Гангут патӗнчи ҫапӑҫу
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Гангут патӗнчи ҫапӑҫу (выр. Гангутское сражение, шв. Sjöslaget vid Hangö udd) — Балти тинӗсӗнче Ҫурҫӗр вӑрҫин вӑхӑтӗнче 1714 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — ҫурлан 7-мӗшӗнче) Гангут сӑмсахӗ (Финляндири Ханко ҫурутравӗ) патӗнче Раҫҫей ҫар флочӗпе 10 карапран тӑракан швед отрячӗ хушшинче пулса иртнӗ тинӗс ҫапӑҫӑвӗ. Ку Раҫҫей флочӗн историйӗнчи пӗрремӗш тинӗс ҫӗнтерӗвӗ[1].
Ку пулӑма асӑнса ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫар мухтавӗн кунӗ пек паллӑ тӑваҫҫӗ.
Умӗнхи
1714 ҫулхи ҫуркунне тӗлне Раҫҫей ҫарӗсем Финляндин кӑнтӑр тата вӑта пайӗсене пӗтӗмӗшле йышӑнса илнӗ. Шведсем тытса тӑнӑ Балти тинӗсӗ патне тухас тесен Раҫҫейӗн швед флотне ҫӗнтермелле пулнӑ[2].
1714 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче генерал-адмирал Ф. М. Апраксин(выр.)чăв. граф ертсе пынӑ Раҫҫей кӗсмен флочӗ (99 галера, скампавея тата 15 пин ҫынлӑ пулӑшу карапӗсем) Гангутӑн тухӑҫ ҫыранӗ патӗнче (Тверминне заливӗнче) пухӑннӑ. Вӗсен Або хулинчи (Гангут сӑмсахӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле 100 ҫухрӑмра) Раҫҫей гарнизонне ҫирӗплетме ҫар антармалла пулнӑ. Раҫҫей карапӗсен ҫулне Густав Ваттранг ертсе пынӑ швед флочӗ (15 паруслӑ йышши карап, 3 фрегат, 2 бомбардир карапӗ тата 9 галера) пӳлнӗ[3].
I Петӗр тактикӑлла манёвр усӑ курнӑ. Вӑл галерӑсен пӗр пайне Гангут ҫурутравӗн урлӑ 2,5 ҫухрӑм тӑршшӗ йывӑҫ каҫӑ туса ҫурҫӗр ене куҫарнӑ[4]. Ку пирки пӗлсен Г. Ваттранг ҫурутравӑн ҫурҫӗр ҫыранӗ патне карап отрячӗ (18 пӑшаллӑ прам «Элефант», 6 галера, 3 шхербот) янӑ. Отряда Эреншёльд контр-адмирал ертсе пынӑ. Вице-адмирал Лиллье ертсе пынӑ тепӗр отряда (8 парӑслӑ карап тата 2 бомбардир карапӗ) вӑл Раҫҫей флочӗн тӗп вӑйӗсене тапӑнма усӑ курма шутланӑ.
Ҫапӑҫу
I Петӗр тӑшман вӑйӗсене пайланипе усӑ курнӑ. Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗн (ҫӗнӗ стильпе ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче) ирхине ҫилсӗр ҫанталӑк пулнӑ, ҫавӑнпа шведсен парӑслӑ карапӗсем куҫайман. Раҫҫей флочӗн М. Х. Змаевич командор ертсе пыракан авангарчӗ (20 карап) швед карапӗсене вӗсен хӗҫ-пӑшалӗ ҫитеймен вырӑнпа иртсе кайса ҫавӑрса илнӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр отряд (15 карап) та ҫапла иртнӗ. Йывӑҫ каҫӑ кирлӗ мар пулса тӑнӑ. Змаевич отрячӗ Лаккиссер утравӗ патӗнче Эреншёльд отрячӗн ҫулне хупнӑ. Иртнӗ чухне «Конфай» галера (скампавея) ӑшӑх вырӑна лекнӗ те 232 ҫын шведсене тыткӑна лекнӗ[5].
