Доброхотов Владимир Анатольевич

Доброхотов Владимир Анатольевич (ҫур. 1974 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ[1], Шупашкар[1]) — Раҫҫей регион шайӗнчи политик тата хуҫалӑх ӗҫченӗ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Шупашкар хула пуҫлӑхӗ[2][3].

Политика ӗҫӗсӗр пуҫне хулан пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ[4].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ.

Мускав коопераци университечӗн(выр.)чăв. Шупашкарти филиалӗнчен «Финансы и кредит» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ[5].

1994 ҫулта ҫамрӑклах «Теплосеть» муниципаллӑ предприятие котельнӑй оборудование юсакан слесарь пулса вырнаҫнӑ, унтан «Дорисс» 5-мӗш строительство управленийӗнче автослесарь пулса ӗҫленӗ[6]. 1997 ҫулта Шупашкар хулин Мускав районӗн ЖКХ управленине инженер должноҫне вырнаҫнӑ, карьера картлашкипе майӗпен хӑпарса 2004 ҫул тӗлне тӗп инженера ҫити ӳснӗ. 2005 ҫулта Ленин районӗн ЖКХ управленине куҫнӑ, унта 2009 ҫул тӗлне предприяти пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2011 ҫулта хула администрацине вырнаҫиччен икӗ ҫул хушши «Инженерная защита» УАО директорӗ пулса ӗҫленӗ. Администрацире хула пуҫлӑхӗн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса нумай мар вӑхӑт вӑй хунӑ[7], 2011 ҫултах «Дорэкс» УАО директорӗ пулса тӑнӑ.

Доброхотовӑн политика карьери 2015 ҫулта влаҫа таврӑннинчен, Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн должноҫне йышӑнсан пуҫланнӑ. Ҫулталӑк иртсен ҫак должноҫран Чӑваш Республикин ялхуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса куҫнӑ май ӗҫрен тухнӑ[8]. 2017 ҫулта ӑна должноҫран хӑтарса Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин «Чувашупрдор» хысна учрежденийӗн директорне лартнӑ[9]. 2020 ҫулта «Дорэкса» директор вырӑнне таврӑннӑ[10]. 2022 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Шупашкарти 4-мӗш суйлав округӗнчен Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвне(выр.)чăв. суйланнӑ[11].

2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хула администрацине таврӑннӑ, администраци пуҫлӑхӗн архитектура тата хула строительстви енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ[12]. 2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Денис Спирин(выр.)чăв. отставкӑна кайнӑ пирки Владимир Доброхотова вӑхӑтлӑх пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакана суйланӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче депутатсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн(выр.)чăв. должноҫне йышӑнма Доброхотов кандидатуришӗн пӗр саслӑ пулса сасӑланӑ[13].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Владимир Доброхотов хӑйӗн ирӗкӗпе Шупашкар хулин пуҫлӑхӗнчен кайнӑ, Ун ыйтӑвне Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухса тивӗҫтернӗ[14].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти списокӗпе (4-мӗш тата 5-мӗш суйлав округӗсемпе) 8-мӗш суйлаври Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутатне суйланнӑ[15].

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 8-мӗш суйлаври Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче 8-мӗш суйлаври Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн председательне суйланӑ[16].

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн Сергей Артамоновӑн йышӑнӑвӗпе 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата пуранмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чӑвашгаз» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн директорне лартнӑ[17].

2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен правительство йышӑнӑвӗпе «Чӑвашгаз» ПУП директорӗн должнӑҫӗнчен кӑларнӑ[18].

Хисепӗсем

Тивӗҫнӗ наградӑсемпе хисеплӗ ятсем[19]:

  • Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Тав ҫырӑвӗ (2007 ҫ.);
  • Чӑваш Республикин Строительство министерствин Хисеп хучӗ (2007, 2015 ҫҫ.);
  • Раҫҫей Федерацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗ (2008 ҫ.);
  • Раҫҫей МЧСӗн(выр.)чăв. Хисеп грамоти (2010 ҫ.);
  • Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин Хисеп хучӗ (2015 ҫ.);
  • «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине асӑнса» медаль (2020 ҫ.);
  • Чӑваш Республикин халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2022 ҫ.)[20].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Исаев Ю. Н. Чувашская энциклопедия (выр.)Чувашское книжное издательство, 2006. — С. 2567. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-X
  2. ^ Владимир Доброхотов избран главой города Чебоксары. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  3. ^ Глава Чебоксар Владимир Доброхотов: Мы придерживаемся комплексного подхода — капитально ремонтируем школы и создаем современные пространства вокруг. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  4. ^ Чувашская энциклопедия. chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  5. ^ Главой Чебоксар избрали Владимира Доброхотова (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  6. ^ Выпускник ЧКИ РУК Владимир Доброхотов избран главой города Чебоксары. cheb.ruc.su. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  7. ^ Полина, Симикова От слесаря до чиновника: кто такой Доброхотов, сменивший Спирина в должности главы Чебоксар (выр.). Про Город Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  8. ^ Экс-министр транспорта Чувашии стал замминистром сельского хозяйства - Правда ПФО(паллӑ мар). pravdapfo.ru (16 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  9. ^ Владимир Доброхотов возглавит «Чувашупрдор» - Правда ПФО(паллӑ мар). pravdapfo.ru (22 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  10. ^ Глава «ЧувашУпрДора» вернулся в «Дорэкс» - Правда ПФО(паллӑ мар). pravdapfo.ru (3 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  11. ^ Владимир Доброхотов назначен врио главы Чебоксар | «НТА Приволжье» Новости Н. Новгорода. nta-pfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  12. ^ Временно исполнять обязанности главы Чебоксар будет Владимир Доброхотов - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru (17 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  13. ^ В Чебоксарах избран новый глава города - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru (17 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  14. ^ Глава Чебоксар Владимир Доброхотов досрочно сложил полномочия. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  15. ^ Доброхотов Владимир Анатольевич (с 14.09.2025) (выр.). Чебоксарское городское Собрание депутатов (14 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  16. ^ Председателем Чебоксарского городского Собрания депутатов избран Владимир Доброхотов (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (11 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  17. ^ О директоре государственного унитарного предприятия Чувашской Республики «Чувашгаз» Министерства строительства, архитектуры и жилищно-коммунального хозяйства Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (30 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  18. ^ О Доброхотове В. А. (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 ҫӗртмен 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  19. ^ Доброхотов Владимир Анатольевич - Глава города Чебоксары\. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
  20. ^ Директор » АО «Дорэкс». doreks.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем