Музейсен каçĕ

«Музейсен каҫӗ» (акăл. Night of Museums) — пӗтӗм тӗнчери культурӑпа вӗрентӳ акцийӗ, ҫак вӑхӑтра музейсем сӗм ҫӗрлечченех е ҫӗрле те ӗҫлеҫҫӗ[1]. Ӑна ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ; ҫак куна ҫывӑх канмалли кунсенче — ҫу уйӑхӗн виҫҫӗмӗш канмалли кунӗсенче — ирттерессине йӑлана кӗртнӗ. Акци тӗллевӗ — музей фончӗсене халах хушшинче сарасси, музей тата ҫутӗҫ ӗҫӗн меслечӗсемпе ҫӗнӗ формисене кӑтартасси[2]. Акци пӗрремӗш хут 1997 ҫулта иртнӗ[3].

undefined

Раҫҫейре «Музей каҫӗн» 2025 ҫулти кунӗ — ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ. Акци теми — «Паттӑрсем»[4].

Акци историйӗ

Пӗрремӗш «Музейсен вӑрӑм каҫӗ» (ним. Lange Nacht der Museen)[5] Берлинӑн вуникӗ музейӗнче 1997 ҫулта иртнӗ. Экскурсисем, лекцисем, театрализациленӗ мероприятисем ҫӗрӗпе ирттернӗ. Куракансене тӳлевсӗр кӗртнӗ[1].

1999 ҫулта ҫакнашкал акцие Францин Культура тата коммуникаци министерстви йӗркеленӗ[6].

2001 ҫулта акцие Европӑпа Америкӑри 39 ҫӗршыв хутшӑннӑ[4].

2005 ҫулта Европа Канашӗ(выр.)чăв. Франци сӗннӗ «Музейсен каҫӗ» тӗнче акцине ҫулсерен ирттерес шухӑша ҫирӗплетнӗ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне ҫывӑх канмалли кунсенче ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ[7].

undefined

2025 ҫул тӗлне акцие хутшӑнакансем 40 ытла ҫӗршыври 3,5 пин ытла музей шутланать[7].

Раҫҫейре

Раҫҫей акцие пуҫласа 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хутшӑннӑ[8][9]. Красноярскри музей центрӗ(выр.)чăв. йӗркеленӗ мероприятисене 5 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ[6].

2006 ҫулта «Музейсен каҫӗ» Санкт-Петербургпа Хусан хулисенче иртнӗ[4].

2007 ҫулта акци пӗрремӗш хут Мускавра тата Екатеринбургра иртнӗ. Мускавра мероприятие «Музейри каҫ» ят панӑ[7]. Чылай учреждени акци тӗлне ятарласа ачасемпе аслисем валли анлӑ курав-экскурси программисем хатӗрленӗ.

2015 ҫулта «Музейсен каҫӗ» федераци статусне илнӗ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа акцие Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви(выр.)чăв. пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Акцие федераллӑ, патшалӑх, муниципаллӑ, ведомство тата ҫӗршыври харпӑр музейсем хутшӑнаҫҫӗ[2].

«Музейсен каҫӗ» Раҫҫейре 2 пин ытла музей организацине пӗрлештерет[7]. Акцие ҫавӑн пекех курав центрӗсем, театрсем, галерейӑсем, вулавӑшсем, пушӑ вӑхӑт центрӗсем тата ытти учрежденисем хутшӑнаҫҫӗ[2].

Ҫулсеренех акцие пӗр-пӗр темӑна халаллаҫҫӗ.