Ваттранг Раҫҫей карапӗсен ытти отрячӗсем те ҫав ҫулпа иртӗҫ тесе шутланӑ та Лиллье отрячӗсене хӑй патне чӗнсе илнӗ. Ҫапла вӑл ҫыран хӗрринчи фарватера пушатнӑ. Апраксин кӗсмен флочӗн тӗп вӑйӗсемпе ҫак фарватерпа авангард патне иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) 14 сехетре 23 карапран тӑракан Раҫҫей авангарчӗ Эреншёльд отрячӗ ҫине тапӑннӑ. Эреншёльд хӑйӗн карапӗсене ҫурма ункӑлатса вырнаҫтарнӑ, икӗ енӗ те утравсене перӗннӗ. Икӗ пӗрремӗш тапӑнӑва шведсем карап тупписен вӑйӗпе сирсе янӑ. Виҫҫӗмӗш тапӑнӑва швед отрячӗн флангри карапӗсене хирӗҫ тунӑ, ҫакӑ тӑшмана артиллерине усӑ курма паман. Вӗсене хыҫҫӑн абордажпа тытса илнӗ. I Петӗр хӑй те абордаж ҫапӑҫӑвӗнче хутшӑннӑ, матроссене хастарлӑхпа паттӑрлӑх тӗслӗхӗ кӑтартнӑ. Ҫапӑҫура швед флагманӗ — «Элефант» прам — тыткӑна лекнӗ. Эреншёльд отрячӗн 10 карапӗ те тыткӑна лекнӗ. Швед флочӗн пӗр пайӗ Аланд утравӗсем патне тарса ӳкейнӗ.
Гангут ҫурутравӗ патӗнчи ҫӗнтерӳ Раҫҫей регулярлӑ флочӗн пӗрремӗш пысӑк ҫӗнтерӗвӗ пулнӑ. Ку ҫӗнтерӳ флота Финн тата Ботника заливӗсенче ирӗклӗн ӗҫлеме, Финляндири Раҫҫей ҫарӗсене вӑхӑтлӑ пулӑшма май панӑ. Гангут ҫапӑҫӑвӗнче Раҫҫей командирӗсем шведсен паруслӑ йышши флочӗпе ҫапӑҫма кӗсмен флотӑн ӑнӑҫлӑрах мелӗсемпе усӑ курнӑ, флотпа ҫар вӑйӗсен хутшӑнӑвне лайӑх йӗркеленӗ, тактикӑпа тата ҫанталӑк улшӑнӑвӗсемпе пӗлсе усӑ курнӑ, тӑшман манёврне пӗлсе хӑйӗн тактикине мала хунӑ. Гангут ҫапӑҫӑвӗ флот историйӗнчи абордаж ҫапӑҫӑвӗ(выр.)чăв. пӗлтерӗшлӗ пулнӑ юлашки пысӑк ҫапӑҫусенчен пӗри шутланать.
Ку ҫапӑҫу хыҫҫӑн I Петӗре вице-адмирал(выр.)чăв. рангне панӑ.
1714 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Петербургри Гангут ҫӗнтерӗвӗн уявӗ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем триумф хапхи айӗнчен иртнӗ, хапха ҫинче слон ҫинче ларакан ӑмӑрт кайӑк ӳкернӗ пулнӑ («Elefant» вырӑсла «слон» тенине пӗлтерет). Шухӑшӗ ҫапла пулнӑ: «Вырӑс ӑмӑрткайӑкӗ шӑна тытмасть»[6].
«Элефант» ҫапӑҫусене урӑх хутшӑнман, вӑл ытти трофей карапӗсемпе пӗрле Кронверк юппинче (хальхи Артиллери музейӗпе Петропавловск крепоҫӗ хушшинче), Мулкач утравӗн ҫурҫӗр енче тӑнӑ. 1719 ҫулта патша «Элефанта» юсама хушнӑ, 1724 ҫулта вара Кронверк гаванӗнче ҫырана кӑларса ӗмӗрлӗхе ҫапӑҫу трофейӗ пек упрама хушнӑ. Анчах 1737 ҫул тӗлне прам ҫӗрме пуҫланӑ, ӑна вутӑ тума салатнӑ[7].
Енсен вилнӗ-аманнӑ ҫын йышӗ
Ҫапӑҫура шведсен 361 ҫын (ҫав шутра 9 офицер) вилнӗ, 350 ҫын аманнӑ, ыттисем тыткӑна лекнӗ[8].
Вырӑссен 127 ҫын вилнӗ, вӗсенчен — 8 штаб- тата обер-офицер, 101 уретник тата рядовой, 1 «хӗсметре тӑманскер», матроссенчен — 14 аялти чин[9]. Аманнисем 342 ҫын пулнӑ (хӑшӗ-пӗр полксенчен пӗлтернӗ тӑрӑх, сурансенчен 55 ҫын, вӗсенчен пӗри обер-офицер, вилни паллӑ)[10]. Пӗтӗмпе ҫапӑҫура тата сурансенчен вилнӗ 12 офицер пулнӑ (вӗсенчен чи асли — Рязань полкӗн полковникӗ Иван Равенштейн)[11].
Гангут ҫапӑҫӑвӗ ячӗллӗ карапсем
- «Гангут» — Раҫҫей флочӗн парӑслӑ йышши карапӗ, 1719 ҫулта шыва антарнӑ.
- «Гангут» — Раҫҫей флочӗн парӑслӑ йышши карапӗ, 1825 ҫулта шыва антарнӑ.
- «Гангут» — Раҫҫей флочӗн броненосецӗ, 1890 ҫулта шыва антарнӑ.
- «Гангут» — Раҫҫей тата совет флочӗн линкорӗ, 1911 ҫулта шыва антарнӑ.
- «Гангут» — совет тата Раҫҫей флочӗн 1886У проектри вӗренӳ карапӗ.
Астӑвӑм
- I Петӗр ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Гангут ҫӗнтерӗвӗн кунне молебенпа, тинӗс парачӗпе тата фейерверкпа паллӑ тума хушнӑ. Ҫапла ку кун Раҫҫей ҫар-тинӗс флочӗн уявӗ пек пулса тӑнӑ. Каярах Гангут ҫӗнтерӗвӗн уявне молебенпа кӑна палӑртнӑ, анчах XIX ӗмӗр варринчен утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ялавсем ҫакнӑ карапсен парачӗ ирттерме, салютсем пама пуҫланӑ. Ку йӑла 1917 ҫулхи Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн татӑлнӑ, анчах 1939 ҫултанпа Тинӗс-ҫар флочӗн кунне (хальхи Раҫҫейре утӑ уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче) паллӑ тунӑ[12].
- Гангутпа Гренгам патӗнче (тӗрлӗ ҫулсенче пӗр кунта — сӑваплӑ Пантелеймон кунӗнче) ҫӗнтернине асӑнса Санкт-Петербургра Пантелеймон чиркӗвӗ туса лартнӑ. Хальхи ҫурта 1735—1739 ҫулсенче, I Петӗр чухнехи кивӗ вырӑнта, тунӑ. 1914 ҫулта Император Раҫҫей ҫар-истори обществи пуҫарӑвӗпе Пантелеймон чиркӗвӗн фасачӗ ҫинче Гангутпа Гренгамра ҫапӑҫнӑ полксен ят-йышӗ ҫырнӑ мрамортан тунӑ асӑну хӑмисем ҫирӗплетнӗ. (Чиркӳ умӗнче, Пестель урамӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн вӗҫӗнче, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ханко (Гангутӑн хальхи ячӗ) хӳтӗлевҫисене асӑнса ҫакнӑ хӑма пур.)
- «Полтава» карап-палӑкӑн сулахай енче (Чернышевский проспекчӗ, Санкт-Петербург хули) Маврикий Бакуа гравюри тӑрӑх «БАТАЛІА БЛИЗЪ ГАНГУТА» барельефне вырнаҫтарнӑ.
- Ҫӗнтерӳ ячӗпе «За победу при Гангуте» медаль кӑларнӑ.
- Пантелеймон чиркӗвӗнче I Петӗрӗн кӗсмен тата парӑслӑ флочӗсен Балтика ҫапӑҫӑвӗсем, Раҫҫей ҫарӗн Ҫурҫӗр вӑрҫинчи паттӑрлӑхӗ тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ханко ҫурутравне хӳтӗленӗ матроссен паттӑрлӑхӗ ҫинчен калакан экспозици уҫӑлнӑ.
- Гангут ҫапӑҫӑвӗ пулнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ май 1914 ҫулта «В память 200-летия морского сражения при Гангуте» медаль кӑларнӑ.
- Ҫапӑҫу 200 ҫуллӑхне асӑнса Санкт-Петербург Укҫа Дворӗ юбилейлӑ тенкӗсем кӑларнӑ. Тираж 30,1 пин экземпляр пулнӑ. Тиражӑн пысӑк пайне тӗп тунӑ, ҫакӑ упранса юлнӑ тенкӗсене раритет шайне ҫӗкленӗ[13].
- 2007 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче Петергофра(выр.)чăв. Раҫҫей флочӗн 1700—1721 ҫулсенчи Ҫурҫӗр вӑрҫинчи ҫӗнтерӗвӗсене халалланӑ уяв иртнӗ. Ӑна «Гангутпа Гренгам кунӗ» тенӗ[14].
Ҫар мухтавӗн кунӗ
1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 32-ФЗ № «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗсем тата асӑну датисем ҫинчен» Федераллӑ саккун ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшне ҫар мухтавӗн кунӗ пек — I Петӗр ертсе пынӑ Раҫҫей флочӗн Гангут сӑмсахӗ патӗнче шведсене ҫӗнтернӗ Раҫҫей историйӗнчи пӗрремӗш тинӗс ҫӗнтерӗвӗн кунӗ — палӑртнӑ[15].
Укҫасемпе почта марккисем ҫинче
Ӑнлантарусем
- ^ Гангутское морское сражение / Потехин А. А. // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
- ^ Гангутское сражение: начало победного шествия российского флота (20210807T1000). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 1714 – Гангутское сражение – первая победа русского флота (выр.). Культурно-просветительский проект, посвященный Году защитника Отечества и 80-летию Победы.. Кронштадт.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Хорошавин, Сергей. Сражение при Гангуте. Как Петр Первый шведов на абордаж взял. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ 6 августа 1714 года в ходе Северной войны состоялось Гангутское сражение - Российское историческое общество. historyrussia.org. Российское историческое общество. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Гангутское сражение: первая победа русского флота. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Линейный корабль «Седель-Бахр»: история и уроки управления (выр.). dpfmordoviya.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Нехай Р. Ш. Морская победа пехотных полков. // Военно-исторический журнал. — 2014. — № 10. — С.58-62.
- ^ Кротов П. А. Гангут: сражение и корабли. — СП.: Издательство «Галлея Принт», 2013. — С.162—166, 193—201.
- ^ Нехай Р. Ш. Морская победа пехотных полков. // Военно-исторический журнал. — 2014. — № 10. — С.62.
- ^ Кочеров В., Столяров И. Павшие в сражениях на море. // Морской сборник. — 1992. — № 7. — С.93.
- ^ День Военно-морского флота РФ // ria.ru (28 июля 2013 года). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Рубль 1914 года 200-летие Гангутского сражения - подробная информация, описание монеты. www.russian-money.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ В Петербурге отметили день Гангута и Гренгама // Деловой Петербург. — СПб., 2007. — ISSN 1606-1829. 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
Вуламалли
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
Гончаров В. Г. Гангутский бой 27 июля 1714 г. — [Санкт-Петербург], 1914.- Кротов П. А. Гангутская баталия 1714 года. — Лики России, 1996. — 248 с. — 2000 экз. — ISBN 5-87417-024-3.
Каҫӑсем
Кротов, П. А. Гангутская баталия 1714 года: основные итоги изучения и исследовательские задачи на современном этапе: [видеолекция] / Кротов Павел Александрович, доктор исторических наук, профессор исторического факультета СПбГУ, академик Академии военно-исторических наук; [Президентская библиотека