Европӑри чӗлхесен кунӗ

Европӑри чӗлхесен кунӗавӑнӑн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Ӑна Европа Канашӗ (Европа Пӗрлешӗвӗ ырланӑ) — 2001 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Европӑри чӗлхесен ҫулталӑкне ирттернӗ май йӗркеленӗ. Кунӑн тӗп тӗллевӗ — шкулсенче те, вӗсен тулашӗнче те тӗрлӗ чӗлхесене вӗренсе алла илме хавхалантарасси, ҫав хушӑрах Европа чӗлхисем тенӗ чухне Европӗрлешӗве кӗрекен ҫӗршывсен официаллӑ чӗлхисен йышӗнчен анлӑрах пӑхаҫҫӗ.

undefined

Тӗллевсем

Чӗлхесене сыхласа хӑварассине тата аталантарассине, ҫав шутра йышлах маррисене те, Европӗрлӗхӗн официаллӑ чӗлхе политики шутӗнче палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна пурнӑҫламалли майсем шутӗнче ытларах чухне пӗр ют чӗлхерен ытларах вӗреннине тата ҫитӗнсе ҫитнӗ май чӗлхесене малалла вӗреннине калаҫҫӗ. Уйрӑммӑн темиҫе ют чӗлхе вӗренмеллине палӑртаҫҫӗ.

Европӑри чӗлхесен кунӗн тӗп тӗллевӗсем

  • культурӑпа чӗлхе хушшинчи хутшӑну шайне ӳстерес тӗллевпе чӗлхесене вӗрентес ыйтӑва тимлӗх уйӑрни;
  • Европа чӗлхе тата культура тӗлӗшӗнчен пуян пулнине кӑтартасси;
  • шкулсенче те, ҫав шутра ҫын ӗмӗрӗ тӑршшӗпех шкул тулашӗнче те тӗрлӗ чӗлхе вӗренме, алла илме хавхалантарасси.

Кӑсӑклӑ фактсем

Европа лаптӑкӗнче 225 автохтонлӑ чӗлхе шутланать, вӗсенчен 2/3 ытла пайӗ е ҫухалнӑ та ӗнтӗ, е чӗлхепе калаҫакансен йышӗ сахал пулнӑран ассимиляцие пула майӗпен ҫухалас патне ҫитсе пырать (тӗслӗхрен, ирланд чӗлхи тата ытти кельт чӗлхисем).

Тӗслӗхрен, 2009 ҫулта ЮНЕСКО Раҫҫей территорийӗнчи 136 чӗлхе тӗлӗшпе ҫухалас хӑрушлӑх пурри пирки палӑртнӑ.

Тепӗр енчен, Европӑри чӗлхе сӑнӗ XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен пуҫласа чылай пуянланнӑ, ун чухне экономика тата политика миграцийӗ анлӑ аталаннине пула Европӑри пур ҫӗршывсенче те, уйрӑмах вӗсен тӗп хулисенче, тӗнчери нумай халӑх калаҫнине итлеме май тупӑнма пуҫланӑ. Европӑри чи пысӑк мегаполиссенчен пӗринче (Мускав), ҫавӑн пекех Санкт-Петербургра, хальхи вӑхӑтра украин, молдаван, кӑркӑс, узбек, таджик, акӑлчан, француз, китай, вьетнам тата планетӑри ытти нумай чӗлхеллӗ ҫынсем йышлӑ. Германире турккӑ чӗлхи анлӑ сарӑлни палӑрать, Швеципе Францире — арап чӗлхи, Лондонра юлашки ыйтӑм кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 336 чӗлхеллӗ халӑх пурӑнать, ҫав шутра хинди, урду, тӗрлӗ африка чӗлхисем тата ыт. те. Анчах та виҫҫӗмӗшри ҫӗршывсенчен ҫитнӗ мигрантсем час-часах нацилле автохтонлӑ чӗлхисен лару-тӑрӑвне япӑхлатасси патне илсе ҫитерет — иммигрантсем ытларах чухне «тупӑшлӑ», вӑйлӑ чӗлхене кӑна алла илме тӑрӑшаҫҫӗ, кил-тӗрӗшре тӑван чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ, ыттисене вара шута илмеҫҫӗ. Ҫапла май Ирландине мигрантсем йышлӑ килни ирланд чӗлхин лару-тӑрӑвне самай йывӑрлатӗ, акӑлчан чӗлхи ӑна вӑйлӑрах хӗсме пуҫлӗ, Финляндире вара — финн чӗлхине пула швед чӗлхине аталантарма чӑрмантарать.

Хальхи вӑхӑтри Европӑри чӗлхе статистики

Европӑри чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе (тӑван чӗлхе шутӗнче) вырӑс чӗлхи географи енчен те, территори енчен те (Раҫҫейӗн Европа пайӗнче 105 млн ытла пурӑнать) шутланать. 15-рен пуҫласа 40 млн таран вырӑсла пӗлекенсем, ҫав шутра икчӗлхеллисем те, Украинӑра (2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗнче ӑна халӑхӑн 30 % тӑван чӗлхе тенӗ) пурӑнаҫҫӗ, Беларуҫре 6 млн пуҫласа 10 млн таран ҫын (2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗнче халӑхӑн 58 % ӑна тӗп чӗлхе тенӗ) пурӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен вырӑс чӗлхине 150 миллион ытла Европа ҫынни тӑван чӗлхе тесе шутлать.

Малалла ҫак чӗлхесем пыраҫҫӗ: нимӗҫ чӗлхи — 95 миллиона яхӑн, хрантсус чӗлхи — 66 миллион, акӑлчан чӗлхи — 63 миллион, итальян чӗлхи — 60 миллион, испан тата поляк чӗлхисем — 40 млн яхӑн ҫын тата украин чӗлхи — 25-30 млн яхӑн ҫын.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Каçăсем