Пӳлер (хулаш)
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Пӳлер хулашӗ (ав.-выр. Билир, тут. Биләр, Bilär, выр. Билярское городище) — хальхи Тутарстанри Пӳлер ялӗ ҫумӗнчи хулаш, Раҫҫейри культура эткерлӗхӗн объекчӗ[1].
X ӗмӗрпе XIII ӗмӗрсем хушшинче Пӳлер Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули пулнӑ.
Пӳлер хальхи Тутарстан Республикин картти ҫинче
Истори
Ибн Фадлан арап ҫулҫӳревҫи хӑварнӑ ҫырнисем тӑрӑх, хулана пӑлхарсен Алмуш патша 922 ҫулта никӗсленӗ[2]. Ҫав вӑхӑтрах Пӳлер хулашӗнче тупнӑ пӗрремӗш археологи материалӗсем X ӗмӗрте пулнине кӑтартаҫҫӗ[2].
Пӳлер Хӗвеланӑҫ Кама лешьенӗн варринче, Атӑла юхса кӗрекен Мӑн Ҫарӑмсан юханшывӑн сылтӑм юппи пулакан Кӗҫӗн Ҫарӑмсанӑн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ (хальхи Тутарстан Республикин Алексеевски районӗ).
Вырӑс истори хроникисенче хулана 1164 ҫултан пуҫласа Аслӑ Хула (Лаврентий летопиҫӗ) ятпа асӑнма пуҫланӑ. Тен, XII ӗмӗртен пуҫласа вӑл Атӑлҫи Пӑлхарӑн тӗп хули пулнӑ[3]. Аслӑ хула пирки юлашки хут 1236 ҫулта асӑннӑ, ун чухне монголсем тапӑнса килнӗ вӑхӑтра хулана тустарнӑ та ҫунтарса янӑ.
Нумай тӗпчевҫӗ шутланӑ тӑрӑх, пушкӑртсем хушшинче паллӑ вӑтам ӗмӗрсенчи пӳлер йӑхӗ (пӑлхарсенчен тухнӑскер) Пӳлер ҫыннисенчен пулса кайнӑ е вӗсенчен йӗркеленнӗ.
Хулан археологи ишӗлчӗкӗ — Пӳлер хулашӗ — Пӳлер ялӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ хӗрринче вырнаҫнӑ (ялӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ ҫуррине те кӗртет). Пӳлер хулашӗ Пӳлерти патшалӑх историпе археологи тата ҫутҫанталӑк музей-заповедникӗ йышне кӗрет[4].
Пӳлер хулашне археологи тӗлӗшӗнчен тӗпчени
Пӳлер хулашӗпе историпе археологи палӑкӗ пек XVIII ӗмӗртех кӑсӑланма пуҫланӑ[5].
Хулашӑн пӗрремӗш планне Н. П. Рычков хатӗрленӗ, вӑлах ӑна сӑнласа панӑ. Пӳлер хулашне тата унӑн таврашӗнчи археологи палӑкӗсене чи туллин 1881 ҫулта В. А. Казаринов тӗпченӗ. Вӑл ишӗлчӗксене тата хӑшпӗр пӑлхар палӑкӗсене тӗпченӗ, ытти ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсене, уйрӑм районсем ӑҫта вырнаҫнине палӑртнӑ. Археологи, истори тата этнографи обществи хушнипе шалти хулара ӑслӑлӑх енӗпе пӗрремӗш хут 1915—1916 ҫулсенче П. А. Пономарёвпа М. Г. Худяков чавма пуҫланӑ[6], анчах шел пулин те, ӗҫе вӗсчем вӗҫлеймен. Тепӗр хут ӑна 1928 ҫулта А. С. Башкиров тӗпчеме хӑтланнӑ[7].
Стационарлӑ тӗпчевсене А. Х. Халиков(выр.)чăв. ертсе пынипе СССР КФАНӗн Г. Ибрагимов ячӗллӗ ИЯЛИ тата ХПУ экспедицийӗ 1967 ҫулта кӑна пуҫланӑ, каярахпа ку ӗҫе Ф. Ш. Хузин тата ыттисем малалла тӑснӑ.
Пӳлер хулашне сӑнласа пани
Хулаш Мӑн Ҫарӑмсан юханшыв еннелле анса пыракан тикӗс плато ҫинче вырнаҫнӑ. Хулаш ҫийӗ урлӑ икӗ юханшыв — Пӳлер тата Елшанка (иккӗшӗ те — Кӗҫӗн Ҫарӑмсанӑн сулахай юпписем) юхаҫҫӗ. Хулаш тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ, кӗтесӗсем тӗнче енӗсемпе пӗр килеҫҫӗ тата пӗр-пӗрин ӑшне вырнаҫтарнӑ тӑватӑ пайран тӑрать: цитадель, шалти хула, тулашри хула, посад.
Пӳлер хулашӗн территорийӗнче цитадель тупман.
Шалти хула тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ пулнӑ. Унӑн лаптӑкӗ[8], хӳтӗлев хатӗрӗсемпе пӗрле 1 306 000 м² (хӳтӗлев хатӗрӗсемсӗр — 1 160 000 м².) ҫитнӗ. Шалти хулан хӳтӗлев хатӗрӗсем икӗ йӗрлӗ валсенчен тата ҫӳлтен хушма йывӑҫ хатӗрсенчен тӑнӑ. Валсен тӗп йӗрӗн тӑршшӗ 4800 м. Хушма валсен йӗрӗ (хӑшпӗр вырӑнта туса пӗтермен) 5400 м тӑршшӗ. Хӳтӗлев хатӗрӗсене тунӑ чухне юханшывсен кивӗ ҫулӗсемпе усӑ курнӑ: кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче — Пӳлер шывӗпе, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче — Елшанка шывӗпе.
Тулашри хулана виҫӗ йӗрлӗ валсемпе тата канавсемпе ҫупӑрласа илнӗ пулнӑ. Вӗсем хулашӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче уйрӑмах лайӑх упранса юлнӑ. Шалти валсен йӗрӗн тӑршшӗ 9125 м яхӑн. Вӑтамри валсен йӗрӗн тӑршшӗ 9400 м яхӑн. Тулашри валсен йӗрӗн тӑршшӗ 10200 м яхӑн. Тулашри хулан лаптӑкӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе пӗрле 4 896 000 м² (хӳтӗлев хатӗрӗсемсӗр — 3 741 000 м².).
Посад хулаш тавра сарӑлнӑ пулнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче хула ҫумӗнчи масарсем (I, III, V Пӳлер масарӗсем) вырнаҫнӑ.
Пӳлер хулашӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе пӗрле 6 202 000 м² (хӳтӗлев хатӗрӗсемсӗр — 4 901 000 м².).
Посада шута илсен комплекс лаптӑкӗ 8 000 000 м² яхӑн, ҫакӑ ӑна вӑтам ӗмӗрсенчи тӗнчен чи пысӑк хулисен шутне кӗртме май парать.
Хулашра пурӑннӑ ҫынсен шутне тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ, 100 пин ҫын таран тесе те калаҫҫӗ[9].
Пӳлер хулашӗн тӗп объекчӗсем
Пӳлерти мичет комплексӗ
Вӑл цитадель ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак вырӑнта авалхи мечет ишӗлчӗкӗсем пурри тахҫанах паллӑ. Минаретпа портал юлашкисем ҫинчен В. Н. Татищев историк та ҫырнӑ. Пӳлер ялне 1769 ҫулта килнӗ Н. П. Рычков та чулпа хутӑш хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ хӳмесем, колоннӑсем тата минарет ишӗлчӗкӗсене курнӑ. XIX ӗмӗр варринче вырӑнти ҫынсем ку территорие сухалама пуҫланӑ, ҫавӑнпа 1915 ҫулта П. А. Пономарёвпа М. Г. Худяков мичӗте курайман — раскопкӑсем шурӑ чулран хунӑ никӗс йӗрне кӑна кӑтартнӑ. 1971 ҫулта А. Х. Халиков ертсе пынипе комплекса ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен туллин чавма пуҫланӑ. Тепӗр ҫултан вӗсене тӗпчеме пуҫланӑ. 1976 ҫултанпа, тӗпченипе пӗрлех, пӗтӗм комплекса ӑслӑлӑх шайӗнче консервацилеме пуҫланӑ, ӑна 1981 ҫулта вӗҫленӗ.
Мечет ҫурчӗ икӗ пайран — йывӑҫ тата чул пайран тӑрать. Чи малтан (хулана никӗсленӗ чухне) йывӑҫ пайне тунӑ. Вӑл тӳрӗ кӗтеслӗх евӗрлӗ (44,5—48×30—32 м) пулнӑ тата кӗмелли алӑкӗпе ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле, михраб нишипе кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле, Мекка еннелле, тухнӑ. Археологсем ӗлӗкхи конструкци, хӳме никӗсӗн, урайӗн тата перекрытийӗн тӗп юписен йӗрӗсене тупнӑ — 0,5—1,5 м тарӑнӑш тата 0,5—0,8 м диаметрлӑ 650 ытла шӑтӑк (хӑш-пӗр чухне ҫӗрнӗ йывӑҫ юпа юлашкисене тупнӑ), вӗсене ятарлӑ йӗркепе вырнаҫтарнӑ. Мечетӗн йывӑҫ пайӗн варринче (кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ хӗрринелле) тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ шӑтӑк тупнӑ, вӑл шыв пухмалли хатӗрӗн шӑтӑкӗ пулнӑ, ҫакӑ ҫуртӑн ҫак пайӗнче уҫӑ картиш пулнине пӗлтерет.
Ҫуртӑн чул пайне X ӗмӗр варринче йывӑҫ пайӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енӗ ҫумне туса лартнӑ. Ҫак пай (унран акшарпа вак чултан тӑракан никӗс пайӗсем упранса юлнӑ) тӳрӗ кӗтеслӗх евӗрлӗрех (41—42×26 м) пулнӑ, хӳмисем 1 м таран сарлакӑш, тата йывӑҫ пай пекех тӗнче енӗсем тӑрӑх вырнаҫнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, мечетӗн чул пайӗ маччана тытса тӑракан колоннӑллӑ пысӑк та анлӑ зал пулнӑ — ҫурт лаптӑкӗн шалти пайӗнче 24 колоннӑран юлнӑ тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ (2×2 м) тата 1—1,5 м тарӑнӑшлӑ уҫӑ шӑтӑксем курма пулать. Колоннӑсене симметриллӗ майпа 6 ретпе, кашни ретре 4-шер колоннӑпа вырнаҫтарнӑ, ретсем пӗр-пӗринпе 1—1,2 м сарлакӑшлӑ тата 0,5 м таран тарӑнӑшлӑ лантӑллӑ никӗспе ҫыхӑннӑ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ хӳмен тулаш енче 6 айккинчи контрфорс никӗсӗсен тӳрӗ кӗтеслӗхлӗ выступӗсем (1,7×1,4 м) пур, вӗсем урлӑ лентӑллӑ никӗссен тӑсӑмӗ пулаҫҫӗ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ хӳмен шалти енче 2,75 м сарлакӑш михраб нишин йӗрӗсене тупнӑ[10].
Пӗрлештернӗ икӗ пайӗ те пӗр вӑхӑтра ӗҫленӗ. Ҫуртсен пӗтӗмӗшле шалти лаптӑкӗ 2000 м² кая мар пулнӑ, ҫакӑ Пӳлер мечетне Тухӑҫ Европӑри вӑтам ӗмӗрсенчи чи пысӑк ҫуртсенчен пӗри тесе шутлама май парать.
Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче 1,2—1,5 м инҫетерех тӗпчевҫӗсем минарет котлованĕ тупнӑ. Вӑл тӳрӗ кӗтеслӗх евӗрлӗ (9×8 м) пулнӑ тата 3 м тарӑнра вырнаҫнӑ. Котлована ваннӑ шурӑ чулпа тултарнӑ, вӗсем хушшинче уйрӑм архитектура пайӗсем те тӗл пулнӑ. Котлован тӗпне таптаса хытарнӑ, унӑн ҫийӗнче юман свайсенчен юлнӑ йӗркепе вырнаҫнӑ шӑтӑксене (хушши 0,4—0,5 м, диаметрӗ 0,15—0,2 м) тупнӑ, вӗсене вӑтамран 1 м таран тарӑнлатнӑ.
X ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче мичӗт ҫумӗнче некрополь (IV Пӳлер масарӗ) йӗркеленнӗ. Тӗпчевсем унӑн хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсене палӑртнӑ, сӑмахран — хулан тӗп пайӗнче вырнаҫни, ятарлӑ пытармалли ҫурт-йӗр тата мӑшӑррӑн пытарни, ҫакӑ унта пуянсене пытарнине пӗлтерет.
Мичӗт комплексне ҫавӑн пекех «феодал ҫурчӗ» те кӗрет — ӑна 1971—1973 ҫулсенче чавнӑ чухне тупнӑ.
Пӳлерти феодал ҫурчӗ
Хулаш варринче, «цитадель» ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ, собор мичечӗн комплексне кӗрет. Кунта тахҫан ҫурт пулнине 1915 ҫулта П. А. Пономарёв палӑртнӑ. Кирпӗч ҫурта туллин 1971—1973 ҫулсенче А. Х. Халиков ертсе пынипе иртнӗ археологи ӗҫӗсенче тӗпченӗ. Вӑл никӗс тата стенан аялти пайӗнче упранса юлнӑ. Никӗсе ҫӗр ӑшне 1,2—1,3 м таран чавса кӗртнӗ. «Феодал ҫурчӗн» стенисене тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ (26×26×5 см) стандартлӑ ҫурма чӗрӗ тата хӗртнӗ кирпӗчсенчен купаланӑ, вӗсен хулӑнӑшӗ 1—1,2 м ҫитет. Кирпӗчсене акшар е алебастр хушнӑ тӑмпа юшкӑн шывӗпе ҫирӗплетнӗ. Ҫуртӑн тӗп пайӗ тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ (11×11 м) пулнӑ, тӗнче енӗсем тӑрӑх вырнаҫнӑ, тата ӑна шалти (тӗрев хӳмисен хулӑнӑшӗ 1,2 м таран) хӳмепе 16 м² яхӑн вӑтам лаптӑклӑ тӑватӑ пӗртан тӑваткӗтеслӗхлӗ пӳлӗме пайланӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Шалти тӗреклӗ хӳме пурри купол евӗрлӗ маччаллӑ иккӗмӗш хут пулнине палӑртать. Аялти хутри пӳлӗмсене темиҫе хутчен штукатуркӑланӑ, урай патнелле вара акшар плиткисемпе витнӗ. Ҫуртӑн икӗ кирпӗч хулӑнӑш (10—11 см) кирпӗч урай пулнӑ, ун ҫине 5—6 см хулӑнӑш акшарпа цемент шывне сарнӑ.
Ҫурта кӗмелли алӑк кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Алӑка П-евӗрлӗ арка капӑрлатнӑ — ҫурт кӗтесӗсенчен 1,2 м тата 2,1 м хушӑра ҫурма колоннӑсем-пилястрӑсем(выр.)чăв. пуррине палӑртнӑ. Пилястрӑсен никӗсӗ тӳрӗ кӗтеслӗхлӗ (1×0,8 м) пулнӑ тата картлашкапа ҫурма колоннӑсене куҫнӑ. Алӑк умӗнче крыльцо никӗсӗн йӗрӗсене тупнӑ. Крыльцоран мичӗт еннелле кирпӗч татӑкӗсемпе чулсенчен хунӑ ҫул ертсе пынӑ.
Ҫуртӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи стени хӗвеланӑҫри кӗтес патӗнче мӑкӑрӑлчӑк евӗр сарӑлать. Мӑкӑрӑлчӑк пуҫланиччен хӳмере 0,9 м сарлакӑш шӑтӑк пурри курӑнать. Шӑтӑк патӗнче тӗпчевҫӗсем 30—40 см диаметрлӑ путӑксем тупнӑ. Путӑксене мӗншӗн туни пирки тӗпчевҫӗсен шухӑшӗсем расна. А. Х. Халиков шухӑшӗпе ҫак путӑксем иккӗмӗш хутри балкон террасине тытса тӑракан юпасенчен юлнӑ. С. С. Айдаровпа Ф. М. Забирова ҫак путӑксем ҫурта собор мичечӗн йывӑҫ пайӗпе ҫыхӑнтаракан хупӑ галерейӑран юлнӑ тесе ӑнлантараҫҫӗ.
Ҫуртӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи стени питӗ кӑткӑс пулнӑ. Ҫинҫе стеналлӑ (0,5 м) пристрой пуррине палӑртнӑ — ҫаврака стеналлӑ икӗ пӳлӗм, унта иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкасем тата ҫуртӑн ҫӗр айӗнчи хутса ӑшӑтмалли анлӑ системипе ҫыхӑннӑ кӑмака вырнаҫнӑ пулнӑ. Кӑмаки хӑй ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ кӗтесре пулнӑ. Кӑмака никӗсне аяла 1,2 м тарӑнлатнӑ, вӑл тӳрӗ кӗтеслӗх евӗрлӗ (2,5×2 м) пулнӑ тата икӗ камерӑран — хутмалли (0,8×0,6 м) тата ӑшӑ пухакан (1,5×0,9 м) камерӑран тӑнӑ. Ӑшӑ пухакан камерӑран 35—45 см сарлакӑшлӑ тата 9 м тӑршшӗ икӗ тӗтӗм тухмалли канал кайнӑ. Каналсенчен хутса ӑшӑтмалли системӑн пайӗсем кайнӑ, вӗсем пӗрремӗш хут урайӗ айӗнче те вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех ҫӳлти хута та илсе ҫитернӗ. Хутса ӑшӑтмалли системӑн пайӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 300 м яхӑн ҫитнӗ.
Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи стени питӗ япӑх упранса юлнӑ. Ҫапах та, ҫак стенара алӑк пуррине палӑртнӑ, вӑл тӗпеле илсе тухнӑ. Пристройӑн виҫи — 3,6×3 м. Унта икӗ кӑмака (кирпӗч кӑмака(выр.)чăв. тата чул кӑмака-жаровня) тата пусӑ тупнӑ.
Ҫуртӑн шалти пайне чавса тӗпченӗ чухне тӑмран тата кантӑкран тунӑ савӑт-сапа, кантӑкпа тӗслӗ металран тунӑ капӑрлӑхсем, тимӗртен тунӑ йӑла япалисене тупнӑ. Ҫак ҫуртра мечет ӗҫченӗ пурӑннӑ пулас. Апла пулин те Э. Д. Зиливинская ҫак ҫурт общество мунчи пулма пултарнӑ тесе шутлать.
Ҫурта X ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче мичетӗн чул пайне тунӑ вӑхӑтрах купаланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫурта 1236 ҫулта ишсе пӑрахнӑ — ҫурт стенисен ишӗлчӗкӗсем айӗнче ҫын шӑммисене тупнӑ.
Пӳлерти «Караван-сарай»
Вӑл Пӳлерӗн шалти хули тулашӗнче, унӑн кӑнтӑр кӗтесӗ хыҫӗнче, хӗвелтухӑҫ хапхаран инҫе мар вырнаҫнӑ. Ҫак вырӑн XIX—XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вырӑнти ҫынсемшӗн «форт» ятпа паллӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна хушма хӳтӗлев системипе хупӑрланӑ пулнӑ. Пысӑк кирпӗч ҫурт ишӗлчӗкӗсене кунта 1881 ҫулта В. А. Казаринов палӑртнӑ. 1928 ҫулта А. С. Башкиров ҫурта кӑштах салатнӑ. 1969—1972 ҫулсенче Пӳлер экспедицийӗ тӗпченӗ. Кирпӗч ҫуртӑн стенисемпе никӗсӗн юлнӑ пайӗсене, пусӑ шӑтӑкне, кирпӗч сарнӑ картише, частокол евӗр хӳтӗлев пайне тупнӑ, ҫавӑн пекех ҫурта хупӑрласа тӑракан каярах тунӑ валпа канава тупса палӑртнӑ.
