Кивĕ Майна
Кивĕ Ма́йна (1917 çулчен — Богоявле́нское чиркӳ ялĕ) — хула евĕр паççулкă, Раççей Федерацин Чӗмпӗр облаҫӗнчи Кивĕ Майна районĕн администраци центрĕ. Атӑлăн (Куйбышев шывусравĕ çумĕнче) сулахай çыранĕнче, Чĕмпĕртен 68 çм çурçĕр-тухăçалла, 34 çм Чĕмпĕр — Ĕпхӳ чукун çулĕн Чердаклы чукун çул чарăнăвĕнчен çурçĕрелле вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Чăнлавсене тăнласа, çакна калама пулать: Богоявленское салине Кострома Богоявленски мăнастăрĕн мăнахĕсем 1655—1661 никĕс хунă.
Официаллă ялăн çул ӳсĕмне 1670 çултанпа çыраççĕ, ун чух Алексей Михайлович патша хушнипе Атăл çыранĕнче Майн острогне никĕсленĕ.
Пĕрремĕш йывăç чиркĕве ялта 1777 хăпартнă; унăн икĕ астул пулнă: Богоявление тата Тасана кĕртекен Николай Мирликийе чысласа. Нумаях ларайман, кăвайта кайнă. 1823 çулта Дмитрии Николаевич Блудов граф кăмăлĕпе, укçипе чулран Богоявлени чиркӳне тăваççĕ, вăл халиччен упранса юлнă, халĕ те кĕл тумалли вырăн шутланать. Храмра Турă амăшĕн асам пирĕштисем: «Боголюбивая», «Отрада» («Утешение») тата «Казанская» çын чунне тасатаççĕ.
Промăçлăх
Сĕт-çу савучĕ, кирпич савучĕ.
Каçăсем
- Чемпĕр облаçĕн Кивĕ Майна районĕ 2008 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кивĕ Майнăн ĕçтĕш посёлокĕ
- Богоявленски храмĕ (Кивĕ Майна чиркӳ ялĕ) 2006 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче архивланӑ. РПЧ Чĕмпĕрпе Мелекес епархийĕсем;
- Кивĕ Майнăри çанталăк пулăмĕ.
- Links73 — Чĕмпĕр облаçĕн сайчĕсем
- Майна Ульяновской области | Кивĕ Майна район сайчĕ
- Чĕмпĕр облаçĕн Майна районĕн Игнатовка ялĕн сайчĕ 2007 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ.