Минеева Валентина Алексеевна

Минеева Валентина Алексеевна (1924 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ, Йĕпреç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2010 ҫулхи акан 24-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш халӑх ӑсти, пир тӗртекен, журналист, тӗпчевҫӗ тата халӑх ӳнерне сараканӗ. СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ (1971)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 ҫулта Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ посёлокӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ ҫул тултарнӑранпа ялти шкултан вӗренсе тухиччен Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫре ашшӗн, Алексей Петрович Петров журналистӑн (Этмен) тӑван ялӗнче, пурӑннӑ[2].

Шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен педагогӗн дипломне илнӗ. 1946—1950 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ[2].

1954 ҫултанпа республикӑри «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче (халӗ «Хыпар») культура пайӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче литература сотрудникӗ, аслӑ корреспондент пулнӑ, ҫавӑн пекех «Пионер сасси» хаҫатра ӗҫленӗ[3]. 1954—1966 ҫулсенче — редактор, 1966—1973 ҫулсенче — Чӑваш радиовӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен аслӑ редакторӗ[3].

1986—1989 ҫулсенче «Паха тӗрӗ» ӳнер промыслисен пӗрлешӗвӗн сӑнав лабораторинче эрешлӗ пир тӗртес енӗпе ӳнерҫӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1992 ҫулта Чӑваш Республикин халӑх художникӗн М. С. Спиридоновӑн мемориал музей-хваттерӗн (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн филиалӗ) заведующине лартнӑ, унта 2002 ҫулччен ӗҫленӗ[2].

Пултарулӑх

В. А. Минеева — халӑх культурин, йӑли-йӗркин тата эрешлӗ халӑх пусмине тӗртнин, вӗтӗ шӑрҫапа тата тенкӗпе ҫӗлессин тӗпчевҫи. Журналистика командировкисем вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикинчи ялсемпе саласенче ӑстасемпе паллашнӑ, халӑх искусствине тӗпченӗ. Пурӑна киле хӑй те пир тӗртме пуҫланӑ, чӑваш наци пусмине тӗртессин, вӗтӗ шӑрҫапа тата тенкӗсемпе ҫӗлессин, тӗрлессин, ҫыхассин тата пиҫиххи явассин мӗн пур тенӗ пек ӳнер тата техника мелӗсене алла илнӗ[3][2].

1970-мӗш ҫулсенченпе В. А. Минеева республика, Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Союзри ӳнер куравӗсене хутшӑннӑ тата пӗрре мар лауреат пулнӑ. Чылай хайлав авторӗ: тӗрӗллӗ ал шӑллисем, пиҫиххисем, сӗтел ҫиттисем, урайне сармаллисем, салфеткӑсем, капӑрлӑхсем. Минеевӑн ӗҫӗсене Мускавра РСФСР автономи республикисен ӳнерҫисен хайлавӗсен куравӗнче кӑтартнӑ (1971)[3].

В. Минеевӑн хайлавӗсем Чӑваш наци музейӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Этнографи патшалӑх музейӗнче, Мускав, Санкт-Петербург, Суздаль тата ытти хула музейӗсенче упранаҫҫӗ[1].

М. С. Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче ӗҫленӗ чухне ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата ҫутӗҫ ӗҫне тытса пынӑ: фондсене системӑланӑ, прессӑра халӑх ӳнерӗ пирки ҫырнӑ очерксемпе статьясене пичетленӗ, эрешлӗ пусма тӗртес енӗпе ача-пӑча студине йӗркеленӗ. Хальхи чӑваш эрешӗллӗ пусма тӗртессипе ӗҫлекен чылай ӑста — унӑн вӗренекенӗсем[2].

Чыславсем тата званисем

  • СССР Журналистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1971);
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1978)[1];
  • РСФСР халӑх ӑсти (1989)[2][4];
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Хисеп грамоти (1998)[4].

Библиографи

  • Минеева В. А. Чăвашсен эрешлĕ пир-авăрĕ = Чувашское узорное ткачество: кн.-альбом (на чув. и русск. яз.) / Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. — 183 с. : ил., портр.; 27 см. — (Из опыта народных мастеров).
  • Минеева В. А. Чувашское узорное ткачество. — Чебоксары, 2008[2].
  • Минеева В. А. Ĕмĕрĕн кĕске сыпăкĕсем — Краткие мгновенья жизни (на чув. яз.). — Шупашкар, 2008. — 56 с.
  • Минеева В. А. Тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова / Мастер вышивки Екатерина Ефремова (на чув. яз.) — Чебоксары: Чув. гос. ин-т гуманитарных наук, 2008. — 48 с., илл.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Иванов-Орков Г.Н. Минеева Валентина Алексеевна. Электронная Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Виртуальная выставка «Училась у народа — ему же возвращаю…» Чувашский национальный музей (24 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Минеева Валентина Алексеевна // Исследователи этнографии и археологии Чувашии : биобиблиографический словарь. — Чебоксары: Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук, 2004. — . — ISBN 5-87677-041-8.
  4. ^ 1, 2 Минеева Валентина Алексеевна (журналист; 24.02.1924-25.04.2010). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Исследователи этнографии и археологии Чувашии: Биобиблиографический словарь. Чебоксары: ЧГИГН, 2004. — С. 174—176.
  • Минеева В. «Мĕнех вара, Парижа та çитĕп-ха…» («Что же, дойду и до Парижа…») / В. Минеева // Пике. — 1997. — № 1-2. — С. 24-25.
  • Иванов-Орков Г. Н. Узоры земли чувашской. Современные художественные промыслы и сувениры. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2007. — С. 15.
  • Иванов-Орков Г. Н. Минеева Валентина Алексеевна / Г. Н. Иванов-Орков // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 96.