Хронологи

  • 2016 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприятисене Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑ. Чылай музей «Пӗр экспонат историйӗ» тематикӑпа мероприятисем ирттернӗ. Санкт-Петербургра, Екатеринбургра тата Калининградра акцие хутшӑннӑ площадкӑсене пӗрлӗхлӗ билетпа кӗме пулнӑ[10]. 130 ытла музей тата темиҫе теҫетке хула экскурсийӗ ирттернӗ, 60 концертпа 30 кинокӑтарту йӗркеленӗ. Мускавра ВДНХ-ра(выр.)чăв. «Кино тата мода. Александр Васильев Фондӗнчи паллӑ киноактрисӑсен кеписем» курав иртнӗ[11].
undefined
  • 2017 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен ҫӗрле иртнӗ. Тӗп тема — 1917 ҫулхи Революци[12]. Мероприятие темиҫе теҫетке культура площадки хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче: Третьяков галерейи, «Царицыно» усадьба, ВДНХ, Мускав зоопаркӗ, Хальхи ӳнер музейӗ «Гараж»(выр.)чăв. тата ыттисем те. Лекцисем, экскурсисем, искусствоведсемпе, историксемпе, фотографсемпе тӗлпулусем, мастер-классемпе театрализацисем ирттернӗ[13].
  • 2018 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Пулӑмӑн тӗп теми — «Запасниксенчи шедеврсем»[14]. Мероприятисене музейсем, театрсем, галерейӑсем, арт-центрсем тата ӳнер шкулӗсем хутшӑннӑ. Музейсем сайра тӗл пулакан экспонатсене кӑтартнӑ, вӗсем маларах хупӑ фондсенче е реставрацире пулнӑ. Мускавра 800 ытла пулӑм иртнӗ, вӗсене 500 пин ҫын ҫитсе курнӑ.
  • 2019 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприятин тӗп теми — «Элементсем»[15]. Ҫӗршывӗпех 100 ытла музей кая юлса ӗҫленӗ, экскурсисем, лекцисем, перформанссем тата концертсем ирттернӗ. «Гараж» музей курма килекенсем валли Павел Пепперштейнӑн «Человек как рамка для ландшафта» тата «Рашид Араин. Ретроспектива» куравсене тӳлевсӗр экскурсисем йӗркеленӗ. Бахрушин музейӗнче(выр.)чăв. театрализациленӗ «Театр Софоклран пуҫласа Мейерхольдчен» представлени иртнӗ, унта курма килекенсем ҫичӗ театр «саманинчен» кирек хӑшне те, Антикӑран пуҫласа XVII ӗмӗре ҫити, суйлама пултарнӑ. «Солянка» галерея хӑнисем ӳнерҫӗсен ӗҫ процесне курма пултарнӑ. Акцин тӗп лапамӗ Мускав музейӗ(выр.)чăв. пулса тӑнӑ, унта Drumsfest Russia 2019 пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑнакансем параппан шоувӗ ирттернӗ[16].
  • 2020 ҫулти «Музей каҫӗсен» тӗп теми — «Символсем»[17]. Covid-19 пандемине пула мӗнпур мероприяти ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен онлайн-форматпа иртнӗ. Акцие Мускаври 50 ытла музей тата галерея хутшӑннӑ. Онлайн-пулӑмсене организацисен официаллӑ сайчӗсенче тата социаллӑ тетелсенче ирттернӗ. Мероприятисене пӗтӗмпе 800 пин ытла ҫын пӑхнӑ[18].
  • 2021 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Тӗп тема — «Музейран та ытларах»[19]. Куравсем, экскурсисем, мастер-классем, квестсем, конкурссем, викторинӑсем, лекторисем ирттернӗ. Тӗп площадка Третьяков галереи пулса танӑ, унта «Ирӗклӗх ҫинчен ӗмӗтленни. Раҫҫейри тата Германири романтизм» пӗтӗм тӗнчери курав иртнӗ. Патшалӑх истори музейне(выр.)чăв. ҫӳрекенсем сайра тӗл пулакан экспонатсене реставрацилес процесспа паллашма тата алҫыру палӑкӗсене тишкерме пултарнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри алӑсталӑх искусствин музейӗнче(выр.)чăв. ӗҫлекенсем ачасем валли программа хатӗрленӗ, улӑмран кӳлепесем ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ[20].
  • 2022 ҫулта мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Акци теми — «Пуҫламӑш пӑнчӑ»[21]. Курма килекенсем валли экскурсисем, концертсем, музыкӑпа поэзи перформансӗсем, ачасемпе аслисем валли мастер-классем, тӳлевсӗр ҫуран экскурсисем, лекцисем, кинокӑтартусем, уҫӑ тӳпе айӗнчи куравсем йӗркеленӗ[22]. Мероприятисене 300 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
  • 2023 ҫулта «Музей каҫӗ» акци ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Тӗп тема — «Истори тата историсем»[23]. Куравсем, мастер-классем, концертсем, экскурсисем ирттернӗ. Акцие Инди, Сауд Аравийӗ, Венесуэла, Катар, Ливан, Камбоджа, Монголи тата ытти патшалӑхсен дипломати миссийӗсен представителӗсем хутшӑннӑ. А. С. Пушкин ячӗллӗ Ӳнерсен патшалӑх музейӗнче(выр.)чăв. «Пейзаж мӗнле саслӑ» программа йӗркеленӗ: телефонпа тата наушникпе ҫӳрекенсем музей залӗсем тӑрӑх утса икӗ тӗрлӗ ӳнер — музыкӑпа живопись — пӗрлештернӗ. ВДНХ ҫинчи Тухӑҫ музейӗ(выр.)чăв. хӑнасем валли яланхи экспозицисем тӑрӑх «музыка маршручӗсем» йӗркеленӗ[24]. Акци вӑхӑтӗнче 1300 ытла мероприяти иртнӗ, вӗсене икӗ миллион ытла ҫынна ҫитсе курнӑ[25].
undefined
  • 2024 ҫулта акци ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Тӗп тема — «Ӑруран ӑрӑва. Ҫемье реликвийӗсем»[26]. Мускаври культура площадкисем 500 яхӑн мероприяти ирттернӗ. Вӗсен шутӗнче: литература спектаклӗсем, театрализацисем, мастер-классем, квестсем, викторинӑсем, классика тата хальхи музыка концерчӗсем. Федерацин пулӑм лаптӑкӗсене 300 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
  • 2025 ҫулта «Музей каҫӗ» акци ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Тӗп тема — «Паттӑрсем»[27]. Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗнче программа историлле астӑвӑма тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упраса хӑварассине, ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑх туйӑмне тата унӑн ҫитӗнӗвӗсене йӗркелессине халалланӑ. Мероприяти шайӗнче экскурсисем, куравсем, лекцисем, мастер-классем, концертсем тата ытти мероприятисем иртӗҫ[28].

Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ Ольга Любимова ҫапла палӑртнӑ[29]:

Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейӗн ҫулталӑкӗнче эпир ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, фашизм сӑнчӑрӗсене сирнӗ паттӑрсем ҫинчен аса илӗпӗр. «Паттӑрсем» тема Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музейсенче те пӗлтерӗшлӗ, кашни регионӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе те, ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ ытти пулӑмсемпе те ҫыхӑннӑ хӑйӗн паттӑрӗсем пур. Эпир каллех иртнӗ вӑхӑтри паттӑр страницӑсене таврӑнӑпӑр, халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ историллӗ тапхӑрти паттӑр ӗҫӗсене аса илӗпӗр, паттӑрсем ҫинчен тата вӗсем хӑйсем каласа панӑ паттӑрла историйӗсене илтӗпӗр. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ вӑхӑт ҫӗнӗ паттӑрсем ҫуратать, панӑ тема музейсене истори никӗсӗ ҫине таянма та, ҫак пулӑм ҫине хальхи вӑхӑтри актуаллӑ пӑхнине суйласа паянхи паттӑрсем ҫинчен каласа пама та май парӗ.

Ҫыхӑннӑ датӑсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Что известно о всероссийской акции "Ночь музеев" (2024-05-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Всероссийская акция "Ночь музеев" (2024-05-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  3. ^ Денис Сидоров. Музей подготовился к грядущей ночи (2021-05-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Когда пройдет «Ночь музеев» в 2025 году? (2025-02-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  5. ^ Всероссийская акция «Ночь музеев» 2024, Аскинский район — дата и место проведения, программа мероприятия.. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 История акции "Ночь музеев". Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4 История акции. Ночь музеев. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  8. ^ «Ночь в храме», возможно, пройдет в Москве // Православие и мир. — 22.09.2015.
  9. ^ Красноярский музейный центр. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи акан 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  10. ^ Акция "Ночь музеев", посвященная Году кино, стартует по всей России (2016-05-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  11. ^ Волкова, С.. «Ночь музеев» - 2016: Хотите увидеть редкие коллекции, торопитесь зарегистрироваться (2016-05-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ «Ночь музеев»-2017 посвятили русской революции (2017-05-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  13. ^ "Ночь в музее" в Москве: Куда пойти, что посмотреть, и как добраться. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  14. ^ «Шедевры из запасников» станут главной темой «Ночи музеев-2018» (2018-05-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  15. ^ Когда проведут "Ночь музеев" в 2019 году? Тема акции была объявлена в конце мая прошлого года | Санкт-Петербург Центр (выр.). peterburg.center (11 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  16. ^ «Ночь музеев» в Москве 2019: куда идти и что смотреть. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  17. ^ Участие в «Ночи музеев — 2020». www.artnight.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  18. ^ Онлайн-мероприятия акции "Ночь в музее – 2020" посетили более 800 тыс. человек. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  19. ^ Анонс пресс-конференции «Ночи музеев — 2021». old.artnight.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  20. ^ Ночь музеев - 2021 (выр.). nazaccent.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  21. ^ Как пройдет акция "Ночь музеев" в России в 2022 году (2022-05-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  22. ^ Что и где посмотреть в Москве в «Ночь музеев-2022»?. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  23. ^ Ночь музеев: когда будет в 2023 году, участники акции, программа (2023-05-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  24. ^ Экскурсия по бункеру, рок-концерт и закулисье театра: куда пойти на «Ночь музеев» в Москве. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  25. ^ Министр культуры рассказала о рекордах "Ночи музеев" в России. Вести.ру (25 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  26. ^ Объявлены дата и тема «Ночи музеев» 2024 года - Год Литературы (2024-03-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  27. ^ «Ночь музеев» пройдет по всей России 17 мая. Публикации СМИ. Первый канал (2025-02-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  28. ^ Ночь музеев — 2025. Официальный сайт акции. museumnight.culture.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  29. ^ Ольга Любимова: Всероссийская акция «Ночь музеев» в 2025 году будет посвящена теме «Герои». Министерство культуры РФ (17 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли