр.)чăв. Дмитрий Хворостинин(выр.)чăв. хисеплӗ кнеҫсене «юр нумаййине» пула кирлӗ ҫӗре ҫитейменшӗн патша хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнтартса арман чулӗ ҫавӑрма, ҫӑнӑх авӑртма хушнӑ[1].

1583 ҫулта Хусан тутарӗсем патшана хирӗҫ тӑнӑ, вӗсем воеводӑна, архиепископа тата ытти вырӑс ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ. Патша Хусана каялла тавӑрас тӗллевпе тутарсене, чӑвашсемпе ҫармӑссене хирӗҫ полксем янӑ, анчах тутарсем ҫул ҫинче, е ҫар каннӑ вӑхӑтра чылай воеводӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, лешсен вара ирӗксӗрех чакма тивнӗ[2].

Патша влаҫӗсем пӑлхавҫӑсене пусармашкӑн Ливон вӑрҫи(выр.)чăв. вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пушаннӑ пысӑк вӑйсемпе усӑ курнӑ. 1584 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫӗнӗ ҫар пуҫтарнӑ, унӑн йышне Иван Мстиславский пӗтӗмӗшле ертсе пынӑ 5 полк кӗнӗ, ытти ҫарсене Фёдор Шереметев, Дмитрий Хворостинин, Михаил Салтыков, Ефим Бутурлин, Меркурий Щербатов ертсе пынӑ[3]. Патша грамотисене Ф. В. Шереметев воеводӑна, Д. И. Хворостинин кнеҫе тата вӗсен юлташӗсене панӑ[4].

1583 ҫулхи ҫуркунне тӗлне Туҫи енче пӑлхава пусарнӑ, анчах та Улӑх енче вӑл малалла тӑсӑлнӑ. Ҫав шутра ҫармӑссен отрячӗсем Кострома ҫӗрӗ ҫине те ҫитнӗ.

1583 ҫулхи ҫуркунне Чикме хулине туса лартнӑ. Унта вырнаҫнӑ ҫарсем ҫулла улӑхри ҫармӑссене пусарма тухнӑ. 1583/1584 ҫулсенчи хӗлле ҫӗнӗ ҫара Улӑх енне ҫапӑҫма янӑ. 1584 ҫулхи ҫурлапа авӑн уйӑхӗсенче Борис Годунов правительстви Улӑх енне тата 3 полк янӑ, вӗсем «Тутаев вулӑсӗнче» Патша Хулине (хальхи Йошкар-Ола) никӗсленӗ. Ҫармӑссен ҫӗрӗн варринче крепость тунӑ хыҫҫӑн пӑлхав майӗпен чакма пуҫланӑ.

1585 ҫулӑн пӗрремӗш пайӗнче патша ҫарӗсем тепӗр похода тухнӑ, ун чухне Царевосанчурска никӗсленӗ.

1584 ҫулта юлашки хут хӗллехи поход йӗркеленӗ. Хусан ҫыннисем Мускава хӑйсен айӑпне туйса килнӗ. Вӗсен пӑхӑнӑвне йышӑннӑ, айӑпне каҫарнӑ, укҫа панӑ. Патша, тепӗр хут пӑлхав ҫӗкленесрен хӑраса хӑйӗн воеводисене «пӗтӗм Ҫармӑс ҫӗрӗнче хуласем лартма хушнӑ»[5]. 1585 ҫулхи ҫулла «патшапа пӗтӗм Руҫӗн аслӑ кнеҫӗ Фёдор Иванович умӗнче ҫармӑссем ӗмӗрлӗхе туслӑ пурӑнма сӑмах панӑ»[6]. Борис Годунов пӑлхавҫӑсене ҫапла шантарнӑ: патша кивӗ ӗҫсене манса чун-чӗререн ӳкӗнсен айӑплисене каҫарма хатӗр; вӗсем шурсухалсене Мускава ярса хӑйсем пӑхӑнни пирки тупа тунӑ[7]. Урӑхла каласан, пӑлхава ҫар вӑйӗпе кӑна мар, хут дипломатийӗпе усӑ курса та лӑплантарнӑ[8].

Ҫакӑн хыҫҫӑн Борис Годунов хӑйӗн юратнӑ ӗҫне, хуласене ҫӗклессине, пуҫӑннӑ, ҫак ӗҫпе вӑл мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе аппаланнӑ, ҫак ӗҫ пысӑк усӑ парассине ӑнланнӑ[9]. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата вӗҫленсен вырӑссем ҫирӗплетнӗ вырӑнсем йӗркеленӗ: Ҫӗрпӳ (1589 ҫулта, унччен малтан чӑвашсен пурӑнмалли вырӑнӗнче), Уржум (1584 ҫулта, ҫармӑссен йӑхӗ пурӑннӑ вырӑнта), Малмыж(выр.)чăв. (1584 ҫ., Малмыж кнеҫӗсен резиденцийӗ вырӑнӗнче), Чикме (1583 ҫулта, Атӑлӑн сылтӑм енчи ҫӳллӗ ҫыранӗнче) Царево-Кокшайск (1584 ҫулта, Кокшага ҫинчи Патша-хули, халӗ — Йошкар-Ола, Мари Эл Республикин тӗп хули), Царево-Санчурск (1584 ҫулта) тата Яранск (1591 ҫ., ҫармӑссем пурӑннӑ вырӑнта). Вӗсем ҫапӑҫма юратакан ҫармӑссем тапӑнасран хӳтӗлемелле пулнӑ.

Атӑлҫи халӑхӗсен историне тӗпченӗ Австри историкӗ Андреас Каппелер Мускав политикин икӗ тӗп ҫул-йӗрне уйӑрмаллине палӑртнӑ. Репрессисем ирттерсе пӑхӑнакан ҫӗнӗ ҫынсене патшана хирӗҫ тухасран сыхламалла пулнӑ, ку чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев пулнӑ. Пӑлхавсем майӗпен ҫар вӑйӗпе пусарнӑ. Ӗҫ-пуҫ тутарсемпе ҫармӑссем пӑлхав ҫӗкленӗ 1571—1574 ҫулсенче те, 1581—1585 ҫулсенче ҫавнашкал пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Мускав ҫак ҫӗрсене алӑра тытса тӑма тата тулашри тапӑнусенчен хӳтӗленме крепостьсен системине никӗсленӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӑтӑшах Крым тутарӗсемпе нухайсем тапӑнса тӑни, ҫавӑн пекех 1569 ҫулта осман ҫарӗ Аҫтӑрхан енне ҫар похочӗпе тухнипе ҫыхӑннӑ[10]. С. М. Соловьёв(выр.)чăв. шучӗпе, «Крым ханӗ Мускава ҫармӑссене пӑлхатса кӑна сиен кӳме пултарнӑ»[11].

Ҫармӑссене тимӗрҫӗ ӗҫӗпе аппаланма, хуласенче пурӑнма, тата вӗсенче ҫӗр каҫма чарнӑ. Вӗсене пысӑк юханшывсен ҫыранӗ хӗрринчен хӑваласа янӑ, ҫав шутра Вӗтке хӗрринчен те[12][13].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Флоря Б. Н. Иван Грозный. М.: Мол. гвардия, 1999. С. 380—381.
  2. ^ Татищев В. Н. История Российская. Т. 3. М.: АСТ: Ермак, 2005. С. 715.
  3. ^ Черемисские (Марийские) войны в отечественной и зарубежной историографии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
  4. ^ Каргалов В. В. Полководцы X—XVI вв. М.: ДОСААФ, 1989. С. 316.
  5. ^ Новый летописец. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
  6. ^ Соловецкий летописец конца XVI в. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ Карамзин Н. М. История государства Российского. Том 10. Глава 1. Царствование Феодора Иоанновича. Г. 1584—1587. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ
  8. ^ Иловайский Д. И. История России. Т. 3. Московско-Царский период. М.: Типография М. Г. Волчанинова, 1890. С. 343.
  9. ^ Костомаров Н. И. Русская история в жизнеописаниях её главнейших деятелей. Глава 23. Борис Годунов , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнчи копийӗ
  10. ^ Каппелер А. Росія як поліетнічна iмперія: Виникнення. Iсторія. Розпад / наук. ред. М. Крикун. Львів: Видавництво Украінського Католицького Університету, 2005. С.. 26.
  11. ^ Соловьёв С. М. История России с древнейших времён. Том 6. Глава 6. Стефан Баторий , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ
  12. ^ Мари-Турекский район. — 2003. — С. 5. — 320 с. — (История сёл и деревень Республики Марий Эл). — 1500 экз. — ISBN 5-87898-241-2.
  13. ^ Боровиков С. В. Третья Черемисская война 1581—1585 годов // Актуальные вопросы военной истории: Сборник трудов Международной научной конференции, посвященной 200-летию Отечественной войны 1812 года. Киров: ФГБОУ ВПО Вятская ГСХА, 2013. С. 19—22.

Вуламалли

  • Марийский архивный ежегодник. Йошкар-Ола. Марийский Государственный Университет. 2003. С. 180—206.
  • Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — Марийский биографический центр, 2007. — 486 с. — 2032 экз. — ISBN 5-87898-357-0.
  • Бахтин А. Г. Марийский край в XIII—XVI веках: очерки по истории. — МарГУ, 2012. — С. 539—554. — 660 с. — 1000 экз. — ISBN 978-5-94808-678-1.


Каҫӑсем