Пӳлерти «мунча»
Ишӗлнӗ кирпӗч ҫуртӑн пайӗсем цитадельти ҫурҫӗр пайӗнче тата мичет комплексӗнчен 180—200 метр ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. 1973 ҫулта аэрофотосъемка тунӑ чухне тупнӑ. 1979—1981 ҫулсенче тӗпченӗ. Урай айӗнчи хутса ӑшӑтмалли системӑллӑ ҫурта стандартлӑ пӑлхар кирпӗчӗнчен (26×26×4,5—5,5 см) тунӑ, тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ (10,4×11,6 м) пулнӑ, тӗнче енӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Стратиграфи ланнӑйӗсем ҫурта XI ӗмӗртен каярах тунине тата вӑл икӗ пайран тӑнине пӗлтереҫҫӗ.
1-мӗш Пӳлер ҫӑлӗ
Ҫӑл[11] мичет комплексӗпе «Феодал ҫурчӗ» хушшинче вырнаҫнӑ. XII ӗмӗрте ӗҫленӗ. 1915 ҫулхи экспедици вӑхӑтӗнче П. А. Пономарёвпа М. Г. Худяков ӑна кӑштах уҫса тасатнӑ. 1972 ҫулта А. Х. Халиков ертсе пынипе экспедици ӑна тӗплӗн тӗпченӗ. Каярахпа, 1973—1974 ҫулсенче пусӑна реставрацилесе консервациленӗ.
Чӳлмекҫӗсен кварталӗ
1968 ҫулта тупнӑ, архологи тӗлӗшпе 1972, 1974, 1980, 1981 ҫулсенче чавса тӗпченӗ. Вӑл тулашри хулара вырнаҫнӑ. Хӗвеланӑҫ енче Пӳлер шывӗпе чикӗленет, ҫурҫӗр енчен — хулашӑн шалти валӗпе, хӗвелтухӑҫ енчен — кивӗ ҫулпа, кӑнтӑр енчен пӗчӗк ҫырмапа икӗ пая пайланать. Район лаптӑкӗ ~ 80 000—100 000 м². Квартала ҫил мӗнле вӗрнине шута илсе, чӳлмек тума кирлӗ тӑм ҫумӗнче вырнаҫтарнӑ. Археологи тӗпчевӗсем тӗрлӗ горнсем[12] пулнине палӑртнӑ. Вӗсене тума ятарлӑ кирпӗчсемпе усӑ курнӑ, ӑстасен лаҫҫисем пурӑнмалли ҫуртсенчен уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Квартал пысӑк лаптӑк йышӑнни Пӳлерте чӳлмек тӑвас ӗҫ ҫӳллӗ шайра пулнине пӗлтерет[13].
Пӳлер аталанӑвӗн тапхӑрӗсем
Хула аталанӑвӗн историйӗнче икӗ тапхӑра (культура сийӗ йӗркеленнӗ вӑхӑт тӑрӑх) уйӑрма пулать. Пӗрремӗш тапхӑр — X ӗмӗр пуҫламӑшӗ — XI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурри. Ку культура сийӗн аялти горизонтчӗ йӗркеленнӗ вӑхӑт. Иккӗмӗш тапхӑр — XI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри — XII ӗмӗрӗн малтанхи виҫҫӗмӗш пайӗ. Ку культура сийӗн ҫӳлти горизонтчӗ йӗркеленнӗ вӑхӑт.
X ӗмӗр пуҫламӑшӗ — XI ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурри
Хулана X ӗмӗрте никӗсленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Йӗркеленнӗ вӑхӑтрах хула 600 га яхӑн лаптӑк йышӑннӑ. Чи малтанах хула икӗ пайран — тулашри тата шалти хуларан тӑнӑ. Вӑрах вӑхӑт хушши пурӑнмалли вырӑн питӗ вӑйлӑ сарӑлнӑ, аталаннӑ вӑхӑтра пысӑк калӑпӑша ҫитнӗ. Хула тӗппипе илсен территорие сарнипе мар, шалти ҫурт-йӗре тачӑлатнипе аталаннӑ. Пӳлерте Руҫ тата Балтика ҫумӗнчен, Хӗвеланӑҫ Европа тата Скандинавирен, Вӑтам Азипе Персирен, Индипе Китайран, Византипе Кавказран килекен суту-илӳ ҫулӗсем иртнӗ.
XI ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри — XIII ӗмӗрӗн малтанхи виҫҫӗмӗш пайӗ
Пӳлер XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне чи вӑйлӑ аталанса ҫитнӗ. Ун чухне чулпа кирпӗч ҫуртсенчи пӳлӗмсене урай айӗнчи хутса ӑшӑтмалли системӑпа ӑшӑтнӑ, ҫавӑн пекех чӳрече вырӑнне кантӑкпа анлӑ усӑ курнӑ. Монголсен хӗвеланӑҫ похочӗсене пула 1236 ҫулта хулана ҫӗнтернӗ, ӑна урӑх ҫӗнӗрен ҫӗклемен[15]. Ҫак пулӑм ҫинчен Лаврентий летониҫӗнче ҫапла пӗлтереҫҫӗ:
«В лето 6744 [1236 г.] …приидоша от восточные страны в Болгарьскую землю безбожнии Татарии и взяша Татарове на Болгарскую землю и взяша славныи Великий град Болгарскыи и избиша оружьем от старца и до уного и до сущаго младенца и взяша товара множество, а город ихъ пожгоша огнемъ и всю землю их ихъ поплениша»[16].
Урӑх вырӑнта ҫӗнӗ пурӑнмалли вырӑн — Балынгуз хулашгн, III Пӳлер ял вырӑнне — никӗслеме хӑтланнӑ. Юлашкине монголсем хыҫҫӑнхи Пӳлер пек палӑртаҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Об утверждении границ и особого режима использования территории объекта культурного наследия федерального значения «Городище «Биляр» – одна из столиц Болгарского государства», X – XIII вв., расположенного в Алексеевском муниципальном районе Республики Татарстан (выр.). Комитет Республики Татарстан по охране объектов культурного наследия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Биляр в БРЭ.
- ^ Хӑшпӗр историксем Пӑлхар хулине тӗп хула тесе шутлаҫҫӗ
- ^ Никита Перфильев. Билярское городище: город-сказка, город-мечта! (выр.). kazan.kp.ru -. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Сӑмахран, Татищев В. Н. История Российская Т.I. М.-Л., 1962 пӑхӑр.
- ^ Пономарев П. А. Краткий отчет о раскопках и разведках в районе Билярска летом 1915 г. ИОАИЭ, т. XXX, вып. I, Казань, 1919; Пономарев П. А. Отчет об археологической экспедиции в Билярск в июле 1916 г. ИОАИЭ, т. XXX, вып. I, Казань, 1919.
- ^ Башкиров А. С. Экспедиция по изучению болгаро-татарской культуры летом 1928 года. — МОРРПТ, вып. 3., Казань, 1929.
- ^ Цитадель лаптӑкне шута илсен.
- ^ Халиков А. Х. Татарский народ и его предки. — Казань: Татарское кн. изд-во, 1989, С.93.
- ^ Хузин Ф.Ш., Валиулина С.И. , Шакиров З.Г. Средневековые археологические памятники Поволжья и Урала // Институт археологии АН РТ; Казанский федеральный университет. — 2017. — .
- ^ 18 пусӑна тӗпченӗ.
- ^ Тӑватӑ тӗслӗ горнсене тупнӑ.
- ^ Сӑмахран Кокорина Н. А. Гончарные горны Билярского Городища//Средневековые археологические памятники Татарии. Казань 1983 С. 50-69 пӑхӑр;
- ^ Артефакты Биляра исследовали ученые КФУ и наноцентра РТ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Казаков Е. П., Старостин П. Н., Халиков А. Х. Археологические памятники Татарской АССР. — Казань: Татарское кн. изд-во, 1987, С.63; История татар с древнейших времен в семи томах. Т.2. — Казань: РухИЛ, 2006, С.169.
- ^ ПСРЛ, т.1, С.460.
Вуламалли
- Исследования Великого города. — М., «Наука», 1976. — 264с. [Билярское городище].
- Н. А. Кокорина, С. В. Кузьминых. Большая российская энциклопедия.
